Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫутҫанталӑк

Ӗнер республикӑра ҫумӑр ҫурӗ. Паян кӑнтӑр енчен антициклон ҫывхарма тытӑннӑ. Ҫак кунсенче сивӗтӗ: термометр 15-20 градус таранах кӑтартӗ.

Ыран юр ҫӑвӗ, анчах нумаях мар. Юнкун юр ҫумасть. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче каллех ӑшӑ ҫанталӑк таврӑнӗ, ҫил вӑйланӗ, йӗпе юр ҫӑвӗ. Кун пек ҫанталӑк раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗччен пулӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул тӗлне 15-20 градус таран сиветӗ.

 

Республикӑра
Суд приставӗсен архивӗнчи сӑн
Суд приставӗсен архивӗнчи сӑн

Канашра пурӑнакан 38 ҫулти арҫын хӑйӗн кил картишӗнче видеокамера вырнаҫтарнӑ. Пӗр камери кӳршисен пахчине те сӑнанӑ. Ҫакӑ кӳршисен суда ҫитмелли сӑлтав пулнӑ.

Вӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, видеокамера сӑнани такамсем, ют ҫынсем, пӑхнипе танах. Пристав камера хуҫине суд йышӑнӑвӗпе паллаштарнӑ хыҫҫӑн та нимӗн те улшӑнман. Ун тӗлӗшпе исполнительнӑй сбор 5 пин тенкӗ илессине пӗлтерсен тин вӑл видеокамерӑна урӑх вырӑна куҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑн
forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑн

Паян ирхине Шупашкарта Промтрактор савучӗ патӗнче троллейбус ҫунма пуҫланӑ. Вӑл – 20-мӗш маршрутпа ҫӳрекенскер.

Транспорт ҫуннине иртен-ҫӳрен видео ӳкернӗ. Ӑна пӑхсан троллейбус тӑрри ҫунни курӑнать.

Сӑмах май, кӑҫал троллейбус ҫуннӑ тӗслӗх татах пулнӑччӗ. 33-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫунса кайнӑччӗ. Кӑшт каярах ҫак маршрут ҫинчи тепӗр транспортра ҫулӑм тухнӑччӗ.

 

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнерхи каҫ тӗлне республикӑри виҫӗ районти хӑш-пӗр ялта электричество пулман. Муркаш, Вӑрмар тата Шӑмӑршӑ районӗсенче пурӑнакансем ҫутӑ ҫукки пирки шӑнкӑравласа пӗлтереҫҫӗ.

Паянхи ир тӗлне тӑватӑ ялта ҫутӑ пулман. Вӗсенче – 677 кил, унта 1 пин те 321 ҫын пурӑнать. Хальхи вӑхӑтра республикӑра авариллӗ 4 бригада ӗҫлет. Пӗтӗмпе – 11 ҫын, 4 техника.

 

Персона
vk.com/avanmart сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/avanmart сӑнӳкерчӗкӗ

Чӗмпӗрти Виктор Аванмарт скульптор премине 2022 ҫулшӑн Надежда Сандркина тивӗҫнӗ. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Швейцарири Базель хулинче 12 сехетле тӑсӑлнӑ супермарафонта ҫӗнтернӗ. Халӗ спортсменка Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи чӑвашсен ассоциацине ертсе пырать.

Аса илтерер: Виктор Аванмарт лайӑх ӗҫсемшӗн ҫулсерен аван-преми (йывӑҫран хатӗрленӗ скульптура) парать, айванлӑхшӑн — карикатура.

Раштавӑн 17-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи тӑрӑхри Чӑвашкасси Улхашялӗн клубӗнче спортсменка скульптурӑна тивӗҫнӗ. Ҫав кун культура учрежденине артистсем, вырӑнти ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пуҫтарӑннӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ эрнере, раштавӑн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти куракансене Аргентина артисчӗ хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.

Филармони залӗнче Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин оркестрӗн артисчӗсен, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗн Илья Алексеевӑн, «Джаз ТОНиКа» эстрадӑпа джаз музыкин оркестрӗн, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Наталья Яклашкина дирижёрӗн концерчӗ иртнӗ.

Ӑна вырӑс джазӗн 100 ҫулхине, Аргентинӑри паллӑ композитор Астор Пьяццолла ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Астор Пьяццолла танго-нуэвӑна пуҫарса яраканӗ шутланать. Вӑл Аргентина танговӗн жанрне джаз тата классика музыкипе чылай пуянлатнӑ.

Шупашкарти куракансене Аргентинӑри, Мускаври тата Шупашкарти артистсем те савӑнтарнӑ. Сцена ҫине ҫав кун Даниэль Туэро (Буэнес-Айрес) ташӑ ӑсти те тухнӑ.

 

Культура
chfila.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chfila.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри «BELCANTO» классик-ушкӑнӗ «Звезда» телеканалӗн «Новая звезда» конкурсне хутшӑнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ кӑрач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ.

Конкурса Раҫҫейӗн Хӳтлӗх тата Культура министерствисем ирттереҫҫӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне кашни регионтан пӗрер ушкӑн е юрӑҫ хутшӑнӗ. Ҫӗнӗ сезонти ҫӗнтерӳҫе паллӑ музыкантсем палӑртӗҫ.

«BELCANTO» классик-ушкӑн йышӗнче: Маргарита Финогентова, Динара Юнисова, Татьяна Васильева, Иван Снигирев, Сергей Кузнецов, Юрий Катков.

 

Раҫҫейре

"Россия 1" телеканалпа пыракан "Привет, Андрей!" телекӑларӑма Чӑваш Ен ҫынни хутшӑннӑ. Паян экран ҫинче Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗ Ирина Шоркинӑна курма май пулнӑ.

Хальхи вӑхӑтра вӑл Мускаври "Москонцертра" ӗҫлет. Ирина Шоркина эфирта ашшӗн юратнӑ юррине, чӑвашлине, юрланӑ. Станислав Садальский вӑл хитре юрланине палӑртса "Чӑваш Ен кеверӗ" тенӗ.

Юрӑҫ Етӗрне районӗнчи хурамалсене, ентешӗсене, пысӑк салам каланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83860
 

Раҫҫейре
vk.com сайтри сӑн
vk.com сайтри сӑн

Мускавра Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшне вырнаҫтарнӑ. Ӑна виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ Чӑваш Енри ҫынсем лартаҫҫӗ.

Ку ӗҫе хутшӑнакансем - Етӗрне районӗн арҫыннисем: Иван Жержен, Алексей Баклаков, Сергей Мурзин, Алексей Мурзин, Павел Пугачев, Сергей, Владимир тата Станислав Мокеевсем. Тепри Шупашкартан: Павел Павлов.

Кӑҫал каснӑ чӑрӑш 95 ҫулта. Вӑл 27 метр ҫӳллӗш.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-31174028_12935
 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи канмалли кунсенче пульницӑсем мӗнле ӗҫлени паллӑ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен канмалли кунсем пулӗҫ.

Амбулатори тата стационар условийӗсенче графикпа килӗшӳллӗ медпулӑшу парӗҫ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче, кӑрлачӑн 1-2-мӗшӗсенче тата 7-мӗшӗнче 8-13 сехетсенче тухтӑртан пулӑшу илме май пулӗ. Вакцинаци пӳлӗмӗ те ҫав вӑхӑтрах ӗҫлӗ.

Кӑрлачӑн 3-6-мӗшӗсенче тата 8-мӗшӗнче 8-20 сехетсенче васкавлӑ медпулӑшу илме май пулӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 845, 846, 847, 848, 849, 850, 851, 852, 853, 854, [855], 856, 857, 858, 859, 860, 861, 862, 863, 864, 865, ... 4072
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2026 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, улшӑнусем кирлӗ пулнине ӑнланмалли самант ҫитӗ. Ӗҫри тата килти ӗҫсене шайлаштарма тивӗ. Тен, эсир ӗҫ сирӗн вӑхӑта тата вӑя нумай илнине, ҫывах ҫынсене вара тимлӗх сахал уйӑрнине ӑнланатӑр. Приоритетсене тӗрӗс пайламалла. Ан манӑр: ҫывӑх ҫынсемпе тӑвансем пулӑшмасӑр карьерӑра ӳсме йывӑр.

Кӑрлач, 15

1861
165
Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1945
81
Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...