Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Оксанăна
Каласах пулать çакна:
Пилĕн тапхăрĕ — ман ӳсĕм;
Мĕн-ши халаллас сана,
Йăмăкăм, тăванăм, тусăм?..
Уйрăлун тĕп халалне
Асилмесĕр эп пуçлатăп:
Çакă хĕлĕн шур тĕсне
Чи малтан эп халаллатăп.
Юлĕ, ĕмĕр иртмесскер,
Çак кĕтретлĕ хĕл саламĕ...
Пур умра ытти еткер, —
Кун пирки — кăшт çеç калам-и...
Тĕнчерен тĕлĕннипе
Кайăк сас парать сисмесĕр.
Çакăн евĕр йӳтемпе
Çырнă эп, — ытти хистевсĕр.
Сăвăç пулнă — çав халпа.
Кашнинех умрах сăнанăн
Эп калаçнă... Халăхпах,
Тен, калаçнă эп, тăванăм...
Шăплăх пек тулли сасра
Эс «Чăваш» енпе тĕл пулăн:
Çав паллашăва упра
Тишкерсе, хавхалануллăн.
Тыт асра, тĕпче, ыр сун
Ун культурине, тăванăм, —
Эп çапла сан халăхун
Асĕпе халне чысланă.
Кур эс ман тăвансенче
Ĕçлĕх, тĕплĕх, аптраманлăх.
Пурнăç кăткăслăхĕнче
Малалла
 «Эсĕ пур» теекен шухăшпа
Йăпанатăп, — эс сассăр чухне.
Тен, хĕртмесĕр лăпкан çутăпа
Ашăнатпăр çапла — кĕр енне.
Эп ыйтни вăл — ĕçмар, сăмах мар.
Мĕн-ха вăл? Ун пĕлтерĕш — епле?..
Эсĕ — пур. Сахал мар та, — калар:
Нумаях та-çке мар, — темелле...
Куç — чĕр пурнăç, чĕр сăн çеç ыйтать.
Çук — ыйтни. Чун çапах ăшăра:
Те чĕре манăçса улталать,
Те иртнин ĕмĕлки асăмра?
Пăшăлтатнă пек, ман кун-çулта
«Эсĕ — пур» тени пур-çке пĕрех, —
Типĕ шĕшкĕ çулçи вăрманта
Чăвашла чăштăртатнă пекрех...
 Юптарса та йăпатса
Вăл сана эрех сĕнетчĕ.
Куркине çӳле йăтса
«Туслăхшăн» тесе ĕçетчĕ.
Тӳсеймерĕн.
Сĕннине
Эсĕ ĕçрĕн.
Ку мĕн пулчĕ?
Сан кунçул курки тĕпне
Сĕм ултав йӳçекĕ юлчĕ.
 Мăнкун иртсен тепĕр кун —
Тунтикун
Таса атте Ахванаççи,
Ун матăшки Анастаççи
Пулчĕç хăнара —
Ăшă сăрара.
— Хăритун!
Паян тунтикун, —
Терĕ пуп сăра хуçине
Выляткаласа куçсене.
— Çаплах, ара, çаплах,
Çветтуй атте,
Тыт-ха татах.
Ĕç ман килте, —
Терĕ Хĕритун алтăрпа
сăра парса,
Пуп çумне ларса.
Хĕритун арăмĕ Укçине
Пăхса илчĕ пуп çине.
Вăрттăн, куç айĕпе,
Пуçларĕ сăмах майĕпе:
— Ташласан та юрать те
Пĕрре,
Таса атте.
Хам ĕçтерем — тыт тепре.
Ĕçрĕç ĕçмеллех,
Ташăра вĕçмеллех.
Çӳçне-пуçне арпаштарса,
Пуп пуçларĕ ура хуçса:
— Эх, ну!
Эх, ну!
Унччен-кунччен, мăнкунччен,
Кукăль пиçсе тухиччен,
Хура халăх сисиччен
Пурăнар-ха виличчен.
Эх, ну!
Эх, ну!
Кăчăк туртса кăмăл ту!
Ура тапса ташă ту!
Çăвар карса юрă ту!
Эх, ну! Эх, ну!
Эпĕ сан йысну. —
Ячĕ пупăн çеммипе
Херитунĕ кĕслепе:
— Тĕнкĕлти-тĕнкĕлти кĕслеме
Малалла
Вăт пурнăç! Ачу-пăчуна аран-аран пăхса ӳстеретĕн те, ах! тинех карчăкпа лăпланса пурăнмалли тапхăр çитрĕ теме те çук, çавăнтах мăнукусене пăхма тивет. Çуралнă-çуралман тăватă урапаллă кӳмене персе чикеççĕ те, пилĕк минутлăха тесе тухса уçăлса çӳренĕ пекки тăваççĕ те алăк умне тăратса хăвараççĕ. Çийĕнчен: «Ним тумасăр ухмаха тухатăр вĕт!..» —тесе кăшкăраççĕ хамăр ӳстернĕ ачасем. Пирĕн ылтăн-кĕмĕл мăнуксене пăхса савăнмалли çеç юлать вара.
«Пирĕн, çамрăксен, ача пăхса ларма вăхăт çук! Ĕçе те каймалла, лавкка тăрăх чупса лайăх тум илсе хитреленсе çӳреме те ĕлкĕрмелле, парикмахерскине те кайса лармалла, атту «босс» мĕн калĕ? Эсир вара енчен енне ахалех сулланса çӳретĕр, ши! шăхăрса, вăрманти пек пĕрне-пĕри хăваласа!» — тесе хушса хураççĕ.
Ай, тур-тур! Ку саманара ачасене ним калама та çук. Тӳрех çăвара уçнă-уçман пăкăласа лартаççĕ. Алăка шан! хупса хăвараççĕ те — хӳрине те кураймăн. Хамăр та халь çав тери ватах мар, пенсие тухайман-ха, пур пĕр пирĕн ĕçе ним вырăнне те хумаççĕ. Ирех тухса каяççĕ те хĕрĕмпе кĕрӳ, мăнук çывăрса кайсан кăна пĕрин хыççăн тепри машинăпа ик енчен чăш! та чаш! ярăнса таврăнаççĕ. Ма тесен кĕрӳ ялта совхоз директорĕнче ĕçлет-çке-ха, укçине кăна питĕ лайăх илет тет. Ытти вара унта ним лайăххи те çук тет. Фермăна тахçанах пĕтернĕ тет, унта халь ĕне вырăнне выç кашкăр улать тет, тепĕр чух тăмана вĕçсе кĕрет, шăшисем çухалнипе вăл та çавăнтах вăшт! кăна вĕçсе тухса тарать тет. Уйĕнче вара, ай, тур-тур, вĕлтĕренпе армути ăмăртса тенĕ пек каш! кашласа ӳсеççĕ. Сухаласчĕ, трактор валли солярка кирлĕ-çке, анчах та ăна илме укçи аптрал. Сăмакун ярса тĕрлеттерейместĕн вĕт.
Малалла
 Светланăна асăнса
Çутă ирĕклĕхне, саланми тытăмне
ялтратса эс ун аитĕр курнан паянччен, —
«Çутăпи» ятлăскер, санăн пур шевлӳне
манăçун сив тăпри илеймерĕ пиртен, —
çутине упраса юлчĕ сан шăплăху;
тем пĕлтерĕшлĕ пек, вăл çумрах туйăнать, —
е ассем ыратни унта, е — эсĕ ху? —
сăн çути-и ялтрать, шур çуху-и шартать?
Эсĕ халь те — çав çутă шартни, чӳхенни, —
чĕрӳнте ăшăнса вăл витетчĕ сăнна,
ун чĕтренĕвĕ пекчĕ — эс шăппăн кулни,
кĕвĕлле ăшăтатчĕ вăл сан сассуна...
Çынсене пилленсе, еплерех Юрату
ыратса-ши санра яшлăхри халĕпе? —
Хальчченех хĕвĕшет-вĕркĕшет сан çуту
пирĕн хĕв-шухăш пек, хӳсенчи сывлăш пек...
 Нумайрах-и унта е кăштах, —
Вилĕмрен кам мĕн упрĕ?.. Кашнишĕн
Вăл ялан — илекен вăй анчах.
Ма хăран эс, — çакна ăнлансах, —
Эс çеç кайнăн, — шăпу çывхарнишĕн?
Эс мĕнех илсе кайăн хупа?
Уншăн мар-çке эс халь. хуйхăратăн, —
Çын кунта пурăнать ăшăпа,
Çав ăшша — ӳстермерĕн чунпа! —
Халь ак — чĕптĕм анчах хăваратăн...
 О.Д.
Пур иккен çавăн евĕр сăваплă Чару:
сăмахпа та кĕме юрамасть-тĕр
Сан черчен те тулли яшлăхна;
сăнарна çеç йĕрлем эпĕ хур тĕкĕпе.
Илтĕнет, хум сасси пек, гекзаметр...
Чĕнет пек такам — Вăхăт çитрĕ.
Эс — Мастер. —
Ку вăл — Гете сасси пек!
Ку — унăн пил евĕр Элегийĕнчи1 сасă пек.
Çак тӳлек хут енре
ăсăмри анлăшне халь сарать манăн
Марненбадăм,
Анчах — пур-ха элчелĕн умри паллисем! —
Эс пур чух пулас çук уйрăлу, —
Сан таса сăнарна çуратса
тĕлĕнен куçсене шартĕ манăн хăватăм,
Ман ăс-хал çӳллĕшне мраморла ялтратса
эпĕ калăп: вăл — сан хавалу.
Халлĕхе — эпĕ сан Çутуна
ĕмĕр пулнă Илемĕн чĕр тытăмĕ тем-и, —
Ман чĕре тĕшшинчен пуçласа
Малалла
 Çул пĕр енĕ тулă,
Тепĕр енĕ — вир.
Калаçу эп илтрĕм çил хускалнă ир.
Тулă хушрĕ шăппăн:
— Вир, ăçта ӳсетĕн?
Эс ахаль те çӳллĕ, хăмăш пек çĕклентĕн.
Хуравлать вир:
- Акă, çума-çумăн, таччăн
Çулпала килеççĕ сарă хĕрпе каччă.
Иккĕшĕ те çамрăк,
Иккĕш те хитре.
Вĕсене куратпăр яланах хирте.
Кĕркунне çитсессĕн — вĕсене кам пӳлĕ —
Чаплăран та чаплă,
Çын курман туй пулĕ.
Кĕрекене ларĕç сарă хĕрпе каччă.
...Пиçĕ виртен пăтă,
Тулăран — кулачă.
 Ватă Кăркка хавасланчĕ,
Пусма ларчĕ,
Чĕп кăларчĕ.
Тĕрлĕ çимĕç вăл çитерчĕ,
Пур чĕпписене
Ӳстерчĕ
Хурлăхпа.
Пепкисемшĕн
Хĕпĕртерĕ,
Вĕсене ертсе çӳрерĕ
Ӳркенмесĕр
Урам тăрăх,
Шырама вĕрентрĕ ырлăх
Пур вăйпа.
Ӳстерсессĕн,
Хуйхă килнĕ —
Чĕпписене тĕнче илнĕ
Юта тахăш ертсе кайнă
Ватă Кăркка
Пĕччен ларнă
Макăрса.
* * *
Ялти çамрăк
Çавăн евĕр
Хулана куçать вĕç-хĕрсĕр.
Ĕç алли çукран
Уй-хирĕ
Тыррине тăкать каç-ирĕн
Кулянса.
■ Страницăсем: 1... 126 127 128 129 130 131 132 133 134 ... 796
1 Кунта Гетен юлашки паллă ăстăвăмĕ, «Марнекбад элегийĕ», пирки каланă.
|
Шухăшсем
http://???...
Лечение дисфункции ВНЧС в Москве...
Лечение дисфункции ВНЧС в Москве...
Лечение дисфункции ВНЧС в Москве...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...