Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: юбилейсем

Ҫитес вӑхӑтра Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫулӗ ҫитӗ. Ҫавна май пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Турхан ялӗнчи тӗслӗх вулавӑшӗнче вырӑнти шкулта 5-мӗш класра вӗренекен ачасем хушшинче «Пултарулӑхӗ – халӑх пуянлӑхӗ…» ятлӑ пӗлӳ сехечӗ иртрӗ.

 

Вулавӑш заведущийӗ Шелякова А.В. ачасене «Чунри черченлӗхӗн чечекӗ» кӗнеке куравӗпе, Митта Ваҫлей кун-ҫулӗпе паллаштарчӗ.

 

Ачасем Митта Ваҫлейӗн «Ҫӗршӑвӑм пилле ман чуна» ярӑмри сӑввисене вуларӗҫ. Уйрӑмах «Сиктермерӗн мана кӗленче сӑпкара», «Ҫуралнӑ ҫӗршывра» сӑввисем вӗсене кӑмӑла кайрӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

НАР
22

Виталий Адюков 50 ҫулта
 Карссем | 22.02.2008 08:29 |

Виталий Адюков (Этюк Витти) 50 ҫул тултарчӗ. Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ҫак ятпа пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Этюк Витти тата чӑваш юрӑҫисем халӑха хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Виталий Адюков хисеплӗ ятсем илмен пулин те чӑн-чӑн халӑх артисчӗ пулса тӑрать. Вӑл чӑвашсен авалхи кӗвӗ хатӗрӗсене ӑсталакан та, ҫӗршер юрӑ авторӗ те, халӑх юррисене ҫӗнӗ пурнӑҫ паракан та. Кирек мӗнле уявра та Этюк Витти такмакӗсемпе ура хуҫса ташланине курма тӳр килет. Нумаях пулмасть Виталий "Аннене анне тееҫҫӗ" кинора ӳкерӗнчӗ. Виталий Адюкова вӑрӑм ӗмӗр, иксӗлми телей, пултарулӑх ҫулӗнче ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунар!

 

Кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче чӑваш халӑхӗн чаплӑ ӑсчахӗ, словарьсене хатӗрлекен ӑста, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтaрӗ Скворцов Михаил Иванович профессор 75 ҫул тултарчӗ. М. И. Скворцов Канаш районне кӗрекен Иккӗмӗш Хурамал ялӗнче 1933 ҫулта ҫуралнӑ. 1967-77 ҫулсенче вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, 1977 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӑй хунӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикин Вӗрент? институтӗнче ӗҫлет. 1960-64 ҫулсенче вӑл Наукӑпа тӗпчев институтӗнче (халӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ) чӗлхе пайӗнче вӑй хунӑ. Ҫав вӑхӑтрах Каир университетӗнче стажировкӑра пулнӑ, араб чӗлхине тӗплӗн вӗреннӗ. Михаил Иванович ҫак ҫулсем хушшинче нумай-нумай словарь хатӗрленӗ (хӑех редактор та):

* Чӑвашла-вырсла словарь (1989, 240 с.

Малалла...

 

«Улатӑр хыпарӗ» (Алатырские вести) хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ! Хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ 1917 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Знамя труда» (Ӗҫ ялавӗ) ятпа тухнӑ, шӑп та лӑп 90 ҫул каялла. Ҫапла вара Чӑваш Енре тухса тӑракан район хаҫачӗсенчен вӑл чи ваттисем шутне кӗрет. Вӑрӑм кун-ҫулӗ хушшинче хаҫатӑн ячӗ нумай хутчен улшӑннӑ. Тӗрлӗ вӑхӑтра вӑл «Крестьянин и рабочий» (Хресченпе рабочий), «Путь революции» (Революци ҫулӗ), «Наша жизнь» (Пирӗн пурнӑҫ), «Трудовая газета» (Ӗҫ хаҫачӗ), «Ленинский путь» (Ленин ҫулӗ) ятсемпе тухнӑ. 1992 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вара хальхи ятпа тухать. Халӗ хаҫат 3 пинлӗ тиражпа тухать.

Тата каласа хӑварас пулать — 2005 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 23-мешӗнче хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, шӑп та лӑп кулӑш кунӗнче, А. Смолин сӑвӑҫ 50 ҫул тултарчӗ! Ҫак куна халалласа литература музейӗнче унӑн автор каҫӗ иртрӗ.

Чаплӑ сӑвӑҫа саламлама унӑн тӑванӗсем, ҫывӑх юлташӗсем тата ыттисем пухӑнчӗҫ — литература музейӗн залӗ тӑп-тулли пулчӗ. Саламлаканӗсен чаречӗ пӗрре те пӗчӗкленмерӗ, пӗрин хыҫҫӑн тепри Анатолий Смолина ҫуралнӑ кунӗпе тата юбилейӗпе саламларӗ. А. Смолин та кая юлмарӗ, хӑйӗн сӑввисене темиҫе хут та пӑхмасӑр каласа пачӗ.

 

Сӑнӳкерчӗксем

 

Chuvash.Org пӗрлӗх те А. Смолин ҫак юбилейпа саламлать, ырлӑхпа сывлӑх сунать, хӑйӗн пултарулӑхӗпе малашне те савӑнтарма сӗнет.

 

Чӑваш халӑх сӑвӑҫи П. Хусанкай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче унӑн палӑкӗ умӗнче митинг иртӗ.

Каҫхине вара К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче ӑна халалланӑ мероприяти иртӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 133, 134, 135, 136, 137, 138, 139, 140, 141, 142, [143]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ