Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.1 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӑмӑртусем

Спорт

Чӑваш Енри 19 ҫулти Денис Рощупкина ҫӗршывӑн биатлон енӗпе пӗрлештернӗ юниорсен командине кӗртнӗ. Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан спортсмен ҫурла уйӑхӗн 25-29-мӗшӗсенче Чехири Нове-Место хулинче иртекен тӗнче чемпионатне хутшӑнӗ.

Нумаях пулмасть вӑл Рыбинск хулинче иртнӗ ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Шӑпах ҫавӑнти кӑтартусене шута илсе ӑна пӗрлештернӗ командӑна кӗртнӗ. Денис виҫӗ чупура та чи вӑйлӑ 10 спортсмен йышне лекнӗ. Вӑл масс-стартра финиша 4-мӗш ҫитнӗ, спринтра вара – 7-мӗш. Суперспринтра вара 6-мӗш вырӑнта пулнӑ.

 

Спорт

Токиора ҫак кунсенче Олимпиада иртнине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Ӑмӑрту ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗ—авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗсенче Токиора XVI ҫуллахи паралимп вӑййисем иртӗҫ. Чӑваш Енрен унта пилӗк спортсмен хутшӑнӗ: Елена Иванова, Сергей Бирюков, Денис Гаврилов ҫӑмӑл атлетсем, Сергей Иванов ертсе пыракан спортсмен тата Татьяна Гуреева парабадминтонистка.

Японин тӗп хулине пирӗн ҫӗршывран 241 Раҫҫей спортсменӗ тухса кайӗ, ҫав шутра тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗсем — 90-ӑн, тӗнче класлӑ спорт мастерӗсем — 94-ӑн.

Олимпиадӑна хутшӑнма Чӑваш Енри 4 спортсмен тивӗҫнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: спорт гимнастики енӗпе — Владислав Поляшов тата Елена Герасимова, ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе — Сергей Козырев, шӑчӑпа сикессипе — Анжелика Сидорова.

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Владислав Поляшов гимнаст Шупашкара таврӑннӑ. Уншӑн ӑмӑртусем вӗҫленнӗ. Пирӗн ентеш Токиора медаль илеймен.

Шупашкара вӑл ӗнер таврӑннӑ. Аэропортра ӑна тӑванӗсем, тусӗсем, журналистсем кӗтсе илнӗ.

Спортсмен палӑртнӑ тӑрӑх, финала лекме кӑшт ҫеҫ ӑсталӑх ҫитеймен. Ку кулянмалли сӑлтав мар, пачах тепӗр мар, ҫанӑ тавӑрса малалла ӗҫлеме хистет. Владислав кӗҫех Данире иртекен тӗнче чемпионатне хатӗрленме тытӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/73338
 

Спорт

Чӑваш Енри урхамах, Зов Предков ятлӑскер, Тутарстанра иртнӗ ӑмӑртура Элита парнине ҫӗнсе илнӗ. Сӑмах май, ҫак урхамахӑн пӗрремӗш ҫитӗнӗвӗ мар ку.

Ӑмӑрту Хусанта утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче иртнӗ. Унта ҫӗршыври лашасем хутшӑннӑ. Элита парни – аслӑрах лашасен сумлӑ награди. Шӑпах ӑна Зов Предков ҫӗнсе илнӗ. Вӑл ытти лашасен хушшинче чи вӑйли пулнӑ.

Зов Предков В.И.Чапаев ячӗллӗ Чӑваш лаша савутӗнче 2016 ҫулта ҫут тӗнчене килнӗ. Ҫуралсанах вӑл уксахланӑ. Тухтӑрсем пулӑшнипе вӑл сывалнӑ, халӗ ав мӗнлерех ҫитӗнӳсем тӑвать.

 

Республикӑра
 Geopro сӑнӳкерчӗкӗ
Geopro сӑнӳкерчӗкӗ

Нумаях пулмасть пирӗн республикӑра кантурта ӗҫлекен чипер пикесен конкурсӗ иртнӗ. «Мисс Офис – 2021» ят панӑ ӑмӑртӑва пирӗн тӑрӑхри 20 компани хӗрӗсем хутшӑннӑ. Асӑннӑ ӑмӑртура Офис ӗҫченӗсен пӗтӗм тенчери конкурсӗн 12-мӗш сезонне хутшӑнма суйласа илнӗ.

Кастинга 20 организацирен хутшӑннӑ, анчах конкурсӑн ҫурма финалне виҫҫӗн ҫеҫ лекейнӗ. Ҫав пикесем сӑнӳкерчӗкре (сулахайран сылтӑмалла) сӑнланнӑ: Ольга Дмитриева, суту-илӳ менеджерӗ; Дарья Моисеева, реклама менеджерӗ; Анастасия Семенова, менеджер.

Авӑн уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче сасӑлав иртӗ. Финала 30 хӗр ҫеҫ лекейӗ. Кайран вӗсенчен пӗрне, ҫӗнтерӳҫе, «Мисс Офис – 2021» титул парӗҫ тата 2 миллион тенкӗ (налукне конкурса йӗркелекенсем хӑйсем тӳлӗҫ) парса хавхалантарӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ-хӗр конкурс учредителӗн тата тӗп спонсорӗн реклама кампанийӗн сӑнӗ пулса тӑрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://m.pg21.ru/news/72900
 

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри велоспортсмен Португалире иртнӗ тӗнче шайӗнчи ӑмӑртура ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Григорьев Classic VIANA тупӑшура мала тухнӑ.

Маршрут 170,4 ҫухрӑм тӑршшӗ пулнӑ. Александр Григорьев финиша пуринчен малтан ҫитнӗ, ыттисене самай кая хӑварнӑ. Ун хыҫҫӑнхи спортсмен 3 минут каярах пынӑ.

Палӑртмалла: Александр Григорьев Олимп резервӗсен Валерий Ярды ячӗллӗ спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Ҫитес 3 уйӑхра вӑл Испанире, Италире тата Португалире иртекен велочупусене хутшӑнасшӑн.

 

Спорт

Ҫу уйӑхӗн 29-30-мӗшӗсенче Шупашкарта хӑвӑрт утакансен Раҫҫей чемпионачӗ тата ӑмӑртӑвӗ иртӗ.

Регионӑн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ӑмӑртӑвӑн статусӗ Олимпиада умӗнчи шутланать. Спорт тупӑшӑвне йӗркелекенсем Шупашкара 200 ытла ҫын килсе ҫитессе шанаҫҫӗ. Вӗсен шутӗнче — спортсменсем, тренерсем, спорт енӗпе ӗҫлекен тӳре-шара. Вӗсем ҫӗршывӑн 16 регионӗнчен пухӑнмалла. Пирӗн тӑрӑхри ӑмӑртӑва ҫӑмӑл атлетика вӑйлӑ аталанакан регионсенчи спортсменсем килмелле.

Тупӑшӑн тӗп старчӗсем – арҫынсем тата хӗрарӑмсем 50 тата 20 километра утасси — Шупашкарӑн Мускав ҫыранӗ хӗрринче иртмелле. Ҫамрӑксемпе юниорсем 3, 5 тата 10 пин метра «Олимпийски» стадионта ӑмӑртӗҫ.

 

Спорт

Шупашкарта пурӑнакан тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртнӗ интернет-турнирта ҫӗнтернӗ.

Ӑмӑртӑва онлайн-мелпе йӗркеленӗ. Унта ҫӗршывӑн 46 регионӗнчи 133 шахматҫӑ хутшӑннӑ. Чӑваш Енри ӑстасен команди виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Хӗрарӑмсем хушшинче Валентина Давыдовӑна ҫитекен пулман.

Кашни регионтан виҫӗ ҫынран тӑракан пӗр команда хутшӑннӑ. Чӑваш Ен чысне Александр Петров, Павел Игумнов тата Валентина Давыдова хӳтӗленӗ. Вӑйӑ 4 сехете тӑсӑлнӑ. Команда бронза медале тивӗҫнӗ, Валентина Давыдова — пӗрремӗшне.

 

Спорт

Иртне эрнере Якутск хулинче кикбоксинг енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Полина Петухова унтан ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ.

Ринга 380 яхӑн спортсмен тухнӑ. Вӗсем 40 ытла регионтан килсе ҫитнӗ. Полина ҫурмафиналта Питӗрти спортсменпа вӑй виҫнӗ. Финалта вара Тулӑри спортсменкӑпа тупӑшнӑ. Сергей Шабердин тренер патӗнче ӑсталӑхне туптакан Полина 52 килограмм тайман виҫе категорийӗнче мала тухнӑ. Ҫапла вӑл 2022 ҫулта АПШра иртекен Пӗтӗм тӗнчери ҫапӑҫу искусствин вӑййисене кайма путевка ҫӗнсе илнӗ.

Палӑртмалла: Полина Петухова Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусенче тӑваттӑмӗш хут ҫӗнтернӗ.

 

Спорт

Чӑваш Енри икӗ спортсмен Фристайл енӗпе тӗнче чемпионатне хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӗсем — олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнчи фристайл уйрӑмӗн воспитанникӗсем Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев.

Виза илес енӗпе йывӑрлӑх пулнӑран спортсменсем АПШна кая юлса тухса кайнӑ. Ҫавӑнпа вӗсем «слоуп-стайл» ӑмӑртӑвне хутшӑнайман.

Фристайлӑн «биг-эйр» дисциплининчи ӑмӑртура Раҫҫейри икӗ спорстмен малти икӗ вырӑна йышӑннӑ. Мускаври Анастасия Таталина ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ, Лана Прусакова – кӗмӗл. Тӗнче чемпионатӗнче Раҫҫей спортсменӗсем «биг-эйр» дисциплинӑра малти вырӑна тухни пулман.

«Ҫӗнтернине халӗ те ӗненес килмест! Мана шаннӑшӑн тата ӗненнӗшӗн пурне те пысӑк тав! Йывӑр ӗҫ хакне кӑларчӗ! Эпӗ питех те телейлӗ! Хам пултарнине йӑлтах турӑм», – тесе ҫырнӑ ентешӗмӗр Инстаграмра.

Дмитрий Мулендеев тата Раҫҫейри тепӗр спортсмен Дмитрий Макаров ӑмӑртӑвӑн финалне лекеймен.

 

Страницӑсем: 1 ... 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, [22], 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, ... 81
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 06

1905
121
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ.
1974
52
Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ.
2010
16
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын