Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫул-йӗр
Алексей Николаев страницинчи сӑнӳкерчӗксем
Алексей Николаев страницинчи сӑнӳкерчӗксем

Шупашкара Питӗртен килекен самолет чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Мускаври Внуково аэропортӗнче анса ларнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: самолетӑн топливо системи таса мар пулнӑ.

Паян эпир асӑннӑ лайнерӑн пилочӗ Алексей Николаев ку историе хӑйӗн страницинче комментариленине асӑрхарӑмӑр. Инкеклӗ лару-тӑру пулнӑ тенипе пилот килӗшмест. Пысӑках мар техника сӑлтавӗ ҫеҫ, вӑл кӑлтӑкпа Хабаровска та ҫитме пулатчӗ тесе палӑртнӑ. Шупашкарта вӑл кӑлтӑка пӗтерме пултаракан специалистсем ҫук тенӗ. Ҫавӑнпа вӑл компанипе ҫыхӑнса никӗс аэропортра анса ларма йышӑннӑ. Самолета ылмаштарма 40 минут ҫеҫ иртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-74740307_105123
 

Пӑтӑрмахсем

Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи йӗрке хуралҫисенчен карас ҫыхӑнӑвӗн салонӗсенчен пӗринче администраторта ӗҫлекен ҫын пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисене вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, салона пӗр арҫын кӗнӗ. Вӑл батарейка туяннӑ. Япалашӑн 5 пин тенкӗлӗх укҫапа татӑлнӑ. Сутуҫӑ ытлашши укҫана тавӑрса панӑ хыҫҫӑн арҫыннӑн вакки те тупӑннӑ. Администратора вӑл вак укҫа тыттарнӑ, 5 пин тенкӗлӗххине каялла илнӗ.

Арҫын лавккаран тухса кайсан сутуҫӑ 2 пин тенкӗ ҫитменнине асӑрханӑ. Улталанӑ тесе шухӑшлакан арҫынна Чулхула облаҫӗнчи Лысково хулинче тытса чарнӑ. Ӑна Чӑваш Ене конвойпах илсе килнӗ. Арҫын чӳк уйӑхӗн 15 тата 16-мӗшӗсенче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта та ҫавӑн пек улталаса ҫӳренӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӗрӗнпур облаҫӗнче пурӑнаканскер тӗрмерен кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче ҫеҫ тухнӑ.

 

Культура
Елена Троянская сӑнӳкерчӗкӗсем
Елена Троянская сӑнӳкерчӗкӗсем

Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӗмпӗрте Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кӑшӑлвируса пула куракансене залӑн 1/3 пайӗ чухлӗ ҫеҫ пухма ирӗк панӑ.

Фойере Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин камерлӑ оркестрӗ чӑваш композиторӗсен произведенийӗсемпе кӗтсе илнӗ. Уявпа саламлама Чӗмпӗр облаҫӗнчи искусствӑпа культура политикин министрӗ Евгения Сидорова пырса ҫитнӗ. Чӑваш уявӗсене йӗркелесе ирттерме май тупнӑшӑн вырӑнти чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Олег Мустаева тав тунӑ.

Уява Чӑваш Енри «Ҫавал», «Ҫеҫпӗл», «Nota g» ушкӑнсем хутшӑннӑ.

 

Ҫул-йӗр

Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче пуйӑспа инҫе ҫула кайса килес текенсем валли ырӑ хыпар пӗлтерер. «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» предприятин пассажирсене турттаракан компанийӗ билетсене йӳнӗрех хакпа сутассине пӗтерет. Анчах патне ҫитсен туянмалла мар, халех илсе хумалла.

Билетсене йӳнӗрех хакпа чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен сутаҫҫӗ. Каялла килмелли билетӑн хакне 30 процент йӳнӗрехпе туянас тесен билетсене кайма та, килме те харӑс илсе хумалла. Йӳнӗрех хакпа илнӗ билетсемпе чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗ таран ҫула тухма май килӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
stavplus.ru сӑнӳкерчӗкӗ
stavplus.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче пӗр арҫын чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче машинӑри барсеткӑна ҫухатнӑ. Автомобильрен вӑл пӗр 40 минутлӑха тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра машинӑри пурлӑх ҫухалнӑ. Арҫын машина алӑккине хупса хӑварман иккен.

«ГАЗель» автомобиль Эльмен урамӗнче ларнӑ. 51 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пӗчӗк сумкӑра 15 пин тенкӗ укҫа пулнине пӗлтернӗ.

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ теҫҫӗ. Хула урамӗ куҫлӑ та, хӑлхаллӑ та. Машина патӗнче ҫӳрекен шанчӑксӑр ҫынна асӑрхакансем, чӑн та, тупӑннӑ. Шӑпах вӗсем пулӑшнипе 38 ҫулти арҫынна тытса чарма май килнӗ. Вӑл унччен темиҫе хут та судпа айӑпланнӑ.

 

Республикӑра
interesnienovosti321.mirtesen.ru сайтри сӑн
interesnienovosti321.mirtesen.ru сайтри сӑн

Муркаш районӗнчи Шатракасси шкулӗнчи вӗрентекенсене шалу ҫителӗклӗ тӳлемен. Прокуратура Муркаш районӗнчи шкулсенче вӗрентекенсене шалу мӗнле тӳленине тӗрӗсленӗ. Шатракассинче вара йӗркене пӑснӑ тӗслӗх тупнӑ.

Кун хыҫҫӑн Шатракассинчи икӗ вӗрентекене шалу тӳлесе ҫитернӗ. Акӑ мӗн тупса палӑртнӑ: икӗ ҫынна стажшӑн окадӑн 5 процентне хушса тӳлемен. Ҫапла вӗсене шалу тӳлесе ҫитереймен.

Шатракасси шкулӗн директорне административлӑ майпа явап тыттарнӑ.

 

Культура

Эстонире пурӑнакан хастар чӑваш, Ираида Захарова, Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енрен аякри ҫӗршывра тӗлӗнмелле самант пулса иртнӗ.

Кӗркуннен юлашки кунӗсем ӑшӑ пулнипе усӑ курса Таллинри Чӑваш культурин музейӗн пуҫарӑвне пурнӑҫлама май килнӗ. Ку пуҫару тӗрлӗ халӑхсен «Лира» пӗрлешӗвӗ тата Нарвӑри чӑвашсен «Нарспи» ушкӑнӗ пӗр шухӑшлӑ пулнӑран пулса иртнӗ. Иртнӗ вырсарникун, чӳк уйӑхӗн 15–мӗшӗнче, «Лира» ҫурчӗн картышӗнче чӑвашсем пуҫтарӑннӑ. Эстони ҫӗрӗ ҫинче Юман тата Ҫӑка ӳсме тытӑннӑ. Ҫав пулӑма халалласа чӑваш апат-ҫимӗҫне хатӗрленӗ, юрӑсем юрланӑ, вайӑри пекех картана тӑрса ташӑсем ташланӑ.

Ку йывӑҫсене лартакансем пӗтӗм чӑвашсен ваттисене, Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе Ен 100 ҫул ҫитнине тата Эстонире пурӑнакан пӗтӗм чӑвашсене халаланӑ.

 

Сывлӑх
yur-gazeta.ru сайтри сӑн
yur-gazeta.ru сайтри сӑн

Паян республикӑра кӑшӑлвирусран пӗр ҫын та вилмен. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.

Ку таранччен республикӑра 203 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Пӗтӗмпе 11108 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 9720-шӗ сывалнӑ. Пӗр талӑкра 85 ҫын инфекциленнӗ, 27 ҫын чире парӑнтарнӑ.

Палӑртмалла: чӳк уйӑхӗнче республикӑра 58 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ.

 

Ҫул-йӗр
"Грани" видео скринӗ
"Грани" видео скринӗ

Ҫӗнӗ Шупашарпа Шупашкар хушшинче автобус ярӗҫ-и? ЧР Элтеперӗ «Грни» хаҫата панӑ интервьюра икӗ хула хушшинче вӑхӑтлӑх маршрут – автобус – ярассине пӗлтернӗ.

Аса илтерер: унччен Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара 100-мӗш троллейбус ҫӳретчӗ. Анчах транспорт шучӗ сахал пулнӑран ӑна нумай вӑхӑт кӗтме тивнӗ. Маршрута ҫӗнӗрен ярӗҫ-и? Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, маршрут йӗркеллӗ ӗҫлетӗр тесен 15 троллейбусран кая мар ямалла. Кӗҫех республикӑна 68 ҫӗнӗ троллейбус килмелле, тен, пӗр пайне шӑпах ҫак маршрутпа ярӗҫ. Анчах хальлӗхе ку татӑклӑ хурав мар-ха. Тӳре-шара лару-тӑрӑва тишкерӗ.

Элтепер икӗ хула хушшинче ҫӳрекен 3-4 маршрутпа автобуссем яма шантарнӑ.

 

Персона
Сергей Романов
Сергей Романов

Паян, чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 45-мӗш сессийӗ иртнӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусем хушшинче республикӑра Этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй кандидатурине сӳтсе явни те пулнӑ. Омбудсмен пулас кӑмӑллӑ ҫын — Сергей Романов.

Парламентӑн сессийӗнче пулнисем каланӑ тӑрӑх, Уполномоченнӑй пуканне йышӑнма ӗмӗтленекен ҫынна депутатсем видеоҫыхӑну мелӗпе итленӗ. Сергей Романов хӑйӗн биографийӗпе паллаштарса тӑман, анчах унчченхи омбудсменсен ӗҫне пысӑка хурса хакланине, хӑй те вӗсенчен юласшӑн маррине палӑртса хӑварнӑ.

Уполномоченнай кандидатурине Этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен ҫӗршыври омбудсмен пӑхса тухса ырламалла.

 

Страницӑсем: 1 ... 1544, 1545, 1546, 1547, 1548, 1549, 1550, 1551, 1552, 1553, [1554], 1555, 1556, 1557, 1558, 1559, 1560, 1561, 1562, 1563, 1564, ... 4116
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне пур сферӑра та ӑнӑҫлӑ пулма тивӗҫ. Ансат мар ӗҫлӗ ыйтусене татса пама май килӗ, ӗҫлӗ тӗлпулусем те ӑнӑҫлӑ иртӗҫ. Ҫуркунне ҫитнӗ май хӑвӑра та пӑхмалла: сывлӑха тимлӗ, сисчӗвлентерекен симптомсене курмӑш ан пулӑр.

Пуш, 14

1900
126
Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1911
115
Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ.
1923
103
Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ.
1926
100
Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1933
93
Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ.
1956
70
Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1998
28
«Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...