Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Чӑваш Енре чӑваш чӗлхине епле вӗрентнине сӑнассипе ҫӗнӗ проект пуҫарса ярасшӑн. Кун пирки асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗн этнологийӗпе социологи пайӗн ӗҫченӗ Эктор Алос-и-Фонт халӑх тетелӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ иккен.
Ӑсчах каланӑ тӑрӑх, проекта чӑвашсен ҫамрӑк (35 ҫула ҫитичченхи) кил-йышӗсен хушшинче ыйтӑм евӗр ирттересшӗн. Тӗпчевре ҫемьесенче килте мӗнле чӗлхепе тата мӗншӗн калаҫнине палӑртасшӑн. Проект пирки каланӑ тӑрӑх, ӑсчах мӑшӑрсенчен пӗри чӑваш чӗлхине пӗлнине шыраҫҫӗ иккен. Унтан та ытларах — вӗсене ача-пӑчаллӑ ҫемьесем ытларах кӑсӑклантараҫҫӗ-мӗн. Проекта йӗркелекенсем кил-йышра вырӑс е чӑваш, е тата асӑннӑ чӗлхесенчен иккӗшӗнпе те калаҫакансене шыраҫҫӗ.
Уйрӑмах хуласенчи, район центрӗсенчи, Шупашкар ҫывӑхӗнчи ялсемпе кӑсӑкланаҫҫӗ.
Институтра кирлӗ информацие кӑҫалхи авӑн уйӑхӗ тӗлне пухса пӗтересшӗн. Каярах вӗсем аслӑ ҫулхи тата урӑх чӗлхепе калаҫакан ҫемьесене те «ҫитесшӗн».

Чӗмпӗр облаҫӗнче шыв айӗнчи экспедицине хатӗрленеҫҫӗ имӗш — хайхи Куйбышев шывуправӗн тӗпне тӗпчесшӗн. Ӑсчахсем Кивӗ Майна кӳлмекӗ таврашӗнче ӗҫлӗҫ — кун пирки «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) пӗлтернӗ.
Тӗпчевҫӗсем ӗҫлемелли вырӑн Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн ҫӗрне кӗнӗ. Вӑл тӑрӑхра тӗрлӗ суту-илӳ ҫулӗ иртнӗ: ҫурҫӗртен кӑнтӑралла, Пӑлхартан Кейӳ хулине, Вӑтам Азинчен Атӑлҫи Пӑлхара. 1950-мӗш ҫулсенче Куйбышев шывуправне туса лартнӑ хыҫҫӑн чылай вырӑн шыв айне пулнӑ. Ҫав шутра путнӑ карапсем те.
Археологсем малтанлӑха тӗпчевсем ирттерсе Атӑл тӗпӗнче темиҫе пысӑк ӗскер тупнӑ — вӗсен ҫӳллӗшӗ 2 метра яхӑн иккен. Мӗн тупнине каярах тӗплӗн пӗлесшӗн. Тӗп тӗпчеве нарӑс уйӑхӗнче ирттересшӗн — вӑл вӑхӑтра юханшыв пӑрпа витӗнӗ, ҫапла май хаклӑ хатӗрсене кирлӗ ҫӗре ҫитерме ҫӑмӑл пулӗ имӗш.

Вашингтон университетӗнчи (АПШ) физиксем стронций титаначӗн кристалӗнче ҫирӗп фотоярӑшлӑх (выр. фотопроводимость) асӑрханӑ. Ӑна вӗсем ӑнсӑртран уҫнӑ иккен — университет сайчӗ ҫапла пӗлтерет. Ку пулӑма стронций титаначӗнче унччен сӑнаман имӗш, пуласса та шутламан.
Фотоярӑшлӑх — ҫурмаярӑшсен (выр. полупроводник) уйрӑмлӑхӗ, пӗр-пӗр материал ҫине ҫутӑ ӳкнӗ хыҫҫӑн унӑн ярӑшлӑхӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ. Витӗмӗ ҫакнашкал: фотонсем япалашри электронсене хускатаҫҫӗ, заряда куҫаракансен йышӗ ӳснӗрен ярӑшлӑх та пысӑкланать. Фотоярӑшлӑхпа тӗрлӗ ҫӗрте усӑ кураҫҫӗ, сӑмахран, копилекен аппаратсенче.
Ҫирӗп фотоярӑшлӑх (выр. Устойчивая фотопроводимость) — хальтерех уҫнӑ пулӑм. Вӑл фотоярӑшлӑхӑн пайӑр уйрӑмлӑхӗ шутланать, пӗр-пӗр япалаша пӗчӗк тапхӑр ҫутатнӑ хыҫҫӑн унӑн ярӑшлӑхӗ нумайлӑха тӑсӑлнипе ҫыхӑннӑ.
Стронций титаначӗ фотоярӑшлӑхне тӗпченӗ чухне ӑсчахсем ҫак япалан ҫирӗп ярӑшлӑхӗ валли пӳлӗм ӑшши те ҫителӗклӗ пулнине палӑртнӑ. 10 минут ҫутатнӑ хыҫҫӑн унӑн фотоярӑшлӑхӗ 400 хут ӳсни темиҫе куна тӑсӑлнӑ иккен. Ку виҫе пӗчӗк мар имӗш, ҫавӑнпа та малашне тен стронций титанатне компьютер хатӗрӗсене ӑсталанӑ ҫӗрте те усӑ курма пулӗ.

Зоологсем хӑнтӑрсен усси пирки нумай каласа кайма пултараҫҫӗ. Вӗсем пӗчӗк пӗвесем туса ҫӳренипе шыв экологине ырӑ енчен витӗм кӳреҫҫӗ иккен. Анчах 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗ тӗлне вӗсен йышӗ сахалланса юлнӑ. Ҫакӑншӑн нимле экологи те айӑплӑ мар. Этем алли. Сунарҫӑсем хӑнтӑрсене нумай тытнӑ.
Иртнӗ уйӑхра республикӑра «Хӑнтӑр» экологипе тӗпчев операцийӗ иртнӗ. Ун вӑхӑтӗнче 14 районта: Улатӑрта, Элӗкре, Патӑрьелте, Вӑрнарта, Йӗпреҫре, Канашра, Куславккара, Сӗнтӗрвӑрринче, Муркашра, Пӑрачкавра, Вӑрмарта, Ҫӗмӗрлере, Етӗрнере, Елчӗкре — асӑннӑ чӗрчун пуррипе ҫуккине тӗпченӗ. Акцие 36 вӗренӳ заведенийӗнчи 150 ача Чӑваш Енри 40 пӗчӗк юханшывпа 4 кӳлле тӗпченӗ те хӑнтӑрсем тунӑ 60 плотина, 56 шӑтӑк, 9 ҫурт асӑрханӑ. Апат хӑнтӑрсем валли ҫителӗклех-мӗн. Тӗпченӗ территори тӑрӑх хакласан. Хӑнтӑрсен йышӗ респбуликӑра 250-а яхӑн пулма пултарать.
Кирек епле отрасль евӗрех криминалистика та пӗр вырӑнта тӑмасть. Ӳлӗмрен Чӑваш Енӗн криминалисчӗсем — сӑмахӑмӑр кунта РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пирки пырать — хӑйсен ӗҫӗнче гипнозпа усӑ курма тытӑнмалла. Кун валли вӗсем психолог-врачсене явӑҫтарӗҫ.
Асӑннӑ службӑн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев каланӑ тӑрӑх, шар курнӑ ҫынна гипноз преступник пирки лайӑхрах аса илме пулӑшать. Хӑрушлӑх сиксе тухнӑ самантра хумханнипе ҫын ӑна-кӑна ним мар манса кайма пултарать. Гипноз вара хурахӑн сӑнне, тумне, сассине аса илме пулӑшасса шанаҫҫӗ.

Марс ҫинче пурнӑҫ пуррипе ҫуккине ӑсчахсем тахҫанах пӗлесшӗн. Фантастсем ку ыйтӑва тахҫанах тӗрлӗрен хуравланӑ пулсан кӳршӗлле планетӑна тӗпчекенсем тӗпчесе пӗлсе ӗненесшӗн.
Ҫӗр ҫинче пурнӑҫа сӑнлакан сывлӑшран пӗри вӑл — метан. Пирӗн планетӑри газа 90% чӗрӗ чунсем кӑлараҫҫӗ. Вӑл Марс ҫинче те тупӑнсан унта — пӗчӗк пулин те — чӗрӗ организмсем пурӑннине палӑртма май пулӗччӗ, анчах «Кьюриосити» аппарат ӑна тупайман имӗш. Ҫапла май ӑсчахсен шухӑшӗпе пирӗнпе кӳршӗллӗ планетӑра чӗрӗ чунсем пурӑнма пултарассин шанчӑкӗ самай чакнӑ. Ҫавах та вӗсем алла усмаҫҫӗ — хӑш-пӗр микробсем иккен метан кӑлармаҫҫӗ, ҫапла май тен вӗсем те пулин унта пуласса шанаҫҫӗ.
Пӗлме: «Кьюриосити» Марс тӑрӑх ҫӳрекен аппарат пӗлтӗр ҫурлан 6-мӗшӗнче планета ҫине анса ларнӑ. Унӑн тӗллевӗ — геологи структурине тӗпчесси тата пурнӑҫ пуррипе ҫуккине пӗлесси. «Кьюриосити» 2014 ҫул варриччен ӗҫлемелле.
Ӗнер РФ Следстви комитечӗн республикӑри Управленийӗнче пресс-конференци иртрӗ. Унта ведомствӑн ҫур ҫулхи ӗҫӗ-хӗлне пӗтӗмлетрӗҫ. Ҫавӑн йышши мероприятисенчи евӗрех нумай цифра асӑнчӗҫ. Вӗсемпе Управлени ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев паллаштарчӗ.
Ҫапах та пресс-конференцин самай пайӗ нумаях пулмасть пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫӗн тӗп фигуранчӗ — Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Моисеев — тавра пычӗ. Сӑмах май, ҫӗр сутма ирттерекен аукционта Моисеев пӗр усламҫӑна ҫӗнтерме пулӑшма шантарнӑ имӗш. Ҫакӑншӑн район администрацийӗн пуҫлӑхӗ 4 миллион тенкӗ ыйтнӑ пулать. Сӗтевӗн ҫуррине — 2 миллионне — панӑ чух ҫакланнӑ иккен. Ҫӗре Моисеев ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ категорирен каярах строительство валли куҫарма шантарнӑ-мӗн.
Журналистсенчен хӑшӗ ку ӗҫре политика сӗмӗ, апла тӑк ура хурас тени ҫук-и тесе кӑсӑкланчӗ. Следстви управленийӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тӗпчекен пайӗн ертӳҫи Радислав Родионов ун пек факта хирӗҫлерӗ. Юри такӑнтарас тенине вӗсем тӳрех сисессине пӗлтерчӗ.
Тӗпчевҫӗсене ӗҫлеме кансӗрлемеҫҫӗ-и тесе кӑсӑкланакан та пулчӗ.

Вилӗм сенкер тӗспе килет имӗш. Ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ патне Британи ӑсчахӗсем тӗпчесе тухнӑ.
Давид Гемс хӑйӗн ӗҫчешӗсемпе пӗрле Caenorhabditis elegans ӑмансенче вилӗм умӗн мӗнле реакци пулса иртнине сӑнанӑ. Ӑсчахсен палӑртнӑ тӑрӑх уйрӑм клетка епле вилнине тахҫанах тӗпчесе пӗлнӗ, пӗтӗм организмра вара мӗн пулса иртнине — пур клетка та мӗншӗн пӗр харӑс ӗҫлеме чарӑннине — халӗ те пӗлмеҫҫӗ имӗш.
Тӗпченӗ май ӑманӑн вар хырӑмӗнче паллӑ мар вещество асӑрханӑ пулать, вӗсен шухӑшӗпе вӑл липофусцин имӗш. Ҫак вещество ӑманра ватӑлнӑ ҫемӗн нумайланать имӗш. Анчах та ӑмансен икӗ ушкӑнне — ватӑлнисене тата суранланнисене — сӑнанӑ май вӗсен пурин те вилес умӗн кӗлетки витӗр вӑйлӑ сенкер тӗслӗ пайӑркасен хумӗ иртнине асӑрханӑ. Ҫапла май ӑсчахсен шухӑшӗпе ипофусцин вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн мар, вилӗм саманчӗнче хатӗрленет. Ҫак сенкер тӗслӗ хум шӑп та лӑп организм вилӗмӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем ҫак хума епле те пулин чарма вӗренесшӗн — вара вӗсен шухӑшӗпе вилӗм вӑхӑтне те тӑсма пулӗ. Ватӑлнине пула иртекен ҫак реакцине чараймӑн ӗнтӗ, ҫавах та ытти ӑнсӑрт вилӗмрен вӑхӑтлӑха та пулин ҫӑлма пулатех тесе шутлаҫҫӗ.
Мексикӑра, иккен, нумай пулмасть авалхи кӑвакал сӑмсаллӑ динозаврӑн хӳрине тупнӑ. Ҫак чӗрчун ку тӑрӑхра 72 миллион ҫул каялла пурӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑсчахсем пурӗ 50 ҫурӑм шӑмми тупнӑ — вӗсем пурте питӗ лайӑх упранса юлнӑ иккен. Тупнӑ хӳрене 20 кун хушши тасатнӑ — ара ватмасӑр, йӗркеллӗ сыхласа хӑварас тесен питӗ асӑрхануллӑ ӗҫлемелле-ҫке.
Ӑсчахсем каласа панӑ тӑрӑх хӳри кӗлетке тӑршшӗн ҫурри пулнӑ — кӑвакалсӑмсаллӑ динозаврсем 12 метра ҫитнӗ, йывӑрӑшӗ вӗсен 3,5 тоннӑпа танлашнӑ. Палеонтологсем тупнӑ хӳре Мексикӑра пӗрремӗш иккен, маларах ҫакнашкал лайах сыхланса юлнисене асӑрхаман имӗш. Ӑна тӗпченӗ май ӑсчахсем динозаврсем мӗнпе чирленине те пӗлессе шанаҫҫӗ пулас — авалхи чӗрчунсем шыҫӑпа тата артритпа аптрани паллӑ.
Кӑвакалсӑмсаллӑ динозаврӑн ҫак тӗсне — гадрозавра (тӳррӗн куҫарсан — «Мӑн ящер») — чи малтан Нью-Джерсире 1858 ҫулта тупнӑ. Каярах унӑн шӑммисене Австралисӗр пуҫсӑр ытти контитентсенче те асӑрханӑ. Пирӗн патшалӑх лаптӑкӗнче те вӗсем пурӑннӑ имӗш.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкасси ял тӑрӑхне Раҫҫей шайӗнчи тӗпчевҫӗсем килсе ҫитнӗ. Мӗн шыраса тетӗр-и? Шыраҫҫӗ ҫав. Анчах укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ мула мар. Халӑхӑн ламран лама куҫса пыракан туприне палӑртасшӑн — хальхи вӑхӑтри калаҫӑва тата диалектсене.
Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх академийӗн чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗн ӗҫченӗсен ӗҫне асӑннӑ заведенин Уралпа Алтай пайӗн профессорӗ Олег Мудраков ертсе пырать. Вӗсем Раҫҫей тюркологӗсен канашӗн «Тӗрӗк халӑхӗсен диалектологийӗ» программине пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Халӗ пухакан материалсем диалектсем арканичченхи тапхӑрччен, тепӗр майлӑ каласан, 14-мӗш ӗмӗрччен, чӑваш чӗлхи епле янӑранине палӑртма май памалла иккен.
