Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.5 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӳре-шара

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑн премьер-министрне Сергей Артамонова II степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Ку хушӑва Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Аа илтерер: Сергей Артамонов 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ, 2017 ҫулхи кӑрлачӑн уйӑхӗнченпе – премьер-министр. 2025 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗнченпе вӑл Чӑваш Ен правительствине вӑхӑтлӑх ертсе пыма тытӑннӑ. Икӗ уйӑхран ӑна ку должноҫре ҫирӗплетнӗ. Кӑҫал пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен Сергей Геннадьевич «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн секретарӗн пуканне йышӑннӑ. Унӑн кандидатурине Дмитрий Медведев ырланӑ.

Сергей Артамонов 1977 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Нурӑс ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнчен тата Раҫҫей коопераци университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1998 ҫулта ӗҫ карьерине агрономран пуҫӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
alatr.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
alatr.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑр муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑма ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Нина Шпилевая 1962 ҫулта Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ. 2004 ҫулта Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗнчен, 2008 ҫулта Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнче вӗренсе тухнӑ.

Вӑл — «Пӗрлехи Раҫҫей» партин вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗ. Чылай ҫул Улатӑр районӗн администрацийӗнче тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ӑна район администрацине ертсе пыма шаннӑ, 2022 ҫулта — Улатӑр муниципалитет округне.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AZ7VKBQSS10
 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ кам пуласси паллӑ. Тӳрех аса илтерер: унчченхи министр ҫумне Марина Лежнинана должноҫре ӳстернӗ, вӑл министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑнӑ.

Министр ҫумӗн пуканне Александр Кириллов йышӑннӑ. Влаҫ органӗсенче вӑл ҫӗнӗ ҫын мар. Унччен Александр Кириллов Ял хуҫалӑх министерствинче ӗҫленӗ. Унта вӑл 12 ҫул тӑрӑшнӑ. Кайран, 12 ҫул, Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗн директорӗн ҫумӗ пулнӑ.

Александр Кириллов Вӗренӳ министерствинче професси тата хушма пӗлӗвӗн, ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комисси, ӑслӑлӑх аталанӑвӗн кураторӗ пулӗ. Ҫавӑн пекех воспитани ӗҫӗн тата ҫуллахи канӑвӑн блокне ертсе пырӗ.

 

Чӑваш чӗлхи
Яндекс Карты сайтри сӑн
Яндекс Карты сайтри сӑн

Чӑваш Республикинчи ҫичӗ шкулпа виҫӗ ача пахчи ачасене вырӑсла тата чӑвашла вӗрентме тытӑнӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР вӗрентӳ министрӗ Дмитрий Захаров.

Министерство хыпарланӑ тӑрӑх, ҫак сӑнав лапамӗсем полилингваллӑ хутлӑха йӗркелемелли проектӗн пӗр пайӗ пулӗҫ. Ҫакна чӑваш чӗлхипе кулленхи пурнӑҫра кӑна мар, вӗренӳре те усӑ курччӑр тесе тӑваҫҫӗ.

Сӑмах май, ҫу уйӑхӗнче Чӑваш Енри делегаци Хусанти «Адымнар» вӗрентӳ комплексӗпе паллашнӑ: унти вӗрентӳ ӗҫне, вӗренӳ материалӗсене, уроксен структурине, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗн хутшӑнӑвне тишкернӗ. Ҫавӑн пекех Пушкӑрт Республикин тата Ҫурҫӗр Осетин вӗрентӳ системисемпе паллашнӑ.

Ҫапла майпа ЧР Вӗрентӳ институчӗ педагогсене курссем хатӗрлеме, чӑвашла математика терминӗсен словарьне тата шкулсем валли методика материалӗсем тума хушнӑ.

Ҫакна та палӑртса хӑвармалла: ача пахчисенче «Тӑван чӗлхе – анне чӗлхи» проекта пурнӑҫлама палӑртнӑ.

 

Персона
"Правда ПФО" сайтран илнӗ
"Правда ПФО" сайтран илнӗ

Шупашкар хула мэрӗн ҫумӗ пулнӑ Алексей Маклыгин Чӗмпӗрте ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл унта «Ульяновскэнерго» акционерсен обществин генеральнӑй директорӗ пулса тӑнӑ. Унта вӑл «Трансэнергопром» компанирен куҫса кайнӑ.

Алексей Маклыгин кӑҫалхи ҫуркунне «Трансэнергопром» тулли мар яваплӑ обществӑра аппарат ертӳҫи — гендиректорӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшма пуҫланӑ.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса вӑл 2009 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ, 2020 ҫулта «Шупашкар электричество сечӗсем» предприятие куҫнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти управляющи компанийӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, халӗ ӑна суд явап тыттарнӑ.

Директора РФ Пуҫиле кодексӗн 238-меш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем тата суд ҫав ҫын ертсе пыракан компани пулӑшу кӳнӗ чух ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗпе сывлӑхӗ пирки тивӗҫлипе шухӑшламаннине палӑртнӑ.

Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче асӑннӑ управлющи компани тытса тӑракан нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин ҫивиттийӗ юр айне пулнӑ. Балконсенчен пӗрин карнизӗнчен юрпа пӑр ҫӗре ӳксе машинӑна сиенленӗ.

Суд управляющи компани директорне 100 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

 

Политика
cheb.mk.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb.mk.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре виҫӗ министрӑн ҫӗнӗ заместителӗсене ҫирӗплетнӗ.

Ял хуҫалӑх министрӗн ҫӗнӗ ҫумӗ Анатолий Такмаков пулса тӑнине, вӗренӳ министрӑн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫне Марина Лежнинана шанса Чӑваш халӑх сайтӗнче Софья Савнеш пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ тата физкультурӑпа спорт министрӗн те ҫӗнӗ ҫумне ҫирӗплетнине пӗлтӗмӗр. Кун пек хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Ку ӗҫре Оксана Андреева тӑрӑшӗ.

Оксана Валерьевна 2003 ҫултанпа финанс сферинче ӗҫленӗ-мӗн, 2023 ҫулта вара ӑна Ҫӗрпӳ округӗнче пуҫлӑхӑн экономикӑпа финанс енӗпе заместитель пулма шаннӑ.

 

Политика
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Паян ЧР вӗренӳ министрӗн ҫӗнӗ пӗрремӗш ҫумне палӑртнӑ. Йышӑнӑва республика премьер-министрӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Малашне министрӑн пӗрремӗш ҫумӗн вырӑнӗнче Марина Лежнина ӗҫлӗ. Ведомствӑра вӑл ҫӗнӗ ҫын мар. Унччен Марина Лежнина министрӑн ҫумӗ пулнӑ.

Унӑн кун-ҫулне илес тӗк, вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн биологипе хими факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл – биологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент. Министерствӑна ӗҫлеме киличчен Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗн директорӗн ҫумӗ пулнӑ. 2023 ҫулхи ака уйӑхӗнче вӗренӳ министрӗн ҫумӗ пулнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР ял хуҫалӑх министрӗн — ҫӗнӗ ҫум. Йышӑнӑва республика премьер-министре Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Ку должноҫе Анатолий Такмаков йышӑннӑ. Вӑл ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче 10 ҫул ӗҫлет. Унта Анатолий университет пӗтернӗ хыҫҫӑн килнӗ, тӗп специалист-экспертран пуҫласа консультант тата сектор заведующийӗ таран ӳснӗ.

Палӑртса хӑварар: министрӑн унчченхи ҫумне Ленар Балтаева 2026 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шӑмӑршӑ округӗн пуҫлӑхӗ Сергей Галкин отставкӑна каясшӑн. Ӑна вӑхӑт ҫитиччен маларах хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кӑларас ыйтӑва ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, вырӑнти депутатсем пӑхса тухӗҫ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Сергей Галкин ҫынна ҫапнӑшӑн штраф тӳленӗ. 2025 ҫулхи пуш уйӑхӗнче округ пуҫлӑхӗ сунар сезонӗ пирки пуху ирттернӗ. Ҫавӑн чухне Сергей Галкин 70 ҫулти сунарҫӑпа вӑрҫӑнса кайнӑ. Сӑмах ҫине сӑмах, алӑ ҫӗклесси патнех ҫитнӗ. Пуҫлӑх 70-ти ҫынна ҫапнӑ. Миравай суд пуҫлӑх айӑплӑ тесе йышӑннӑ, ӑна 25 пин тенкӗ штраф тӳлемелле тунӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 297
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 22

1924
102
Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть