|
Чӑвашлӑх
![]() «Тарай» ушкӑн страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Эстонире пурӑнакан чӑвашсен «Тарай» ушкӑнӗ ҫак кунсенче чӑваш юррисен иккӗмӗш альбомне кун ҫути кӑтартнӑ. Кун пирки ушкӑн «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче хыпарланӑ. «Пуш Параппан» альбома кӑларнине пӗлтернӗ май Чӑваш чӗлхи кунӗпе саламланӑ. «Чӑваш поэзийӗпе чӑваш юрри-кӗвви тӗл пулчӗҫ — Тарай, П. Эйзин, В. Аванмарт, П. Яккусен», — пӗлтернӗ Эстонире пурӑнакан маттур чӑвашсен ушкӑнӗ. Аса илтерер: «Тарай» ушкӑн Айтартан (сас, гитара), Эйнартан (бас), Андреаран (параппан) тӑрать. Вӗсем, хӑйсем калашле, «чӑваш халӑх пултарулӑхне тӗпе хурса (пентатоникӑпа сӑмахлӑх тата паянхи тапӑсем) эксперимент тӑвать». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() www.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канаш районӗнчи Шӑхасанти вулавра Чӑваш чӗлхи кунне халалласа чӑваш саспаллисен уявӗ иртнӗ. Унӑн девизӗ «Ӑс. Ӗҫченлӗх. Ҫитӗнӳ. Ӳсӗм» пулнӑ. «Уява илем кӳрекен арт-объектсем – калӑпӑшлӑ та ҫутатса тӑракан тӑватӑ чӑваш сас паллийӗ — чӑваш халӑхӗн аслӑ вӗрентекенне, ҫутта кӑлараканне, чӑваш ҫырулӑхӗн никӗслевҫине Иван Яковлевича Яковлева ӑшӑ та тав сӑмахӗпе аса илтерчӗҫ», — хыпарланӑ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн сайтӗнче. Уяв Наци вулавӑшӗ йӗркеленӗ ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ куравпа уҫӑлнӑю. Курав чӑваш халӑхӗн ҫыру культурин историне мӗн авалтан пуҫласа паянхи цифровизаци тапхӑрӗ таран пӑхса тухма, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн аталанӑвӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ ҫынсемпе паллашма май панӑ. Мероприятие республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова; Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Олег Студенцов; Владислав Николаев тата Ольга Туркай журналист тата ҫыравҫӑ хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() http://suvargazeta.ru сӑнӳкерчӗкӗ Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» чӑвашла каналта тӑван халӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ арӗпе, Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗпе Николай (Аҫтахар) Плотниковпа блиц-интервью пичетленнӗ. «Чӑваш чӗлхи кунне мӗнле кӑмӑлпа кӗтсе илтӗн?» – тесе ыйтсан Аҫтахар: «Маншӑн кашни кун Чӑваш чӗлхи кунӗ», – тесе хуравланӑ. Чӑваш халӑх сайтне тытса пыни мӗн парать тесе ыйтсан чӑваш хастарӗ: «Ку маншӑн – халӑхшӑн тӑрӑшни. Тӑван халӑхшӑн тӑрӑшни вара савӑнтарать», – тесе ҫирӗплетсе каланӑ. Чӑваш чӑваша ура хурать тенипе Николай Плотников килӗшесшӗн мар. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, «ҫапла калани ытти халӑха пӗлменнипе ҫыхӑннӑ». Аҫтахарӑн юратнӑ ваттисен сӑмахӗнчен пӗри — «Куҫ хӑрать те ал тӑвать». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Чӑваш чӗлхи кунне тата Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ентешӗсене халалласа» «Эпӗ чӑвашла калаҫатӑп» акци иртӗ. Республикӑн Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, акци ака уйӑхӗн 15-25-мӗшӗсенче пулӗ. «Акцие чӑвашла калаҫакан кирек кам та хутшӑнма пултарать: чӑваш чӗлхи е Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ентешӗсем ҫинчен сӑвӑ вуласа е юрӑ юрласа видео ҫине ӳкерсе илмелле те #эпӗчӑвашлакалаҫатӑп хештегпа «Контактра» хутшӑну тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи – чӗкеҫ чӗлхи», «Чӑваш наци конгресӗ» ушкӑнсене е Интернетри ытти хутшӑну тетелӗсене (социаллӑ сетьсене) вырнаҫтармалла», — ӑнлантарнӑ ЧР Вӗренӳ институтӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Виктор Бычков. «Ютуб» видеохостингра «питӗ кӑсӑклӑ чӑвашла видеосен пуххипе» акӑлчанала паллаштарнӑ. Рубрикӑна, ҫак йӗркесен авторӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, Муркаш районӗнче ҫуралнӑ Виктор Бычков чӑваш каччи йӗркеленӗ. Темиҫе ют чӗлхе пӗлекен маттур ҫамрӑк темиҫе ҫул каялла Турцине тухса кайнӑччӗ. Топ-листа «Ютубра» чи пӑхакан чӑвашла видеосене кура хатӗрленӗ. Анонсра чӑваш чӗлхи тӗрӗк чӗлхи пулнине те палӑртса хӑварнӑ. Тишкерӗве 2021 ҫулта вырнаҫтарнӑ видеосене кӗртнӗ. Вӑл материалсене вара 2019-2021 ҫулсенче ӳкерсе илнӗ. Тишкерӗве вырӑсла тата акӑлчанла комментарисемпе пуянлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Иртнӗ уйӑх пуҫламӑшӗнче «Чӑваш халӑх сайчӗн» малашлӑхӗ пирки ҫыру вырнаҫтарнӑччӗ. Унтанпа уйӑх иртрӗ, лару-тӑру хальхи вӑхӑтра епле пулни пирки пӗлтерсен пӑсмӗччӗ пуль тетӗп. Пӗрремӗшӗ. Чӑваш Турри пире пӑрахмастех тесе ахаль мар ӗненетӗп. Ку хутӗнче те хамӑр Туррах пире пулӑшрӗ тесе ӗненетӗп. Апла каланине пӗри «Чӑвашӑнах-ши вӑл?» тесе иккӗленсе те пӑхрӗ. Ман шутпа, ҫавах, Чӑвашӑнах. Пирӗн ӗҫ хамӑр халӑха кирлӗ мар пулсан ун чухлӗ укҫа-тенкӗ пухайман пулӑттӑмӑр. Тӗрӗссипе эп, пӗр-икӗ ҫын кӑшт та пулин куҫарса панипе те ҫырлахайнӑ пулӑттӑм. Тӗрӗслемелле кӑна вырнаҫтартӑм темелле… Ҫавах чылайӑн, 130 ҫын таран, пулӑшрӗҫ. Иккӗмӗшӗ. Мӗн чухлӗ пухӑнчӗ-ха вара? Шутласан пурӗ 42 700 тенкӗ пулать. Вӗсенчен 15 200 тенкине тӑкакларӑмӑр та ӗнтӗ. 10 200 тенкӗ Александр Гринӑн икӗ томне тӗрӗслеме кайрӗ, 5 000 — 1971 ҫулта тухнӑ вырӑсла-чӑвашла словаре электронлатма. Сӑмах май, эпир ӑна кӗртме те пуҫласа ӗнтӗ — «Электронлӑ сӑмахсар» сайтӗнче тупма пулать. А-Й саспаллисене кӗртнӗ, халь К-Н саспаллисемпе ӗҫлетпӗр. |
|
Чӑвашлӑх
![]() chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Чӑваш ачи чӑвашах» 6-мӗш фестиваль иртӗ. Вӑл Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗнче 9 сехетре пуҫланӗ. Фестивале йӗркелекенсен йышӗнче Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗпе Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа наци ӳнер академийӗ те пур. Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие тӑватӑ енпе хутшӑнма пулать: «Вӗрентетпӗр чӑвашла» (чӑваш чӗлхи предметне вӗрентмен учительсем хутшӑнаҫҫӗ, чӑвашла уроксем кӑтартӗҫ); «Савӑнатӑп эп чӑваш пулнишӗн» (кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑхӗн пӗр-пӗр йӑлине кӑтартса парӗҫ); «Сар каччӑпа сарӑ хӗр» (7-9 классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑх историне, культурине, чӗлхине, йӑли-йӗркине пӗлнине ӑс-тӑн вӑййинче кӑтартӗҫ); «Тӑвалла пулсан та малалла» (чӑвашлӑх туйӑмне аталантаракан проекта вӗренӳ организацийӗн директорӗ (заведующийӗ) е унӑн ҫумӗ хӳтӗлӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Кӗҫех Чӑваш чӗлхин кунӗ ҫитӗ. Ҫавна май ака уйӑхӗнче чӑвашла мультфильмӑн хӑтлавӗ иртӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР культура министрӗ Светлана Каликова. Министр каланӑ тӑрӑх, чӑвашла мультфильмӑн икӗ серине Шупашкарти ӳнер училищипе пӗрле хатӗрленӗ. Вӑл «Асамат валли – парне» ятлӑ. Хӑтлав ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртӗ. Ҫавӑн пекех Ҫамрӑксен театрӗнче ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Юмахри сӑнарсемпе пӗрле чӑвашла вӗренетпӗр» ятлӑ акци пулӗ. Унтах кил-тӗрӗшре усӑ курмалли чашӑк-тирӗк куравӗ иртӗ. Пукане театрӗнче вара ака уйӑхӗн юлашки эрнинче чӑваш авторӗсен – Юхма Мишшин, Петӗр Хусанкайӑн, Ева Лисинӑн – хайлавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ спектакльсем лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Канмалли кунсенче Елчӗк районӗн ентешлӗхӗн уявӗ иртнӗ. Районӑн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприяти Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртнӗ. Уява вара кӑҫал республикӑра палӑртакан Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне, тата Елчӗк районне туса хунӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ. Уява районта пурӑнакансемпе унта ҫуралнисем республикӑран кӑна мар, ҫӗршывӑн ытти кӗтесӗнчен те ҫитнӗ. Республикӑри ытти районсен элчисем те пулнӑ. Мероприятине тӗрлӗ шайри тӳре-шара тата депутатсем килнӗ. Яланхи пекех, ҫакнашкал уявсенче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, пӗр-пӗр ӗҫре палӑрнӑ район ҫыннисене тӗрлӗ наградӑпа чысланӑ. Пухӑннӑ хӑнасене хӑйсен пултарулӑхӗпе Елчӗк районӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем кӑна мар, эстрада артисчӗсем те савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Венера Николаева. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗнче чӑваш халӑхӗн пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсене тата капӑрлӑхӗсене ӑсталассипе нумаях пулмасть семинар-практикум иртнӗ. Унта студисен, куржоксен, декоративлӑ прикладной ӳнерӗн ытти коллективӗн ертӳҫисем, пурӗ 42 специалист, хутшӑннӑ. Вӗсем — Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Шупашкар районӗсенчи культурӑпа вӗренӳ учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем. Семинар-практикума пухӑннисене ӑсталӑх вӑрттӑнлӑхӗсемпе Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшри культура ҫуртӗнчи «Тӑрмӑш» халӑх фольклор ансамбльне ҫӳрекен Венера Николаева паллаштарнӑ. Вӑл тухьян тӗп пайне ҫекӗлпе ҫыхма вӗрентнӗ. «Руҫ ӑстисем» конкурса хутшӑнакан Инна Сугутская вӗтӗ шӑрҫапа чӑваш эрешӗсене ӑсталама хӑнӑхтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
