Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗньял

Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян 17 сехетре Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи Кабаново ялӗнче тӑрук ҫил вӑйланнӑ. Темиҫе пысӑк йывӑҫ хуҫӑлсах ӳкнӗ. Ҫав шутра - хырсем те.

Ҫил вӑйланнӑ кӑна мар, унта пӑр та ҫунӑ. Вырӑнти ҫынсем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑр диаметрӗ 1-3 сантиметр таран пулнӑ.

Сӑмах май, нумаях пулмасть Патӑрьел округӗнчи Ҫӗньялта та пӑр ҫуни пирки пӗлтернӗччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/97224
 

Республикӑра
"Про Город" хаҫатри сӑн
"Про Город" хаҫатри сӑн

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫума, ҫил вӑйланма пултарасси пирки асӑрхаттарса смс-ҫырусем ярать. Патӑрьел тӑрӑхӗнче ав пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ.

Кӑнтӑрла 12 сехет те 40 минутра Ҫӗньялта пӑр самай ӳкнӗ. Ҫакна ҫынсем ӳкерсе «Про Город» хаҫата ярса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/96952
 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнчи Михайлавка тата Ҫӗньял ялӗсенче пурӑнакансем валли савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтереҫҫӗ. Ҫак тӑрӑхссенче кӗҫех фельдшерпа акушер пункчӗсем пулӗҫ.

Вӗсене тума хыснаран 17,5 миллион тенке яхӑн уйӑрма палӑртнӑ. Ку укҫана ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен уйӑрса парӗҫ. Документа алӑ пуснӑ ӗнтӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян 14 сехетре Шупашкартан Шупашкар округӗнчи Ҫӗньяла ҫӳрекен 15-мӗш автобус водителӗ руле итлеттереймен – кювета чӑмнӑ. Ку аэропортран инҫех мар пулса иртнӗ.

Юрать-ха, салонра 2 пассажир кӑна пулнӑ. Вӗсем те, водитель те аманман.

Паян республикӑра юр ҫӑвӑть. Унччен вара асфальт тухнӑччӗ. Ахӑртнех, ҫул-йӗре тасатса тӑракансем пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче кунашкаллине кӗтмен – авари пулнӑ ҫӗрте ҫул тасах курӑнмасть. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, унччен маларах унта ҫӑмӑл машина кювета чӑмнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/2462
 

Республикӑра
1pnz.ru сайтри сӑн
1pnz.ru сайтри сӑн

Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Ҫӗньял ялӗнче почтальона палламан арсын тапӑннӑ. Ку Тӗп урамри 2-мӗш ҫурта хаҫатсемпе посылка илсе килнӗ чухне пулнӑ.

Суранланнӑ почтальона пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ Раҫҫей Почтин тепӗр ӗҫченӗпе пулнӑ инкеке тӗпченине пӗлтерет. Вӑл Вӑрмар округӗнче ӗҫри УАЗпа пынӑ чухне ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑннӑ. Водителе пульницӑна илсе кайнӑ.

 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче пурӑнакан Зинаида Гранцкая Ватӑсен кунӗнче, юпан 1-мӗшӗнче, 100 ҫул тултарнӑ. Ҫулне кура мар вӑр-вар вӑл - хӑнасене юрласа-ташласа кӗтсе илнӗ.

Хӑй ҫак районтах Чулкаҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, ӗмӗр тӑршшӗпе педагогикӑра ӗҫленӗ - малтан кӗҫӗн классене вӗрентнӗ, унтан - нимӗҫ чӗлхине.

Халӗ пӗр ӗмӗре парӑнтарнӑ кинемей ачисемпе, мӑнукӗсемпе, вӗсен ачисемпе савӑнса пурӑнать.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхи 8 сехетре Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче пысӑк пушар пулнӑ. Пӗр хуҫалӑхра хуралтӑ таврашӗ, пӳрт тӑрри ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм 238 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ.

Пушарнӑйсем унпа пӗр сехете яхӑн кӗрешнӗ. Ҫулӑм вӑйлӑ алхаснине кура вӗсем тепӗр икӗ бригада чӗннӗ. Ҫавна кура пушар 1-БИС рангри пулнине палӑртнӑ.

Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян 7 сехет те 25 минутра М-7–Туҫи–Куснарпуҫ ҫул ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнче, авари пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗньял ялӗ ҫывӑхӗнче «Киа Спектра» водителӗ руле итлеттереймесӗр ҫул ҫинчен тухса кайнӑ та плотинӑн юхмалли вырӑнне персе аннӗ.

49 ҫулти водителе, аманнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн правине туртса илнӗ пулнӑ. Каярахпа ҫак арҫын пульницӑра вилнине хыпарланӑ.

 

Культура
Светлана Кулакова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Светлана Кулакова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Патӑрьел муниципалитет округӗнчи Ҫӗньялта ӗнер «Айхи вулавӗсем» иртнӗ.

Поэзине юратакансем Ҫӗньялти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкула «Айхи вулавӗсем» сӑвӑ конкурсне пухӑннӑ. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Светлана Кулакова пӗлтернӗ тӑрӑх, вулава ирттересси ырӑ йӑлана кӗнӗ. Кӑҫалхи шучӗпе — 17-мӗш.

Конкурса 3-11 класра вӗренекенсем хутшӑннӑ. Вӗсем поэтӑн сӑввисене чӑвашла, вырӑсла тата ют чӗлхепе илемлӗ вуланӑ. Тӑрӑшнине кура ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе хавхалантарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/5169?single
 

Культура
Татьяна Кириллова. nlr.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Татьяна Кириллова. nlr.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри темиҫе ҫынна хисеплӗ ятсем пама йышӑннӑ.

Культура отрасльне илсен, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлекен Михаил Мокшанов артист-вокалист «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ята тивӗҫнӗ.

«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Патӑрьел районӗнчи Тури Чакӑ ялӗнчи «Чемен» халӑх фольклор ансамблӗн ертӳҫине Анатолий Гаврилова, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти вулавӑшӑн заведующине Татьяна Кирилловӑна, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп художникне Лариса Комиссаровӑна, Вӑрнарти ача-пӑча ӳнер шкулӗн преподавательне Зоя Табаковӑна пама йышӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулса пыччӑр тесен ҫӗнӗ союзниксем тупмалла. Ку эрне ҫемье валли, спортпа туслашма, сипленме лайӑх. Карьере картлашкипе хӑпарас шанчӑк пур. Йывӑр эрне хыҫҫӑн эрех-сӑра пирки шухӑшламасан аванрах.

Авӑн, 20

1924
102
Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ