Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ

Шупашкарти 3-мӗш шкулта аутизмпа аптӑракан ачасем валли ятарлӑ ресурслӑ класс йӗркеленӗ. Республикӑра кунашкалли - пӗртер пӗрре. «РусГидро» йӗркеленӗ «Таса энерги» ыкӑмӑллӑх программипе килӗшӳллӗн, шкула аталанмалли пособисем тата сенсорлӑ хатӗр-хӗтӗр парнеленӗ.

Дефектологсемпе психологсем палӑртнӑ тӑрӑх, аутизмпа нушаланакан ачасем тӗнчене хӑйне евӗр кураҫҫӗ, пӗчченлӗхе юратаҫҫӗ. Вӗсене пӗр-пӗр ӗҫе хутшӑнма йывӑр, анчах вӗсем куҫпа курнине лайӑх астуса юлаҫҫӗ. Ҫаксене шута илсе вӗсем валли ятарлӑ оборудовани туяннӑ.

Шкул директорӗ Евгения Осипова палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ оборудовани пулӑшни курӑнать: кӑтартусем пур ӗнтӗ. Хӑйне евӗр ачасем тӗнчепе хутшӑнма вӗренеҫҫӗ, шкул предмечӗсене ӑса хываҫҫӗ.

 

Республикӑра
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Мускава ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе кайсан Кремль ёлкинчен ҫакнӑ теттене илни, унта Ҫӗнӗ Шупашкарти Трофим Егоровӑн ӗмӗчӗ пирки вулани ҫинчен Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ. Ӗнер Михаил Игнатьев Егоровсем патӗнче хӑнара пулнӑ. Кун пирки республика пуҫлӑхӗн пресс-служби хыпарлать.

Ҫемье пуҫӗ Александр — пушар хуралӗн ӗҫченӗ, амӑшӗ Екатерина — стоматолог тухтӑр. Мӑшӑр виҫӗ ачана пӑхса ӳстерет. Чи кӗҫӗнни Трофим — сусӑр. Амӑшӗ ӑна ҫӑмӑллӑх кӳрес тесе куллен массаж тӑвать, анчах ятарлӑ сӗтел туянма йышлӑ ҫемьен хальлӗхе майсем пулман.

«Массаж сӗтелӗ сире чӑнахах кирлине куратӑп. Ачасен ӗмӗчӗсем Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче пурнӑҫланмалла» , — палӑртнӑ Михаил Игнатьев. Егоровсем питӗ кирлӗ ҫак парнешӗн савӑннӑ, уншӑн тав тунӑ.

 

Хулара

Шупашкарта «Хӗл мучи патне – ҫыру» конкурс иртнӗ. Раштав уйӑхӗн 1-20-мӗшӗсенче асамҫӑ патне 400 ытла ача ҫыру шӑрҫаланӑ. Конкурса пӗтӗмлетнӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене «Эпистоляр жанрӗпе ҫырнӑ литература хайлавӗ» тата «Ҫӗнӗ ҫул открытки» номинацисенче палӑртнӑ.

Ҫырусене жюри тишкернӗ хыҫҫӑн чи лайӑххи 8 ҫулти Даниил Павловӑн тесе палӑртнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Ульяна Лукоянова тата Анастасия Холоднова йышӑннӑ. Лилия Астраханцева вара чи илемлӗ открытка хатӗрленӗ. Ку номинацирех Дарья Александрова тата Екатерина Степанова иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Комисси Ярослав Петровӑн, Григорий Кузинӑн, Анастасия Петровӑн, Саша Крыловӑн, Кристина Степановӑн, Виктория Даниловӑн, Вера Моисеевӑн ӗҫӗсене те палӑртнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче парнесемпе чыслӗҫ. Открыткӑсемпе ҫырусене вара Л.Агаков ячӗллӗ социаллӑ информаци центрне курава илсе кайӗҫ. Курав кӑрлачӑн 14-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

 

Республикӑра

Нимеҫӗсем Улатӑрта пурӑнакан Кудашкина Елена Даниловнӑна шыраҫҫӗ. Улттӑмӗш кун ӗнтӗ унран сас-хура ҫук.

Раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 60 ҫулти Елена Кудашкина килтен тухса кайнӑ та халӗ те таврӑнман. Тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ, халӗ ӑна нимеҫӗсем шыраҫҫӗ. Вӗсем ыттисене те пулӑшма ыйтаҫҫӗ: тен, тивӗҫлӗ канури хӗрарӑма кам та пулин курнӑ?

Елена Кудашкина 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ. Унӑн куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ – хура, кӑштах кӑвакарнӑ. Ҫак хӗрарӑм пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерпе шӑнкӑравлӑр: 8-800-700-54-52.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54469
 

Республикӑра
Анна Иванова тунӑ сӑн
Анна Иванова тунӑ сӑн

Раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта ҫынсем каретӑпа ҫӳрекен Хӗл мучине курсан, ахӑртнех, тӗлӗннӗ. Чантӑрти Сергей Шаров мӑнукӗсене саламлама килнӗ иккен! Хӗл мучи «Про Город» хаҫата интервью панӑ.

«Виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ Ҫӗнӗ ҫул умӗн мӑнуксем патне килетӗп. Унччен раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫитеттӗм, кӑҫал май килмест. Ачасем Мускава тухса кайӗҫ», - тенӗ Хӗл мучи.

Карета вырӑнӗнче – прицеплӑ мотоблок. Хӗл мучие ҫаврӑнас шухӑш мӑнуксем ҫут тӗнчене килсен ҫуралнӑ. Мотоблок ҫине малта лаша пуҫне вырнаҫтарнӑ. Каретӑна вӑл батарейкӑсемпе ӗҫлекен гирляндӑсемпе илемлетнӗ. Шӑнкӑравсем те пур, вӗсем Сергея аслашшӗнчен лекнӗ.

Хӗл мучи шкул ачисене саламлама та ҫӳрет, каретӑпа ярӑнтарать, канихвет ҫитерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54484
 

Культура

«Чӑваш Енри кайӑксем» кӗнекен виҫҫӗмӗш томӗ кун ҫути курнӑ. Вӑл – юлашки.

Кӗнекене «Ҫыхӑнура» форумра ларакансен сӑнӳкерчӗкӗсене те кӗртнӗ. Ӑна «Книжные новинки» (чӑв. «Ҫӗнӗ кӗнекесем») лавккасенче туянма май пур. Сӑмах май, малтанхи икӗ тома та ҫав лавккасенчех сутаҫҫӗ.

Палӑртмалла: «Чӑваш Енри кайӑксем» кӗнекен пӗрремӗш томӗ 2017 ҫул пуҫламӑшӗнче тухнӑ, иккӗмӗшӗ – кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче. Кӗнекене авторсен коллективӗ хатӗрленӗ: В.Яковлев, А.Яковлев, Е.Осмелкин, Г.Исаков, О.Глушенков.

 

Хулара

Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 20 сехет те 5 минутра Шупашкарти Мир проспектӗнче «Тайота» машина светофор хӗрлӗ ҫутнӑ чухне чарӑнман. Ҫав вӑхӑтра вара амӑшӗпе ывӑлӗ светофорӑн симӗс ҫутипе ҫул урлӑ каҫнӑ.

Хайхи водитель арҫын ачана ҫапса кайнӑ. Руль умӗнче ШӖМ ӗҫченӗ пулнӑ. Халӗ ун пирки экс-ӗҫчен темелле ӗнтӗ. Ӑна тепӗр кунхинех, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ӗҫрен кӑларнӑ. Унӑн виҫӗ ертӳҫине вара дисциплинарлӑ майпа явап тыттарнӑ.

5 ҫулти ача вӑйлах аманман. Вӑл амбулатори мелӗпе сипленет.

 

Раҫҫейре

«Открытая Россия» (чӑв. Уҫӑ Раҫҫей) обществӑпа политика юхӑмӗн регионти уйрӑмӗ Чӑваш Енри тӳре-шара валли Ҫӗнӗ ҫул парни хатӗрленӗ.

Республика ертӳҫине Михаил Игнатьевшӑн вырӑсла-китайла словарь вырӑнлӑ тесе тӗв тунӑ. «2018 ҫулта тӗрлӗ министерствӑпа ведомствӑри тӳре-шара Китай инвесторӗсемпе тухӑҫлӑ ӗҫлерӗ. Вӗсене ҫӗр пачӗҫ. Ҫулталӑк вӗҫӗнче сирӗн тата сирӗ пӑхӑнакансем Китай ҫыннисене ӑнлансах ҫитерейменни палӑрчӗ», — тесе вӗсем словарь хатӗрленӗ.

Шупашкар хулин сити-менеджерне Алексей Ладыкова «Мафи» вӑйӑ парнелес тенӗ. «Вӑйӑ сире килӗшессе шанатпӑр», — тенӗ хастарсем.

Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский Джордж Оруэллӑн «1984» романне вулатӑр тенӗ. Вӑл Чӑваш Енре ирӗклӗ тата демократиллӗ общество тума пулӑшасса шанаҫҫӗ. ЧР сывлӑх сыхлав министрне Владимир Викторова «Главная книга о женщинах» кӗнеке аван тесе шухӑшланӑ. Ҫав парнене суйланӑ май «Уҫӑ Раҫҫей» хӗрарӑмсен хӗсӗрлӗхӗ пирки Владимир Викторов тахҫан каланине аса илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.idelreal.org/a/29679402.html
 

Республикӑра

Вӑрмар районӗнчи Тикеш ялӗнче пурӑнакан Зоя Кудрова юртан тем тӗрлӗ кӳлепе ӑсталать.

Ҫакна вӑл кӑҫал пуҫласа тытман. Ӳркенмен хӗрарӑм вӗҫӗмех ҫапла аппаланать. Юр кӳлепесене ӑсталакансен конкурсне районти конкурсне вӑл, шел те, хутшӑнайман. Кун пирки Тикеш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Нарсов пӗлтернӗ. Малтан юр пулман та. Раштав вӗҫӗнче юр нумай тултарнӑ хыҫҫӑн кинемей васкаса ӗҫе кӳлӗннӗ. «2019 ҫул», — тесе те ҫырнӑ вӑл.

Хӑй вӑхӑтӗнче Зоя Кудрова вырӑнти хуҫалӑхра трактористра тӑрӑшнӑ, кайран вӑл дояркӑра кӳлӗннӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан уй-хир бригадинче тимленӗ. Паян мӑнукӗсене ӳстерме пулӑшать.

Юр кӳлепесене вӑл мӑнукӗсене савӑнтарас тата вӗсене илеме ханӑхтарас килнӗрен, ӳнере юратнӑран ӑсталать.

.

 

Республикӑра

Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑҫемӗн пакунлисем те Хӗл Мучи тумне тӑхӑнаҫҫӗ. Муркашра Полицейски Хӗл Мучи ҫул-йӗр правилине аса илтерсе ҫӳренӗ. Унпа пӗрле Муркашри вӑтам шкулта вӗренекен ачасем те пулнӑ. Правилӑна лайӑх пӗлекен, йӗркене пӑхӑнакан водительсене пылак ҫимӗҫпе хавхалантарнӑ.

Ҫӗрпӳре те пакунлисем савӑнтарнӑ. Асӑннӑ районти Опытнӑй шкулӗнче паян Ҫӗнӗ ҫул утренникӗ иртнӗ. Унта полицин капитанӗ Александр Андреев ҫитнӗ. Вӑл ачасене тав тунӑ, ӳссен йӗрке хуралӗнче ӗҫлеме чӗнсе каланӑ. Пакунлин тав сӑмахне шкулти икӗ ача тимлӗ пулнишӗн тивӗҫнӗ. Шкултан кайнӑ чухне пӗр кунхине вӗсем ӳсӗр водителе асӑрханӑ. Ҫавӑн пирки пакунлисене систернӗ. Вырӑна ҫитнӗ йӗрке хуралҫисем водителе тытса чарнӑ. Унӑн водитель удостоверенийӗ те пулман.

 

Страницӑсем: 1 ... 2162, 2163, 2164, 2165, 2166, 2167, 2168, 2169, 2170, 2171, [2172], 2173, 2174, 2175, 2176, 2177, 2178, 2179, 2180, 2181, 2182, ... 4154
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 04

1904
122
Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1954
72
Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
2000
26
Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ.
2000
26
Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...