Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Кӳршӗре

Кӳршӗре
Википедия архивӗнчи сӑн
Википедия архивӗнчи сӑн

Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗн ятне улӑштарасшӑн. Ятран поэтӑн хушаматне кӑларасшӑн. «Миллиард.Татар» пӗлтернӗ тӑрӑх, сасӑлава хутшӑннӑ 196 ҫынран ҫурри ытларах ята улӑштарассишӗн сасӑланӑ.

«Сувар» хаҫат редакторӗн Ирина Трифоновӑн шухӑшӗпе, чылайӑшӗ ҫак йышӑнӑва инвестора тата «Хусангаевское» тулли мар яваплӑ обществӑн учредительне Иван Казанкова хисепленипе тунӑ. Сӑмах май, вӑл Сиктӗрмере ҫуралса ӳснӗ, «Звениговский» аш-какай комбиначӗн хуҫи.

Хӑй Иван Казанков мӗн шухӑшлать-ха кун пирки? «Эпӗ сасӑлавра пулман, никама та ӳкӗте кӗртмен. Анчах ҫынсем манӑн шухӑша пӗлеҫҫӗ», - тенӗ вӑл. Иван Казанков - Петӗр Хусанкайӑн аякри тӑванӗ. Поэтӑн чӑн хушамачӗ те - Казанков.

 

Кӳршӗре

Паян кӑнтӑрла Хусан ҫывӑхӗнче, Аракчино пристанӗ патӗнче, пассажир теплохочӗ путнӑ. Телее, ҫыннисене ҫӑлма ӗлкӗрнӗ.

Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, теплоход майӗпен путнӑ. Ҫавӑнпа инҫех мар иртсе пыракан катерсемпк кимӗсем, "Верный" карап пассажирсене эвакуацилеме ӗлкӗрнӗ. Теплоход ҫинче 34 ҫын пулнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Тӗлӗнмелле те, шӑп ҫак кун 11 ҫул каялла "Булгария" теплоход путнӑ. Инкекре 122 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, ҫав шутра 28-шӗ - ачасем.

 

Кӳршӗре

Паян Чемпӗр облаҫӗнчи Кузоватово поселокӗнче "Гастон" заправкӑра пушар пулнӑ.

Инкеке курнӑ ҫынсем каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, газ илсе килнӗ фура ҫунма пуҫланӑ. Вӑл кӗске вӑхӑтранах сирпӗннӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, инкекре 2 ҫын шар курнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.

Пушара сӳнтернӗ ҫӗре 27 ҫын, 10 техника хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://readovka.news/news/103747
 

Кӳршӗре

Кӑҫал иртнӗ «Иннопром» куравра «Трактор савучӗсем» концерн Чӗмпӗр облаҫӗнчи предприятипе ҫыхӑну йӗркелеме калаҫса татӑлнӑ. Кун пирки ЧР Промышленноҫ министерстви пӗлтерет.

Тракторсемпе бульдозерсем туса кӑларма Раҫҫейри пайсем кирлӗ. Кӳршӗ облаҫри теттесем туса кӑларакан «Полесье» вара Чӑваш Енри тракторсене тата бульдозерсене сӑнарлӗ. Ҫапла ачасем пирӗн регионти пек техникӑпа та выляма пуҫлӗҫ.

 

Кӳршӗре

Паян "Чӗмпӗрти чӑваш вӗрентекенӗсен шкулӗ. Иван Яковлев хваттерӗ" музейре чӑваш алфавитӗнчи Ӑ саспаллине халалланӑ палӑка уҫнӑ. Ку чӑваш ҫырулӑхӗ пуҫланса кайнӑранпа 150 ҫул ҫитнипе ҫыхӑннӑ.

Палӑка хута ямашкӑн 1,8 миллион тенкӗ кирлӗ пулнӑ. Ӑна халӑх пуҫтарнӑ.

Палӑка уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ.

 

Кӳршӗре
metr12.ru сайтри сӑн
metr12.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енрен паян самаях сивӗтрӗ. Кӳршӗ Мари Элте вара юр ҫуса лартнӑ. Паян ирхине унта симӗс курӑк юрпа витӗннӗ. Ҫакна ӳкернӗ видеосене тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.

Метеостанци пӗлтернӗ тӑрӑх, кӳршӗ республикӑра юлашки талӑкра 17 миллиметр юр, ҫумӑр ҫунӑ. Ку – ҫур уйӑхри норма.

Мари Элте ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче пушшех те вӑйлӑ юр ҫунӑ. Унта кӗртсем те пулнӑ. Уйрӑмах – Параньга тата Сернур тӑрӑхӗсенче.

Синоптиксем лайӑх хыпар пӗлтереҫҫӗ: кун пек урӑх сивӗтмӗ, ҫанталӑк ӑшӑтма пуҫлӗ. Ҫу уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче 15-20 градус таранах ӑшӑтмалла. Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче кӑштах сивӗрех, 12-14 градус, пулӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ.

 

Кӳршӗре
pg12.ru сайтри сӑн
pg12.ru сайтри сӑн

Хӗлле Мари Элти Тинӗс куҫӗнче шыв пӗтни, ҫиелти пӑр катӑлса аялалла ӳкни пирки хыпарланӑччӗ. Ун чухне специалистсем кӳлле тек нихҫан та шыв тулмасан та пултарассине пӗлтернӗччӗ.

Мари Элтен лайӑх хыпар ҫитнӗ. Тинӗс куҫне шыв тулма пуҫланӑ, шыв шӑкӑртатнӑ сасӑ илтӗнет. Вӑл ҫӑлкуҫсенчен стена тӑрӑх юхать.

Хальлӗхе шыв 5 метр таран тулнӑ. Шыв тӗсӗ те унчченхи пекех тӗслӗ пулма пуҫланӑ. Вырӑнти халӑх Тинӗс куҫӗ хӑйӗн илемӗпе савӑнтарма пуҫласса шанать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/78792
 

Кӳршӗре

Паян Чӗмпӗр облаҫӗнчи Вешкайма поселокӗнчи ача пахчинче темӗнле арҫын нянечкӑпа икӗ ачана персе пӑрахнӑ. Унтан хӑй перӗнсе вилнӗ. Хӑйне питӗнчен пенӗрен ҫак арҫын кам пулнине палӑртман-ха.

Ача пахчинче хуралҫӑ пулман. Йӗрке хуралҫисене пускӑча пусса чӗнмелли май пулнӑ. Арҫын ача пахчине кӗрсе хӗрарӑма тата 5-ри тата 6-ри арҫын ачапа хӗрачана вилмеллех персе амантнӑ. Ку пӑтӑрмах ачасем кӑнтӑрла ҫывӑрнӑ вӑхӑтра пулнӑ.

 

Кӳршӗре

Чулхула облаҫӗнчи Кстово районӗнче нефтебазӑра ултӑ бензовоз ҫуннӑ. Пӑтӑрмах паян, пушӑн 22-мӗшӗнче, «Лукойл» тытӑмӗн нефтебазинче пулнӑ.

Унта ултӑ автоцистерна ҫунма пуҫланӑ, кашнинче – 30 кубла метр нефть продукчӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, аманнӑ, вилнӗ ҫынсем пулман. «Коммерсант» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар «Ирбис» компанийӗн бензовозне тултарнӑ чухне пулнӑ.

Халӗ Роспотребнадзор сывлӑша тӗрӗслет. Вырӑнти тӳре-шара вара оперативлӑ штаб ларӑвне йӗркеленӗ.

 

Кӳршӗре
im0-tub-ru сайтри сӑн
im0-tub-ru сайтри сӑн

Чулхула облаҫӗнче маска режимне пӑрахӑҫлама пултараҫҫӗ. Анчах халех мар. Ку йышӑнӑва ака-ҫу уйӑхӗсенче тума пултарӗҫ. Ара, шӑпах ҫак вӑхӑтра ОРВИ тата грипп сезонӗ вӗҫленет-ха та.

Ҫапах чир-чӗр сезонӗ вӗҫленни кӑна витӗм кӳмӗ. Регионта ковид-койкӑсен шучӗ мӗнле чакнине те сӑнӗҫ. Вӗсем чаксан ҫеҫ маска режимне пӑрахӑҫлама пултарӗҫ.

Аса илтерер: пирӗн республикӑра QR-кодсене пӑрахӑҫланӑ. Общество вырӑнӗсенче маска тӑхӑнмалла тата алла дезинфекци тумалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/77828
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ...31
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та