Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.4 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Республикӑра
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн

Ҫулла пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре икӗ ача ҫӗлен сӑхнинчен шар курнӑ. Иккӗшне те Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе килнӗ.

11 ҫулти арҫын ача ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле дачӑра пулнӑ. Уҫӑлса ҫӳренӗ чухне вӑл хура ҫӗлен ҫине пуснӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу машинипе Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унта тухтӑрсем хура ҫӗлен наркӑмӑшне пӗтерекен сыворотка янӑ. Арҫын ача стационарта 10 кун сипленнӗ.

13 ҫулти арҫын тусӗпе уҫӑлса ҫӳренӗ чухне ури тӗлӗнчен темӗн чикнине туйнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл ҫав вырӑнта хӗрлӗ пулнине асӑрханӑ. Вӑл та пульницӑра сипленнӗ.

Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗнче республикӑра ҫичӗ ҫынна хура ҫӗлен сӑхнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Енре авторезина пухакан лапамсем уҫасшӑн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Правительствин халӑх тетелӗнчи ушкӑнӗсенчен пӗринчи комментарире хыпараланӑ. Комментари авторӗ — республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министерстви.

Йӑлари каяша пухса тирпейлессине халалланӑ тӳрӗ эфира анонслани айӗнче тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ, ҫав шутра усӑ курнӑ шинӑсене вырнаҫтарассине те.

Республикӑн Ҫутҫанталӑк министерстви ӗнентернӗ тӑрӑх, ку енӗпе ӗҫе пуҫӑннӑ-мӗн. Пысӑк операторсенчен пӗринпе пӗрле ҫӗнӗ проект ӗҫлеттерсе ярасшӑн имӗш. Ҫапла вара авторезинӑна тӳлевсӗр пырса хумалли ятарлӑ лапамсем пулӗҫ. Вӗсене хулари кашни управа территорийӗнче вырнаҫтармалла.

Унсӑр пуҫне Шупашкар хулин администрацийӗ «Зеленая покрышка» (чӑв. Симӗс покрышка) акци пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-142632677_113762
 

Персона
Нина Димитриева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Нина Димитриева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри философ Питӗрти конгреса хутшӑннӑ. Кун пирки эпир хулари ветерансен канашӗн хастарӗ, Чӑваш Республикин вӗрентӗвен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, Януш Корчак премийӗн лауреачӗ Нина Димитриева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх пӗлтӗмӗр.

Сӑмах Эрбина Никитина пирки пырать. Вӑл Питӗр хулинче иртнӗ пӗтӗм тӗнчери философи конгресне хутшӑннӑ. Унтан килсен, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Эрбина Витальевнӑпа Чӑваш Енӗн наци конгресӗ тӗлпулу йӗркеленӗ.

Философи дискусси клубне тӗрлӗ ҫулхи ҫынсем тата тӗрлӗ темӑпа кӑсӑкланакансем пуҫтарӑннӑ.

«Клуб ларӑвӗ яланхиллех ӑшшӑн тата яланхиллех хӗрӳ иртрӗ. Эрбина Витальевнӑна итлеме питех те кӑмӑллӑ пулчӗ», — хыпарланӑ эпир маларах асӑнса хӑварнӑ Нина Ивановна.

 

Культура
«Чӑваш Ен» ПТРК тунӑ видео скринӗ
«Чӑваш Ен» ПТРК тунӑ видео скринӗ

Шупашкар хулинчи Лакрей вӑрманӗнче «Пеледыш пайрем» наци уявӗ иртнӗ. Унта мари ҫыннисем пухӑннӑ. Ку уява ҫурхи ӗҫсем вӗҫленсен паллӑ тӑваҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗнче.

Пирӗн республикӑра ҫак халӑх ҫыннисем сахал мар. Нумайӑшӗ кӳршӗ Мари Эл республикинчен пирӗн пата вӗренме е ӗҫлеме килет, теприсем ҫемье ҫавӑрса кунтах тӗпленеҫҫӗ. Надежда Шуйцевӑпа та ҫапла пулса тухнӑ ав. Вӑл 27 ҫул каялла качча тухнӑ та кунта тӗпленнӗ, ҫапах тӑван тӑрӑхӗ, Мари Эл, пирки манмасть.

Палӑртса хӑварар: официаллӑ даннӑйсем тӑрӑх, пирӗн республикӑра 3 пине яхӑн мари ҫынни пурӑнать.

 

Республикӑра

Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пӗтӗм Раҫҫейри Ҫемье парадне хутшӑнӗ. Ҫак пысӑк мероприятие Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑх кунне халалланӑ.

Ӑна 2023 ҫулта Раҫҫейри «Ҫемье» общество юхӑмӗ пуҫарса янӑ. Халӗ ӑна кашни ҫулах утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирттереҫҫӗ. Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑх кунне тата ҫветтуй Петрпа Феврони Муромскисене халалланӑ парад вӑл.

Парад Ҫветтуй Мускав тата Пӗтӗм Руҫ Патриархӗ Кирилл пилленипе иртет. Пӗлтӗр унта Раҫҫейри 100 ытла хула хутшӑннӑ.

Кӑҫал Шупашкарта мероприяти Анне палӑкӗ умӗнче иртӗ, 17 сехет ҫурӑра пуҫтарӑнма тытӑнӗҫ. Парад 18 сехетре пуҫланӗ.

 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкар хулинче тепӗр арт-объект пулассине пӗлтернӗ. Ку ӗҫ Алексей Чернов ӳнерҫӗн пулӗ.

Атӑлҫи федераци округӗнче «ФормАРТ» фестивале пӗтӗмлетнӗ. Палӑртса хӑварар: кӑҫалхипе вӑл улттӑмӗш хут иртнӗ.

Хальхинче фестивале 400 заявка килнӗ. Жюри пайташӗсем вӗсенчен 14-шне кӑна суйланӑ. Пӗлтерме питӗ кӑмӑллӑ: финала пирӗн ентеш те лекнӗ. Унӑн проекчӗ – «Лаша – пӗрлӗх символӗ» ятлӑ.

Ҫакнашкал мурал ӳкерсе Алексей Чернов ҫак шухӑша илсе ҫитересшӗн: мӗнпур халӑха ҫутҫанталӑка хисеплени, ҫемьепе тачӑ ҫыхӑнни, ирӗклӗх патне талпӑнни тата хамӑрӑн тымарсене упрани пӗрлештерет.

Мурал Граждан урамӗнче 83-мӗш ҫурт ҫинче пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_30043
 

Ҫутҫанталӑк
max.ru/progorod21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
max.ru/progorod21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре Сосновски пултӑран ашкӑрать. Темиҫе ҫул каялла ҫак культурӑна ҫак йӗркесен авторӗ Мускава автобуспа кайнӑ чух асӑрханӑччӗ. Владимир, Мускав облаҫӗсенче вӑл тем пек саркаланса ларатчӗ. Ҫак йӗркесен авторне ку курӑк уйрӑм ҫынсен ҫурчӗ умӗнче ашкӑрни, хуҫисем мӗншӗн ӑна ҫулманни тӗлӗнтернӗччӗ. Ҫул айкки пирки каласан, ӑна ҫул-йӗрҫӗсен тытса тӑмалли паллӑ ӗнтӗ.

Халӗ Чӑваш Енре те ку культура вӑй илсе пырать. «PRO Город» кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пултӑран Йӗпреҫ, Улатӑр, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче вӑйлӑ ашкӑрать.

Сиенлӗ ҫумкурӑк мӗнпур экотытӑма пӗтерсе пырать, ҫынсем ӑна ӑнсӑртран тытсан пиҫсе каяҫҫӗ.

Чӑваш Енре пурӑнакансем сиенлӗ пултӑран пахчасемпе дачӑсене те куҫасран хӑраҫҫӗ иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AZ8nDQeQVkc
 

Пӑтӑрмахсем
"PRO Город" видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
"PRO Город" видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар хулинче пӗр водитель пассажирсем билет ыйтнӑран тарӑхнипе вӗсемпе вӑрҫма тапранса кайнӑ. Патӑрмах хулари 47-мӗш маршрутра пулса иртнӗ. Пассажирсем йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ. Ку истори мӗнпе вӗҫленни хальлӗхе паллӑ мар.

Водитель арҫын-пассажирпа тытӑҫса ҫапӑҫмах тапранса кайни видеокамерӑна лекнӗ. Ҫакна хӗрарӑм-пассажир ӳкернӗ. Водитель пассажирсен сумкине салонтан урапа тапса кӑларса перет. Унтан вӑл видео ӳкерекен хӗрарӑма та урама кӑнтаммӑн тӗксе кӑларса ярать. Ку самантра хӗрарӑм кӑшкӑрса ярать.

Пӑтӑрмаха лекнисем арӑмӗпе упӑшки пулнӑ. Шар курнӑ арҫын операци хыҫҫӑн пулнӑ иккен.

Ку хыпара вуланисем пассажирсене майлӑ пулни курӑнать. Вӗсен комментарийӗсем тӑрӑх хакласан, маршрут водителӗсем билет паманни, хӑйсене вара питӗ кӑнтам тытни пирки палӑрать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AZ8m5yNAZEA
 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Автослесарь машинӑна юсанӑ та унпа ярӑнма кайнӑ. Ҫавӑн пекки те пулать иккен. Ку тӗслӗх Шупашкар хулинче пулса иртнӗ.

Пӗр арҫын Шупашкарти полицейскисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл хӑйӗн «Рено Сандеро» машинине автослесаре юсама панӑ. Ӑна машина валли пайсем илме тесе 60 пин тенкӗ куҫарса панӑ.

Темиҫе кунран арҫын гаража килнӗ, анчах машинине тупайман. 28 ҫулти слесарь «Ренона» унран ыйтмасӑрах тапратнӑ та пӗлӗшӗсем патне хӑнана кайнӑ. Эрех-сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн машинӑна Чапаев урамӗнчи пӗр ҫурт картишӗнче лартса хӑварнӑ. Йӗрке хуралҫисем «тимӗр урхамаха» шӑпах ҫавӑнта тупнӑ.

Полицейскисем автолесарь патне гаража пынӑ. Лешӗ пакунлисене курсан алӑка шалтан питӗрсе пытанма тӑнӑ.

Ун тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Республикӑра каллех санитари авиацийӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председателӗн заместителӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ.

Паян санитари вертолечӗ пӗрремӗш пациента Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗ ӗнтӗ. Ӑна Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчен илсе килнӗ.

Арҫын кӑкӑр тӗлӗнчен ыратма пуҫласан, сывлӑш пӳлӗнме, чӗре таппи япӑхланма тытӑнсан хӑйсен тӑрӑхӗнчи тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вырӑнти тухтӑрсем ӑна тӗрӗсленӗ, кардиодиспансерти специалистсемпе телемедицина консультацийӗ ирттернӗ те пациента Шупашкара илсе кайма йышӑну тунӑ.

Арҫынна вертолетпа кӗске вӑхӑтрах стационара илсе ҫитернӗ. Унта специалистсем унӑн сывлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ, сиплеҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 1124
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 22

1924
102
Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть