
Паян ирхине Шупашкара тата Шупашкар округӗнчи Явӑша беспилотниксем вӗҫсе килнӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче малтанах 2 беспилотник пирки хыпарланӑ. 7 сехет иртсен тӗп хулари ҫӗнӗ кӑнтӑр районне тепре вӗҫсе килнине пӗлтернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, аманнисем ҫук.
Вырӑнта ятарлӑ службӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Хальлӗхе хӑрушлӑх режимне пӑрахӑҫламан, асӑрханмалла.

Чӑваш Енри аграрисем ҫурхи ӗҫсене хатӗрленеҫҫӗ. Ку ыйтӑва Чӑваш Республикин Элтеперӗпе иртнӗ планеркӑра сӳтсе явнӑ.
Аграрисем сезона пуш уйӑхӗн иккӗмӗш декадинче пуҫӑнасшӑн, акана вара ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тухасшӑн.
Кӑҫал ял хуҫалӑх культурисене 542,7 гектар ҫинче акма палӑртнӑ. Ҫурри ытла – 281 гектар – тыр-пул. Аграрисене ака ӗҫӗсене ирттерме 3,8 млрд тенкӗ кирлӗ.

«Ҫыхӑнура» форумра Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн курткине сӳтсе яваҫҫӗ. Сӑмах салтаксем патне гуманитари пулӑшӑвӗ (25 кубла метр вутӑ) ӑсатнӑ чухне республика ертӳҫи тӑхӑннӑ ҫипуҫ пирки пырать.
Элтепер куртки Италире туса кӑларакан «Morris-L» моделе аса илтерет-мӗн. Ун пек куртка 300 пин тенкӗ ытла тӑрать иккен.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне Ҫырупа халех тухмӗ. Кун пирки вӑл ӗнер иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ.
«Эпир кӑҫал Ҫырӑва куҫарма, унпа, ытти чылай регион пекех, ҫитес ҫул валли бюджет йышӑннӑ чухне паллаштарма шухӑшларӑмӑр», — тенӗ Олег Алексеевич. Вӑл ку ыйтӑва депутатсемпе сӳтсе явнине палӑртнӑ.
Сӑмах май, республика бюджетне ытларах чухне чӳк-раштав уйӑхӗсенче сӳтсе явса йышӑнаҫҫӗ.

Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пресс-конференци ирттерессине пӗлтернӗччӗ. Вӑл 11 сехетре пуҫланнӑ те 2 сехет ытла тӑсӑлнӑ.
Пресс-конференцие 50 ытла журналист, блогер тата медиацентрсен представителӗсем хутшӑннӑ. Олег Алексеевич 30 ытла ыйтӑва хуравланӑ. Вӗсем экономика аталанӑвӗпе, услампа, ял хуҫалӑхӗпе, сывлӑх сыхлавӗпе, туризмпа, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшассипе тата ыттипе ҫыхӑннӑ.

Ыран, нарӑсӑн 5-мӗшӗнче, 11 сехетре ЧР Элтеперӗ пысӑк пресс-конференци ирттерӗ. Тӗп ыйтусене сӳтсе явӗҫ: республика аталанӑвӗ, пуласлӑх планӗсем...
Аса илтеретпӗр: пресс-конференцие регион тата федераци журналисчӗсене кӑна мар, шкул тата студент медиацентрӗсен хастарӗсене те чӗннӗ. Трансляцие Элтеперӗн «Контактри» страницинче, Наци телекуравӗпе курма, Наци радиовӗпе итлеме пулать.

Ӗнер Шупашкарта Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне официаллӑ майпа уҫнӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ.
Олег Алексеевич сӑмах каланӑ май республикӑра 120 ытла наци ҫынни килӗшӳре пурӑннине палӑртнӑ. Куракансене муниципалитет коллективӗсем тата республикӑри культурӑпа наци пӗрлешӗвӗсен пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. «Кострома» Вырӑс наци балечӗ тӗнче сценисене парӑнтарнӑ программӑпа паллаштарнӑ.
Ҫулталӑк тӑршшӗпе Чӑваш Енре тӗрлӗ наци ҫыннине пӗрлештерекен культура, вӗренӳ, спорт мероприятийӗсем иртӗҫ.

ЧР Элтеперӗн Олег Николаевӑн пресс-секретарӗ пулнӑ Борис Краснов Киров облаҫӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл унта та ҫав должноҫех йышӑннӑ.
Аса илтеретпӗр: Олег Николаев ӑна 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнчен ӗҫрен кӑларнӑ. Шӑп ҫав кун Элтепер Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухнӑ.
Борис Краснов пресс-секретарьте 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Унтан кайсан вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра студентсене вӗрентнӗ, «Воин» ҫарпа спорт хатӗрленӗвӗн тата патриотлӑх воспитанийӗн центрне ертсе пынӑ. Халӗ вара Киров облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн — пресс-секретарӗ.

Патӑрьел районне чылай ҫул ертсе пыракан Рудольф Селиванова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Рудольф Васильевич 1964 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Малтан Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнчен агронома вӗренсе тухнӑ, унтан — Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн академийӗнчен. Район администрацине 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе ертсе пырать.

Чӑваш Енре ҫӗнӗ вице-премьер пулӗ. Вӑл – Олег Николин. Хушӑва ЧР Элтеперӗ паян алӑ пуснӑ.
Олег Николин – Сӗнтӗрвӑрри хулинчен, вӑл унта 1973 ҫулта ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУран экономиста вӗренсе тухнӑ. Карьерине РФ ШӖМӗн шалти ӗҫсен органӗсенче пуҫланӑ. Карьерин пысӑк пайӗ, 25 ҫул, Перекет банкӗпе ҫыхӑннӑ. 2021 ҫулта Олег Валентинович Чӑваш Республикин Элтеперӗн Тав хутне тивӗҫнӗ. Вӑл авланнӑ, мӑшӑрӗпе икӗ хӗр ӳстереҫҫӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ вице-премьер экономикӑпа тата финанссемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем тӗлӗшпе ӗҫлӗ.
