Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Статистика

Статистика «Про Город» архивӗнчи сӑн
«Про Город» архивӗнчи сӑн

Чӑвашстат Чӑваш Енре миҫе ҫын пурӑннине тӗпченӗ. Кӑтартӑва кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне шута илнӗ.

Чӑваш Енре 1 миллион ытла ҫын кун кунлать. Ку хисеп 1 236 628 ҫынпа танлашнӑ.

Ҫынсен ытларах пайӗ хулара пурӑнать. Пӗтӗмпе 758 064 ҫын хулара тӗпленнӗ (61,3 процент).

478 564 ҫын ялта тӗпленнӗ. Ку – халӑхӑн 38,7 проценчӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, республикӑра кӑҫал 1443 ҫын сахалрах пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81738
 

Статистика

Чӑвашстата ӗненес тӗк, муниципалитет чиновникӗсен регионти вӑтам шалӑвне 16,7 процент ҫитмест. Федераци тата республика влаҫӗн органӗсенче ӗҫлекенсеннинчен вара 20 процент пӗчӗкрех.

Федераци тата республика влаҫӗн органӗсенче ӗҫлекенсем пӗлтӗр вӑтамран 27,2 пин тенкӗ илнӗ. 2014 ҫулхипе танлаштарсан, 2,3 процент чакнӑ. Суд органӗсенче тата прокуратурӑра вӑй хуракансен вара шалӑвӗ 11% ӳснӗ, 25 пин тенкӗпе танлашнӑ.

Саккун кӑларакан влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем пуринчен ытларах илеҫҫӗ. Пӗлтӗр вӗсен вӑтам шалӑвӗ 47,9 пин тенкӗпе танлашнӑ. Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче вӑй хуракансен ӗҫ укҫи ҫавӑн пекех юлнӑ.

Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, регионта чи «чухӑннисем» — муниципалитет служащийӗсем. Пӗлтӗр вӗсен шалӑвӗ кӑшт ӳснӗ пулин те ку кӑтарту 21,9 пин тенкӗпе танлашнӑ.

 

Статистика

Эрех ҫынна ӑсран кӑларнине иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех паллӑ классикӑмӑр асӑрханӑ. Чӑн та, ӑсран кӑларать. Ӑсран кӑна кӑларнипе те ҫырлахмасть — леш тӗнчене ӑсатать.

2015 ҫулта, акӑ, пирӗн пӗчӗк республикӑра эрехе пула наркӑмӑшланнӑ 1330 тӗслӗхе шута илнӗ. Ку вӑл — официаллӑ статистика тӑрӑх. Урӑхларах каласан, хыпса лартнӑ хыҫҫӑн асапланнӑ самантра шур халатлисенчен пулӑшу ыйтни цифри.

Эрехне хӗрарӑмӗ те, арҫынӗ те тиркемест те, анчах наркӑмӑшланакансен хушшинче 78 проценчӗ — арҫынсем.

Эрехпе наркӑмӑшланнӑ Патӑрьел, Пӑрачкав тата Йӗпреҫ районӗсенчи ҫынсенчен пурте леш тӗнчене ӑсаннӑ. Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш, Ҫӗмӗрле, Комсомольски, Тӑвай, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Вӑрнар, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк районӗсенче тата Ҫӗмӗрле хулинче те вилекенсен йышӗ аванах: эрехпе наркӑмӑшланнисенчен ҫурри ытла куҫне хупнӑ.

 

Статистика

Ытти ҫӗрте ҫимеҫҫӗ тесшӗн мар-ха. Сӑмахӑмӑр — шкулти апатлану пирки.

Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсенчи шкулсенче вӗренекен мӗнпур ачана кӑнтӑрлахи апатпа тивӗҫтернӗ. Красноармейски районӗнче шкулта вӗренекенсен 95,8 проценчӗ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 96,9 проценчӗ, Шупашкарта 95,7 проценчӗ, Улатӑрта 95,2 проценчӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта 94,9 проценчӗ, Ҫӗмӗрлере 94,6 проценчӗ шкулта апатланать.

Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Улатӑрта тата 17 районта ачасене шкулта кунне икӗ хутчен апат ҫитереҫҫӗ.

Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакансен 97 процентне пӗлтӗр вӗри апатпа тивӗҫтернӗ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсенчен 98,9 проценчӗ шкулта апат ҫиет, 5–11-мӗш класра вӗренекенсенчен — 96 проценчӗ.

 

Статистика

Паян, нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, усал шыҫӑпа чирлекен ачасен пӗтӗм тӗнчери кунӗ. Ҫавна май ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви статистика хатӗрленӗ.

Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 18 ҫул тултарман 20 ачан усал шыҫӑ аталаннине палӑртнӑ. Вӗсенчен 12-шне федераци клиникине сипленмешкӗн янӑ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, халӗ республикӑра усал шыҫӑпа аптӑракан 145 ача пурӑнать.

Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, ачасен йышӗнче ытларах «лейкимия» (юнри усал шыҫӑ) тӗл пулать. Вӗсене Республикӑри онкогематологи центрӗнче пулӑшаҫҫӗ.

Хальхи йышши технологисем пулӑшнипе чылай чир-чӗре парӑнтарма пулать. Ку ачасен пурнӑҫне те лайӑхлатать. Химиотерапи чухне ыратнине ан туйччӑр тесе ятарлӑ технологисемпе усӑ кураҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне пульницӑра — хӑтлӑ. Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ унта хӑйсене килти пек туйччӑр тесе тӑрӑшнӑ.

 

Статистика

Статистика пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре шалӑвӑн вӑтам кӑтартӑвӗ кӑштах ӳснӗ. Анчах ҫав вӑхӑтрах, Чӑвашстат хыпаранӑ тӑрӑх, 10 процент чакнӑ.

Чӑваш Енре пурӑнакансене 2015 ҫулта вӑтамран уйӑхне 21360 тенкӗ тӳленӗ. 2014 ҫулпа танлаштарсан, ку 2,4 процент нумайрах. 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнче вара шалӑвӑн вӑтам кӑтартӑвӗ 26883 тенкӗпе танлашнӑ. Анчах шалӑва индексацилемелле-ҫке. Пӗлтӗр тавар хакӗсем ӳснине шута илес-тӗк ҫынсем сахалрах ӗҫлесе илме тытӑннӑ. Ҫапла, 2014 ҫулпа танлаштарсан, 10,4 процент чакнӑ.

Статистикӑна организацисенче ӗҫлекенсене шута илсе хатӗрленӗ. Чӑваш Енре кунашкаллисем — 340,7 пин ҫын.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81304
 

Статистика

Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче амӑшӗсене сиплевпе профилактика пулӑшӑвӗ паракан канашӑн ларӑвӗ иртнӗ. Унта республикӑра ача вилеслӗхне сӳтсе явнӑ.

Кӑна палӑртма та хӑрушӑ, анчах ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре ҫул ҫитмен 10 ача сарӑмсӑр вилнӗ. Ытларах чухне ку аслисен айӑпӗпе пулать.

Шупашкар районӗнче ав эрех ӗҫекен ашшӗ-амӑшне пула пӗр ача вилнӗ. Куславкка районӗнче те инкек пулнӑ. Унта ҫывӑракан амӑшӗ пӗчӗк ачине кӗлеткипе пусса вӗлернӗ. Икӗ ача ҫул-йӗр ҫинчи инкекре куҫӗсене яланлӑхах хупнӑ. Ачасем инфекцие пула та пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ.

Ларура ОРВИ енӗпе эпидеми лару-тӑрӑвне те сӳтсе явнӑ. Унта ҫул ҫитмен ачасене медтӗрӗслев витӗр кӑларас ыйтӑва хускатнӑ.

 

Статистика "Про Город" тунӑ сӑн
"Про Город" тунӑ сӑн

Чӑваш Республики, кӑрлач уйӑхӗнчи кӑтартусемпе килӗшӳллӗн, депрессие кӗрсе ӳкекен регион йышне лекнӗ. Кун пирки РФ Правительстви ҫумӗнчи Финанс университечӗ пӗлтерет.

Пирӗн регионта ҫынсен «экономика» кӑмӑл-туйӑмӗн кӑтартӑвӗ пӗчӗк. Вӑл танлаштарӑмра 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Малти рете Архангельск облаҫӗ лекнӗ. Ҫавӑн пекех топ-5 регионсен йышне Брянск, Вологда облаҫӗсем, Тинӗсҫум крайӗ кӗнӗ.

Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗпе танлаштарсан, кӑрлачра халӑх тупӑшӗ самай пӗчӗкленнӗ. Тепӗр енчен, кил-тӗрӗшри йӑла техникине туянасси кӑштах ӳснӗ. Ҫурт-йӗр туянакансем те нумайланнӑ. Ку хаксем йӳнелнипе ҫыхӑннӑ.

Карели Республикинчи тата Ямал-Ненецк округӗнчи ҫынсен кӑмӑлӗ хӑпарнине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81264
 

Статистика

Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, юлашки эрнере Раҫҫейре ӗҫсӗррисен йышӗ ӳснӗ. Кун пирки lenta.ru портал пӗлтерет.

Ӗҫсӗрлӗх хӑвӑрт ӳснисен йышне пирӗн республика та кӗнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, юлашки эрнере Раҫҫейре ӗҫсӗр ҫынсен хисепӗ 3,4 процент ӳснӗ. Кӑтарту 1 миллиона ҫитнӗ. Ку 82 региона пырса тивет. Списока Коми Республики, Ингушети, Киров облаҫӗ ҫеҫ кӗмен.

Чӑваш Енре, шел те, ӗҫсӗррисен йышӗ чакмасть, пушшех те — ӳсет. Ку енӗпе Тува, Крым, Алтай, Буряти, Адыгей, Пушкӑрт, Мари, Мӑкшӑ республикисем, Магадан, Кустӑрма, Сахалин, Кисан, Омск облаҫӗсем «палӑрнӑ».

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81177
 

Статистика «Про Город» тунӑ сӑн
«Про Город» тунӑ сӑн

Кӑрлач уйӑхӗ вӗҫленчӗ. Эппин, ӑна пӗтӗмлетме вӑхӑт. Ҫулталӑкӑн пӗрремӗш уйӑхӗнче ачасене мӗнле ятсем хунӑ-ха?

Иртнӗ уйӑхра Шупашкарта 643 ача кун ҫути курнӑ. Вӗсенчен 322-шӗ — арҫын ача, 321-шӗ — хӗрача.

Калинин районӗнче ачасене хӑйне евер ят хуракансем пулнӑ: Ян, Ильдар, Юлиан, Радмилла и Элина. Ленин районӗнче Леон, Лев, Серафим, Архелия, Иванна, Каролина, Есения, Амалия, Марианна ҫуралнӑ. Мускав районӗнче Эльза, Агния, Аделина, Амелия, Аветиса, Далемира кун ҫути курнӑ.

Кӑрлач уйӑхӗнче 11 йӗкӗреш ҫуралнӑ. 107 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81149
 

Страницӑсем: 1 ... 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, [35], 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, ...48
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир лӑпкӑрах пулнине, хӑвӑра ытларах шаннине туйма тытӑнатӑр. Ӗҫлӗ проектсем ӑнӑҫлӑ пулӗҫ, эсир пӗлтерӗшлӗ ыйтусене мӗнле татса панине ертӳлӗх асӑрхӗ. Ӗҫтешсемпе хутшаннӑ чухне чӑтӑмлӑ пулӑр, сире хирӗҫтерассишӗн тӑрӑшма пултарӗҫ.

Ака, 21

1925
101
Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ.
1925
101
Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ.
1947
79
Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та