Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура
Светлана Гордеева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Светлана Гордеева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш ҫыравҫисем Екатеринбурга тухса кайни ҫинчен эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Паян, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, унти В.П.Крапивин ячӗллӗ Свердловск облаҫӗнчи вулавӑшра ача-пӑча наци литературин регионсем хушшинчи «Народы дружат книгами» (чӑв. Халӑхсем кӗнеке урлӑ туслӑ) кунӗ иртнӗ.

Программӑра «Библиотека – культурӑсен диалогӗ валли лапам» ҫавра сӗтел, тӗлпулусем, ӑсталӑх лаҫҫисем тата кӗнеке куравӗсем пулнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ырантан пуҫласа ытларикунччен хӗвеллӗ ҫанталӑк пулӗ. Ҫӗрле те 10-15 градус ӑшӑ тӑрӗ. Кӑнтӑрла вара 22-27 градус ӑшӑ пулӗ.

Ҫил вӑйланӗ, ҫавна май сывлӑш типӗ. Шӑматкун аслати авӑтма пултарӗ. Вырсарникун ҫурҫӗр округсенче кӑнтӑрлаччен ҫумӑр ҫӑвӗ.

Акан 23-24-мӗшӗсенче кӑштах сивӗтӗ, канмалли кунсем тӗлне 18-23 градус таран ӑшӑтӗ.

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, акан 28,30-мӗшӗсенче йӗпе юр ҫума пултарать.

 

Спорт
Олег Николаев страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Олег Николаев страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Раҫҫейри биатлонистсен союзӗ тата «Матч ТВ» телеканал Чӑваш Енри йӗлтӗр роллер ҫулне хакланӑ. Асӑннӑ союзӑн хисеплӗ вице-президенчӗ Вадим Мелихов ертсе пыракан ушкӑн ҫул республикӑри тата ҫӗршыври ӑмӑртусене ирттерме юрӑхлине, «Матч ТВ» телеканал эфирӗнче кӑтартма лайӑххине палӑртса хӑварнӑ.

Ҫула искусствӑла майпа юрпа витме пӑхса хӑварнӑ. Ҫутӑ енчен ун пекки ҫӗршыври биатлон стадионӗсенче те ҫуккине палӑртнӑ.

Ҫывӑхра 100 ҫынлӑх хӑна ҫурчӗ пур.

 

Чӑвашлӑх
Дмитрий Моисеев страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Дмитрий Моисеев страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Республикинчи ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗнче чӑваш чӗлхине халалланӑ мероприяти иртӗ. Кун пирки Дмитрий Моисеев ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

«Ӗнер питӗ ӑшӑ, кӑмӑллӑ мероприяти иртрӗ. Вулавӑш ӗҫченӗceм студентсене чӑваш чӗлхи пирки каласа кӑтартрӗҫ, пире те сӑмах пачӗҫ.

Cтудентсем хастар пулчӗҫ, паллӑ поэтӑмӑрсен чӑваш чӗлхи ҫинчен хайланӑ cӑввисене вуларӗҫ, ыйтӑвӗсене те чӑвашлах пачӗҫ. Ҫамрӑксем тӑван чӗлхепе хитре калаҫма пӗлеҫҫӗ-xa», – хыпарланӑ вӑл.

 

Персона
«Про Город» архивӗнчи сӑн
«Про Город» архивӗнчи сӑн

Шупашкара актер тата юморист Ефим Шифрин килсе кайнӑ. Вӑл пирӗн пата гастроль вӑхӑтӗнче кӗрсе тухнӑ.

Ӑна Шупашкар килӗшнӗ. «Хулан икӗ сӑн пулнине тахҫанах асӑрханӑ эпӗ: кӑнтӑрлахи тата каҫхи. Акӑ пӑхӑр-ха каҫхи Шупашкар епле. Хитре, лӑпкӑ. Манӑн ҫурӑм хыҫӗнче мӗнле илем. Ку – Атӑл», – тенӗ актер видеора.

 

Чӑваш чӗлхи
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев журналистсемпе пресс-конференци ирттернӗ. 2 сехет ытла тӑсӑлнӑ вӑл.

Журналистсенчен пӗри республикӑра Ҫӗнтерӳ кунӗпе чӑвашла плакатсем пулманни пирки каланӑ. Вӗсем пулаҫҫӗ-и? Элтепер ку ыйту интереслӗ пулнине палӑртнӑ. Вӑл уяв тӗлне плакатсем пулассине каланӑ.

Аса илтерер: кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 80 ҫул ҫитет.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарта пурӑнакан Алексей Афанасьев 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин ветеранӗ.

Алексей Афанасьев 1943 ҫулта Украина фронтӗнче ҫапӑҫса урине ҫухатнӑ. Паттӑр салтак Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗн Кавалерне тата Жуков медальне тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13555
 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫӗрле Канаш хулинче «Гранта» хӑрушӑ аварие лекнӗ. Унта пулнӑ икӗ пассажирӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсем 16-ра тата 18 ҫулта пулнӑ.

Руль умӗнче 20 ҫулти каччӑ пулнӑ. Ун чухне шӑпах унӑн ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ. Вӑл ашшӗн машинине тапратса тухнӑ та юлташӗсемпе хула тӑрӑх ярӑннӑ. Ҫул хӗресленекен вырӑнта машина «семеркӑпа» ҫапӑннӑ, унтан юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ. Икӗ пассажир вырӑнтах вилнӗ, ыттисем, виҫҫӗшӗ, аманнӑ.

Ҫакӑ паллӑ: водителӗн права пулман.

 

Чӑвашлӑх
Игорь Вирьял тунӑ сӑн
Игорь Вирьял тунӑ сӑн

Мускавра кӑҫал та Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ ВДНХра иртӗ. Кунне те палӑртнӑ: утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче.

Аса илтерер: Мускавра Акатуй пӗлтӗр те ВДНХра иртнӗ. Унта 165 пин ытла ҫын ҫитсе курнӑ. 2023 ҫулта вара чӑвашсен уявне «Сокольники» паркра йӗркеленӗ.

Яланхи пекех Акатуйра сувенир продукцийӗсене сутӗҫ, «Кӗрешӳ» спорт ӑмӑртӑвӗсем иртӗҫ, концерт пулӗ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи Хумпуҫ Патӑрьел ялӗнчи Федотовсем 65 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Василий Федоровичпа Вера Андреевнӑн ҫулӗ ҫинче йывӑрлӑх сахал мар пулнӑ. Иккӗшӗн те ачалӑхӗ вӑрҫӑ тӗлне лекнӗ. Василий Федотович ҫемьере асли пулнӑ, ҫавна май йывӑр ӗҫ ытларах ун ҫине тиеннӗ. Ашшӗ-амӑшӗ колхозра тӑрӑшнӑ.

Ҫартан таврӑнсан Василий Йӗпреҫ пульницин куҫ уйрӑмӗнче ӗҫлекен Верӑпа паллашнӑ. Кайран ҫемье ҫавӑрнӑ вӗсем, виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13551
 

Страницӑсем: 1 ... 374, 375, 376, 377, 378, 379, 380, 381, 382, 383, [384], 385, 386, 387, 388, 389, 390, 391, 392, 393, 394, ... 4258
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 21

1883
143
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1912
114
Моис Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи вилнӗ.
1941
85
Бахмисов Алексей Иванович, график, прикладник ҫуралнӑ.
1977
49
Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2014
12
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...