Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: хаксем

Ҫурт-йӗр
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Килес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пирӗн республикӑра тӗплӗ юсав хакне ӳстерӗҫ. Хальхинче вӑл 19,1 процент хакланӗ.

Лифтлӑ ҫуртсенче пурӑнакансем пӗр тӑваткал метршӑн хальхи 11,87 тенкӗ вырӑнне 14,14 тенке ҫитӗ, лифтсӑр пулсан – 10,94 тенкӗрен 13,03 тенке.

Килес ҫул тӗплӗ юсав укҫин шучӗпе нумай хваттерлӗ 335 ҫуртра юсав ирттерме палӑртаҫҫӗ.

 

Республикӑра

Ҫитес ҫултан коммуналлӑ тӑкаксемшӗн хак палӑрмаллах ӳсет. Шупашкарти депутатсем ҫакна ырласа йышӑннӑ.

Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем черетлӗ мар сессире ЧР Элтеперӗн «коммуналка» хакӗсемпе ҫыхӑннӑ ыйтӑвне пӑхса тухнӑ. 24 депутат ҫакна ырланӑ, 9-шӗ хирӗҫ пулнӑ.

Ҫапла майпа 2026 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен Шупашкарта пурӑнакансен пӗтӗмӗшле хак 31,9 процент ӳсӗ. Ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн тӳлев чи нумай ӳсӗ: 52,73 тенкӗрен 139,6 тенке ҫитӗ. Харпӑр ҫуртра пурӑнакансен хальхи пек 73,16 тенкӗ мар, 156,4 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Сивӗ шыв та хакланӗ: 35,42 тенкӗрен 46,38 тенке ҫитӗ.

Ку хисепсем хыҫҫӑн газ питех хакланмӗ теме пулать: 8,16 тенкӗ мар, 9,09 тенкӗ пулӗ. Электроэнергишӗн 5,6 тенкӗ тӳлемелле пулӗ (халӗ 4,96 тенкӗ).

 

Статистика
nsn.fm сайтри сӑн
nsn.fm сайтри сӑн

Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх. Чӑваш Республикинчӗ халӑхран пуҫтаракан сӗте хаклӑрахпа туянма пуҫланӑ.

Ку уйӑхра пӗр литра вӑтамран 25-27 тенкӗпе пуҫтарнӑ. Ку пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан 2 тенкӗ нумайрах.

Юлашки вӑхӑтра халӑхран сӗт илекенсем сахалланнӑ, республикипе пӗтӗмпе 276 предприниматель юлнӑ. Усламҫӑсем уйрӑмах Патӑрьел округӗнче нумай. Унта 42 предпримниматель халӑхран сӗт пуҫтарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14849
 

Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарти шкулсенче апатлану хакӗ ӳсет. Хушӑва хула пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов алӑ пуснӑ.

1-4 классем валли ирхи апат 40-рен 49 тенке ҫитӗ, кӑнтӑрлахи – 90-ран 110 тенке.

5-11-мӗш классенче вӗренекенсем ирхи апатшӑн 50 мар, 61 тенкӗ тӳлеме тытӑнӗҫ. Кӑнтӑрлахи апатшӑн 100 тенкӗ вырӑнне 122 тенкӗ кӑларса хума тивӗ.

Палӑртмалла: пӗлтӗрхи вӗренӳ ҫулӗпе танлаштарсан, хаксем 49-74 процент ӳснӗ.

 

Республикӑра
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑрта ҫынсене коммуналлӑ пулӑшушӑн ытларах тӳлетттернӗ. Пӑтӑрмаха вырӑнти прокуратура ҫирӗплетсе панӑ.

Ӑшӑшӑн нумай тӳлеме тивни пирки надзор органне ҫынсем систернӗ. Хайхисем евитленӗ тӑрӑх, вӗсен килӗнче газ счётчикӗсем пур, анчах ресурспа тивӗҫетерекен «Чӑвашгаз» организаци нормативпа тӳлеме хистенӗ. Прокуратура тӳлеве ҫӗнӗрен шутласа пама хистенӗ. Нормативпа тата счётчикпа тӳленин уйрӑмлӑхӗ 1,3 миллион тенӗрен иртнӗ.

 

Республикӑра
memleket.com.tr сайтри сӑн
memleket.com.tr сайтри сӑн

Утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре пурӑнакансен газшӑн нумайрах тӳлеме тивӗ. Официаллӑ документа влаҫ органӗсен порталӗнче пичетленӗ.

Хальхи вӑхӑтра ҫынсем 1 кубла метршӑн 7,42 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа вара ку хак 8,16 тенке ҫитӗ.

Газ счетчикӗсӗр «кӑвак ҫулӑмпа» усӑ куракансен те ытларах тӳлемелле пулӗ: хак 8,88 тенкӗ ӳссе 97,92 тенке ҫитӗ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта ача пахчинче тӳлевсене ӳстернӗ. Хушӑва Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов алӑ пуснӑ.

Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен ашшӗ-амӑшӗн 1-3 ҫулсенчи ачасемшӗн кунне 167 тенкӗ тӳлемелле, 3-7 ҫуленчисемшӗн – 184 тенкӗ. Унччен хаксем 149,8 тата 150 тенкӗ пулнӑ.

Сывлӑх енчен хавшак ачасене пӑхнӑшӑн та тӳлев ӳснӗ.

 

Раҫҫейре
finance.mail.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
finance.mail.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Пуш уйӑхӗнче строительство таварӗн хакӗ ӳсӗ. Строительствӑн хӑй хаклӑхӗнче самай вырӑн йышӑнакан тавар 15-20 процент хакланма пултарӗ. Кун пирки «Вектор Проект» архитектурӑпа проект компанийӗн генеральнӑй директорӗ Антон Баксараев пӗлтернӗ.

Эксперт шухӑшланӑ тӑрӑх, пуринчен ытла бетон, пӳрт тата ытти хуралтӑ витмелли хатӗр, кирпич, бетонтан туса кӑларна блок, минерал ватин мачӗ, шӑвӑҫ, тимӗр пӑрӑх, щебень, хӑйӑр, кабель, арматура хакланӗ.

 

Ҫул-йӗр
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкартан Муркаш ҫитме 200 тенкӗ тӳлемелле. М-7 ҫулпа кайсан ҫул тӑршше 45 километрпа танлашать. Транспорт унта 1 сехете яхӑн каять.

Муркашран Москакассине ҫитме 70 тенкӗ тӳлемелле, Муркашран Москакассине — 80 тенкӗ.

 

Ҫул-йӗр

Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе М-12 тӳлевлӗ ҫул ҫинче хак ӳснӗ. Кун пирки «Автодор» пӗлтерет.

Халӗ ҫӑмӑл машинӑпа пӗтӗм трассӑпа каяс тӑк 5217 тенкӗ тӳлемелле. Унччен 4948 тенкӗ пулнӑ. Канашран Мускава ҫитме – 4438 (4094 тенкӗ пулнӑ) кӑларса хумалла. Ҫӗмӗрлерен Мускава ҫитме – 4083 тенкӗ. Унччен 3747 тенкӗ пулнӑ.

Аса илтерер: М-12 ҫула 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗнче хута янӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 38
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын