Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксакова тепӗр награда панӑ. Физкультурниксен кунӗ ячӗпе иртнӗ уявра ӑна юбилейлӑ медаль панӑ. Вӑл – физкультура тата спорт тытӑмӗнче патшалӑх органӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑскер. Ҫак наградӑнах спорт министрӗ Василий Павлов та тивӗҫнӗ.

Аса илтерер: ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Анатолий Аксакова «Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята панӑ. 2022 ҫулта вара вӑл «Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫнӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Красноармейски округӗнчи Чатукассинче «Тунти пуххи» иртнӗ. Унти ял тӑрӑхне кӗрекен кашни ял хӑйсен картишне йӗркеленӗ, пултарулӑхне кӑртартнӑ. Вӗсене жюри хакланӑ.

Шкул стадионӗнче вара ӑмӑртусем иртнӗ: шашкӑлла, футболла, волейболла вылянӑ, вӗрен туртнӑ. Кашни командӑнах медальпе, пылак парнепе хавхалантарнӑ. Чи пултаруллӑ ял ятне Ҫӗнӗ Выҫҫӑлккӑ илнӗ, вӑл кубока тивӗҫнӗ. Спорт кубокӗ вара Чатукассине лекнӗ.

Сцена ҫинче вара концерт пулнӑ. Унта вырӑнти «Телей» ансамбль тата Ҫӗрпӳ округӗнчи Патӑрьел ялӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ юрласа ташланӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере те ҫумӑр ҫӑвӗ. Паян та ҫӑвать. Эрне варринче каҫсерен ҫӑвӗ, кӑнтӑрла – вырӑнӑн-вырӑнӑн. Хушӑран аслатиллӗ пулӗ.

Сывлӑш температури 18-20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен – 10-12 градус. Чи сивви эрнекун пулӗ. Ун чухне ҫумӑр та ҫукалӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере республикӑна ҫулла таврӑнӗ: хӗвеллӗ те 30 градус ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шӑмӑршӑ округӗнчи Ҫӗнӗ Чукал ялӗнче пурӑнакансем ҫӑлкуҫа паллӑ офтальмологӑн Святослав Федоровӑн ятне панӑ.

«Эсир ҫӑлкуҫа манӑн аттен ячӗпе халалланӑшӑн питӗ савӑнатӑп. Ку питӗ тӗрӗс йышӑну. Пӗрремӗшӗнчен, атте хӑйӗн ӗҫне Шупашкарта пуҫланӑ. Иккӗмӗшӗнчен, вӑл ҫутҫанталӑка питӗ юратнӑ: уй-хирпе, вӑрмансемпе, кӳлӗсемпе, юханшывсемпе киленнӗ», - тенӗ паллӑ офтальмологӑн хӗрӗ Ирина Федорова.

Сӑмах май, округри ҫынсен пуҫарӑвӗпе ку уйӑхра 50 ытла ҫӑлкуҫа тасатнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_69461
 

Спорт

И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра вӗреннӗ спортсмен Даурен Куруглиев Парижра иртекен Олимп вӑййисенче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл университетран 2016 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Пӗлтӗртенпе Даурен ӑмӑртусенче Греци чысне хӳтӗлет. Ҫурлан 9-мӗшӗнче вӑл Сан-Маринӑри спортсменпа кӗрешсе ӑна ҫӗнтернӗ.

Даурен Дербентра ҫуралнӑ. Национальноҫпе вӑл — лезгин. Ашшӗ амӑшӗпе чылай вӑхӑт Казахстанра пурӑннӑ.

 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Етӗрне хулинче пурӑнакан ветеран Иван Ермолаев 105 ҫул тултарнӑ. Иван Васильевич Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнче колхозниксен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1939 ҫулта ӑна салтака илнӗ. Киле таврӑнма ӗлкӗреймен - вӑрҫӑ пуҫланнӑ. Вӑл Чехословакие ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӗве Хемниц хулинче кӗтсе илнӗ. 1946 ҫулта аслӑ старшинана демобилизациленӗ.

Иван Васильевича I степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-197770755_13037
 

Персона
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

Шупашкар округӗнчи Чаканарта пурӑнакан Николай Фомиряков ОТР телеканалти кӑларӑмра ӳкерӗннӗ. Вӑл тӗрлӗ япаларан инструментсем ӑсталать. Ҫав шутра - пултӑранран, тростникран, тӗкрен. Унӑн хӑйӗн музыка пӗлӗвӗ ҫук, анчах республикӑра палӑрнӑ.

Николай Фомиряков - таврапӗлӳҫӗ, чӑваш историйӗпе культурин тӗпчевҫи, велоҫулҫӳревҫӗ, чылай кӗнеке авторӗ.

Сюжетпа аяларах кӑтартнӑ каҫӑпа кайса паллашма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_16059
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Етӗрне муниципаллӑ округӗнче арҫын путса вилнӗ. Вӑл 33 ҫулта пулнӑ. Унӑн виллине ҫӑлавҫӑсем шыранӑ.

Арҫын Ҫимеккасси ҫывӑхӗнчи пӗвере шыва кӗнӗ. Вӑл путни пирки ҫынсем пӗлтернӗ. Арҫынна ӗнер ҫӗрлечченех шыранӑ, паян ирхине ӗҫе малалла тӑснӑ. Паян унӑн виллине тупнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра чи лайӑх троллейбус водительне палӑртнӑ. Ҫак ята Самар хулинчи водитель Сергей Василенко тивӗҫнӗ.

Иккӗмӗш вырӑна Санкт-Петербургри Игорь Корнилов тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара пирӗн ентеш, Эдуард Арсентьев, йышӑннӑ. Вӑл троллейбус водителӗнче 28 ҫул ӗҫлет. Унӑн «Аварисӗр ӗҫленӗшӗн» кӑкӑр палли те пур. Ҫӗнтерӳҫе - 300 пин, 2-мӗш, 3-мӗш вырӑнсене йышӑннисене 150 тата 50 пин тенкӗ панӑ.

 

Хулара

Паян Шупашкарти депутатсем хисеплӗ ята кама парассине палӑртнӑ. Унчченех пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ: Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни пулма пултарӗ, мӗншӗн тесен вӑл сасӑлавра чи нумай сасӑ пухнӑ.

Паян депутатсем сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: Анатолий Аксакова ҫак хисеплӗ ята памаллах.

Палӑртмалла: Анатолий Аксаков 2022 ҫулта Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫынни пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 359, 360, 361, 362, 363, 364, 365, 366, 367, 368, [369], 370, 371, 372, 373, 374, 375, 376, 377, 378, 379, ... 4069
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2026 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере хӑйне евер энергетика пулӗ. Ҫынсем сирӗнпе юнашар пуласшӑн, тимлӗх ӑшӗнче пулма хатӗрленӗр. Лайӑх кӑмӑл-туйӑм шырӑр, ӑна темиҫе хут ӳстерӗр. Тахҫанах проект пуҫарма ӗмӗтленнӗ тӗк — тархасшӑн! Эрне варринче хӑвӑр ҫине ҫӗнӗ тивӗҫсем ан илӗр, сӑмах ан парӑр.

Кӑрлач, 10

1931
95
Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...