Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх
ocoronavirus.ru сайтри сӑн
ocoronavirus.ru сайтри сӑн

Паян республикӑра 2 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ку таранччен 325 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет. Ку эрнере кӑна 47 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Паянхи кун тӗлне 13413 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 12355-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 118 ҫын чирленӗ, 38 ҫын кӑна сывалнӑ. Раштавӑн пӗрремӗш эрнинче 850 ҫын кӑшӑлвируспа аптӑранӑ.

Паянхи кун тӗлне республикӑра кӑшӑлвирус пуррине тупса палӑртнӑ 733 пациента сӑнаса тӑраҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
don24.ru сайтри сӑн
don24.ru сайтри сӑн

Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳртре пурӑнакан 58 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл аппӑшне пуртӑпа вӗлерме тӑнӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 17 сехетре арҫын килӗнче пулнӑ. Хайхискер 65 ҫулти аппӑшне курайманнипе ӑна вӗлерме шутланӑ.

Арҫын пуртӑ йӑтнӑ та ун патне кайнӑ. Ӑна пуҫӗнчен темиҫе хутчен ҫапнӑ. Анчах ирсӗр ӗҫне вӗҫне ҫитереймен – аппӑшӗ килтен тухса тарса пулӑшу ыйтнӑ.

Хӗрарӑм халӗ пульницӑра выртать. Арҫынна вара тытса чарнӑ. Палӑртмалла: вӑл унччен ҫынна вӗлернӗшӗн судпа айӑпланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/68453
 

Республикӑра
kalendargoda.com сайтри сӑн
kalendargoda.com сайтри сӑн

Чӑваш Енре раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канӑпӑр-и? Ку ыйтӑва республикӑра сӳтсе явни пирки унчченех пӗлтенӗччӗ. Ҫавна май сасӑлав та ирттернӗ.

Пӗтӗмлетӳ паллӑ. «Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канатпӑр», - ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграмри страницинче. Ыйтӑма 40 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 90 ытла проценчӗ раштавӑн 31-мӗшӗнче канассишӗн сасӑланӑ.

Анчах Ҫӗнӗ ҫулта каннӑшӑн ҫынсен пӗр шӑматкун ӗҫлесе татма тивӗ

 

Республикӑра
cheboksari.bezformata.com
cheboksari.bezformata.com

Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисен строительствине халалланӑ пӗрлехи информаци ресурсӗ ҫулталӑк вӗҫлениччен ӗҫлесе кайӗ. Аса илтерер: ЧР Элтеперӗ Олег Николаев 2021 ҫула шӑпах ҫак хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халаллама йышӑннӑ.

Сайта йӗркелесе пыракана конкурс ирттерсе палӑртӗҫ. Саккас параканӗ – ЧР Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви.

Ҫӗнӗ проект ҫак хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне асра тытма пулӑшӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 10 пайран тӑрӗ. Пӗри медиацентр пулӗ. Унта галерейӑна, хыпарсене, тӗп мероприятисем пирки информаци вырнаҫтарӗҫ. Сайта кӗрекенсен те сӑнӳкерчӗксем, видео вырнаҫтарма май пулӗ. Хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсем уйрӑм пайра пулӗҫ.

Сайтра истори факчӗсемпе, архив докуменчӗсемпе паллашма май пулӗ.

 

Хулара

Шупашкарти «Благовещенский» микрорайонта та ача пахчи пулӗ. Ӑна 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗччен туса пӗтермелле. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.

Пушкин урамӗнче Ял хуҫалӑх академийӗн инженери корпусне хирӗҫ тума палӑртнӑ ача пахчинче 240 шӑпӑрлан валли вырӑн пулӗ. Икӗ хутлӑ ҫуртра 12 ушкӑн пулӗ, вӗсенчен 4-шӗ – 2 уйӑхран пуҫласа 3 ҫул тултарнӑ ачасем валли. Кашни ушкӑнра 20 ачаран ытларах пулмӗ.

Хальхи йышши ытти ача пахчи евӗрех, унта та бассейн, апатланмалли блок, медицина блокӗ, буфет, ҫывӑрмалли пӳлӗмсем пулӗҫ. Кружок ирттермешкӗн те пӳлӗмсем уйӑрӗҫ.

Аукционра малтанхи хак – 265,5 миллион тенкӗ. Заявкӑсене раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫав кунах ҫӗнтерӳҫе палӑртӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
pravdaurfo.ru сайтри сӑн
pravdaurfo.ru сайтри сӑн

Муркаш районӗнче пурӑнакан арҫын йӗкӗреш хӑраххине, пӗртӑванне, вӗлернӗ тесе айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех Муркаш районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, ку кӑҫал авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Муркашра пулнӑ. Йӗкӗрешсем вӑрҫӑнса кайнӑ, пӗри ҫӗҫӗ ярса тытнӑ та теприне чикнӗ. Ҫӗҫӗ шӑпах чӗрине лекнӗ. Арҫын кӑштахран вилнӗ. Ҫӗҫӗ ярса тытаканни ун чухне ӳсӗр пулнӑ.

Следовательсем палӑртнӑ тӑрӑх, йӗкӗрешсем хваттерте пӗрле пурӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/68435
 

Сывлӑх
gor-dez.spb.ru сайтри сӑн
gor-dez.spb.ru сайтри сӑн

Паянхи кун тӗлне республикӑра 11 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ку таранччен вируса парӑнтармасӑр 323 ҫын сывлама пӑрахнӑ. Раштав пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 45 ҫын вилнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.

Пӗр талӑкра 120 ҫын инфекциленнӗ, 31 ҫын сывалнӑ тесе палӑртнӑ. Паянхи кун тӗлне 13295 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 12317-шӗ сывалнӑ.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра «кӑшӑлвирус» диагноз лартнӑ 655 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ.

 

Персона

Шупашкар мэрӗ пулнӑ Анатолий Игумнов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Унӑн чӗри паян ирхине тапма пӑрахнӑ. Вӑл кӑшӑлвируспа чирленӗ.

Анатолий Александрович 75 ҫулта пулнӑ. Вӑл Шупашкар мэрӗнче 7 ҫул ӗҫленӗ. Анатолий Игумнов – хулан хисеплӗ ҫынни.

Анатолий Александрович Шупашкарта 1946 ҫулта ҫуралнӑ. Ҫар ҫынни пулнӑ, саппаса 1994 ҫулта кайнӑ. 1995 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вӑл Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ, 1996 ҫулхи раштавра хула самоуправленйӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Тӑватӑ ҫултан, 2001 ҫулта, ӑна иккӗмӗш срока суйланӑ.

Анатолий Игумновпа раштавӑн 8-мӗшӗнче Ҫветтуй Татиана соборӗнче 15 сехетре сывпуллашӗҫ.

 

Раҫҫейре

Чӑваш Ене «ТопБлог» проект ҫӗнтерӳҫсем килме пултараҫҫӗ. Вӗсем халӑх тетелӗсем ҫынна аталанма, профессире ҫитӗнӳсем тума пулӑшни пирки каласа кӑтартаҫҫӗ, вӗрентеҫҫӗ.

Топ списока кӗнӗ блогерсен йышӗнче – Елена Летучая тележурналист, «Comedy Woman» кӑларӑма хутшӑннӑ Наталия Медведева, MIA BOYKA юрӑҫ, Шевги Ахадов сценарист тата актер, Сергей Романович актер, Инстаграмри тӗп анне Ирина Акопян, Настя Рыжик тата Сергей Штепс тиктокерсем.

Блогерсем хӑш региона килӗҫ? Ҫакна халӑх сасӑлавӗпе палӑртӗҫ. Ҫынсем унта регионсенчен пӗрне суйлӗҫ. Региона килсен блогерсем чи илемлӗ вырӑнсем, ҫынсем, пулӑмсем пирки фильм ӳкерӗҫ.

 

Сывлӑх
pressproject.gr сайтри сӑн
pressproject.gr сайтри сӑн

Эрнекун кӑшӑлвируспа кӗрешессипе ӗҫлекен оперативлӑ штаб ларӑвӗ иртнӗ. Унта ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов статистикӑпа паллаштарнӑ.

Министр каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре килте амбулатори мелӗпе 3600 ытла пациент сипленет. Вӗсене 754 тухтӑр пӑхса тӑрать.

Нумаях пулмасть республикӑра килте сипленекенсене тӳлевсӗр эмелсем пама тытӑннӑ. Министр республикӑна 31,7 миллион тенкӗлӗх эмел килни пирки пӗлтернӗ. Ку таранччен тухтӑрсем пациентсене 3221 рецепт ҫырса панӑ, 1805 ҫынна кирлӗ эмелсемпе тӳлевсӗрех тивӗҫтернӗ.

«Пӗрремӗш эрнере 250-280 пациента тӳлевсӗр эмел панӑ, паянхи кун тӗлне вара – 1800 ытла ҫынна. Вӗсен шучӗ ӳссех пырать», - тенӗ Владимир Степанов.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/68432
 

Страницӑсем: 1 ... 1562, 1563, 1564, 1565, 1566, 1567, 1568, 1569, 1570, 1571, [1572], 1573, 1574, 1575, 1576, 1577, 1578, 1579, 1580, 1581, 1582, ... 4154
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче дисциплина, ӗҫе йӗркелеме пӗлни кирлӗ, васкани йӑнӑштарма пултарӗ. Чи кирли пирки кӑна шутлӑр, ак-тӗвекпе ан сапаланӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче сӗнӳсем парас килӗ, анчах ҫакна асӑрханса тӑвӑр, йӑлӑхтармӑш пек ан пулӑр. Канмалли кунсене ӗҫри ыйтусенчен хӑпса ҫутҫанталӑкра ирттерсен аван.