
Шупашкарта 88-ти кинемей чутах ултавҫӑсене 170 пин тенкӗ парса яман. Вӑл ӑна чечек савӑчӗ ӑшне хунӑ та Хусана такси урлӑ ӑсатма тӑнӑ.
Кинемей такси чӗннӗ, водителе Хусана хутаҫсем тата чечек савӑчӗ леҫмеллине пӗлтернӗ. Шамиль Катдусов таксист ватӑ хӗрарӑм ҫухалса кайнине, хӑйне урӑхла тытнине сиснӗ. Вӑл ӑна улталама пултарнине ӑнкарса илнӗ. Вӑл сакккаса Хусана мар, полици участокне илсе ҫитернӗ. Полицейскисем чечек савӑтӗнче тӑпра ӑшӗнче 170 пин тенкӗ ытла тупнӑ.
Йӗрке хуралҫисем кинемейпе тепӗр талӑкран кӑна калаҫайнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ултавҫӑсем хушнипе алӑка уҫман.
Акӑ мӗн пулса иртнӗ: ун патне палламан ҫын шӑнкӑравласа диспансеризаци тухмалли пирки каласа паспорт даннӑйӗсене ыйтса илнӗ. Кайран вара ҫак даннӑйсемпе «патшалӑха хирӗҫ усӑ кураҫҫӗ» тесе хӑратма пуҫланӑ.
Шамиль Катдусов таксиста ШӖМӗн Шупашкарти пуҫлӑхӗ Александр Темнов ватӑ хӗрарӑм пулӑшнӑшӑн тав тунӑ.

Етӗрне округӗнче ҪҪХПИ экипажӗ ватӑ хӗрарӑма пулӑшнӑ: вӗсем ӑна каҫхине киле ҫитерсе янӑ.
ҪҪХПИ инспекторӗсем каҫхине ҫул хӗррипе пыракан кинемее курсан чарӑннӑ. Ватӑ хӗрарӑмӑн тумӗ ҫинче тӗттӗмре ҫутатакан хатӗр пулман, сӗм каҫхине вӑл утни лайӑх курӑнман та.
Инспекторсем кинемее тӗттӗмре ҫул хӗррипе пыни хӑрушӑ пулнине ӑнлантарнӑ, кайран вӗсем ӑна хӑйсен машинипе киле ҫитиех леҫсе янӑ.

Вӑрнар округӗнчи Уравӑшра пурӑнакан Варвара Гаврилова 104-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ.
Варвара Порфирьевна пурнӑҫ тӑршшӗпе чунне парса ӗҫленӗ, 30 ҫул ытла акушеркӑра вӑй хунӑ, ачасене кун ҫути курма пулӑшнӑ. Халӗ кинемейӗн хӑйӗн ҫемйи пысӑк: ачисем, мӑнукӗсем, кӗҫӗн мӑнукӗсем тата вӗсен ачисем пур. Хальхи вӑхӑтра Варвара Порфирьевнӑна мӑнукӗ Вероника пӑхса пурӑнать.

Канаш округӗнче пурӑнакан Зоя Малышева 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн тӑлӑх арӑмӗ.
Зоя Васильевна Тутарстанра ҫуралса ӳснӗ. Канаш типографийӗнче 40 ҫул ытла наборщицӑра ӗҫленӗ, «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ. Халӗ вӑл пӗртӑванӗсен ачисен хӳттинче пурӑнать.
Юбиляра Канаш округӗн пуҫлӑхӗ Валерий Чернов саламланӑ, РФ, Президенчӗн Владимир Путинӑн открыткине парнеленӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта 88 ҫулти кинемей сӑмси патӗнчи суран пӗр уйӑх ӳт илменнипе пульницӑна пынӑ. Онколог ӑна Республикӑри онкологи диспансерне тӗрӗсленме янӑ. Биопси чӑнах та усал шыҫӑ пулнине ҫирӗплетнӗ.
Чире ҫийӗнчех тупса палӑртнӑран усал шыҫҫа ӑнӑҫлӑ касса кӑларнӑ. Кинемей халӗ килте ӗнтӗ, хӑйне лайӑх туять, ахаль чухнехи пурнӑҫпах пурӑнать.

Канаш округӗнчи Энтрияль ялӗнче пурӑнакан кинемей, «Амӑшлӑх медалӗн» кавалерӗ, ӗҫ ветеранӗ тата тыл ӗҫченӗ Васелиса Рублева 100 ҫул тултарнӑ.
Васелиса Карповна ҫак ялтах 1925 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ, нумай ачаллӑ ҫемьере ӳснӗ. Ҫамрӑклӑхӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тӗлне лекнӗ. Хӗре Тӑвай ҫывӑхне окоп чавма илсе кайнӑ. Вӑл Вӑрнарта тата Етӗрнере вӑрман хатӗрленӗ ҫӗрте те ӗҫленӗ.
1943 ҫулта Васелиса Григорий Фадеев тракториста качча тухнӑ. Анчах шӑпа вӗсене пӗрле 5 ҫул кӑна пурӑнма пӳрнӗ. Ҫамрӑк хӗрарӑм икӗ ачапа юлнӑ, виҫҫӗмӗшӗ ҫире пулнӑ. Кайран вӑл тепре качча кайнӑ, Виталий Рублевпа тӑватӑ ача ҫуратнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен колхозра ӗҫленӗ, счетовод, кладовщик пулнӑ.
Паянхи кун вӑл кӗҫӗн хӗрӗпе Розӑпа пурӑнать. Халӗ унӑн – 14 мӑнук, 21 кӗҫӗн мӑнук, тата вӗсен 7 ачи.

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан кинемей Анастасия Михайловна Федотова 100 ҫул тултарнӑ. Паянхи кун вӑл хӗрӗпе Валентина Ивановнӑпа пӗрле пурӑнать.
Анастасия Михайловна Чулхула облаҫӗнчи Княжиха ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Шкул хыҫҫӑн вӑл пилӗк ҫул ытла почтальонра ӗҫленӗ.
1947 ҫулта Анастасия качча кайнӑ. 1954 ҫулта мӑшӑрӗпе Ҫӗмӗрле хулинче тӗпленнӗ. Унта вӑл 20 ҫула яхӑн хула пульницинче сестра-хозяйкӑра ӗҫленӗ. Каярахпа автофургонсен комбинатӗнче травильщик пулнӑ. Ҫавӑнтанах тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.

Тӑвай округӗнчи Тӑрмӑш ялӗнчи Димитриевсем 70 ҫул пӗрле пурӑннине паллӑ тунӑ. Александр Димитриевичпа Ефросиния Степановна ҫавӑн чухлӗ ҫул пӗр сукмакпа килӗштерсе утаҫҫӗ.
Александр Димитриевич ялти клуб ертӳҫинче нумай ҫул ӗҫленӗ. Ефросиния Семеновна колхозра вӑй хунӑ, почтамт ертӳҫинче тӑрӑшнӑ. Димитриевсем 5 ача ҫуратса ӳстернӗ.
90 ҫултан иртнӗ пулсан та вӗсем халӗ те ӗне усраҫҫӗ, пахчара ӗҫлеме те ӳркенмеҫҫӗ.

Шупашкарта пурӑнакан Раиса Юманкина 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл кунта 2018 ҫултанпа пурӑнать – хӗрӗпе пӗрле куҫса килнӗ.
Раиса Сергеевна Тутарстанри Кӑнна Кушки ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче колхозра ӗҫленӗ, хӗл валли вутӑ хатӗрленӗ. Вӑрҫӑ пӗтсен тӑван ялӗнче вулавӑшра тӑрӑшнӑ, фермӑра заведующи пулнӑ.
Кинемее юбилейпе саламлама тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем, Шупашкарти «Кӑнтӑр» культура ҫуртӗнчи фольклор ансамблӗн артисчӗсем килнӗ, вӗсем чӑвашла юрӑсем шӑрантарнӑ.
Халӗ Раиса Юманкина 9 мӑнукӗпе, 11 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать.

Шупашкарта пурӑнакан Валентина Вислобокова 103 ҫул тултарнӑ. Валентина Петровна 1922 ҫулта Рязань облаҫӗнчи Шацк хулинче ҫуралнӑ. Вӑл йывӑр ӗҫ мӗн иккенне ҫамрӑкранпах пӗлет — вӑрҫӑ ҫулӗсенче окоп чавнӑ, Рязаньти заводра ӗҫленӗ, снарядсен пахалӑхне тӗрӗслесе тӑнӑ.
1942 ҫулта Валентин Шупашкара куҫса килнӗ. Вӑрҫӑ пӗтсен вара вӑл пӗртӑванӗсемпе пӗрле Кемерево облаҫне тухса кайнӑ, шахтӑра кӑмрӑк кӑларнӑ. Каялла Шупашкара таврӑнсан стоматологи поликлиникинче санитаркӑра нумай ҫул ӗҫленӗ. Халӗ ӑна хулари «Текстильщик» микрорайонта нумайӑшӗ пӗлет.
