Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Тӑвай районӗнчи вӗренӳ отраслӗ ачасем ҫурхи каникулта каннӑ вӑхӑтра вӗсен апатланӑвне тӗрӗс епле йӗркелемеллине сӳтсе явма шут тытнӑ.

Канашлӑва Тӑрмӑшри вӑтам шкулта ирттернӗ. Унта чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен районти станцинче тӑрӑшакансем те пырса ҫитнӗ. Яваплисене вӗсем сӗтӗн тата ашӑН техника регламенчӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Выльӑх-чӗрлӗхрен продукцине епле упрамалли пирки те чарӑнса тӑнӑ. Унсӑр пуҫне апат-ҫимӗҫ юлашкине тӗрӗс утилизацилесси таранах калаҫнӑ.

 

Республикӑра

Шупашкартан Самара тата Ӗпхӗве самолетсем ҫӳретесси Федерацин Атӑлҫи округӗнче авиарейссене аталантарма ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑ пилотлӑ проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать.

Кӑҫалхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнчен тытӑнса пуш уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне 200 ытла ҫын Ӗпхӗве кайса килнӗ. Аса илтеретпӗр, асӑннӑ направленипе самолетпа ҫула тухакан пассажирсене ҫул укҫин ҫуррине кӑна тӳлеттереҫҫӗ. Тепӗр ҫуррине федераци тата регион хысниcем хӑйсем ҫине илнӗ.

Маларах асӑннӑ Ӗпхӳре нумаях пулмасть Атӑлҫи федераци округӗнчи канашӑн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен делегацийӗ те хутшӑннӑ. Инҫе ҫула вӗсем самолетпа кайнӑ. Йыша ертсе пынӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев авиарейссем пурри аваннине палӑртса хӑварнӑ. Сӑмах май, Ӗпхӗве тата Самара самолетсене субсидилесе 2016 ҫулччен ҫӳреттерӗҫ. Пушкӑртстанӑн тӗп хулине ҫитме 1 750 тенкӗрен пуҫласа 1 900 тенкӗ таран тӳлемелле, Самара — 1 400 тенкӗрен тытӑнса 4 395 тенкӗ таран. Ӗпхӗве самолет икӗ сехете яхӑн вӗҫет, Самара — сехет ҫурра яхӑн.

 

Республикӑра

Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа Раҫҫйӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Атӑлҫи регионти центрӗн пуҫлӑхӗ Игорь Паншин генерал-лейтенант тӗл пулнӑ. Унта вӗсем пушар хӑрушсӑрлӑхӗ, гражданла оборона, халӑха ҫутҫанталӑк тата техногенлӑ инкекрен сыхлас лару-тӑрӑва регионсенче тӗрӗсленин пӗтӗмлетӗвне тишкернӗ. Хаклав пуш уйӑхӗн 17–26-мӗшӗсенче иртнӗ.

Паньшин генерал-лейтненат Чӑваш Ене тӗрӗслевҫӗсем лайӑхпа палӑртнине пӗлтернӗ. Татса памалли ыйтусем сиксе тухсан вӗсене ҫийӗнчех сӳтсе явнӑ, тытса памалли ҫул-йӗре планласа хунӑ-мӗн.

 

Республикӑра

Красноармейскинчи халӑх театрӗ Трак енри халӑха спектакльсем кӑтартнӑ хыҫҫӑн кӳршӗ районсене тухма тытӑннӑ.

Канаш районӗнчи Малти Тукай ялӗ Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ умӗн чӑн-чӑн парнене тивӗҫнӗ. Трак енри артистсем Николай Сидоровӑн «Шупашкарти савни» камитпе килнӗ. Постановка пурне те килӗшнӗ.

Трак енри халӑх театрӗн ертӳҫи тата режиссерӗ Клавдия Васильева Малти Тукай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ-мӗн. Артистсене спектакль вӗҫленсен чунран тав тунӑ.

 

Республикӑра

Ҫакнашкал ятпа Патӑрьелти тӗп вулавӑшра А.Ф. Талвир ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ курав йӗркеленӗ. Унта писателӗн пурнӑҫне, пултарулӑхне ҫутатакан статьясене, унӑн портретне, буклетсем, альбомсем вырӑн тупнӑ. Куравра вулавӑшӑн таврапӗлӳ пухмачӗнче упранакан сайра тӗл пулакан кӗнекесем (1952–1958 ҫулсенче тухнисем) тӗп вырӑн йышӑннӑ: «Эсӗ инженер пулатӑн», «На Буинском тракте», «Живая ветка», «Сабантуй в Буинске», «До войны, на войне, после войны», «Фундамент».

Таврапӗлӳ секторӗн заведующийӗ Нина Мазякова кӗнеке куравӗпе паллаштарнӑ. Патӑрьелти 2-мӗш шкулӑн чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Г.Ф.Хлебникова А.Талвир ячӗллӗ музей пирки, ҫыравҫӑ пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Музей шкулта тахҫантанпах пур.

А.Талвиран мӗн пур хайлавне тенӗ пекех вырӑс чӗлхине куҫарнӑ. Алексей Талвир (Алексей Филиппович Башкиров) Патӑрьелте 1909 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Шкул пӗтерсен Мускава кайнӑ, СССР халӑхӗсен Тӗп издательствин чӑваш секцинче ӗҫленӗ. Унтан Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университетне кӗнӗ.

Малалла...

 

Республикӑра

Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Вула, Элӗк ен!» наци кӗнекин фестивалӗпе килӗшӳллӗн Элӗкри тӗп вулавӑшра Кармал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ поэтпа, прозаикпа Никита Ларионовпа тӗлпулу иртнӗ.

Никита Ларионович — педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, ЧР тата РФ Писательсен союзӗн членӗ, хӑвӑрт утассипе СССР спорт мастерӗ. Вулакансем ӑна «Йӗпкӗн хӗрлӗ хӑю», «Олимп каҫалӑкӗ», «Хӗр тупри» кӗнекесемпе ытларах пӗлеҫҫӗ. Халӗ вӑл Элӗк салинче кун кунлать.

Никита Ларионов тӗп вулавӑша час-часах ҫӳрет. Никита Ларионовичӑн вӑй-халӗ тапса тӑрать кӑна. 2010 ҫулта унӑн «Ват ӑшши» сӑвӑсен пуххи тухнӑ. Тепӗр ҫулхине — «Кӑмӑл пайӑркисем», 2012 ҫулта — «Ҫыру мехелӗ», «Асамлӑ мас», 2013 ҫулта «Анфиса, Аниса», «Сӗрен кӗперӗ» кӗнекесем кун ҫути курнӑ. Автор прозӑра та, поэзире те ӑнӑҫлӑ ӗҫлет.

Тӗлпулура ҫыравҫӑ «Ҫыру мехелӗ» пирки тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Вӑл «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри кӗнеке — 2012» республика конкурсне хутшӑнать. Кӗнекене «Ҫыру мехелӗ», «Хрусталь ваза», «Награда хуҫине тупать» повеҫсем тата ытти хайлав кӗнӗ.

Мероприятире «Учитель. Спортсмен. Писатель» хӑтлав кӑтартнӑ.

Малалла...

 

Республикӑра

Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче ачасене хула ҫумӗнчи сиплев лагерӗсене ярас текенсен заявленисене халь те йышӑнмаҫҫӗ тесе пӑшӑрханма кирлӗ мар. Кӑҫал вӗсене каярах, ака уйӑхӗн ҫурринчен, йышӑнма тытӑнӗҫ. Халӗ яваплисем нормативпа право хучӗсене хатӗрлессипе тӑрӑшаҫҫӗ иккен.

Заявленисене кӑҫал та автоматизациленӗ тытӑм урлӑ йышӑнӗҫ. Кашни шкулта ятарлӑ ҫынсене заявленисене пухма ҫирӗплетӗҫ. Пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасене ҫемьене тата ачасене социаллӑ пулӑшу кӳрекен учрежденисем путевкӑпа тивӗҫтерӗҫ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре «Пысӑк калӑпӑшлӑ, йывӑр тата хӑрушӑ тиев» рейд иртмелле. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ун вӑхӑтӗнче ҫавӑн йышши машинӑсене тӗрӗслӗҫ. Вӗсем ҫул-йӗр правилине пӑхӑннине пӑхнисӗр пуҫне вӗсен ятарлӑ хутсем пурипе кӑсӑкланӗҫ, хушма оборудовани пуррине асӑрхӗҫ.

Хӑрушӑ тиев турттаракан машинӑсене ятарлӑ паллӑсемпе тата пӗлтерӳ таблицисемпе тивӗҫтермелле. Пушара хирӗҫле хатӗрсем те пулмалла вӗсен. Тата ҫав машинӑсен водителӗсен Патшалӑхӑн автоинспекцийӗ панӑ ятарлӑ ирӗк алӑра пулмалла.

Йӗркене пӑхӑнманнисене штрафлама ҫеҫ мар, ҫур ҫул таран правасӑр та хӑварма юрать.

 

Республикӑра

«Чӑваш Ен» телерадиокомпание ертсе пынӑ Елена Ижендеева Мускава куҫса кайнӑ май ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ку должноҫе урӑх ҫын ертсе пыма тытӑнӗ. Пуҫлӑх пуканне шаннӑ ҫын — Екатерина Канюка.

Канюка та телевиденишӗн ҫӗнӗ ҫын мар. Унччен вӑл патшалӑхӑн телевиденийӗпе радио компанин подразделенийӗсенчен пӗрне, «Раҫҫей 24 — Шупашкар» канала 4 ҫул ертсе пынӑ.

Кӗҫех экс-директор статусне куҫакан Ижендева тата кӗҫ-вӗҫ пуҫлӑхӑн ҫӗнӗ пуканне йышӑнас Канюка паян Пӗтӗм Раҫҫейри патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗн гендиректорӗн ҫумӗпе Рифат Сафитовпа пӗрле Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ. Унта кадр улшӑнӑвӗсӗр пуҫне телевидение цифровизацилессине те сӳтсе явнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/rnews.html?id=68979
 

Республикӑра

Професси пӗлӗвӗ паракан училищесенче професси ӑсталӑхӗн республикӑри олимпиадӑсем малалла пыраҫҫӗ. Хальлӗхе «Отделкӑпа строительство мастерӗ», «Гостиница сервисӗ», «Электрооборудование юскан электромонтёр» профессисемпе чи лайӑххисене палӑртнӑ.

Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти экономикӑпа технологи коллеждӗнче парикмахерсен конкурсӗ иртнӗ. Унта асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче вӗренекенсемсӗр пуҫне Ҫӗнӗ Шупашкарти политехника тата Улатӑрти ял хуҫалӑх техникумӗсенче вӗренекен 7 ҫын хутшӑннӑ. Конкурс вӑхӑтӗнче вӗсем арҫынсен тата хӗрарӑмсен ҫӳҫне касассипе ӑмӑртнӑ, вӑрӑм ҫӳҫе прическа туса кӑтартнӑ.

Арҫын ҫӳҫне касасси Ҫӗнӗ Шупашкарти политтехникумра вӗренекен Марина Дмитриевӑна ҫитекен пулман. Унтах вӗренекен Марина Миронова вӑрӑм ҫӳҫе хитре прическа туса кӑтартнӑ. Хӗрарӑм ҫӳҫне касма Шупашкарти экономикӑпа технологи коллеждӗнче вӗренекен Татьяна Сандыркина маттуррине кӑтартнӑ.

Сӑнсем (9)

 

Страницӑсем: 1 ... 628, 629, 630, 631, 632, 633, 634, 635, 636, 637, [638], 639, 640, 641, 642, 643, 644, 645, 646, 647, 648, ...651
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2026 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 01

1846
180
Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ.
1901
125
Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1931
95
Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1941
85
Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ.
1941
85
Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
1946
80
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ.
1951
75
Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1951
75
Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ.
1961
65
Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1986
40
Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй