
Паян кун тӑван халӑхӑн мухтавлӑ академикӗ Алексей Трофимов (Сатук) ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать.
Алексей Сатук пирки Л. Пэленич Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл — чӑваш ӳнерӗнче искусствоведени докторӗ ята тивӗҫнӗ пӗрремӗш ӑслайҫӑ-тӗпчевҫӗ тата Раҫҫей художество академийӗн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсем йышӗнчи пӗртен-пӗр хисеплӗ академикӗ.
Л. Пэленич Алексей Трофимова «малашне те чӑвашлӑх тӗнчинче хальхи пекех ҫирӗп ӑс-туйӑмпа малаллах утма» суннӑ. «Эсир пурнӑҫ сӑмахне, тӗнчемӗр тем пекех вӗркевлӗ пулин те ялан тӳрӗ чунпа хак парса, ырӑ кӑмӑллӑн вӗрентсе калатӑр. Тавах сире ӳнер вӑрттӑнлӑхӗсене ҫухалма паманнишӗн. Эсир ырӑ-сывӑ пурӑннӑ чух чӑваш тӗнчийӗ малашне те ешерме тивӗҫ», — тесе пӗтӗмлетнӗ.

Мускавра пурӑнакан чӑваш кинорежиссерӗн Елена Рябцеван ӗҫне — «Юман» кӗске метражлӑ фильма — Иерусалимри виҫҫӗмӗш кинофестивальте кӑтартӗҫ. Кинофорум чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче уҫӑлӗ те раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хупӑнӗ.
Кинофестивалӗн пӗрремӗш кунхине, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 15 сехетре «Юман» фильма «Чӑвашкино» ҫуртӗнче кӑтартӗҫ. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне Елена Рябцева режиссер пӗлтерчӗ.
Фестивалӗн малтанхи кунӗнче кӑтартакан «Юмана» харӑсах темиҫе ҫӗршывра: Палестинӑра, Ливанта, Иорданире, Ливинче, Алжирта — пӗр вӑхӑтра курма май килӗ.
Кинофорума Шупашкарта уҫни «Общество дружбы и сотрудничества между народами Чувашии и Палестины» (чӑв. Чӑваш Енпе Палестина халӑхӗсем хушшинче килӗштерсе ӗҫлекен общество) (ертӳҫи — Аль-Балауи Бассам Фатхи право докторӗ) ҫине тӑнипе ҫыхӑннӑ.
Иерусалимри фестивалӗн ытти кунӗнче Ливанта, Египтра, Тунисра, Мароккӑра, Алжирта, Оманта, Иракра, Суданта, Ливинче, ҫавӑн пекех Раҫҫейри икӗ регионта — Мари Элпа Пушкӑртстанра — ӳкернӗ ӗҫсене кӑтартӗҫ.

К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче халӑха ҫичӗ теҫетке ҫул ытла килентерекен СССР халӑх артистки Вера Кузьмина паян 95 ҫул тултарать. Тӗлӗнмелле те, хӑпартланмалла та, Турра та тав тумалла — чӑваш сценин ҫутӑран та ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ юбилей каҫне сцена ҫинче халӑхпа уявлӗ. Программа, сӑмах май, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Унта Вера Кузьмина вылянӑ спектакльсенчи сыпӑксем, саламсем пулӗҫ.
«Актрисӑн сасси питӗ хӳхӗм музыка инструменчӗ тейӗн, кашни сасса, хусканӑва туять. Юлашки ҫулсенче Петӗр Хусанкайӑн, Митта Ваҫлейӗн, Вильям Шекспирӑн, Игорь Северянинӑн сӑввисенчен хатӗрленӗ композицисемпе куракансене тӗлӗнтерчӗ. Сцена калаҫӑвӗн маҫтӑрӗ пулнӑ май Вера Кузьминична хӑй те вӑхӑтран-вӑхӑт педагог тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Вӑл Шупашкарти музыка училищин театр уйрӑмӗнче вӗренекенсен, Щепкин ячӗллӗ театр училищине пӗтернисен сассисене «лартнӑ». Кирек мӗнле аудиторире, кирек кам умӗнче, халӑх йышлӑ-и унта е пачах ҫукпа пӗрех-и — янраттарнӑ пӗрремӗш сӑмахӗпех зала тыткӑнлать сасси унӑн, актриса пӑшӑлтатса кӑна калаҫать пулсан та — кашни кӗтесрех илтӗнет, хутлӑха хӑйпе тултарать, туйӑмсен хумне, «тӗрлӗ темпераментӑн хӗрӳлӗхне» — е савӑнӑҫлине, е хуйхӑллине, илсе килет.

Ӗнер Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Любовь и ненависть» (чӑв. Юрату тата курайманлӑх) спектакль кӑтартнӑ. Илемлӗ хусканусенчен йӗркеленӗ спектакле Мускаври Владимир Беляйкин режиссер (вӑл пластика енӗпе паллӑ специалист шутланать) лартнӑ.
Чӑваш артисчӗсем шалти кӑмӑл-туйӑма ал-ура тата пит-куҫ вылявӗ, ташӑ урлӑ кӑтартма пултарнӑ. Спектакль режиссёрӗ Владимир Беляйкин ун пек пуласса кӗтменнине пытарман. Ултӑ автор ӗҫне тӗрлӗ хулара лартнӑ вӑл. Анчах кун пек таса, илем тӗлӗшенчен килӗшӳллӗ пулса тухман иккен. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсемпе вӑл тата та ӗҫлес кӑмӑллине пӗлтернӗ. Театрӑн балетмейстерӗ Алина Михайлова вара артистсен ӑсталӑхӗ ӳснине асӑрханӑ.

Чӑваш халӑх инструменчӗсене ӑсталакан, Вӑрнарта пурӑнакан Владимир Михайлов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ 65 ҫулта ҫеҫ пулнӑ.
Хӑйӗн чун киленӗҫне таса кӑмӑлпа парӑннӑ ҫак ҫын 2014 ҫулта «Культура» телеканал «Моя любовь – Россия!» (чӑв. Манӑн юратӑвӑм — Раҫҫей!) кӑларӑмра калаҫнӑччӗ. Передачӑна ертсе пыракан Пьер Кристиан Броше (вӑл — Раҫҫейре тӗпленнӗ Франци ҫынни, хальхи вӑхӑтри ӳнер произведенийӗсене пухаканскер, кӗнекесем кӑлараканскер) «чӑннипех те фантастикӑллӑ сӑнар» тесе паллаштарнӑччӗ.
Чӑваш халӑх инструменчӗсене ӑсталани Владимир Михайлова тупра та кӳмен. Пӗрне сутса тунӑ укҫапа теприне ӑсталанӑ вӑл. Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренсе пӗтернӗскер ялсенчи культура ҫурчӗсенче илемлӗх ертӳҫинче, шкулсенче музыка урокӗсене вӗрентнӗ.

Чӑваш журналӗ пичетленнӗ тӗнче тетелӗнчи проект хупӑннине Геннадий Иванов-Орков искусствовед Фейсбукра пӗлтернӗ.
Культурӑна тата литературӑна хаклакансене «Журнальный зал» калӑпӑшлӑ интернет-проект хупӑнни пӑшӑрхантарать. Унта Раҫҫейри хулӑн литература журналӗсем пичетленнӗ. Сайтра «Новый ЛИК» журнал та вырӑн тупнӑ. Ҫавӑнта унӑн пилӗк номерне пичетленӗ. Журнала Чӑваш Енри ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем тӑрӑшнипе кӑларса тӑнӑ.
Чӑваш Енри литераторсен журналне «Лик Чувашии», «ЛИК», «КИЛ» ятсемпе те пичетленӗ.
Хупӑннӑ сайтра журналти публикацисем, ҫав шутра Атнер Хусанкай статйисем, Улатӑрти Евгений Краснов историк тӗпчевӗсем, Маргарита Красотина Праски Виттипе тата Юрий Евлампьев фото ӑстипе хатӗрленӗ интервьюсем хальлӗхе пур-мӗн-ха.

Чӑваш Енри вӗрентекенсем шкул тата професси ҫинчен юрлӗҫ. Чӑвашла та шӑрантарӗҫ.
Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарта учительсен хорӗн республикӑри V конкурсӗ иртӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне педагогсем Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне пухӑнӗҫ.
Вӗрентекенсен пултарулӑх хӑватне, педагогсен хушшинче хор ӳнерне сарас тӗллевлӗ конкурса ЧР Вӗренӳ министерствипе пӗрлех РФ Халӑх вӗрентӗвӗн тата ӑслӑлӑх ӗҫченӗсен профсоюз рескомӗ йӗркелеҫҫӗ.
Конкурса икӗ тапхӑрпа ирттереҫҫӗ. Зонӑсенчи тапхӑрта ҫӗнтернӗ 9 коллектив республикӑри ӑмӑртура тупӑшӗ. Вӗсем чӑвашла тата вырӑсла юрлӗҫ. Малтанхи тапхӑра 500 ытла ҫынтан тӑракан 26 хор ушкӑнӗ юрланӑ.

2009 ҫултанпа РФ Культура министерстви ӳнер шкулӗсенчи вӗрентекенсен хушшинче конкурс ирттерет. Кӑҫал ҫӗршыври 37 регионти 50 преподаватель ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: вӗсен йышӗнче Чӑваш Енри вӗрентекенсем те пур.
«Музыка ӳнерӗ» номинацире Шупашкарти ачасен 1-мӗш ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗ Татьяна Григорьева тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасен музыка шкулӗн педагогӗ Надежда Соловьева ҫӗнтернӗ. «Ӳкерӳ ӳнерӗ» номинацире вара Шупашкарти Э.Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗ Ольга Федотова палӑрнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Мускавра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Ҫул укҫине РФ Культура министерстви тӳленӗ. Мала тухнисене, шел те, укҫан хавхалантармаҫҫӗ.

Чӗмпӗрте чӑваш Енри ӳнерҫӗсен куравӗ уҫӑлнӑ. Аркадий Пластов музейӗнче 65 ӳнерҫӗн 100 яхӑн ӗҫне вырнаҫтарнӑ.
Вӗсен йышӗнче Константин Кокелӗн, Константин Долгашевӑн, Михаил Григорянӑн, Николай Андреевӑн, Геннадий Козловӑн ӗҫӗсем пур. Чӑваш живопиҫӗн мэтрӗн Ревель Федоровӑн тата унӑн ывӑлӗн ӗҫӗсене уйрӑмах палӑртмалла. Ҫамрӑк ӳнерҫӗсене те каласа хӑвармалла: Мария Фомирякова, Валентина Кузина, Никита Павлов.
«Чӑваш ҫӗрӗн сӑррисем» ятлӑ курав килен-каяна килӗшет. Вӗсем ӳнерӗҫем хӑйсен ҫӗрне юратнине, наци хӑйне евӗрлӗхне кӑтартнине палӑртаҫҫӗ.

Паян Александр Астраханцев дизайнер, живопись ӑсти, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ (2010), Раҫҫейӗн дизанейрсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ (1993), «Дизайнерсен пӗрлешӗвӗ» пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн пайташӗ (1993) ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитрӗ.
Алексанндр Аркадьевич Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче 1953 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл И.Я. Яковлев ячӗллӗ патшалӑх педагогика институчӗн (халӗ — университет) художествӑпа графика факультетӗнче вӗреннӗ. 1975—1980 ҫулсенче Уралнефтегазстрой, Шупашкарти троллейбус управленийӗнче художник-офрмительте тӑрӑшнӑ. 1980—1995 ҫулсенче Шупашкарти 29-мӗш вӑтам шкулта ачасене ӳкерме вӗрентнӗ тата черчени учителӗнче тимленӗ. 2003 ҫултанпа И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче преподавательте ӗҫлет. Александр Астраханцев графика дизайнӗ енӗпе те тимлет. 1998 ҫултанпа — Чӑваш Республикинчи дизайнерсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫи.
