
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа «Ырӑ ят мултан паха» фестиваль ирттерӗ. Ӳнер учрежденийӗ хӑйӗн репертуарӗнчи 5 спектакле «Пушкин карттиллӗ» яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа кӑтартӗ.
Ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Шуйттан чури» спектакле йыхравлаҫҫӗ, нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче — «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакле, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче – «Ялта» спектакле, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче — «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» спектакле, ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче — «Сурхури сӑри» спектакле. Спектакльсем 13 сехетре пуҫланӗҫ.

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Пӗтӗм чӑвашсен 5-мӗш «Асам» кинофестивалӗ хӑйӗн ӗҫне пӗтӗмлетнӗ. Киноӳнерӗн фестивалӗнче ҫӗнтернисене паян дипломпа статуэткӑпа чыслӗҫ. Ҫакӑн пирки «Чӑвашкино» Турцинче пурӑнакан чӑваш хӗрӗ Надина Джавадова, онлайн мелпе иртнӗ фестивальте вӑл жюри пайташӗ пулнӑ, страницинчен илнӗ репоста Инстаграмра вырнаҫтарнӑ.
«Асам» ӗҫӗ – фестиваль кӑна мар, унӑн пӗлтерӗшӗ тата та анлӑрах. Вӑл чӑвашсен тӗнчекурӑмӗ, халӑх культури, тӗнчери пулӑмсене ӑсласа илес тени, наци ирӗкӗ.
Конкурса хутшӑннӑ 37 фильм, ҫак фестивалӗн пӗлтерӗшӗ ҫулсерен ӳссе пынине кӑтартать, пире чунтан савӑнтарать, ӗҫлеме хавхалантарать.
Пӗтӗмлетсе каласан, Чӑваш киновӗ пур, аталанса пырать. Чӑваш Енре ҫак ӗҫре профессиллӗ режиссерсемпе сценаристсем, операторсем, тӗлӗнмелле маттур артистсем те пурах.
Ҫапах та «Чӑвашкино» статусне пысӑк шая ҫӗклесе пахалӑхне ӳстерес тӗллевпе ӗҫлемеллисем чылай. Малалла та малалла...
Шанчӑк пур...», — тесе пӗтӗмлетнӗ Надина Джавадова.

Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пурӑнакан хӑш-пӗр ҫынна стена ҫине ӳкерни килӗшмен. Ку хыпара унта тӗпленнӗ Евгения Фёдорова Фейсбукра пӗлтернӗ.
Асӑннӑ микрорайонта Гарри Поттер ҫинчен ҫырнӑ хайлава тӗпе хурса граффити йӗркеленӗ. Анчах халӗ вӑл ҫук. Кӗтмен-туман ҫӗртен ҫухалнӑ. Сӑнӳкерчӗке сӑрӑ тӗслӗ сӑрӑпа хупласа хунӑ.
«Тискер сӑнарсем» тӗлӗшпе ушкӑнпа ҫӑхавлакансем пулнӑ имӗш. Миҫе ҫынна килӗшменни пирки паллӑ мар. «Пирӗн компанире ҫӑхава куракан пулман. Граффти хатӗрлессине шӑпах эпир пуҫарнӑ тата укҫа тӳленӗ», — тесе ҫырнӑ маларах асӑннӑ Евгения.
65-мӗш шкул патӗнчи подстанци ҫинчи граффитие Александр Назаретский художник ӳкернӗ. Сӑмах май, вӑл тата Покрас Лампас Мускав облаҫӗнчи Королёв хулинче те ҫавӑн пек мелпе хитрелетнӗ.

Акцыновсем ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗ «Невская образовательная ассамблея» (чӑв. Нева вӗрентӳ ассамблейи) Пӗтӗм Раҫҫейри V вӗрентӳ форумне хутшӑннӑ. Мероприяти Питӗр хулинче кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче иртнӗ.
Форум вӑхӑтӗнче «Парадигма инновационной системы образования: будущее рождается сегодня» (чӑв. Вӗрентӳ тытӑмӗнчи ҫӗнӗлӗх тӗслӗхӗ: пуласлӑх паян ҫуралать) пӗтӗм ҫӗршыври конференци ӗҫленӗ. Унта Акцыновсен ячӗллӗ ӳнер шкулӗн директорӗ Анна Колесникова вӗренӳ учрежденийӗн опычӗпе паллаштарнӑ. Ҫавна кура Анна Викторовнӑна «Тухӑҫлӑ ертӳҫӗ – 2021» паллӑпа чысланӑ. Вӗренӳ учрежденийӗ вара «Чи лайӑх ӳнер шкулӗ» ята тивӗҫнӗ.

Ҫак кунсенче, раштав уйӑхӗн 2-4-мӗшӗсенче, Пушкӑртстанри Ӗпхӳре Ремесласен эрни иртнӗ. Ҫавна май унта «Уфа-Арт. Ремёсла. Сувениры» курав-фестиваль йӗркеленӗ. Ҫавӑнта хутшӑннӑ Чӑваш Енри ӑста, Светлана Константинова, «Контактри» хӑйӗн страницинче хӑйӗн пӑшӑрханӑвӗпе паллаштарнӑ.
«Чи пысӑк тӗллев вӑл — тӗрлӗ маҫтӑрсемпе паллашса вӗсен ӗҫӗсене курасси», — палӑртнӑ ӑста курав хутшӑннин тӗллевне. «Чӑваш кӗписене тата капӑрлӑхӗсене пуҫтарма пуҫӑннӑ май, умра паллах нумай ыйту сиксе тухать. Ыттисемпе хутшӑнни, сӗнӳсемпе тата канашсемпе ылмашӑнни кирлех. <...> Паянхи кун ӗлӗкхи майпа капӑрлӑхсене пуҫтарма йывӑрлансах пырать. Ӗҫ хатӗрӗсем урӑх, материалӗсем виҫипе те калӑпӑшӗпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ тата, мӗн калас тен, тавракурӑм та паянхи кун малтанхи евӗрлӗ мар.
Пушкӑрт маҫтӑрӗсемпе чылай калаҫрӑмӑр, ҫакӑн пек йывӑрлӑх вӗсен умӗнче те тӑрать иккен. Костюмсене тӗрӗс те тирпейлӗ пухасси пурин те пулмасть. Сӑмах май, вӗсене пирӗн культурӑпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ кӗнекесем нумай пулни тӗлӗнтерчӗ. Эпир вара вӗсен костюмӗсене чӗрӗлле курса ыйтусем пама пултартӑмӑр~~», — тесе ҫырнӑ Светлана Константинова.

Паян, раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче «Во имя жизни на планете» (чӑв. Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫшӑн) курав уҫӑлӗ. Унта Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗн, Владимир Ларев живопись ӑстин ӗҫӗсемпе паллашма май килӗ. Курав 16 сехетре уҫӑлӗ.
Экспозицире ҫар темипе ҫыхӑннӑ 100 ытла ӗҫ пулӗ. Вӗсен шутӗнче — асамлӑ пейзажсем, сюрреализмла сӑнсем, ню стилӗпе ӳкернӗ картинӑсем, философилле ӳкерчӗксем.
Вӑрҫӑ ҫинчен ӳкернӗ ӗҫсене художник хӗрлӗ тӗспе пӗрлештернӗ. Хура йӗрпе арҫын темине палӑртнӑ, шуррипе — хӗрарӑма.
Владимир Ларев 1954 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнч Пӑлапуҫ Пашьел ялӗнче ҫуралнӑ. 1979 ҫулта Шупашкарти художество училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 26 ҫул хушши вӑл алла киҫтӗк тытман. Паян вӑл каллех ӳкерет.

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта (кунта сӑмах Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнчи кинозал пирки пырать) кӗске метрлӑ «Вупӑр» фильм кӑтартӗҫ. Кун пирки «Чӑвашкино» республикӑн Культура министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Фильмри ӗҫ нимеҫӗ-студентсемпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем пӗр ялти Культура ҫуртне юсама пырса ҫитеҫҫӗ. Унта ҫамрӑксем вупӑрпа пирӗштин хирӗҫтӑрӑвӗпе тӗл пулаҫҫӗ.
«Вупӑр» фильма курма «Ҫеҫпӗл» кинотеатра (Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 33-мӗш ҫурт) 17 сехете каймалла.
Кино курма пыракансен ҫумра QR-код пулмалла.

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Раҫҫейри дизайнерсен союзӗн пайташӗн, Чӑваш Енри ремесленниксен гильдийӗн пайташӗн, Людмила Шуркина художник-модельерӑн юбилейне халалланӑ «Цветное настроение» (чӑв. Чечеклӗ кӑмӑл) куравӗ уҫӑлӗ. Мероприяти 16 сехетре пуҫланӗ.
Вернисажа «Ӑ – 150» пӗтӗм чӑвашсен акцийӗ проекта пурнӑҫланӑ май уҫӗҫ. Ҫав каҫ Шупашкарти ӳнер училищин студенчӗсемпе «Фолк-тӗпел» иртӗ. Вӗсем наци тумӗсемпе капӑрлӑхӗсене кӑтартӗҫ. Анатолий Музыкантов ертсе пыракан «Суварята» ансамбль те хутшӑнӗ.

Ҫак кунсенче Хакас Республикинче Наци музейӗсен пӗтӗм Раҫҫейри ассамблейин пухӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова хутшӑннӑ.
Форума чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлнӑ, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче хупӑннӑ. Мероприяти Л.Р. Кызласов ячӗллӗ наци краеведени музейӗнче пухӑннӑ.
Наци музейӗсен ассамблейин форумӗн пӗрремӗш кунӗнче Ирина Меньшикова Хакас Республикинчи краведени музейӗпе туслӑ ҫыхӑну тытасси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ. Икӗ регион пӗрлехи проектсене пурнӑҫа кӗртме палӑртать, куравсем йӗркелесшӗн.
Форумӑн иккӗмӗш кунӗнче Шупашкарти музей директорӗ «Национальная культура в России как инструмент государственной политики» (чӑв. Раҫҫейри наци культури — патшалӑх политикин инструменчӗ) сессире «Чувашская вышивка – культурный код нации: сохраняем, рассказываем, развиваем» (чӑв. Чӑваш тӗрри — наци культурин вӑрттӑнлӑхӗ: упратпӑр, каласа кӑтартатпӑр, аталантаратпӑр) ятпа доклад тунӑ.

«Чӑвашкино» киностуди пуласлӑхне ӗнер Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче сӳтсе явнӑ. Чӑваш Енри кинематографи ыйтӑвне тишкерме йӗркеленӗ тӗлпулӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев, культура министрӗ Ольга Каликова тата цифра аталанӑвӗн министрӗ Кристина Майнина хутшӑннӑ. «Ҫавра сӗтеле» киностуди ӗҫченӗсем, Чӑваш Енри кинематографистсен союзӗн, обществӑлла ытти организаци хастарӗсене йыхравланӑ.
Элтепер ӗнентернӗ тӑрӑх, республикӑра «Чӑвашкинон» ӗҫ пахалӑхне, кӑтартулӑхне ӳстересшӗн. «Чӑвашкинон» тӗрлӗ пурлӑх пур, анчах унпа тухӑҫлӑ усӑ курмаҫҫӗ», — тенӗ Олег Николаев. «Аталанма уйрӑмах чӑрмантараканни — ӗҫ планӗ те ҫукки», — ҫапла каланӑ иккен республика ертӳҫи. Ҫак цитатӑна эпир «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнчен илтӗмӗр.
Республикӑн влаҫ оргнӗсен официаллӑ порталӗнче вара Кристина Майнина министр каланине те илсе кӑтартнӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, «пирӗн тӗллев – «Чӑвашкино» кӑларакан контент пахалӑхне лайӑхлатса Раҫҫей тата тӗнче шайне тухасси». Ҫавна валли вӑл профессионалсен туслӑ командине пухма шантарнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, тӗлпулӑва хутшӑннисем кун пек шухӑшпа килӗшнӗ.
