Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона

Сочи хулинче футболпа иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура Чӑваш Енри спортсмен вилнӗ. Кун пирки «Вечерняя Казань» тата «Контактра» халӑх тетелӗнчи футбол ушкӑнӗсенче пӗлтереҫҫӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 31 ҫулти Алексей Лесинӑн виллине тинӗс хӗрринче тупнӑ. Вӑл унта футбол турнирне килнӗ. Алексей «Делин» команда йышӗнче вылянӑ. Мини-футболра вӑл командӑсен лидерӗ пулнӑ. Халӗ следстви ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/91100
 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрнар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов хӑйӗн ирекӗпе ӗҫрен кайнӑ. Ӗнер округри депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ, унта отставка ыйтӑвне пӑхса тухнӑ.

Андрей Тихонов Вӑрнар тӑрӑхне 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе ертсе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха унӑн ҫумӗ, территорисене хӑтлӑх кӗртес тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен управлени ертӳҫи Сергей Петров пурнӑҫлать.

 

Хулара
ezavi.ru сайтри сӑн
ezavi.ru сайтри сӑн

Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗрне Калина ят хунӑ. Ку - питӗ сайра тӗл пулакан ят.

Ҫак ят славян тата грек чӗлхисенчен пулса кайнӑ. Грек чӗлхинчен куҫарсан вӑл «тӗп ҫӗнтерӳҫӗ, лайӑххи» тенине пӗлтерет.

Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче кунашкал ята пӗрремӗш хут регистрациленӗ.

 

Ӳнер
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш халӑх художникӗ Станислав Михайлов (Юхтар) хӑйӗн ӗҫӗсене Чӑваш патшалӑх ӳнер музейне парнелеме йышӑннӑ. Учреждение вӑл хӑйӗн 100 картинине парнеленӗ. Ҫав шутра — живопись тата графика.

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн директорӗ Геннадий Козлов ӑстана музей коллекцине пуянлатма пулӑшнӑшӑн тав тунӑ май вӑл художник ӗҫӗсем чӑваш халӑхӗн культурине упраса хӑварассинче пӗлтерӗшлине палӑртса хӑварнӑ.

Музея парнеленӗ ӗҫсемпе куравсем йӗркеленӗ чух усӑ курӗҫ. Хӑш-пӗр ӗҫ Раҫҫейӗн музей фондӗнче упранӗ, вӗсемпе госкаталог.рф сайтра паллашма май килӗ.

 

Политика

Чӑваш Ене Элтеперӗ Олег Николаев Китая каясси пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Унта «Атӑл-Янцзы» форматпа регионсен хушшинчи канаш ларӑвӗ иртӗ.

Олег Николаев хӑйӗн делегацийӗпе Цзянси провинцири Нанчан хулине ҫитсе килме палӑртнӑ. «Атӑл-Янцзы» форматпа канаш чӳк уйӑхӗн 6-9-мӗшӗсенче иртет.

Паян Олег Алексеевич Китайра ӗнтӗ. Унӑн делегацийӗ Наньчан хулин историйӗпе паллашнӑ, VR-оборудовани туса кӑларакан савута ҫитсе курнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/91091
 

Хулара
"Чебмедиа" архивӗнчи сӑн
"Чебмедиа" архивӗнчи сӑн

Чӳк уйахӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче, «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ ҫывӑхӗнче, «Бысто-деньги» текен офиса ҫаратнӑ. Унта микрозаймсем параҫҫӗ.

Темӗнле арҫын таксирен аннӑ та офиса вирхӗнсе кӗнӗ. Хайхискер хачӑпа хӑратса унти укҫана йӑтса тухса тарнӑ. Ҫав таксиех ларса вӗҫтернӗ.

ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна тытса чарнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче васкавлӑ пулӑшу машини инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах Граждан тата Эльмен урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте пулса иртнӗ.

«Руль умӗнче» форумра инкек самантне ӳкерсе илнӗ видео тӑрӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑрӑ тӗслӗ кроссовер пӑрӑнма тӑнӑ, хура седан «Байконур» микрорайон еннелле пӑрӑннӑ. Васкавлӑ пулӑшу машини сиренӑпа тата ятарлӑ ҫутӑпа тӳрӗ ҫулпа пынӑ.

Ҫавӑн чухне машинӑсем инкеке лекнӗ те.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫал ҫанталӑк ӑшӑ тӑрать. Чӳкӗн 4-мӗшӗнче климат хӗлӗ пуҫланмалла. Анчах ҫак кунсенче термометр «минус» кӑтартмасть.

Юнкунпа ытларикун хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил лӑпланӗ. Кӗҫнерникун ҫӗрле ҫумӑр вӑйлах ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче антициклона пула типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Шӑматкун хӗвел те пӑхма пултарӗ.

Ҫитес тунтикун йӗпе юр ҫума тытӑнӗ. Юнкун та ҫумӑрпа хутӑш юр ҫӑвӗ. Ҫапах хальлӗхе юр лармӗ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗл кӗркуннене чӳк уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче ҫӗнтерме пултарать. Ҫил-тӑман вӗҫтеркеленӗ хыҫҫӑн термометр «минус» кӑтартма тытӑнӗ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, паян, 14 сехетре, Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен черетсӗр 37-мӗш ларӑвӗ пулать. Унта хула пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан ҫынна суйлӗҫ.

Кунсӑр пуҫне Шупашкар пуҫлӑхне суйлассипе иртекен конкурса, Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен ҫиччӗмӗш созывӗн ҫӗнӗ председателӗ кам пулассине сӳтсе явӗҫ.

 

Хулара
Яндекс.карттаран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Яндекс.карттаран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти икӗ вӗренӳ учрежденине пӗрлештерме йышӑннӑ.

«Вӗренӳ мониторингӗн тата аталанӑвӗн центрӗ» автономи учрежденине «Шкул ҫулне ҫитменнисен вӗрентӗвне аталантаракан центр» муниципалитетӑн автономи учрежденийӗпе пӗрлештерӗҫ. Кун пек йышӑнӑва хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Асӑннӑ икӗ учреждени те Эгер бульварӗнче вырнаҫнӑ. Пӗрне Ольга Захарова ертсе пынӑ, штатра — 17 ҫын. Теприн пуҫлӑхӗ – Татьяна Давыдова, штатра — 14 ҫын.

 

Страницӑсем: 1 ... 660, 661, 662, 663, 664, 665, 666, 667, 668, 669, [670], 671, 672, 673, 674, 675, 676, 677, 678, 679, 680, ... 4149
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир лӑпкӑрах пулнине, хӑвӑра ытларах шаннине туйма тытӑнатӑр. Ӗҫлӗ проектсем ӑнӑҫлӑ пулӗҫ, эсир пӗлтерӗшлӗ ыйтусене мӗнле татса панине ертӳлӗх асӑрхӗ. Ӗҫтешсемпе хутшаннӑ чухне чӑтӑмлӑ пулӑр, сире хирӗҫтерассишӗн тӑрӑшма пултарӗҫ.

Ака, 25

1848
178
Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ.
1903
123
Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1925
101
Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1951
75
Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1995
31
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2009
17
Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...