Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара
ФСБ тунӑ сӑн
ФСБ тунӑ сӑн

Шупашкарти пӗр пульницӑра ӗҫлекен пӗр тухтӑрпа виҫӗ медсестрана кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли прививка пирки патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталне суя даннӑйсем кӗртнӗшӗн судра явап тыттарнӑ. Вӗсем ҫапла суя документ хатӗрленӗ.

ФСБн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем ку ӗҫпе 2021 ҫулхи ҫурларан пуҫласа чӳк уйӑхӗччен аппаланнӑ. Ҫапла темиҫе теҫетке ҫын суя справка илнӗ.

Медсестрасем айӑпа йышӑннӑ. Вӗсене тӗрмене хупмасӑр 2-3 ҫуллӑха айӑпланӑ. Тухтӑра тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха айӑпланӑ.

 

Хулара

Шупашкарта 11 ҫулти арҫын ача ҫухални пирки пӗлтернӗччӗ. Ӑна ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнченпе шыранӑ. Халӗ тупнӑ. Телее, вӑл чӗрӗ-сывах.

Арҫын ачана "Таможня" чарӑну ҫывӑхӗнчи "Пятерочка" лавккара тупнӑ.

Сӑмах май, вӑл ҫухалсан следстви органӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Хулара
orbsteppe.ru сайтри сӑн
orbsteppe.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑмӑн телефонӗ ҫинче реклама тухма пуҫланӑ. Пӗрре вӑл ӑна хупас тесе тӑнӑ та ун патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл пысӑк энергокомпанирен имӗш. Хайхискер инвестици хывма сӗннӗ. Икӗ кун ӳкӗтлесен хӗрарӑм килӗшнӗ - 1 пин куҫарнӑ. Ун хыҫҫӑн ун патне 8 пин куҫнӑ. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм ҫав ҫын ултавҫӑ мар тесе вӑл мӗн каланине пурнӑҫланӑ, темиҫе кредит илнӗ.

Тупӑш 300 пине ҫитсен хӗрарӑм ӑна илме шутланӑ. Анчах страховка тӳлемелле имӗш. Хӗрарӑм пӗлӗшӗнчен 1 млн та 630 пин кивҫен илнӗ, ӑна куҫарса панӑ. Ҫапла вӑл ултавҫӑсене 4 миллион та 200 пин панӑ.

 

Хулара
psihoman.ru сайтри сӑн
psihoman.ru сайтри сӑн

Шупашкарти Ленин районӗн администрацийӗн ЗАС пайӗнче ӗҫлекенсем хӑйне евӗр ята регистрациленӗ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ хӗрачана ашшӗ-амӑшӗ икӗ ят хунӑ. Вӑл – Яра-Дея.

ЗАГС пайӗнче ӗҫлекенсем унччен кунашкал ятпа тӗл пулманнине палӑртнӑ. Сӑмах май, Шупашкарта Космос ятлӑ арҫын ача та пур.

 

Хулара
Прокуратура тунӑ сӑн
Прокуратура тунӑ сӑн

Чантӑр ҫывӑхӗнчи пӗвере пулӑ виллисене асӑрханӑ. Ҫавна май Шупашкарти Мускав районӗн прокуратури тӗрӗслев пуҫарнӑ.

Пулӑ виллисем ҫыран хӗрринче те, пӗвере те пулнине асӑрханӑ. Халӗ специалистсем пулӑсем мӗншӗн вилнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Айӑплисене тупсан прокуратура вӗсен тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнӗ.

 

Хулара

Шупашкарта 11 ҫулти арҫын ачана шыраҫҫӗ. Максим Марьин ӗнер ҫухалнӑ. «Лиза Алерт» хастарӗсем ӑна шырама тухнӑ.

Ача 130 сантиметр ҫӳллӗш, тӗреклӗ кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ хура. Тӗттӗм кӑвак куртка, тӗттӗм хӗрлӗ шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ.

Ун пирки пӗлетӗр пулсн шӑнкӑравлӑр: 8(800)700-54-52 е 112. «Лиза Алерт» инфоргӗсем: Елена Касатка, 89520203557, Татьяна Гюрза, 89282660548

 

Хулара

"Лиза Алерт" ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем 58 ҫулти Валерий Анинович Филиппова шыраҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан арҫын килтен ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Унтанпа унран хыпар ҫук.

Килтен кайнӑ чухне тӗттӗм кӑвак футболка, сӑрӑ жилет, кӑвак трико, хура пушмак, хура калпак тӑхӑннӑ пулнӑ.

Ҫак арҫынна куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. «Лиза Алерт» инфоргӗ: Елена Касатка, 89520203557.

 

Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян кӑнтӑрла, 13 сехетре, Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑл хӗрринче сумка тупнӑ. Унта вара ҫар припасӗсем пулнӑ: патронсем, обрез.

Сумкӑна арҫынсем асӑрханӑ. Вӗсем пӗр тӑхтамасӑр полици ӗҫченӗсене чӗннӗ. Оперативлӑ ушкӑн вырӑна ҫийӗнче ҫитнӗ, ҫав лаптӑка карса илнӗ.

Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, сумка хуҫине шыраҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/86259
 

Хулара
orbsteppe.ru сайтри сӑн
orbsteppe.ru сайтри сӑн

Шупашкарти арҫын патне мессенджерта "банкӑн хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ" шӑнкӑравланӑ. Хайхискер такам унӑн ячӗпе кредит илме пуҫланине пӗлтернӗ. Вӑл ӑна кредита маларах илме, укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Ҫавӑнтах "йӗрке хуралҫи" калаҫӑва хутшӑннӑ, информацие ют ҫынсем пӗлнине каланӑ.

Арҫын телефон номерне ведомство сайтӗнчипе танлаштарнӑ. Унтан кредит илнӗ. Укҫана куҫарма кайсан хайхискер йӗрке хуралҫине тӗл пулма сӗннӗ. Лешӗ ӗҫ нумай тесе килӗшмен.

Кун хыҫҫӑн арҫын иккӗленме тытӑннӑ, сайтри номерпе шӑнкӑравланӑ. Вӑл тинех ултавҫӑсемпе калаҫнине ӑнланнӑ. Хайхискер палламан ҫынна чутах 1 миллион та 782 пин тенкӗ куҫарса паман вӗт.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарта пурӑнакан ҫемье халӑх тетелӗнче инвестицисемпе укҫа ӗҫлесе илме пулӑшакан реклама курнӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсем 800 пин тенкӗсӗр юлнӑ.

Рекламӑна курсан хӗрарӑм телефон номере хӑварнӑ. Кӗҫех унпа суя брокер ҫыхӑннӑ. Вӑл каланипе хӗрарӑм темле счетсем ҫине укҫа куҫарнӑ. Хайхискерӗн тупӑшӗ те ӳснӗ. Паллах, ку суя пулнӑ. Хӗрӑм тупӑша илме тӑрсан паллламан ҫын тепӗр 800 пин тенкӗ куҫарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, [66], 67, 68, 69, 70, 71, 72, 73, 74, 75, 76, ...334
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2026 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 01

1846
180
Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ.
1901
125
Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1931
95
Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1941
85
Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ.
1941
85
Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
1946
80
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ.
1951
75
Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1951
75
Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ.
1961
65
Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1986
40
Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть