Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул уявне хатӗрленес ӗҫ хӗрсех пырать. Юр кӑна ҫитмест ӗнтӗ.

Акӑ «Ростелеком» ҫурчӗ умне ҫитес ҫул паллине – шӑшие – вырнаҫтарнӑ. Каласа хӑварар: 2020 ҫул – тимӗр йӗкехӳре ҫулталӑкӗ.

Шӑшие папье-машерен хатӗрленӗ, вӑл 3 метр ҫӳллӗш. «Шӑши кӳлепи пурне те килӗшессе, фотосесси тумалли вырӑн пуласса шанатпӑр», - ҫапла ҫырнӑ влаҫ органӗсен порталӗнче.

Сӑмах май, «Ростелеком» умне кашни Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫитес ҫул паллине вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫынсем ҫав кӳлепесен умӗнче хаваспах сӑн ӳкерӗнеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61687
 

Республикӑра
Элтеперӗн Инстаграмри страницинчи сӑн
Элтеперӗн Инстаграмри страницинчи сӑн

Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускава командировкӑна кайнӑ. Кремльте Ӗмӗтсен чӑрӑшне лартнӑ, унта Чӑваш Енри ачасен ӗмӗтне ҫырнӑ теттесене те ҫакнӑ. Чӑваш Енри ачасен пӗтӗмпе 3 тетте пулнӑ.

Михаил Игнатьев виҫӗ теттене илнӗ, шӑпӑрлансен ӗмӗчӗсене пурнӑҫлама шантарнӑ. Кун пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Пӗрремӗш ӗмӗте ыран Правительство ҫуртӗнче иртекен пресс-конференци умӗн пурнӑҫлӗ. «Республикӑри икӗ ача Аслӑ Устюгра тата Питӗрте пулса курасшӑн. Денис Николаев Ҫӗнӗ ҫулта боксер грушине парнелессе шанать», - пӗлтернӗ влаҫ органӗсен сайтӗнче.

Сӑмах май, пӗлтӗр Элтепер Ҫӗнӗ ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр арҫын ачана тӗрлӗ тӗслӗ массаж сӗтелӗ парнеленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61697
 

Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫӗнӗ Шупашкарти Шевницын ячӗллӗ паркра хӗл варринче фонтан ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл шыв пӗрӗхтермест, ҫутӑпа ӗҫлет.

Ҫӗнӗ парка «Альянсгрупп» тулли мар яваплӑ общество 10,1 миллион тенкӗпе хӑтлӑлатнӑ. Парк кӑҫал кӗркуннех уҫӑлнӑ-ха, анчах фонтан ӗҫлемен. Тинех ҫутӑ фонтанӗ ҫынсене савӑнтарать, Ҫӗнӗ ҫул умӗн кӑмӑла ҫӗклет.

Ҫак хӗллехи фонтанӑн светодинамикӑллӑ конструкцие пластик пӑрӑхсенчен тунӑ. Вӗсем тӗрлӗ тӗспе ҫутӑлаҫҫӗ. Фонтан ҫур миллиона яхӑн тӑрать.

 

Кӳршӗре

Коми Республикинче никӗсленекен «7х7» тетелти кӑларӑма Сыктывкарти суд 20 пин тенкӗлӗх штраф ҫырса панӑ. Айӑпа журнал коми чӗлхиллӗ материалсемшӗн кӗнӗ.

Суд шухӑшӗпе «7х7 журнала» регистрациленӗ чухне вӑл тухакан чӗлхе шутӗнче вырӑс чӗлхине кӑтартнӑ, анчах та тетелти кӑларӑм Николай Удоратинӑн материалӗсене коми чӗлхипе тата «Комикс вӑйӗ» ятарлӑ проекта акӑлчан чӗлхипе вырнаҫтарнӑ. Ҫапла май МИХ суд Административлӑ айӑплав кодексӑн 13.21 статйин 1-мӗш пайне пӑснӑ тесе йышӑннӑ.

Тетелти кӑларӑма судра хӳтӗлекен Андрей Никулин айӑпланакан сӑпатлава йӑнӑш кӑтартни ҫине, комилле тухнӑ материалсем обществӑра хӑрушлӑх кӑларса тӑратманни ҫине таянса ку ӗҫе пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Анчах суд унпа килӗшмен.

Суд йышӑнӑвӗпе «7х7 журнал» килӗшмӗ тесе пӗлтереҫҫӗ, ку енӗпе ҫӳлӗрех инстанцисене тухӗҫ. МИХ ертӳҫисен шухӑшӗпе влаҫрисем вӗсене хирӗҫ ятарласа айӑплав шыраҫҫӗ.

 

Кӳршӗре

Раштавӑн 25-мӗшӗнче ӗнер Йошкар-Олара ҫӗнӗ словарь хӑтланӑ — Любовь Абукаева, Андрей Чемышев тата Анжелика Митрускова хатӗрленӗ Ҫармӑс чӗлхин танлаштаруллӑ сӑмах пуххине. Вӑл В.М. Васильев ячӗллӗ Чӗлхен, литературӑн тата историн мари ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче иртнӗ.

Хӑтлавра Любовь Абукаева ҫӗнӗ словаре епле хатӗрлени пирки каласа панӑ. Ӑна калӑплас ӗҫре Андрей Чемышев ертсе пынипе хатӗрленекен ҫармӑс чӗлхин корпусӗ пулӑшни пирки вӑл уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ.

Любовь Абукаева, сӑмах май, шӑп вӑл кун хӑйӗн 50 ҫулхи юбилейне палӑртнӑ. Ҫармӑссен паллӑ чӗлхе тӗпчевҫи тата фольклорисчӗ 1969 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Юбилейпа ӑна институт директорӗ Евгений Кузьмин тата ыттисем саламланӑ.

 

Культура

Чӑваш Енри кадетсем федерацин Атӑлҫи округӗнчи ёлкине хутшӑннӑ. Унта ача ҫурчӗсенче, шкул-интернатсенче, округри кадет корпусӗсенче вӗренекен ачасене, нумай ачаллӑ ҫемьесенчи арҫын ачасемпе хӗрачасене, ӗҫри тивӗҫе пурнӑҫланӑ чух пуҫ хунӑ ҫар ҫыннисен ывӑл-хӗрне, общество пӗлтерӗшлӗ проектсенче, шкулти олимпиадӑсенче ҫӗнтернисене йыхравланӑ.

Федерацин Атӑлҫи округӗнчи ёлка, ӗнер, раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чулхулари «Юпитер» концертпа кану комплексӗнче иртнӗ. Унта Чӑваш кадет корпусӗнчи 2о ачана илсе кайнӑ. Хӑнасене Чулхулари патшалӑх университечӗн нимеҫисем кӗтсе илнӗ. Вӗсем ачасемпе савӑнӑҫлӑ конкурссемпе тӗрлӗ вӑйӑ ирттернӗ. Чулхулари М. Горький ячӗллӗ патшалӑх академи драма театрӗн актерӗсем юмах кӑтартнӑ. Хӗл Мучипе Юрпике ачасене пылак кучченеҫпе савӑнтарнӑ. Хулари экскурси те ачасемшӗн кӑсӑклӑ пулнӑ.

 

Спорт

Ҫак кунсенче Шупашкарти В.С. Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче йывӑр атлетика енӗпе Чӑваш Енӗн Кубокӗн тата ӑмӑртӑвӗн медалӗсене выляттарнӑ. Унта Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Патӑрьел районӗнчи 50 ытла спорстмен хутшӑннӑ.

Ӑмӑртӑва арҫынсемпе хӗрарӑмсен тата 18 ҫамрӑкрах хӗрсемпе каччӑсем хушшинче ирттернӗ. Чӑваш Ен кубокӗнче ылтӑн медале ытларах Шупашкарти йывӑр атлетсем тивӗҫнӗ. Хӑйсен виҫе категорийӗсенче Анатолий Иноходов (61 кг виҫе категорийӗ), Юрий Тимофеев (67 кг), Александр Мышов (73 кг), Ринат Гадилов (89 кг), Кирилл Коркин (96 кг), Андрей Каюков (109 килограмран пысӑкрах виҫе категорийӗ). 55 килограмлӑ виҫере Ҫӗнӗ Шупашкарти Андрей Портнов ҫӗнтернӗ. Вӑрнар районӗнчи Артур Афанасьев тата Андрей Алексеев 81 тата 102 килограмшарлӑ виҫере палӑрнӑ.

 

Культура

Раштавӑн 27-мӗшӗнче «Чӑвашкино» кинозалӗнче Александр Осипов режиссерӑн «Рассвет» кӗске метражлӑ фильмне кӑтартӗҫ. Ку хупӑ кӑтарту пулӗ. Ҫакна Магнитогорскра вилнисене асӑнса йӗркелӗҫ.

Пурнӑҫ мӗнле пулассине никам та пӗлмест. Ҫакна фильмри сӑнарсем те ӑнланса илеҫҫӗ.

Фильм авторӗ – Шупашкарти «Два пути» пултарулӑх ушкӑнӗ. Кӗске метражлӑ фильма кӑҫал юпа уйӑхӗнче Чӑваш Енре ӳкернӗ. Тӗп сӑнарсене Раҫҫейри сериалсемпе фильмсенче ӳкерӗннӗ актерсем калӑпланӑ: Марина Засухина («Отец и сын», «Клюква в сахаре»), Сергей Баровский («Слепая», «Кулагин и партнеры», «След», «Глухарь. Продолжение» сериалсем). Ҫавӑн пекех Вырӑс патшалӑх драма театрӗн актерӗ Владимир Глушков ӳкерӗннӗ.

Фильма курнӑ хыҫҫӑн пултарулӑх ушкӑнӗпе тата сӑнарсене калӑпланӑ актерсемпе калаҫма май пулӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
liter.kz сӑнӳкерчӗкӗ
liter.kz сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта заправкӑсен сечӗн гендиректорӗ пулса ӗҫленӗ ҫынна пуҫиле майпа явап тытарнӑ. Ӑна суд 270 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

Заправкӑсен сечӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ ҫын шалу тӳлеменшӗн ята кӗнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шалу парӑмӗ пирки асӑннӑ управлени пуҫлӑхӗ Александр Полтинин ирттерекен йышӑнусенчен пӗринче систерекен тупӑннӑ.

Ӗҫ укҫи тӳлеменнипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 уйӑхӗччен предприятие панкурт тесе йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах пӗр ҫын умӗнче предприятин ӗҫ укҫи парӑмӗ 46 пин тенкӗрен иртнӗ. Апла пулин те шалупа татӑлма васкаман. Предприяти счёчӗ ҫинчи укҫана хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе тӑкакланӑ тата гендиректора шалу тӳленӗ.

 

Хулара
moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн
moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн

Шупашкарти аэропорта ҫитес ҫул реконструкцилеме палӑртнӑ. Вӑл мӗнлерех пулӗ-ха? Проект организацийӗ тӑватӑ вариант сӗннӗ. Хӑшне суйлӗҫ? Халӑхран килет - халӗ шӑпах сасӑлав пырать. Унта хутшӑнас тесен ҫак каҫӑпа каймалла: http://aerocheb.ru/golosovanie_fasad/?pid=120.

Хальхи аэропортӑн зданийӗ ҫумне тепӗр 2 пине яхӑн тӑваткал метр лаптӑк хушӗҫ. Ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн иккӗмӗш хут та уҫӑлӗ, хальлӗхе вӑл ӗҫлемест. Инвесторсем аэропорта ҫӗнетес ӗҫе 500 миллион тенке яхӑн хывӗҫ.

Пӗрремӗш хутра регистраци, багаж илмелли-памалли вырӑн, амӑшӗпе ачин пӳлӗмӗ, полици пӳлӗмӗ тата ытти пулӗҫ. Иккӗмӗш хут икӗ гейтран вӗҫмелли вырӑн пулӗ. Ҫӗнелнӗ аэропорт пӗр сехетре 200 пассажир таран йышӑнма пултарӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1831, 1832, 1833, 1834, 1835, 1836, 1837, 1838, 1839, 1840, [1841], 1842, 1843, 1844, 1845, 1846, 1847, 1848, 1849, 1850, 1851, ... 4117
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 16

1913
113
Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
101
«Капкӑн» журналӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ.
1949
77
Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1962
64
Шупашкарта телецентр ӗҫлеме пуҫланӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...