Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТантăшсемКĕтмен венчетСӳнми хĕлхемЧапшăн пурăнмастпăрТаркăнВатă чĕре — çамрăк чунТутимĕр

Кăсăя килсе кайсан


(Юпа уйăхĕн вĕçĕ)

П. Эйзина

 

Кантăк.

Умра — пĕчĕк хурăн.

Ун хыçĕнче — тĕтрере — кĕр калчи.

Хурăн çинче—юлашки пĕр сар çулçă.

Ак юнашар кăсăя пырса ларчĕ.

Сăнарăм эп. Манăçрăм.

Çурт-тăвăм кранне асăрхарăм.

Кăшт тăрсассăн куратăп:

юлнă-мĕн — çулçă кăна, —

çавах, —

юлашки.

Куçаруçă саманчĕсем


«Çун!» — терĕн эс ăшăмри çуттăма...

Ю. Словацкий

 

Шурă çутă, шурă тĕс!

Сăмахсем те шур тĕспе

çуталса тăраççĕ тейĕн!

Лăпкăлăх, таса ачашлăх

ялтăрать пек пӳлĕмре, —

тен, куçаруçа та вăл

çутатса тăрать управлăн

ун ăсне кĕрсе шалтан;

чунăн сисĕмлĕхĕпе

чĕтренсе тăрать пек сывлăш! —

Польша çĕрĕн ăрăмçи,

ах, ытарайми Словацкий!..

Çакă çутăн ăшшинче

эп чăваш сăмахĕсен

çутине туйса çыратăп

полякла пăшăлтатса:

«Жилем з вами... Жилем з вами...»1

Ыйăх вĕçсен çырни


Çĕр çинче халь те пур-ха ун пек вырăнсем;

халь те йĕплĕ пралук речĕсем,

тутăхса кăнтараççĕ таçти вăрманта,

(Ай рифми те çапла, тупата:

тĕрлĕ çĕрĕш, тискер тунката.)

 

Хресченсем пек ĕçленĕ çынсем вăрçăра;

йĕррисем — халь те пур-мĕн вара:

дзочĕсен хӳмисем — платниксем тунă пек!

(Хĕрĕх çул — çĕрĕпе, кунĕпе

сас та çук, чун та çук... Йĕп-йĕпе...)

 

Арăмне, ачине ыталанă алсем

халь ăçта-ши?.. Ăçта — тумĕсем?

Сухара тарпа пиçнĕ хул-çурăм ăçта?

(Хам ятран эп ыйтам-ха тата:

ман атте хăш çĕрти вăрманта?)

 

Пĕр мел пур упрама: ассенче халь сире,

Трахвиме, Миккуле, Петĕре

ватă аннĕр лăпкать, — халь те эсĕр — яшсем...

(Ачаллах асăнаç — ачăрсем,

хăшĕсем халь — сиртен аслисем...)

 

Пур тата — ассене кĕреймесĕр юлни! —

Аттăн пĕтнĕ йĕрри, хĕрĕн туйсăр

юрри пăтрашать тӳпери турă мар турăра!

(Ай юррийĕн пуçламăш вара —

тахçанхи Çĕньялта, Нăрвашра...)

 

Амăшне, йăмăкне ыталанă алсем

Малалла

Каçхине ялта


Çĕрлехи урам — çĕр сасă.

Умлăн-хыçлăн куçрĕ шав.

Каç чаршавĕ хупăнсассăн,

Уçăлать клубри чаршав.

Тăп-тулли колхоз ĕçченĕ,

Вырăн çук ларма-тăма,

Туй юрри янратрĕ сцена,

Авăнать юман хăма.

Çамрăк тимĕрçĕ

Ташлама тилмĕрчĕ.

Хăвăрт-хăвăрттăн пусса

Тăсрĕ-ячĕ купăса.

 

Савни, ташла,

Юх акăшла.

Сылтăма пус,

Сулахая.

 

Юратнă тус,

Ан юл кая.

Кĕске кунча,

Тăрса ан юл:

Кăçал качча

Тухмалли çул.

Пĕтĕм халăх — куракан,

Пурте халĕ — ташлакан.

Тимĕрçе куçран пăхать хĕр,

Сăмахпа хурать тĕртсе:

— Туй тума кăçал пул хатĕр,

Юрату çитет хĕрсе...

Авлан, тимĕрçĕ,

Хӳхлесси — хĕр ĕçĕ.

Верук


Кĕрхи тискер сивĕ çил тĕнчене туллать. Вăхăтăн-вăхăтăн вĕтĕ çумăр çăвать. Тĕнче илемне тискер сăн парать.

— Ух, сивĕ!

— Тискер.

— Салху.

— Çантăлăкĕнчен ытла самани тискер, — тесе пуплеççĕ шыв хĕррине пынă хĕрарăмсем, Колчак Хусана илни çинчен сӳтсе явса, хăйсен старикĕсене салтака илесрен шикленеççĕ вĕсем.

— Ваçик салтака кайсан, вилес пулать вара ман, — тесе хучĕ Верук та хуйхăрса.

Тискер кĕрпе тискер самана çинчен чылай пуплесе тăчĕç арăмсем. Пĕр-пĕринпе пуплесе ăшчиккисем кӳтнипе хуйхăллăн утрĕç ерипен килелле.

Сивĕ.

Тискер.

 

* * *

Çумăр чĕресрен ярать. Сивĕ çил çĕçĕпех касать. Ниçта пусма çук пылчăк. Тарласа пăсланнă лашасем ерипен пыраççĕ. Пĕкĕ çинчи шăнкăравсем хуллен янăраççĕ. Çамрăксем юрă тăсаççĕ. Вĕсен паян Хĕрлĕ Çара тухса каймалла.

Акă ял хапхи патне халăх пухăнчĕ. Верук та хăйĕн юратнă упăшкине Ваçике юлашки хут чуптăвать.

— Ваçик, тен, урăх кураймăпăр та. Пĕри вилсен, тепри асăнмалла пултăр. Ан ман, Ваçик!..

— Верук маншăн ан хăра. Эсĕ ху сывлăхна чипертерех упра. Ан ман. Сывă пул...

Малалла

Çĕнĕ алçырупа ларнă май


1

Тур пани тенине «йĕрĕх» терĕç пирте,

Тен, çапла курайман пуль авал — Сехмете!..

 

Пĕр-пĕр йĕрĕх-алпастă çурта кĕнĕ пек,

Хăвалатчĕç Сăвва «канашла» эрттелпе.

 

Ывăлларĕ çапла Сармантей Самани! —

Тĕрмере тытнă пек пулчĕ вăл «ӳстерни».

 

2

Пурнăç иртрĕ çапла, — эп калаймăп: çурри!

Пирĕн «Муза» тени — пулчĕ ама çурри.

 

«Кĕнеке» тенисем чыс курмарĕç йышра, —

Вĕлтĕрен кайăксем çеç — тăван сăмахра!

 

Мĕн-ши çакă халь ак? Вил эреш? Çул юпи

Йышăнман чӳк парни?.. Е, тен, — тупăк хуппи?..

Халал


О. Д.

Йăлт — музыка та çутă...

А. Блок

 

Кунта — ăс-тăн шыравĕ

Тахçан сунни, шанни;

Чĕр туйăмăн пăлхавĕ

Ӳсни, тăнăçланни...

 

Йăлт Çутă халь. Эс — тупсăм:

Килĕшӳпе Илем...

Çакна пĕлтерччĕр, тусăм,

Чун çулĕн паллисем!

Март


Çерçи пуххи йăмра çинче

Тем канашларĕ,

Пăр-р! саланчĕ.

Çав сасăпа тумла вăранчĕ,

Çинçен юрлать çурт çумĕнче.

Кăвак сăн çапнă лапама

Тӳпе янравĕ илтĕнет —

Çуркуннепе концерт пама

Март кĕмĕл чĕлĕх ĕнерет.

Кĕçех, çур кунĕ, юрă пуçлăн.

Сана кĕтсе, куратăп ак,

Дирижер пек тăрать мăнаçлăн

Çул хĕрринче хура курак.

«Симĕс пурçăн тутăр, пĕтреке çуха...»


Симĕс пурçăн тутăр, пĕтреке çуха

Мĕншĕн-ха çак хушă туртрĕç çывăха?

Мĕншĕн çивĕт вĕçĕ, кĕмĕл ярапа,

Вăратать мана ир çĕнĕ юрăпа?

Авăк куç харшийĕ мĕншĕн каçсерен

Шĕл-кăвар туртасшăн манăн чĕререн?

Мĕншĕнне пĕлетĕп: манăн çурт умне

Килчĕ пурçăн тумлă çамрăк Çуркунне.

«Ухмах Йăван»


Етĕрне хулинче пĕрлешрĕмĕр çак Йăванпа. Пĕрне пĕри куçпа пăхса илнипех туслашрăмăр унпа.

— Хваттере пĕр çĕре лекесчĕ, — ман çумма пырса сăмах хушрĕ хампала пĕрле приема пынă пĕр вăр-вар ача кантур çурчĕ умĕнче.

— Ман хамăр ялсем пур.

— Миçен?

— Вунтăваттăн.

— Апла пулсан, сирĕнпе лекесчĕ. Хамăр ялтан эпĕ пĕчченех.

Йышăнтăмăр çак палламан юлташа хамăрпа пĕрле. Уттартăмăр хваттере пĕрле çывăрма.

Майăн 18-мĕшĕ. Каçхине юр çурĕ. Çанталăк сивĕтрĕ, тухма-кĕме çук. Йĕрӳ те, шăл шатăртаттару та пирĕнпе пĕрлех.

— Куна кăна мар-ха, кунтан çĕр хут, пин хут йывăррине курмалла пулĕ. Ахаль мар çынсем алăсăр-урасăр таврăнаççĕ. Пуçа хулхушшине хĕстерсе те таврăнмалла пулĕ-ха.

Çак сăмахсемпе пуçласа ячĕ хăйĕн халапне сайхах тăрринче, утă çинче выртнă çĕрте пирĕнпе хутшăннă ют ача.

Сивĕ. Ниепле те çывăрса кайма çук. Кĕске сăхмана пуç çинелле туртса витĕнсен — урасем юлаççĕ юçланка, урасем çнне витсен— пуç сивĕре. Шăнать çамка та.

— Çывăратăр-и? — тесе ыйтать ют ача.

Хăшĕсем чĕнеççĕ — çывăрман. Теприсем чĕнмеççĕ — çывăрнă. Татти-сыпписĕр çапать халапа палламан ача. Авалтан илсе, хальхине çитиччен паллаштарчĕ салтак пурнаçĕпе.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 125 126 127 128 129 130 131 132 133 ... 796
 
1 Юлиуш Словацкин чапа тухнă «Халал» сăввин пусламăш самахĕсем: «Пурăнтăм сирĕнпе пĕрле».

Шухăшсем