Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫемьесем

Ҫурт-йӗр

Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемье ҫурт-йӗр условине лайӑхлатас ӗмӗтпе 2011 ҫултанпа черетре тӑнӑ. 2018 ҫултанпа ҫемье 5 ачаран ытлаллисен списокӗнче черетре пулнӑ. Анчах пӗлтӗр ҫемьене хваттер черетӗнчен кӑларса ҫапнӑ.

Нумай ачаллӑ ҫемьене прокуратура хӳтӗленӗ. Вӑл ҫемьене черете тӑратма хистесе суда тавӑҫпа тухнӑ.

Халӗ хула администрацийӗ ҫемьене 2,5 миллиона яхӑн тенкӗлӗх ҫурт-йӗр сертификачӗ панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫын хӑйӗн ватӑ амӑшне эрех ӗҫме укҫа тапӑнса хӗнесе пӗтернӗ.

Шар курнӑ ватта пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пульницӑна илсе кайнӑ. Унта вӑл ывӑлӗ хӗнесе пӗтернине йышӑннӑ. Кӑшт маларах арҫын наркологи диспансерӗнче сипленнӗ иккен, анчах унта выртса тухни нумая пыман, каллех ӗҫес килнӗ. Амӑшӗ эрех ӗҫме укҫа паманран 46-ри арҫын 77-ри амӑшне хӗнеме пуҫланӑ.

Арҫын тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ «Семейный театр» (чӑв. Ҫемье театрӗ) республикӑри конкурс ирттерессине пӗлтернӗ.

Пултарулӑх ӑмӑртӑвне чӑваш литературин классикӗ Константин Иванов ҫӳралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Конкурс тӗллевӗ — чӑваш литературин пуянлӑхӗпе паллаштарасси. Унта пӗр ҫемье лартнӑ постановкӑсемпе хутшӑнма пулать.

Конкурса утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмлетӗҫ.

 

Раҫҫейре
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемье Пӗрремӗш каналпа пыракан «Кто хочет стать миллионером?» кӑларӑма хутшӑннӑ.

Вӗсем – Шупашкарта пурӑнакан Ирина тата Владимир Васильевсем. Ҫемьере 7 ача ӳсет. Вӗсем 20 ҫул ӗнтӗ каратэпе кӑсӑкланаҫҫӗ.

Шоура Васильевсем 9 ыйтӑва хуравланӑ. 10-мӗш ыйту патне ҫитсен ҫемье иккӗленнӗ те вӑйӑран тухма шутланӑ. Ҫапла вӗсем 50 пин тенкӗ выляса илнӗ. Васильевсем ку укҫана патшалӑх уйӑрса панӑ ҫӗр ҫинче ҫурт лартма ярассине каланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_75503
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи ҫемье Барнаулта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ял спорчӗн вӑййисенче иккӗмӗш вырӑн илсе таврӑннӑ. Ҫак ҫитӗнӗве Ефремовсен ҫемйи тунӑ.

Софья, Александр тата Анастасия 2012-2013 ҫулта ҫуралнӑ ачасемпе тупӑшмалли ушкӑнра вӑй виҫнӗ. Ӑмӑрту программинче дартс, гимнастика тата йӗлтӗр эстафети пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_423445
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Канаш округӗнчи Вениаминпа Валентина Тимофеевсем пӗрлешнӗренпе сахал мар ҫул хыҫа юлнӑ. Вӗсем 60 ҫул каялла Шӑхасан клубӗнче ҫырӑннӑ. Мӑшӑр ҫак кунсенче кевер туя паллӑ тунӑ.

Вениамин Семеновичпа Валентина Тимофеевна 3 ачана кун ҫути парнелесе халӗ 4 мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ҫирӗп ҫемье вӑрттӑнлӑхне уҫнӑ: чӑн-чӑн юрату – пӗр-пӗрне хисеплени, ӑнланни тата чӑтӑмлӑх.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13176
 

Персона

Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Яковлевсем ҫинчен ӳкерне фильма кӑтартӗҫ. «Иван и Екатерина. Победа на двоих» ятлӑ ӗҫ документлӑ фильм та, илемлӗ те. Проект ертӳҫи – Наталья Цуканова, сценарисчӗ – Ольга Шейпак.

Фильм паллӑ чӑваш патриархӗн Иван Яковлевичӑн тата Екатреина Алексевнӑн пурнӑҫӗпе паллаштарать. Тӗрӗсрех, вӗҫен ҫемье телейне уҫса парать.

Фильм истори енчен шанчӑклӑ материалсене тӗпе хурса ӳкернине ӗнентереҫҫӗ. Унта Чӗмпӗрти драма театрӗн артисчӗсем ӳкерӗннӗ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Муркаш округӗнчи Чуманкасси ялӗнче пурӑнакан нумай ача амӑшӗ декретра ахаль лармасть. Вӑл соцконтракт ҫырса хӑйӗн ӗҫне пуҫарнӑ. Халӗ Екатерина Владимировнӑн хӑйӗн студийӗ пур, вӑл хӑйне меллӗ графикпа ӗҫлет.

Сӑмах май, Волковсен 5 ача: 3 ывӑл та 2 хӗр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_421643
 

Пӑтӑрмахсем
t.me/chuvashia_sledcome сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/chuvashia_sledcome сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫын пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма виҫӗ кун хӗненӗ. Чарӑнмасӑр мар пулӗ те.

Ӳсӗрскер хӗрарӑма кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 17-19-мӗшӗсенче хӗненӗ. Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хӗрарӑм куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.

Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome/2987
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Улатӑр округӗнчи Суйкӑн ялӗнче пурӑнакан Лысовсенчен ял ҫыннисем сӗт, ҫу, тӑпӑрчӑ тата хӑйма туянаҫҫӗ. Марина упӑшкипе пӗрле пысӑк хуҫалӑх тытса пырать.

Ӗҫчен ҫемье округ шайӗнчи «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурсра ҫӗнтерсе республика шайӗнче хӑйсен тӑрӑхӗн чысне хӳтӗленӗ. Вӗсем унта «Ӗҫчен ҫемье» номинацире ҫӗнтернӗ.

Чӑн-чӑн тӗслӗх шайӗнчи ҫемье! Вӗсем ялта пурӑнса та аталанма май пуррине кӑтартаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19836
 

Страницӑсем: 1 ... 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, [17], 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, ... 71
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть