Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кожевенное

Кожевенное (выр. Кожевенное) — Чӑваш Республикинчи Пӑрачкав районӗнчи ял. Кудеиха ял тӑрӑхне кӗрет.

Географийӗ

Ял Киря юханшывӗн икӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Республикӑн тӗп хулине Шупашкара ҫити 151 км, район тӗпӗ Пӑрачкава ҫити 13 км, чи ҫывӑх чукун ҫул станцине ҫити 39 км.

Историйӗ

Ял XVIII ӗмӗр вӗҫӗнче — XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Салтыков графсен Раҫҫейри чи пысӑк тир завочӗ ҫумӗнче пуҫланса кайнӑ. Ӗлӗкхи ячӗсем: Тир завочӗ, Тирпе кантӑк завочӗ.

Пурӑнакансем — вырӑссем. 1861 ҫулчен вӗсем Салтыковсемпе Мятлевсен помещик хресченӗсем пулнӑ. Ял хуҫалӑхӗпе ӗҫленӗ, тир завочӗпе кантӑк заводӗнче, сукна мануфактуринче (1821–1861), кавир тӑвакан ӗҫре (1812–1850-мӗш ҫулсенче) вӑй хунӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче кирпӗч тӑвасси, тимерҫӗ ӗҫӗ, ҫӑм таптасси, атӑ-пушмак ҫӗлесси пулнӑ. 1913 ҫулта вулама-ҫырма вӗрентекен шкул уҫнӑ.

1930 ҫулта «Факел» колхозӗ йӗркеленнӗ. 1931 ҫулта ҫичӗ класлӑ шкул уҫӑлнӑ, комсомолецсем сӗннипе 300 вырӑнлӑ клуб уҫнӑ.

Администраци енӗпе ял малтан Сияв вулӑсне (Улатӑр уесӗ, XIX ӗмӗр — 1924 ҫул), кайран Пӑрачкав вулӑсне (Улатӑр уесӗ, 1924–1927), Пӑрачкав районне (1927–1962, 1965 ҫултанпа), Ҫӗмӗрле районне (1962–1965) кӗнӗ.

Халӑх йышӗ

2010 ҫулхи ҫырав даннӑйӗсемпе, ялта 155 ҫын (79 арҫын, 76 хӗрарӑм) пурӑннӑ. 2012 ҫулхи даннӑйсемпе те халӑх йышӗ 155 ҫын юлнӑ. Кайранхи шутлавсемпе, ялта 121 ҫын патнелле пурӑнать, ҫав шутра 54 арҫын, 67 хӗрарӑм.

Халӑх йышӗ ҫулсерен улшӑнни:

  • 1859 — 67 кил, 107 арҫын, 113 хӗрарӑм;
  • 1897 — 171 кил, 443 арҫын, 432 хӗрарӑм;
  • 1927 — 219 кил, 571 арҫын, 580 хӗрарӑм;
  • 1939 — 512 арҫын, 599 хӗрарӑм;
  • 1979 — 151 арҫын, 209 хӗрарӑм;
  • 2002 — 88 кил, 165 ҫын (77 арҫын, 88 хӗрарӑм);
  • 2010 — 57 уйрӑм кил хуҫалӑхӗ, 155 ҫын (79 арҫын, 76 хӗрарӑм).

2002 ҫулхи ҫырав даннӑйӗсемпе, халӑх йышӗнче вырӑссем 68%, чӑвашсем 30% пулнӑ.

Паллӑ ҫынсем

Инфраструктура

2010 ҫулхи даннӑйсемпе, ялта «Факел» ЯХПК ӗҫленӗ, вулавӑшпа лавкка пулнӑ. 2005 ҫулта яла газ кӗртнӗ.

Экономика

Экономика ял хуҫалӑхӗ ҫинче тытӑнса тӑрать. «Факел» ЯХПК ӗҫлет (2010 ҫулхи даннӑйсемпе).


 
Категорисем: Кожевенное
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

irinuk87 тӳрлетнӗ, информацие 2026-11-12 21:26:30 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 90 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем