
Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Поэзи кунӗ пулнӑ май Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ пирӗн шкулта ҫыравҫӑсемпе тӗлпулу йӗркеленӗ.
Олег Прокопьев, Ольга Иванова Австрийская, Улькка Элмен ачасене хӑйсен сӑвӑ-калав ҫырас ӗҫӗнчи пӗрремӗш утӑмӗсем ҫинчен каласа панӑ, хӑйсен сӑввисене вуланӑ, кӗнекисене шкул вулавӑшне парнелесе хӑварнӑ.
Шкулти чӑваш чӗлхи учителӗ Алина Петрова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем Антонина Андреева тата Ольга Тимофеева аслӑ классенче вӗренекенсемпе Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен калаҫнӑ, вӗсене интерактивлӑ вӑйӑ мелӗпе сӑвӑҫ пултарулӑхне тарӑнрах тӗпчеме пулӑшнӑ.
Иван Иванов чӑваш халӑх артисчӗ ачасене чун туртӑмне шкул ҫулӗсенчех шырамалли, камӑн мӗнле пултарулӑх пуррине кура ӑна аталантарса пымалли ҫинчен палӑртса хӑварнӑ.

Шупашкарти 39-мӗш шклута «Этномода» дефиле иртнӗ. Модельсен ролӗнче вӗренекенсем пулнӑ. Ҫапла май вӗсем пирӗн ҫӗршывра пурӑнакан халӑхсем пирки каласа кӑтартнӑ.
Чи малтан шкул ачисем хӑнасем валли экскурси ирттернӗ. Вӑл е ку халӑхӑн наци тумӗ мӗнпе пуян? Ҫамрӑк ӳнерҫӗсем хӑйне евӗр тӗпчев ирттернӗ.
Пӗр блока чӑваш халӑхӗн тумне халалланӑ. Сцена ҫине модель тухмассерен ертӳҫӗсем кӑсӑклӑ пулӑмсем пирки каласа кӑтартнӑ.
Палӑртса хӑвармалла: ку уява 100 ытла шӑпӑрлан хутшӑннӑ. Ӑна Чӑваш Республикинчи Хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ пуҫарнӑ «Халӑхсен туслӑхӗн вӑйӑ карти» ҫӗнӗ проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.

Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ тӑрӑх, 2026 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен, шӑматкунтан, республикӑра ачасене пӗрремӗш класа ҫыртарма пуҫлӗҫ. Ҫак йышӑнӑва ашшӗ-амӑшӗшӗн меллӗ пултӑр тесе тунӑ: йышӑну кампанийӗ канмалли кун пуҫланни ҫемьесене ӗҫрен ирӗк ыйтмасӑр, документа лӑпкӑн тата васкамасӑр хатӗрлсе пама май парӗ.
Ача шкул ҫумне ҫирӗплетнӗ территорире регистрациленнӗ пулсан е унӑн ҫӑмӑллӑхсем пур пулсан, заявленине пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пама май пур. Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен вара, пушӑ вырӑнсем юлнӑ пулсан, ачасене урӑх шкула та ҫыртарма май пулӗ. Заявленине Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ, шкула хӑйне кайса е МФЦ урлӑ пама юрать.

Паян, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, спорт гимнастикин ветеранӗ, ӗҫ ветеранӗ, спорт гимнастики енӗпе СССР спорт мастерӗ Светлана Софронова 70 ҫул тултарать. Ҫавна май унӑн кун-ҫулне кӗскен тишкерме сӑлтав пур.
Светлана Викторовна Шупашкарта ҫуралнӑ. Вунӑ ҫулта чухне вӑл ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнче вӗренме пуҫланӑ. Унта хӗрача гимнастикӑна суйласа илнӗ.
Кӑштахран Чӑваш Ен чемпионки пулса тӑнӑ, спорт мастерӗн кандидачӗн разрядне пурнӑҫланӑ. Каярах вӑл СССР спорт мастерӗн ятне тивӗҫнӗ.
1977 ҫултанпа, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, 1-мӗш спорт шкулӗнче тренер пулса ӗҫе кӳлӗннӗ. Хӑй ӗҫленӗ вӑхӑтра Раҫҫейӗн 7 спорт мастерне, спорт мастерӗн 20 ытла кандидатне тата пӗрремӗш разрядлӑ спортсменсене хатӗрленӗ.
Паян Светлана Викторовна олимп резервӗн 6-мӗш спорт шкулӗнче ӗҫлет.

Нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти 12-мӗш шкулӑн Г. Н. Волков академик ячӗллӗ музейӗнче «Чӗрӗ урок» иртнӗ. Ӑна чӑваш чӗлхи вӗрентекен Анисия Игнатьева ертсе пынӑ.
10-мӗш А класра вӗрентекенсен хӑйне евӗрлӗ уҫӑ урокне Николай Ишентей чӑваш ҫыравҫи хутшӑннӑ.
Урока ертсе пынӑ Анисия Павловна ҫыравҫӑпа кӗскен паллаштарнӑ, унтан калем ӑстине хӑйне сӑмах панӑ.
Николай Ишентей (чӑн хушамачӗ Петров) — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи. 1953 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Тури Шурҫырма ялӗнче ҫуралнӑ. Ял хуҫалӑх институтӗнче пӗлӳ илнӗ, кайран университетра литература енӗпе вӗреннӗ.
Тӑван колхозра инженер пулса ӗҫленӗ. Ҫыравҫӑ ачасене шкулта вӗрентнӗ. Вӑл — темиҫе кӗнеке авторӗ.

Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Ыхраҫырми шкулӗнче вӗренекен Чӑваш Ишек ачисем Сурхурире Ҫветке чупнӑ.
«Тантӑш» хаҫатра хыпаралнӑ тӑрӑх, асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакансем авалхи йӑла-йӗркене питӗ ҫирӗп пӑхӑнаҫҫӗ. Кукамӑшӗ-асламӑшӗнчен, ашшӗ-амӑшӗнчен ачасем тӑрса юлманни, ламран лама пыракан уявсене ӑша хывни савӑнтарать те, тӗлӗнтерет те. Сурхурире ҫеҫ мар, Мӑнкунра та, Ҫӑварнире те кашни ҫулах хастар вӗсем. Ку эрнере шкулта ку уява ирттернӗ. Ӑна чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Светлана Кулакова йӗркеленӗ.
Вӗренекенсем шкула икерчӗ, йӑва, кукӑль-пӳремеч пӗҫерсе кайнӑ. «Юрласа-ташласа савӑннӑ хыҫҫӑн урама тухса тӑвайккинчен ҫунапа ярӑннӑ, спорт лапамӗнче кӑвайт чӗртсе, чир-чӗр кайтӑр тесе Ҫӑварни карчӑкне ҫунтарнӑ», — пӗлтернӗ «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Контактри» пабликӗнче.

Чӑваш Енри икӗ ҫынна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Вӗсенчен пӗри – Галина Арталионова, вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн гример цехӗн пуҫлӑхӗ. Кун пек хисеплӗ ята ҫавӑн пекех Ирина Витюговӑна панӑ, вӑл Шупашкарти В.А. тата Д.С. Ходяшевсен ячӗллӗ 4-мӗш музыка шкулӗн директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ.

Шупашкарти В.А. Архипов генерал-майор ячӗпе хисепленекен кадет шкулӗнче вӗренекен ачасем ҫанталӑк сиввине пӑхмасӑрах урама тухса тӑнӑ.
Вӗсем ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене ҫапла майпа аса илтереҫҫӗ иккен. Акцие республикӑн патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗпе пӗрле ирттернӗ.
Граждан урамӗнче вӗсем плакатсемпе урама тухнӑ.
Паян Шупашкарта 27 градус сивӗ пулнӑран 1–9-мӗш класс ачисене килтен вӗренме ирӗк панӑ.

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ Геральд Салдимиров 70 ҫул тултарнӑ.
Геральд Прокопьевич биатлон енӗпе хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен чемпионӗ ята тата Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсен хӗллехи спартакиадинче бронза медале тивӗҫнӗ.
Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти вӑтам шкулта вӗреннӗ чухне йӗлтӗр секцине ҫӳренӗ. 1993 ҫулта Челябинскри физкультура институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Халӗ вӑл Шупашкарти 2-мӗш Олимп резервӗн спорт шкулӗнче тӑрӑшать. Геральд Прокопьевич 10 ытла Раҫҫейӗн спорт мастерне вӗрентсе кӑларнӑ, вӗсен йышӗнче тӗнче, Европа чемпионӗсемпе Олимп вӑййисен ҫӗнтерӳҫисем пур.

Улатӑр хулинче 3-мӗш шкул ҫивиттийӗ сиенленнӗ. Пӑтӑрмах, малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, ҫивитти ҫинчи юра тасатманран сиксе тухнӑ. Инкек вӑхӑтӗнче шкулта ачасем пулман.
Ҫивиттие юсанӑ вӑхӑтра ачасене урӑх шкулта вӗрентӗҫ, хӑшӗсене инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗрентӗҫ.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, шкула 2023 ҫулта юсанӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑ.
