|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ҫӗмӗрле районӗнчи пӗр хуҫалӑхра виҫӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Ача пуль тесен, йӑнӑшатӑр. Хулари Кадеевсен виҫӗ ӗнинчен пӗри виҫӗреш пӑруланӑ. Патшалӑх ветслужбинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пекки питӗ сайра тӗл пулать. Пинте пӗрре те мар. 37 пин те пӗрре. Кадеевсем ветеринарсене пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен 12 ҫулхи ӗни (мӑйракаллӑ ҫак выльӑхшӑн ку вӑл самай ҫулланнине пӗлтерет) ирхи улттӑранпах пӑрулайманнине хыпарланӑ. Вырӑна ветеринари участокӗн заведующийӗ Елена Кузнецова пырса ҫитнӗ. Тухтӑр ӗнене пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн пӗр пӑру ҫут тӗнчене килнӗ. 15—20 минут иртсен тепри ҫуралнӑ. Тата кӑштахран виҫҫӗмӗшне пӑруланӑ. Виҫӗрешсем пысӑк мар. Вӑтамран 13—15 килограмм таяҫҫӗ. Ҫапах та кил хуҫисем те, ветеринарсем те вӗсемшӗн пӑшӑраханмаҫҫӗ: пӑрусем сывах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Канашри кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче Канашри кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче чӑх-чӗпӗн ҫӗнӗ ӑратне ӗрчетеҫҫӗ. Ҫак эрнере унта «Супер Ник» тата «Браун Ник» ӑратлӑ талӑкри чӗпсем илсе килнӗ. Свердлов облаҫӗнчи «Свердловский» ӑратлӑ савутран 28 пин пуҫ турттарса килнӗ. Канаш районӗнчи ветеринарсем тӑрӗсленӗ хыҫҫӑн чӗпсене уйӑхлӑха карантина хупнӑ. Вӑл вӑхӑтра вӗсем епле аталаннине асӑрхаса тӑрӗҫ. Инҫетрен илсе килнӗ чӗпсене ҫуркунне халӑха сутма палӑртаҫҫӗ. Вӗсем ҫӑмарта тумалли чӑхсем пулӗҫ. Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: ҫуркунне хапрӑка Мускав ҫыннисем туяннӑ. Вӗсем предприятие хупма шутламаҫҫӗ, чӑх ӑратне ҫӗнетсе хапрӑка аталантарасшӑн. Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерӗ» пирки вара аталанать теме йывӑр. Унта чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче инкубаторсене ҫӑмарта хумалла тенӗччӗ те, анчах ку хыпар чӑна килесси иккӗленӳллӗ: хапрӑкра ӗҫлекенсем калаҫнӑ тӑрӑх, ҫӑмарта раштав уйӑхӗнче кӑна кӳрсе килмелле-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Урамра юр хырнӑ-и? Шуса ӳкмелле пӑрлак-и? Эппин, Шупашкар хула администрацине ҫӑхав ҫырӑр. «Халӑх тӗрӗслевӗ» ятарлӑ сайт уҫнӑ. Унта ҫӑхавсене йышӑнаҫҫӗ. Ҫӑхав ҫырни ахаль юлмӗ. Ӑна хуравлаҫҫех. Ӗҫ тӑвакан тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсем ӑна ӗҫлемелли 10 кунра хуравлӗҫ. Шуҫлак вырӑна, юр хырман ҫӗртине сӑн ӳкерсе ҫыру ҫумне ҫирӗплетме пулать. Ку таранччен 1000 ытла ҫӑхав килнӗ. Вӗсен 7 проценчӗ ҫулсене хырманнипе, пӑрлӑ ҫулсене хӑйӑрпа тӑвар хутӑшне сапманнипе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Профессире – чи лайӑххисем» ятпа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Унта ЧР МЧСӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов чи лайӑх 13 ӗҫчене тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлнисене те тимлӗхсӗр хӑварман. Вӗсен йышӗнче 13 ҫулти Евгения Тимофеева та пур. Вӑл ҫунакан пӳртрен ветерана илсе тухнӑ. Ӑна хисеп хучӗпе чысланӑ, чечек ҫыххи парнеленӗ. «Чӗре хушнипе» номинацире Надежда Будковӑна палӑртнӑ. Вӑл кӑҫал пушартан 22 ҫулти каччӑна ҫӑлнӑ. Хӑюллӑскер ҫунакан пӳртрен хӑйӗн ҫинче йӑтса тухнӑ та пушарнӑйсене чӗннӗ. Каччӑ халӗ сывалать. Надежда вара хӑй тӗрӗс тунинче пӗрре те иккӗленмест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Шупашкарти хӑш-пӗр ҫынсем ҫӳп-ҫапа контейнера мар, ҫырмана пӑрахаҫҫӗ. Ҫавна май чиновниксем хысна укҫине ҫӳп-ҫапа пуҫтарас тесе тӑкаклама тивет. Кӑҫалхи кӗркунне ирӗк памасӑр йӗркеленӗ 77 купана тӗп тунӑ. Ҫӳп-ҫапа ытларах чухне ҫырмана ывӑтаҫҫӗ, унтан вара пуҫтарма питӗ йывӑр. Илсе тухайманнине ҫӗрпе танлаштарма тивет. Тӗслӗхрен, пӗр ҫырмана 10 КамАЗ тӑпра килсе тӑкнӑ. Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче пӗр ҫӳп-ҫап купи ҫунма тытӑннӑ. Кайран ӑна тӗп тунӑ. Хӑш-пӗр вырӑна контейнер лартнӑ. Ҫӳп-ҫапа илсе тухаҫҫӗ. Анчах ҫынсенчен чылайӑшӗ ҫӳп-ҫапа илсе тухмашкӑн килӗшӳ ҫырма хирӗҫ. Нумай та укҫа кирлӗ мар ӗнтӗ — 50 тенкӗ ҫеҫ. Теприсем ҫӳп-ҫапа ҫырмана пӑрахса ҫунтараҫҫӗ. Анчах вӗсем ҫутҫанталӑка та, хӑйсене те сиен кӳнине ӑнкармаҫҫӗ. Малашне администраци кам йӗркене пӑснине тупса палӑртмашкӑн видео лартасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() Ставропольте «Раҫҫей студенчӗсем» канашлу тата «Ҫулталӑкри студент» Раҫҫейри наци премийӗн куҫӑн майпа иртнӗ тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗн студенчӗ Станислав Никифоров «Професси пӗлӗвӗ паракан организацисенчи ҫулталӑкри студенчӗ» номинацире гран-при ҫӗнсе илнӗ. Станиславсӑр пуҫне Чӑваш Ен чысне тепӗр виҫӗ студент хӳтӗленӗ: Шупашкарти коопераци институчӗн студенчӗ Юлия Янышева, Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумӗнчи Анастасия Хламина, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧПУра вӗренекен Ольга Семенова. Кӑҫал конкурса 200-е яхӑн яш-хӗр хутшӑннӑ. Пирӗн ентеш Станислав РФ Вӗренӳ министерствин 100 пин тенкӗлӗх грантне ҫӗнсе илнӗ. Вӑл ку укҫапа кирек хӑш университетра та вӗренейӗ. Ҫавӑн пекех ӑна ноутбук парнеленӗ. Станислав повар-кондитера вӗренет. Вӑл — Студентсен канашӗн председателӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Нумаях пулмасть Шупашкар хула администрацийӗнче транспорт карттисем ҫинчен тата билета урӑх мелпе туянмалли пирки калаҫнӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа общество транспортӗнче билетшӑн тӳлемелли ятарлӑ терминалсем пулӗҫ. Кунсӑр пуҫне пӗрремӗш кварталта банк карттипе тӳлеме май пулӗ: VISA, MasterCard, MasterCard PayPass/Visa payWave. Тепӗр ҫӗнӗлӗх вӑя кӗрӗ: ҫынсем транспорт картти ҫине тӗнче тетелӗнче укҫа хума пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев Раҫҫее ют ҫӗршывран вӑхӑтлӑх килекен ҫынсене квота парасси пирки алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫул пирӗн ҫӗршывра ют тӑрӑхран 111 пин ҫын килейӗ. Кӑҫалхипе танлаштарсан, ку 15 пин сахалрах. Ҫӗршывӗпе илес тӗк, ҫитес ҫул ют ҫӗршывран ҫынсем сахалрах килӗҫ. Чӑваш Ен вара, кӑҫалхипе танлаштарсан, ытларах ҫын йышӑнӗ. 2017 ҫулта пирӗн пата 200 мигрант килме пултарӗ. Ку кӑтарту Атӑлҫи тӑрӑхӗнче — чи пӗчӗккисенчен пӗри. Мари Республикине тата Удмурт Республикине ют тӑрӑхран 100 ҫын килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Филип Калаш Словак каччи Филип Калаш чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланать. «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» журналисчӗ Алина Изман пӗлтернӗ тӑрӑх, яшӑн «нумай нациллӗ Раҫҫейпе паллашас ӗмӗт тахҫанах ҫуралнӑ. Ҫав тӗллевпех вӑл хӑй тӗллӗн вырӑс чӗлхине вӗреннӗ». Автомеханикпа булочнӑйра ӗҫлекен ҫемйинче ҫуралнӑ Филип Братиславӑра экономика университетӗнче магистратурӑра юлашки курсра пӗтӗм тӗнчери хутшӑнусем енӗпе вӗренет. Пӗлӗве тарӑнлатма Шупашкара килнӗ каччӑ студентсен «Грамотей» Интернет-олимпиадин ҫӗнтерӳҫи пулнӑ май И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультетӗнче практика курсне икӗ эрнене яхӑн ҫӳренӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ йӗркелекен олимпиадӑна кӑҫал Словакири, Китайри, Казахстанри 20 ҫамрӑк хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Зонӑри концерт Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗнче (вӑл Трактор тӑвакансен культура керменӗнче вырнаҫнӑ) харӑсах икӗ мероприяти иртмелле. Юрлакан ушкӑнсем ҫав кун «Хавхаланса юрлать чӗре» республикӑри фестиваль-конкурсра хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ, хореографи ушкӑнӗсем — «На Волге широкой…» (чӑв. Аслӑ Атӑл шывӗнче...) ятлинче. Мероприятие Халӑх пултарулӑхӗн центрне йӗркеленӗренпе 80 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттереҫҫӗ. Фестивале 19 районти тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти 33 ушкӑн хутшӑнмалла. «Хавхаланса юрлать чӗре» республикӑри фестивальне юрлакан ушкӑнсене зонӑри тапхӑрпа юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса 30-мӗшӗччен суйланӑ. Унта 38 хор тата 41 вокал ансамблӗ хутшӑннӑ. Ҫавӑнта суйласа илни чи лайӑх ушкӑнсем гала-концертра куракана савӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
