Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура
rusdram21.ru тата Эльвира Хмелеван халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем
rusdram21.ru тата Эльвира Хмелеван халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, артиста тата журналиста тава тивӗҫлӗ ятсем парасси ҫинчен калакан хушусем тухнӑ. Вӗсене республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Вырӑс драма театрӗн артистне Вера Боровковӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ.

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫатӗнче корреспондентра ӗҫлекен Эльвира Хмелёвӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Аван пулсан – арӑма, усал пулсан – арҫынна» камит кӑтартӗҫ. Ӑна Владимир Гуркинӑн «Прибайкальская кадриль» пьсеи тӑрӑх хатӗрленӗ.

Спектакль режиссёрӗ — Пушкӑртстан тата Тутарстан республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Байрас Ибрагимов. Сценӑна илемлетекенни тата тумсене хатӗрлекенни — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Лариса Комиссарова.

«Пьеса теми кирек хӑш саманашӑн та ҫивӗч. Ансат камит пирӗн куракана килӗшессе шанас килет», — тенӗ режиссёр.

Рольсенче — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Николай Дмитриев, Виталий Сергеев, Татьяна Зайцева-Ильина, Ирина Архипова, Светлана Дмитриева тата Алевтина Семенова.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян 9 сехет те 47 минутра Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи Александровка ялӗнче икӗ машина ҫапӑннӑ.

ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ВА№-2111 рулӗ умӗнче ларнӑ 35 ҫулти хӗрарӑм хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ. Тепӗр транспорт рулӗ умӗнче 31 ҫулти арҫын пулнӑ. Аварире икӗ водитель те аманнӑ. Кунсӑр пуҫне 4 пассажир суранланнӑ: ҫав шутра – 4-ри тата 5 ҫулти ачасем. Вӗсем салонра ятарлӑ креслӑра ларман.

Халӗ ведомство ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/1665
 

Раҫҫейре

Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ, чӳкӗн 4-мӗшӗ, ҫывхарать. Апла эрнере пилӗк кун ӗҫлекенсене канмалли кунсем кӗтеҫҫӗ.

Чук уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 6-мӗшӗччен (шӑматкун, вырсарникун тата тунтикун) ӗҫе тухмалла мар. РФ Ӗҫ кодексӗпе килӗшӳллӗн, эрнекун ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскерех пулӗ.

Вӑраха тӑсӑлакан тепӗр канмалли кунсем Ҫӗнӗ ҫулта пулӗҫ.

 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне, ликер-эрех савучӗн директорне Олег Мешкова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ промышленноҫ ӗҫченӗ» ят панӑ. Хушӑва ӗнер ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пуснӑ.

Олег Мешков Шупашкарти лекер-эрех савутне 2017 ҫултанпа ертсе пырать. 2011 ҫултанпа, виҫҫӗмӗш созыв ӗнтӗ, вӑл Патшалӑх Канашӗн депутачӗ шутланать.

Унӑн награда сахал мар: «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ, Чӑваш Республикин Хисеп грамоти, РФ Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамоти, Патшалӑх Думин Хисеп грамоти…

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Канаш муниципаллӑ округӗнче виҫӗ ФАП уҫӑлнӑ.

Ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗсем Ҫӗнӗ Шелттӗм, Сител тата Кӗҫӗн Тукай ялӗсенче ӗҫлесе кайнӑ.

Хӗрлӗ хӑйӑва касма пысӑк шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ, ял ҫыннисем пуҫтарӑннӑ.

Кашни ФАПа тума 7 миллион тенкӗ ытла тухса кайнӑ. Ҫӗнӗ пунктсенче прививка тата процедура тумалли пӳлӗмсем, гинеколог пӳлӗмӗсем пур.

 

Республикӑра
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Верховнӑй сучӗн председателӗ пулма Анатолий Петрова ҫирӗплетнӗ.

Ӑна тата ытти судьяна федерацин Чӑваш Енри инспекторӗ Григорий Сергеев юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче удостоверенисем панӑ.

Анатолий Петрова тепӗр вӑхӑтлӑха Чӑваш Енӗн Верховнӑй сучӗн председателӗнче хӑварасси ҫинчен калакан Хушӑва Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Анатолий Петров суд тытӑмӗнче 1997 ҫултанпа ӗҫлет. 1997-2003 ҫулсенче вӑл Шупашкар хулинчи Калинин районӗнче судра судья пулнӑ, унтан суд председателӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. 2003 ҫулта Чӑваш Республикин Верховнӑй сучӗн судйи пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. 2013-2017 ҫулсенче унта председателӗн заместителӗнче тӑрӑшнӑ. Кайран ӑна председатель тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян Шӑмаршӑ муниципаллӑ округӗн депутачӗсем черетлӗ мар пухӑва пухӑнӗҫ. Округ администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Чамеев ӗҫрен хайӗн ирӗкӗпе кайма заявлени ҫырнӑ. Пухура шӑпах ӑна пӑхса тухӗҫ.

Александр Чамеев ку должноҫре 2020 ҫулхи кӗркунне ӗҫлеме пуҫланӑ. Унччен вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Дмитрий Пулатова шанчӑкран тухнӑ тесе должноҫрен кӑларас ыйтӑва пӑхса тухма палӑртнӑ.

 

Ҫурт-йӗр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи 74 ҫынна Кӳкеҫре ҫӗнӗ хваттер парӗҫ.

Хальхи вӑхӑтра вӗсем валли посёлокри Первомайски урамра «Агата» организаци ҫӗнӗ тӑрсах нумай хваттерлӗ ҫурт хӑпартать. Ӗҫе кӑҫал туса пӗтермелле.

Ӗҫ-пуҫ епле пынипе вырӑна ҫитсе ӗнер, юпа уйӑхӗн 18-мӗшнче, муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Владимир Михайлов паллашнӑ.

Ҫӗнӗ хваттерсене кивӗ те ишӗлекен ҫурт-йӗр тесе 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑннӑ ҫуртсенче пурӑнакансене куҫарӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ видео скринӗ
ШӖМ видео скринӗ

Паян ирхине 5 сехет те 12 минутра Шупашкарти Мир проспектӗнче автовокзала пӑрӑннӑ ҫӗрте ПАЗик 63 ҫулти арҫынна вилмеллех таптаса кайнӑ.

Арҫын светофор симӗс ҫутнӑ вӑхӑтра ҫул урлӑ каҫнӑ. ПАЗ водителӗ вара вокзал енне пӑрӑннӑ чухне ӑна асӑрхаман – таптаса кайнӑ.

Арҫын васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилнӗ. Халӗ тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 598, 599, 600, 601, 602, 603, 604, 605, 606, 607, [608], 609, 610, 611, 612, 613, 614, 615, 616, 617, 618, ... 4071
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.01.2026 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, улшӑнусем кирлӗ пулнине ӑнланмалли самант ҫитӗ. Ӗҫри тата килти ӗҫсене шайлаштарма тивӗ. Тен, эсир ӗҫ сирӗн вӑхӑта тата вӑя нумай илнине, ҫывах ҫынсене вара тимлӗх сахал уйӑрнине ӑнланатӑр. Приоритетсене тӗрӗс пайламалла. Ан манӑр: ҫывӑх ҫынсемпе тӑвансем пулӑшмасӑр карьерӑра ӳсме йывӑр.

Кӑрлач, 13

1906
120
Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
2003
23
Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...