Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: экономика

Экономика
dog-food.su сайтри сӑн
dog-food.su сайтри сӑн

Чӑваш Енрен Китая чӑх ури ӑсатни пирки сайтра унччен хыпарланӑччӗ. Кӑҫалхи 10 уйӑхра унта 5 пин тонна чӑх ури янӑ.

Кунсӑр пуҫне Китая чӑх ҫунатти нумай ӑсатнӑ. Ку ҫӗршывра пурӑнакансем Чӑваш Енри кӑвакалпа кӑрккан ӳпки-пӗверне те кӑмӑллаҫҫӗ. Вӗсене те пирӗн патран Китая ӑсатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Хулара
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) санаторири кафене сутса яма шутланӑ.

Унӑн хакӗ – 15 750 000 тенкӗ. «Уралочка» кафе 339.1 тӑваткал метр лаптӑк йышӑнать. Вӑл Йӑламра, Санатори урамӗнче вырнаҫнӑ.

«Чӑваш Ен» Йӑлӑмри Сосновка поселокӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна 1977 ҫулта тума пуҫланӑ, 1984 ҫулта хута янӑ.

 

Экономика
«На связи» форумри сӑн
«На связи» форумри сӑн

Ҫак кунсенче Шупашкартан 62 контейнер пӑрҫа, пӗтӗмпе 2 пине яхӑн тонна, Горький чукун ҫулӗпе Китая кайма тухнӑ. Кун пекки – пӗрремӗш хут. Унччен Чӑваш Енрен Китая пӑрҫа ӑсатман.

Пуйӑса вырӑнти производительсем туса илнӗ пӑрҫана тиенӗ. Вӑл Китая Казахстанӑн тухӑҫ пайӗ урлӑ кайӗ.

Сӑмах май, пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче республикӑна Китайран пуйӑс килнӗ. Ун чухне пирӗн пата промышленноҫ япаласине кӳрсе килнӗ.

 

Раҫҫейре
Яндекс сӑнӳкерчӗкӗ
Яндекс сӑнӳкерчӗкӗ

Иркутскра хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ пассажирсене турттармалли иккӗмӗш самолёт пуҫласа сывлӑша ҫӗкленнӗ.

«МС-21» лайнер бортӗнче хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ тытӑмсене тата «ПД-14» двигательсене тӗрӗсленӗ. Кун пирки «Ростех» патшалӑх корпорацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ.

Самолёт 1 сехете яхӑн вӗҫнӗ. Хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ тытӑмсем ҫав вӑхӑтра йӗркеллӗ ӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/218241
 

Экономика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш ЕНре пурӑнакан ҫынсен аллинче вӑтамран банк карттисем виҫшер.

Кӑҫалхи утӑ уйхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Ен ҫыннисем валли 4,3 миллион тенкӗ банк картти кӑларнӑ. Кашни ҫын пуҫне вӑтамран — виҫшер карттӑ.

Чӑваш Енре 952 банкомат тата 40 пин ытла POS‑терминал пур.

Кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче 489,5 миллиард тенкӗлӗх 319 миллион транзакци пулнӑ.

 

Экономика
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ Китая ҫӑнӑх ӑсатма тытӑннӑ. Предприяти Россельхознадзорӑн ҫирӗп тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ, ҫӑнӑха экспорт тума Китай влаҫӗсенчен ирӗк илнӗ.

Китая ӑсатма тытӑнни производство калӑпӑшне ӳстерме май парӗ. Ку, ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗнче шайӗнче чӑваш продукцийӗн пысӑк пахалӑхне ҫирӗплетет.

Палӑртмалла: Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ Узбекистанпа экспорт йӗркеленӗ. Хальччен 70 тонна ҫӑнӑх ӑсатнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_24144
 

Экономика
glava.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
glava.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта вырнаҫнӑ «Агромаш» завод Китай лицензийӗпе трактор кӑларма пуҫлӗ.

Коммуналлӑ урамра вырнаҫнӑ асӑннӑ предприятире иртнӗ эрнере Олег Николаев Элтепер пулнӑ. Предприятин гендиректорӗ Алексей Яковлев пӗлтернӗ тӑрӑх, Китайра ял хуҫалӑх техникине туса кӑларакан производительпе пӗлтӗр килӗшӳ тунӑ. Ҫавна май Чӑваш Енри завод «Агромаш-Lovol TD904» туса кӑларма пуҫласшӑн. Малтанласа машина комплекчӗсене пухасшӑн, кайран пӗтӗмпех кунта туса кӑларасшӑн.

 

Экономика
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта пуҫласа алӑк куравӗ иртӗ. Мероприяти икӗ куна пырӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 17–18-мӗшӗсенче пулӗ.

Курав-форума пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче йӗркелеме палӑртнӑ. Унта алӑк туса кӑларакансем, ҫав енӗпе тӑрӑшакан дизайнерсем пуҫтарӑнӗҫ.

«Двери России – 2025» (чӑв. Раҫҫей алӑкӗсем — 2025) форум-курав «Шупашкар-Аренӑра» иртӗ.

 

Экономика
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри патшалӑхӑн мӗнпур пурлӑхне приватизацилесшӗн, тепӗр майлӑ каласан, сутса ярасшӑн.

Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2026-2028 ҫулсенчи приватизаци планӗн проектне хатӗрленӗ.

Патшалӑх пурлӑхне пуянсене сутса ярса 2026 ҫулта 23,5 миллионран кая мар тенкӗ тупӑш курасшӑн, 2027 ҫулта — 23 миллион тенкӗ ытла, 2028 ҫулта — 21,3 миллион тенкӗ.

Паянхи куна Чӑваш Енӗн харпӑрлӑхӗнче 5 унитарлӑ предприяти, 19 акционер обществин акцийӗсем, тулли мар яваплӑ 3 обществӑри тӳпе, 2 акционер обществи шутланать-мӗн.

 

Экономика
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри EMRA бренда Раҫҫейри «Знай наших» (чӑв. Пирӗннисене пӗл) бренд йышне лекнӗ. «Потребитель таварӗсем» пӗтӗм ҫӗршыври конкурсра бренд иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Компани шӑл тасатмалли паста, ҫӑвара чӳхемелли, шӑл тасатмалли щеткап туса кӑларать. «Эмра» таварне тӗрлӗ маркетплейсра, Wildberriesран пуҫласа «Золотое яблоко» (чӑв. Симӗс панулми) таранах тупса илме пулать.

«Предприятие эпир 2020 ҫулта уҫрӑмӑр. Унччен эпир ике тӗрле продукци кӑларна пулсан паян 45 тӗрлӗ. Эпир чи лайӑх технологисене пурнӑҫа кӗртетпӗр тата чи лайӑх стоматологсемпе ӗҫлетпӗр», - тенӗ компанире.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 69
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулса пыччӑр тесен ҫӗнӗ союзниксем тупмалла. Ку эрне ҫемье валли, спортпа туслашма, сипленме лайӑх. Карьере картлашкипе хӑпарас шанчӑк пур. Йывӑр эрне хыҫҫӑн эрех-сӑра пирки шухӑшламасан аванрах.

Авӑн, 20

1924
102
Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем