Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чӗрчунсем

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шӑплӑхра пулӑ тытса ларнӑ вӑхӑтра… пӑши ишсе пынӑ. Кун пекки Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Валериан Григорьевпа пулса иртнӗ.

Вӑл ирхине Атӑлта кимӗ ҫинче пулӑ тытса ларнӑ. Ҫав вӑхӑтра инҫех мар лапкӑн кӑна пӑши ишсе иртнӗ. Пулӑҫ ӑна телефонӗ ҫине ӳкернӗ.

Малтанах чӗрчун ҫыран хӗрринелле ишнӗ. Анчах палаткӑсем курсан Ҫавал пуҫламӑшӗ патнелле пӑрӑннӑ.

Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫуркунне вӗҫӗнче ҫамрӑк пӑшисем ҫӗнӗ территорисемпе паллашаҫҫӗ. Пӑшисем лайӑх ишеҫҫӗ, чылай чухне апат шараса юханшыв урлӑ та ишсе каҫаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_273090
 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарта вӑрӑм тунасене тата сӑвӑссене пӗтерес ӗҫ малалла пырать. Общество вырӑнӗсене ятарлӑ препаратсемпе сапаҫҫӗ.

Специалистсем ку ӗҫе парксенче, скверсенче тата йывӑҫ-тӗмлӗ вырӑнсенче тунӑ ӗнтӗ. Хальхи вӑхӑтра Мускав ҫыран хӗррине тата пляж ҫывӑхӗнчи территорие сапаҫҫӗ. Ача-пӑча лапамӗсене уйрӑмах тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Кун валли хальхи йышши препаратсемпе, сивӗ тата вӗри тӗтре генераторӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Вӗсем ҫынсемшӗн тата чӗрчунсемшӗн хӑрушӑ мар, анчах вӑрӑм тунасемпе сӑвӑссене тӗп тӑваҫҫӗ.

Пӗтӗмпе 614 муниципаллӑ объекта сапма палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_273104
 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта кӑҫал та йытӑсен парачӗ пулӗ. Кӑҫалхипе вӑл 4-мӗш хут иртӗ.

Йытӑсене парада ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче кӳлмек хӗррине, «Каскад» суту-илӳ центрӗ патне, чӗнеҫҫӗ. Регистраци унта 9 сехет ҫурӑра пуҫланать те 10-ра вӗҫленет. 10:15 сехетре йытӑсем парадра утма пуҫлӗҫ, «Пионерсен ҫыран хӗрри - Театр ҫыран хӗрри – Юрӑ уйӗ маршрутпа» кайӗҫ. Унтан концерт пулӗ.

Мероприятире йытӑсемпе ташланине, вӗсем трюксем тунине тата ыттине курма май пулӗ. Креативлӑхпа палӑрма юратакансене хӑйне евӗр костюмсемпе кӗтеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян Шупашкарта велосипедпа пыракан ҫынна пӑши амантнӑ.

38 ҫулти арҫын «Роща» ҫул ҫаврӑмӗ тӗлӗнчи Никольски проспектпа пынӑ. Вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнчен инҫех мар велосипед умне кӗтмен-туман ҫӗртен пӑши сиксе тухнӑ.

Тискер чӗрчун ҫине пырса кӗрес мар тесе арҫын руле пӑрса янӑ, анчах хӑй асфальт ҫине хыттӑн персе аннӑ.

Инкек кӑнтӑрла иртни 12 сехет те 45 минутра пулса иртнӗ.

Мӑйракаллӑ ҫак чӗрчун йӗрке хуралҫисемпе тухтӑрсем пырасса кӗтсе тӑман — ҫывӑхри вӑрмана тарса кӗнӗ.

Шар курнӑ велосипедиста васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ паракан пульницӑна илсе кайнӑ, ӑна унти тухтӑрсем пулӑшаҫҫӗ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

«Сӑрҫи» заповедникри упасем хӗл ыйхинчен вӑраннӑ. Унта пурӑнакан утамансем фотокапкӑна лекнӗ.

Чи малтан фотокапкӑна хӑмӑр упа лекнӗ. Кӑҫал вӑл ытти чухнехинчен каярах вӑраннӑ. Анчах кадрсем ҫав тери илемлӗ пулса тухнӑ.

Ҫав кунах 300 метр аякра вырнаҫтарнӑ тепӗр камерӑна ҫамрӑк упа лекнӗ. Заповедникӑн тепӗр вырӑнӗнче инспекторсем упа амипе ҫурин йӗрӗсене асӑрханӑ.

Аса илтерер: Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче нумаях пулмасть икӗ дикобраз пурӑнма пуҫланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_28657
 

Хулара
Парк сайтӗнчи сӑн
Парк сайтӗнчи сӑн

Дикобраз курас тесен Шупашкарти Андриян Николаев ячӗллӗ паркра вырнаҫнӑ «Ковчег» зоокӗтесе каймалла.

Дикобразсем унта нумаях пулмасть пурӑнма тытӑннӑ. Вӗсем Тося тата Фрося ятлӑ. Парк администрацийӗ вӗсене ӑҫтан илсе килни пирки хыпарламан.

Сӑмах май, «Ковчег» зоокӗтесре юлашки хутчен ҫӗнӗ чӗрчунсем 2024 ҫулхи ҫулла тупӑннӑ. Ун чухне икӗ ҫӳлевӗҫ ҫурине илсе килнӗ: ама тата аҫа. Вӗсене зоокӗтес ӗҫченӗсем Дуняша тата Яша тесе ят панӑ.

Палӑртса хӑварар: «Ковчег» кашни кунах ӗҫлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_28386
 

Хулара

Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче вырнаҫнӑ «Ковчег» зоокӗтесре йыш хушӑннӑ. Парк пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Камерун качакисен ҫемйинче тӳрех виҫӗ путек ҫуралнӑ.

Путексем ҫут тӗнчене килнӗ чухне кашни 350 грамм кӑна тайнӑ. Анчах темиҫе сехетрен ура ҫине тӑнӑ, каҫ еннелле вара сиккелеме, чупма тытӑннӑ.

Палӑртса хӑварар: Камерун качаки Анӑҫ Африка енчи чӗрчун. Вӗсем пысӑк мар, 65-70 сантиметр тӑршшӗ кӑна. Качакисем 12-15 килограмм кӑна таяҫҫӗ, такисем – 20–25 килограмм, хӑш чухне 35 килограмм тайма пултараҫҫӗ. Вӗсем ҫынпа питӗ хутшӑнма юратаҫҫӗ. Вӗсене йытӑсем пек дрессировка тума та пулать.

 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Юр кайса пӗтмен-ха, анчах Чӑваш Енре хура ҫӗленсем хӗл ыйхинчен вӑраннӑ.

Ун пек ҫӗлене «Сӑрҫи» зповедникӑн Улатӑр пайӗнче асӑрханӑ. Ӑна унта тӑрӑшакан специалистсем курнӑ.

Хура ҫӗлен ӑшӑ асфальт патне шуса тухнӑ. Хӑрушлӑх пуррине сиссен кӗпер айне пытаннӑ. Кайран вара, темиҫе минутран, каялла таврӑнса ҫӑмхаланса выртнӑ.

Ҫанталӑк сивӗрех пулнӑран хальлӗхе ҫӗленсем питех хастар мар.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Канаш округӗнчи Яманкассинче пурӑнакан Олег Сергеев кашни ҫулах кайӑксемпе чӗрчунсемшӗн тӑрӑшать — вӗсем валли сырӑшсем ӑсталать.

Вӑл сырӑшсем ӑсталама питӗ ӑста. Вӗсене хӑмаран касса кӑларса питӗ илемлӗ тӑвать. Нумаях пулмасть Олег Сергеев вӑрманти пакшасене тутлӑ апатпа сӑйлас тенӗ. Вӑл хӑй ӑсталанӑ ҫӗнӗ сырӑша мӑйӑр хунӑ та ӑна хырлӑхра ҫакса хӑварнӑ.

Сӑмах май, Олег Сергей общество ӗҫӗсенче те маттур. Вӑл — ял старости.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_17389
 

Республикӑра

Эсир юлашки 10 ҫулта сӑвӑрсене ӑҫта курнӑ? Вырӑс географи обществин республикӑри уйрӑмӗ «Упрас тесе тупма» проект пуҫарать.

Ҫак кӑшлакан чӗрчуна Раҫҫейӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ. Пирӗн республикӑра вӗсем сайра тӗл пулаҫҫӗ, пӗтес хӑрушлӑх та пур.

Ака-ҫу уйӑхӗсенче ӑсчахсем республикӑра савӑрсен колонийӗсене тупас тӗллевпе экспедицие кайма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫавна май ҫынсене те пулӑшма ыйтаҫҫӗ: юлашки 10 ҫулта сӑвӑрсене ӑҫта курнине пӗлтермелле. Пӗлтерме ансат, ҫак сайтра формӑна кӑна ҫырса тултармалла: https://forms.yandex.ru/u/697728b084227c1ad2fb5a37/.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 33
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ