
Шупашкарта пурӑнакан 57 ҫулти хӗрарӑм пенсие ҫӗнӗрен шутласа парӗҫ те вӑл ӳсӗ тесе шухӑшланӑран шар курнӑ.
Урай ҫӑваканта ӗҫлекен ҫав хӗрарӑм патне Пенси фондӗнчен текенсем шӑнкӑравланӑ. Вӗсем ӑна ҫӗртме уйӑхӗнчен пенси укҫи ӳсмелле, ӑна ҫӗнӗрен шутласа паччӑр тесен фонда пымалла тесе каланӑ. Черетре тӑрас темесен электронлӑ черете ҫырӑнма май пуррине пӗлтернӗ. Хӗрарӑм ҫакна илтсен савӑннӑ, ҫырӑнас тенӗ. Ҫырӑнма вара унран смспа ярса панӑ кода ыйтнӑ.
Ун хыҫҫӑн ун патне такам тесе те шӑнкӑравлама тапранса кайнӑ: Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинчен, банкран, патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗнчен. Хайхисем хӗрарӑма пухса пынӑ укҫана илсе йӗрке хуралҫине пама хушнӑ, вӑл вара пӳрне йӗрри юлнине тӗрӗслӗ тесе ӗнентернӗ. Хӗрарӑм хӑй пухса пынӑ 2 миллион тенке ултавҫӑсене тыттарса янӑ.

Ултавҫӑсем ҫын хуйхи ҫинче те пуяҫҫӗ. Шӑпах ҫавӑн пек пулса тухнӑ Комсомольскинче пурӑнакан хӗрарӑмпа.
Унӑн упӑшки ятарлӑ ҫар операцийӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ. Хӗрарӑм унӑн шӑпи пирки пӗлес тесе халӑх тетелӗнчи юмӑҫпа ҫыхӑннӑ. Ростов облаҫӗнчи ултавҫӑ упӑшки пирки пӗлес тесе ятарлӑ йӑла ирттерме шантарнӑ. Куншӑн 200 пин ытла тенкӗ ыйтнӑ.
Анчах ку ултав кӑна пулнӑ. Халӑх тетелӗнчи юмӑҫ укҫа-тенке кӗсйине кӑна чикнӗ.
Каҫал тӑрӑхӗнчи хӗрарӑм ултав серепине лекнине ӑнлансан нарӑс уйӑхӗнче полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Йӗрке хуралҫисем Чӑваш Енри хӗрарӑма шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ ҫынна хӑвӑртах тупнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫапла, шарлаттансем ҫын куҫҫулӗ ҫинче те пуясшӑн. Ҫавӑнпа асӑрханмалла, тӗнче тетелӗнчи пули-пулми ҫынна шанмалла мар.

Шупашкар хулинче пурӑнакан, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ мӑшӑр ултавҫӑсене 13 миллиона яхӑн тенкӗ парса янӑ.
Йӑлтах пӗр шӑнкӑравран пуҫланнӑ. Палламан арҫын ӗҫ стажне ҫирӗплетме, паспорт даннӑйӗсене калама ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн вара мӑшӑр патне палламан ҫынсем шӑнкӑравласа тапӑнма тытӑннӑ: «банк ӗҫченӗ», «ФСБ ӗҫченӗ»… Вӗсем мӑшӑра хӑратса пӗтернӗ: паспорт даннӑйӗсемпе ултавҫӑсем шыравра шутланакан, Украинӑна укҫа куҫарса тӑракан ҫын ҫине доверенноҫ тунӑ-мӗн. Упӑшкипе арӑмӗ хӑраса ӳкнипе палламан ҫынсем мӗн каланине йӑлтах туса пынӑ.
Хӗрарӑм пӗр хушӑ иккӗленме те тытӑннӑ-ха. Анчах лешсем каллех хӑратма пуҫланӑ, Украинӑна укҫа куҫарса тӑратӑр тесе айӑпланӑ. Ҫапла мӑшӑра Хусана кайса укҫа-тенке курьера пама ӳкӗте кӗртнӗ.
Кунпа вӗҫленмен-ха истори. Каярахпа палламан ҫынсем пӗр укҫа ҫинче нацистсен лозунгӗ пулнине ӗнентернӗ, пӗтӗм укҫана памалла тесе хушнӑ. Упӑшкипе арӑмӗ пухнӑ укҫине йӑлтах тыттарса янӑ.
Халӗ курьер кам пулнине палӑртаҫҫӗ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе вара пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Шупашкарта банкра ӗҫлекен ҫын клиентӑн укҫине вӑрланӑ. Сахал мар – 15 миллион тенкӗ. Халӗ унӑн куншӑн явап тытма тивӗ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви акӑ мӗн тӗпчесе пӗлнӗ: пӗлтӗр юпа уйахӗн 1-мӗшӗнче банк ӗҫченӗ клиент ятӗнчен хӑйӗн счечӗ ҫине 1 пин тенкӗ куҫарма заявлени ҫырнӑ. Тепӗр кунхине ҫакна никам та асӑрхаманнине ӑнланнӑ та хӑйӗн счечӗ ҫине татах укҫа куҫарнӑ: хальхинче 15 миллион тенкӗ.
Банк ертӳлӗхӗ кун пирки пӗлсен ҫак ҫын клиента укҫана тавӑрса панӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех Шупашкарти Калинин районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.

Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти пилӗк ача амӑшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл хыснари ҫур миллион тенке вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2023 ҫулта вӑл Социаллӑ фонда документсем тӑратса патшалӑх субсидине илнӗ: 500 пин тенкӗ. Ку укҫана ӑна «Демографи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн округра ҫурт тума уйӑрса панӑ. Вӑл вара унпа тӗллевлӗ усӑ курман, хӑй пӗлнӗ пек тӑкакланӑ.
Следстви пынӑ вӑхӑтра хӗрарӑмӑн йӗрке хуралне килсе хӑйӗн ятне паллӑ тумалла тесе йышӑннӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти управляющи компанийӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, халӗ ӑна суд явап тыттарнӑ.
Директора РФ Пуҫиле кодексӗн 238-меш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем тата суд ҫав ҫын ертсе пыракан компани пулӑшу кӳнӗ чух ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗпе сывлӑхӗ пирки тивӗҫлипе шухӑшламаннине палӑртнӑ.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче асӑннӑ управлющи компани тытса тӑракан нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин ҫивиттийӗ юр айне пулнӑ. Балконсенчен пӗрин карнизӗнчен юрпа пӑр ҫӗре ӳксе машинӑна сиенленӗ.
Суд управляющи компани директорне 100 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

Улатӑрта кивӗ ҫурта, купса ҫуртне, сутаҫҫӗ, ун валли ҫӗнӗ хуҫа шыраҫҫӗ. Малтанхи хак – 2,75 миллион тенкӗ. Аукциона хутшӑнма заявкӑсене ҫӗртме уйӑхӑн 16-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Аукцион ҫӗртмен 22-мӗшӗнче иртӗ. 488 тӑваткал метрлӑ ҫуртсӑр пуҫне 4 пин тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ сутӑнать.
Ҫурт икӗ хутлӑ, 19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче туса лартнӑскер. Вӑл Яков Скоробогатов купсан пулнӑ. Купса пӗрремӗш хутӗнче атӑ-пушмак лавкки тата мастерской уҫнӑ, иккӗмӗш хутӗнче хӑй пурӑннӑ.
Халӗ ҫурт япӑх лару-тӑрура. Ҫӗнӗ хуҫан ӑна реставрацилемелле, истори сӑн-сӑпатне упраса хӑвармалла.

Ҫӗнӗ Шупашкарти 66 ҫулти хӗрарӑм, тухтӑр, ултавҫӑсене ӗненсе 6 миллион тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Ун патне мессенджерта палламан ҫын шӑнкӑравласа вӗсен ҫуртӗнче домофона улӑштарни пирки пӗлтернӗ. Хӗрарӑм 3 уҫӑ саккас панӑ, смс-ҫырупа килнӗ кода каланӑ. Кун хыҫҫӑн хайхи палламан ҫын, унччен кӑмӑллӑ калаҫнӑскер, ӑна хӑртма тытӑннӑ.
Кайран хӗрарӑм «Госуслуги» порталта унӑн харпӑр кабинетне такам кӗнӗ тесе хыпар илнӗ. Унта телефон номерне кӑтартнӑ, хӗрарӑм унпа шӑнкӑравланӑ. Хальхинче «Роскомнадзор» специалисчӗ калаҫнӑ, кӗҫех унпа «ахаль-махаль мар организацири ҫын» ҫыхӑнассине пӗлтернӗ.
Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм «Росфинмониторинг», «ФСБ», ытти «служба» специалисчӗсемпе калаҫнӑ. Вӗсем каланипе 1 миллион ытла тенкӗ чикнӗ хутаҫа вӑл килӗ умӗнче палламан ҫынна тыттарса янӑ.
Ултавҫӑсем кунпа та чарӑнман. Юлнӑ укҫи-тенкине вӗсем Тӗп банка пама ӳкӗте кӗртнӗ. Анчах ку ӗҫпе хӑй пултараймасть тесе доверенноҫ ҫырма хушнӑ. Ҫапла хӗрарӑм нотариус патӗнче ҫак хута туса Хусана кайнӑ, унта документа аферистсен ҫыннине панӑ. Кун хыҫҫӑн ултавҫӑсем ҫак хутпа хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчен 4 миллион та 800 пин тенкӗ илнӗ.

Шупашкарти Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменне юсама 258,3 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Юсав ӗҫне 2027 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Ҫав тӗллевпе республика хысничнен 258,3 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Подряд организацин ҫурт йӗри-тавра бетон ярса ҫирӗплетмелле, кирпӗчпе купаланин ҫӗввисене ҫӗнетмелле, нӳхрепе кӗмелли алӑксене юсамалла. Алӑксене ылмаштарма та палӑртнӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте урая ҫӗнетӗҫ, инженер сечӗсене ылмаштарӗҫ тата ытти ӗҫе туса ирттерӗҫ.
Курмалли зала тата сценӑна та юсама палӑртнӑ.

Шупашкар округӗнчи Тутаркасси ялӗнче пурӑнакан сусӑр ҫыннӑн енчӗкӗ ҫухалнӑ. Унта вара 40 пин тенкӗ тата паспорт пулнӑ.
Шупашкарти полицейскисем ку ӗҫе кам тунине ҫийӗнчех тупса палӑртнӑ. Вӑл – 38 султи хӗрарӑм, ун патне хӑнана килнӗскер.
Оксана Самсон участковӑй тата оперативниксем вырӑна тӳрех ҫитнӗ. Вӑрра «йӗрӗпе» тупнӑ. Ҫак хӗрарӑм сусӑр ҫын ӑна шыв ярса панӑ чухне унӑн енчӗкне йӑтса тухса кайнӑ. Укҫана та, паспорта та хуҫине тавӑрса панӑ.
