Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона
morgau.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
morgau.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Муркашра нумаях пулмасть Юрий Жуковӑн концерчӗ иртнӗ. Пултаруллӑ ҫыннӑн 75 ҫулхине халалланӑ мероприятие зал тулли халӑх пуҫтарӑннӑ. Вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх, зал концерт пуҫланиччен ҫур сехет маларахах лӑк тулли пулнӑ.

Юрий Нестерович 1950 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл — композитор, баянист, педагог, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Муркаш районӗн хисеплӗ ҫынни.

Юбиляра район администрацийӗн культура тата архив ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Любовь Рыжкова саламланӑ.

Сумлӑ композитора саламлама пырса ҫитнисем хушшинче Чӑваш патшалӑх юрӑпа таша ансамбльне нумай ҫул ертсе пынӑ Раҫҫӗй халӑх артисчӗ Юрий Васильев та пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Пӑрачкав округӗнчи Кожевенное ялӗ ҫывӑхӗнче вӑрман ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм 3 гектар лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ. Пушарнӑйсем «хӗрлӗ автана» часах парӑнтарнӑ. Инкекре ҫынсем шар курман.

Инекеклӗ лару-тӑру министерстви вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулни пирки аса илтерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Раҫҫейре

Тӗп ставка 21 процентах юлӗ. Ҫапла палӑртнӑ паян Раҫҫей банкӗн директорсен канашӗн ларӑвӗнче.

Кун пек ставка пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнченпех пулнӑ. Унтанпа 4 лару иртнӗ: раштавра, нарӑсра, пушра тата паян. Ставкӑна унчченхи шайрах хӑварма йышӑннӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал тӗп ставка 19,5-21 процент пулӗ. 2026 ҫулта 14-14 процента ҫитмелле.

 

Республикӑра
«Гама» круиз компанийӗ тунӑ сӑн
«Гама» круиз компанийӗ тунӑ сӑн

Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта ку сезонра туристсен теплохочӗ пӗрремӗш хут чарӑнӗ. Вӑл – «Алдан».

Теплоход паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн Чулхуларан тухнӑ. Ыран ирхи 8 сехетре вӑл Шупашкарта чарӑнӗ. Кунта вӑл 4 сехет тӑрӗ те каялла кайӗ, ҫула май Козьмодемьянск хулинче 2 сехетлӗхе чарӑнӗ. Чулхулана теплоход вырсарникун ирхи 10 сехетре таврӑнӗ. Тепрехинче «Алдан» Костромаран тухса Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче чарӑнӗ.

 

Чӑвашлӑх
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш чӗлхине сарас, унӑн сумне ӳстерес, тӑван халӑх культурине хисепе хума вӗрентес тӗллевпе культура тата вӗренӳ учрежденийӗсем ҫеҫ мар, кирек мӗнле хастар та хӑйӗн тӳпине хывма пултарать.

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр «Контактри» хӑйӗн страницинчен чӑвашла ӳкерсе илемлетнӗ турилккесене выляттарать. Черетлӗ вылява паян, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, пӗтӗмлетнӗ. Хальхинче турилккене Светлана Гордеева ҫыравҫӑ тата ӳнерҫӗ ҫӗнсе илнӗ. Илемлӗ турилккене унччен Крымра пурӑнакан арҫын патне ӑсатнӑ.

«С Днём чувашского языка! Тӑван чӗлхене юратар, манар мар, туссем! Ачасене те чӑвашлах вӗрентер. Пӗр чӗлхе — пӗр ӑс, икӗ чӗлхе — икӗ ӑс, виҫӗ чӗлхе — виҫӗ ӑс», — тесе ҫырса хунӑ учреждени конкурса пӗтӗмлетнӗ май.

 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Кӑҫал Шупашкарта «Вилӗмсӗр полк» акци онлайн мелпе мар, ахаль чухнехи пек иртӗ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, пулӗ.

Акцие хутшӑнакансене ҫав кун Наци вулавӑшӗ умӗнче 11 сехетре кӗтеҫҫӗ. 12 сехет те 20 минутра утма тытӑнӗҫ.

Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарта ку массӑллӑ мероприятие ирттермессине пӗлтернӗ. Ҫакна хӑрушсӑрлӑхпа ҫыхӑнтарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_429908
 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Патӑрьелти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче Астӑвӑм кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ. Ӑна хатӗрлесе ҫитериччен нумай тӗпчев ӗҫӗ туса ирттернӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем документсем, сӑнӳкерчӗксем, асаилӳсем шыраса чылай ҫемьене ҫитнӗ.

Информацие тӗнче тетелӗнчи «Патӑрьел округӗнчи «Астӑватпӑр! Мухтанатпӑр!» Астӑвӑм кӗнеки» платформӑра та, хут ҫине те тултарса пынӑ. Кашни ялпа уйрӑм хатӗрленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13625
 

Раҫҫейре
ria.ru сайтри сӑн
ria.ru сайтри сӑн

«Вилӗмсӗр полк» акцие онлайн-майпа хутшӑнма пулать. Пире мирлӗ пурнӑҫ парнеленӗ паттӑрсене аса илер.

Акцие мӗнле хутшӑнмалла? Питӗ ансат. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ тӑванӑн сӑнӳкерчӗкне 2025.polkrf.ru сайта е «ВКонтакте» (vk.com/polk_app ), «Одноклассники» (ok.ru/app/polk) сарӑмсем урлӑ кӗртмелле. Паттӑр пирки кӗскен ҫырса кӑтартма та манмалла мар. Ку ӗҫе ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗччен тумалла.

Акцие хутшӑнни – паттӑрсене тав туниех.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_20833
 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарти йывӑҫсене 4 ҫул сӑрламан. Ку ӗҫе Алексей Ладыков хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ чухне пӑрахӑҫланӑ. 2021 ҫулта вӑл кун валли уйӑрнӑ укҫана хунавсем лартмашкӑн яма хушнӑ. Ун чухне пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта ҫулсерен йывӑҫсене шуратма 290 пин тенкӗ тӑкакланнӑ.

Хальхи ертӳҫӗ Владимир Доброхотов вара ку ӗҫе ҫӗнӗрен пуҫарнӑ: йывӑҫсене ҫу уйӑхӗнчи уявсем пуҫланиччен шуратса пӗтерме хушнӑ. Ӗҫ пырать: Ашмарин, Дзержинский, Гузовский урамӗсенче йывӑҫсене шуратнӑ.

 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Куҫӗ курмасан та уншӑн нимӗнле чӑрмав та ҫук. Мария Мамаева нумаях пулмасть Калугӑра ишес енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче тӳрех икӗ пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.

Мария икӗ дистанцире вӑй виҫнӗ. 23 регионтан килнӗ 100 ытла спортсменран вӑл финиша виҫҫӗмӗш ҫитнӗ. Вӑйлӑ спортсменсене те парӑнтарнӑ вӑл.

Маттур спортсменкӑна ЧР спорт министрӗ Василий Петров та саламланӑ, малашне те ҫитӗнӳсем тума суннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_20821
 

Страницӑсем: 1 ... 176, 177, 178, 179, 180, 181, 182, 183, 184, 185, [186], 187, 188, 189, 190, 191, 192, 193, 194, 195, 196, ... 4065
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.01.2026 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 02

1865
161
Паасонен Хайкки, финн-угр чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи, фольклорист тата этнограф ҫуралнӑ.
1941
85
Юрий Сементер, чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑ.
1949
77
Агаков Всеволод Георгиевич, ЧПУ ректорӗ, профессор ҫуралнӑ.
1951
75
Раиса Сарпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...