Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
t.me/chuvashia_sledcome сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/chuvashia_sledcome сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑр районӗнчи пушарта икӗ ача пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Пушар нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи ҫӗрле тухнӑ. Атрать посёлокӗнчи йывӑҫ пӳртре инкек вӑхӑтӗнче 2 тата 2 ҫулти ачасем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ пулнӑ. Ҫунакан пӳртрен аслисем тухма пултарнӑ. Пиҫсе кайнӑскерсене пульницӑна ӑсатнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome/2941
 

Республикӑра
habr.com сайтри сӑн
habr.com сайтри сӑн

Ял арҫынни майрапа ҫӗр каҫас тесе 72 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ

Ку нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пуонӑ. 35-ри арҫын социаллӑ сетьре хӗрарӑмпа паллашнӑ, вӗсем Шупашкарта тӗл пулма калаҫса татӑлнӑ. Анчах майра тӗлпулу умӗн укҫа куҫарса пама хушнӑ, пӗр пайне хваттере ҫитсен тавӑрса пама шантарнӑ.

Ку арҫынна сисчӗвлентермен, 72 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑнах хӗрарӑм ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Арҫыннӑн полицие кайма тивнӗ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑр округӗнчи Алтышево ялӗнче пурӑнна 101 ҫулти ветеран Иван Пыресев пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Иван Сергеевич 1923 ҫулта ҫуралнӑ. 1941 ҫулта ӑна Чӗмпӗр облаҫне Барышская Слобода ялне хӳтӗлев чиккине тума янӑ. Ҫав ҫулах раштавра Инҫет Хӗвелтухӑҫне янӑ. Анчах ыьла хыткан пулнӑран каялла янӑ.

Фронта вӑл 1942 ҫул вӗҫӗнче лекнӗ. Полтавӑра вӗсене нимӗҫсем хупӑрласа илнӗ. Вӑл кӑна чӗрӗ юлнӑ, шурлӑх, вӑрман урлӑ хамӑрӑннисем патне ҫитнӗ.

Японипе те вӑрҫнӑ вӑл. Киле 1947 ҫулта кӑна таврӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/mvd_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/mvd_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта паян пӗри такси водительне пӑвма пуҫланӑ. Пӑтӑрмах К.Иванов урамӗнче пулса иртнӗ.

Водитель йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ тӑрӑх, хыҫалти ларкӑч ҫинче ларса пынӑ клиент таксиста кӳрентерме пуҫласа кайнӑ. Унтан ӑна мӑйӗнчен пӑвма тытӑннӑ.

Усал клиента, 32 ҫулти арҫына, часах тупса палӑртнӑ. Вӑл хӑй ӳсӗр пулнине йышӑннӑ та мӗншӗн усалланнине ӑнлантарса парайман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/4938
 

Ҫул-йӗр
t.me/mvd_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/mvd_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 17 сехет те 35 минутра «Сӑр» ҫул ҫинче амӑшӗпе хӗрӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Талой ялӗ тӗлӗнче «ВАЗ-2115» автомобиль хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Газель» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ.

«ВАЗри» икӗ пассажир — 34 ҫулти хӗрарӑм тата 11 ҫулти хӗрача – вилнӗ. Инкек вӑхӑтӗнче хӗрарӑм малти ларкӑч ҫинче пулнӑ, ача — водитель хыҫӗнче. ВАЗӑн 32-ри водительне пульницӑна ӑсатнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/4943?single
 

Пӑтӑрмахсем
t.me/chuvashia_sledcome сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/chuvashia_sledcome сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи производство предприятийӗсенчен пӗринче рабочи пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Йывӑҫран сӗтел-пукан туса кӑларакан предприятире бункера пӑчкӑ кӗрпинчен пушатнӑ чухне арҫын пухмач ӑшне кӗрсе ӳкнӗ. Пӑчкӑ кӗрпи сывлав ҫулӗсене лекнине пула вӑл чыхӑнса вилнӗ.

Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, предприятире ӗҫ сыхлавӗн требованийӗсене пӑснӑ. Халӗ ҫав пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome/2937
 

Ҫул-йӗр
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта 5 машина инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах Николаев урамӗпе Ленин проспекчӗ хӗресленнӗ вырӑнта нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулса иртнӗ.

Автомобильсем ҫав вӑхӑтра светофорӑн хӗрлӗ ҫути ҫуннӑран чарӑнса ларнӑ. Ҫавӑн чухне вӗсем ҫине пӗр машина пысӑк хӑвӑртлӑхпа пырса кӗнӗ. «Лада Гранта» рулӗ умӗнче 21 ҫулти ӳсӗр каччӑ ларнӑ.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Етӗрне округӗнчи Уйкас Асламас ялӗнче пурӑнакан Валентина Васильевна Константиновна 100 ҫул тултарнӑ.

Унӑн вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тата ун хыҫҫӑнхи йывӑр ҫулсене чӑтса ирттерме тивнӗ. Вӑл Сӑр хӳтӗлев чиккине те чавнӑ.

Валентин Васильевна ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра мӑшӑрӗпе ӗҫленӗ. Вӗсем 3 ача ҫуратса пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Паянхи кун кинемей ывӑлӗн ҫемйипе пурӑнать.

Валентина Васильевнӑна «Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12941
 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи Гладков урамӗнчи тавар илмелли пунктра пӗр каччӑ 100 пин тенкӗ тӑракан курткӑна тӑхӑнса пӑхатӑп тесе каланӑ та таваршӑн тӳлемесӗрех тухса утнӑ.

Курьер службинче ӗҫлекен хӗрарӑм каччӑна хӑваласа тытайман.

Хаклӑ курткӑна ҫав каччӑ ют ҫын ячӗпе саккас панӑ иккен.

Йӗрке хуралҫисем каччӑна шыраса тупнӑ. Вӑл Хусантан пулнӑ, унта IT-сферӑра ӗҫленӗ. 22 ҫулти каччӑ йӗрке пӑтӑрмаха унччен ҫакланман.

 

Хулара
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарти Дмитрий Князев социаллӑ контрактпа усӑ курса хӑйӗн ӗҫне пуҫарнӑ – чехол тата накладка ҫӗлемелли автоателье уҫнӑ. Патшалӑх уйӑрнӑ укҫапа вӑл машинка, оверлок, материал туяннӑ.

Унӑн мастерскойӗнче халӗ машинӑри ларкӑчсем валли чехол, йывӑр тиевлӗ машина валли кавир ҫӗлеҫҫӗ. Саккассем Чӑваш Енрен кӑна мар, ытти регионтан та пур. Ку кӑна мар-ха, вӑл маркетплейсра лавкка уҫса таварне унта сутать.

Сӑмах май, кун пек пулӑшӑва «Ҫемье» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн параҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19663
 

Страницӑсем: 1 ... 308, 309, 310, 311, 312, 313, 314, 315, 316, 317, [318], 319, 320, 321, 322, 323, 324, 325, 326, 327, 328, ... 4147
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир лӑпкӑрах пулнине, хӑвӑра ытларах шаннине туйма тытӑнатӑр. Ӗҫлӗ проектсем ӑнӑҫлӑ пулӗҫ, эсир пӗлтерӗшлӗ ыйтусене мӗнле татса панине ертӳлӗх асӑрхӗ. Ӗҫтешсемпе хутшаннӑ чухне чӑтӑмлӑ пулӑр, сире хирӗҫтерассишӗн тӑрӑшма пултарӗҫ.

Ака, 23

1917
109
«Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...