
Шупашкарта вырнаҫнӑ Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницин счечӗ ҫине 435 пин те 548 тенкӗ укҫа куҫса килнӗ. Вӑл — ҫӗнӗ кӑшӑлвирусӗллӗ пациентсемпе ӗҫлекенсен тухтӑрсене тӳлеме икӗ депутат хӑйсен кӗсйинчен уйӑрнӑ укҫа.
«Кӗмӗле» Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков тата Игорь Моляков уйӑрнӑ. Вӗсем хӑйсен шалӑвӗн пӗр пайне Чӑваш Енре COVID-19 амакпа кӗрешме пулӑшас тӗллевпе парас тенине федераци шайӗнчи тӗрлӗ МИХ тата тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче унчченех хыпарланӑччӗ. Халӗ депутатсен укҫи пирӗн республикӑна килсе ҫитнӗ.
Чӑваш Енре «Пӗрле» ыркӑмӑллӑх фончӗ те йӗркеленӗ. Ҫавӑн тӗллевӗ — кӑшӑлвирус саманинче ыр кӑмӑлтан пулӑшакансене пӗр ҫӗре пухасси, пулӑшу кирлисене йывӑр саманара тӗрлӗ енлӗн пулӑшасси.

Усал хыпар утпа ҫӳрет теҫҫӗ те, ҫак кунсенче тӗнче тетелӗнче Шупашкарти шӑл тухтӑрӗсене ирӗксӗр кантараҫҫӗ текен сас-хура сарӑлнӑ. Республикӑн парламенчӗн депутачӗ Константин Степанов, тӗслӗхрен, Шупашкарти Хула стоматологийӗн поликлиникин тытӑмӗнчи 100 ытла ҫынна хӑй ирӗкӗпе канма кайма хистенине пӗлтернӗ. Вӑл прокуратурӑна та ҫыру шӑрҫаланӑ-мӗн.
Надзор органӗ тӗрӗсленӗ те ӗҫ законодательствине пӑснине палӑртман. Поликлиникӑн ертӳҫисем те саккуна пӑхӑнса пурӑннине, ҫынсем хӑйсем канасшӑн пулнине, ҫавӑн пирки ыйтса ҫырнине ӗнентернӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев стоматологсемпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва хӑй тӗрӗслеме палӑртнӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин ревизи службине лару-тӑрӑва тишкерсе ҫывӑх вӑхӑтра пӗлтерме ыйтнӑ.

Муркашри перевозчик тухтӑрсене виҫӗ кун тӳлевсӗр илсе ҫӳреме йышӑннӑ. Ҫапла майпа усламҫӑ ҫак йывӑр тапхӑрта ӗҫлекен специалистсене пулӑшасшӑн.
«Шупашкар – Муркаш» ҫулпа ҫӳрекен 112-мӗш маршрут медицина ӗҫченӗсене ака уйӑхӗн 20-22-мӗшӗсенче тӳлевсӗрех лартса кайӗ. Вӗсен справка ҫеҫ кӑтартмалла.
Палӑртмалла: усламҫӑ Николай Никитин кунашкал акцие пӗрремӗш хут ирттермест. 2006 ҫулта вӑл юбилей ячӗпе мӗнпур пассажира пӗр кун тӳлевсӗр илсе ҫӳренӗ. Ун чухне ҫынсем тӗлӗннӗ. Кайран кун пек акци 2011 тата 2016 ҫулсенче иртнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Муркашран Шупашкара ӗҫлеме ҫӳрекен тухтӑрсем самаях.

Патӑрьел районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм аслӑк ҫинчен ӳкнӗ. Медицина катастрофисен тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн республикӑри центрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм кил-тӗрӗшри ӗҫпе аппаланнӑ май аслӑк ҫине улӑхнӑ. Унтан вӑл персе аннӑ.
Ҫав кун васкавлӑ пулӑшу ыйтса шӑнкӑравланисенчен 11 проценчӗ суранланнипе сӑлтавланнӑ. Республикӑн тӗрлӗ районӗнче пурӑнакан виҫӗ ҫынна йытӑ ҫыртнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта виҫӗ ҫулти ача тетте ҫӑтнӑ.
Шупашкарта пӗр арҫын аяк пӗрчине тӑватӑ кун каяллах хуҫнӑ. Вӑл гараж шӑтӑкне ӳкнӗ. Малтанах аптӑраман-ха. Кайран, тӑваттӑмӗш кунхине, хытах нушаланма тытӑннӑ. Вара васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ватӑ арҫын ҫурӑм ҫине иртнӗ эрнерех ӳкнӗ. Ҫурӑм шӑммин сыпӑкне хуҫнӑскер ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тухтӑрсене чӗннӗ.

Иртнӗ эрнере массӑллӑ информаци хатӗрӗсем «Макдоналдс» тухтӑрсене тӳлевсӗрех апат ҫитерни пирки ҫырнӑ. Кофе тата чизбургер илме шурӑ халатлисем служба машинипе кӗрсе тухаҫҫӗ.
Чӑваш Енри общепит хушшинче тухтӑрсене пулӑшма хатӗррисем татах пур. Тунтикун Шупашкарти пӗр васкавлӑ медпулӑшу станцине вӗри апат илсе ҫитернӗ. вӗсене уйрӑм бокса тултарнӑ.
Тухтӑрсем талӑкӗпех ӗҫлеҫҫӗ, ҫавна май вӗсене кунне виҫӗ хутчен ҫитерме палӑртнӑ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал акци ака уйӑхӗн 21-мӗшӗччен пулӗ.

Шупашкарта Хулари иккӗмӗш пульницӑн стационарне карантина хупнӑ. Унтан никама та кӑлармаҫҫӗ, никама та кӗртмеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ. Стационарта кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынна пулнӑ. Поликлиника вара унчченхиллех ӗҫлет-мӗн.
Вӑрмарти район пульницинче 1-мӗш тата 2-мӗш корпуссенче обсерватори туса хунӑ. Ирӗксӗр тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Асӑннӑ пульницӑн терапи уйрӑмӗнче сипленекен пӗр хӗрарӑм covid-19 чирли палӑрнӑ. Пациенткӑпа пӗр уйрамра выртнӑ 26 пациента тата медорганизацире ӗҫлекен 20 ҫынна обсерватора вырттарнӑ. ЧР Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пульницӑн ытти стационарӗнчи ҫынсенне те анализ илнӗ. 12 тухтӑра киле карантина янӑ.
Ытти уйрӑмри специалистсем унчченхиллех ӗҫлеҫҫӗ.

Иртнӗ эрнере васкавлӑ медпулӑшу бригадисем ача ҫуратма хатӗрленнӗ 50 ытла хӗрарӑма пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пӗр хӗрарӑм шӑнкӑравласа шыв кайнине, хырӑмӗ ыратнине пӗлтернӗ. Васкавлӑ медпулӑшу бригади 15 минутран Муркаш районӗнчи Тури Панкли ялне ҫитнӗ. Марина Беловӑпа Артем Налимов хӗрарӑма машинӑна хурса пульницӑна кайма тухнӑ. Анчах ҫитеймен – ҫуратма пуҫланӑ.
Водитель машинӑна чарнӑ кӑна – 5 минутран ача сасси янӑраса кайнӑ. Ҫул ҫинче 3 килограмм таякан хӗрача ҫут тӗнчене килнӗ. Фельдшерсем ку таранччен кун пеккине тӗл пулман. Хӗрарӑма ҫураттарни – вӗсен пӗрремӗш опычӗ. Ача ҫуралсан вӗсем часрах Шупашкрати пульницӑна вӗҫтернӗ.

Шупашкарти клиника центрӗн 1-мӗштата 2-мӗш поликлиникисене карантина хупнӑ. Кун пирки республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ. Поликлиникӑсем паянтанпа, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнченпе, ӗҫлемеҫҫӗ.
Медицина организацийӗн администрацийӗнче ӗҫлекенсенчен пӗрин коронавирус тесчӗ иккӗленӳллӗ пулнӑ. Ӑна уйрӑм палатӑна вырттарнӑ. Хӗрарӑм чикӗ леш енче пулман.
Поликлиникӑсенче дезинфекци ирттереҫҫӗ. Медицина организацийӗсен ӗҫченӗсене карантина янӑ. Вӗсенне COVID-19 анализӗ илнӗ.
«Анализ кӑтартӑвӗ хальлӗхе паллӑ маи пулин те поликлиникӑна карантина хупас терӗмӗр. Ҫакна эпир инфекцие сарас мар тесе турӑмӑр», — тенӗ республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов.
Маларах асӑннӑ поликлиникӑсем Шупашкарӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ тата Чапаев поселокӗсенче пурӑнакансене йышӑннӑ. 1-мӗш поликлиника Социализм урамӗнче, 2-мӗш Чернышевский урамӗнче вырнаҫнӑ.

Паян, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи 109-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче пурӑнакан ҫынна васкавлӑ медпулӑшу машинипе илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ӑна ятарлӑ бокса вырттарнӑ, хӑйсем те ятарлӑ тум тӑхӑннӑ. Мӗншӗн тесен ҫак ҫын коронавируспа чирлеме пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
«Арҫын ют ҫӗршывран килнӗ текен верси пур, килте ӑна япӑх пулса кайнӑ», - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата. Кунашкал тӗслӗх пулнине ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви те ҫирӗплетнӗ.
Аса илтерер: паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре коронавируспа чирленӗ 1 ҫынна шута илнӗ.

Коронавируспа чирлекенсен йышӗ хӑҫан чакасси паллӑ. Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерствин тӗп эпидемиологӗ Николай Брико «Интерфакса» пӗлтернӗ тӑрӑх, чирлекенсен шучӗ ака уйӑхӗн вӗҫӗ – ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче чакма пултарать.
РФ Сывлӑх сыхлав министерствин тӗп эпидемиологӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, китай коронавирусӗ респиратор инфекцийӗсен ушкӑнне кӗрет. Ун пек чир-чӗр кӗрхи-хӗллехи вӑхӑтра вӑйлӑ аталанать.
Брико каланӑ тӑрӑх, вирус динамики унпа чирлекенсен шучӗ сасартӑк нумайланнине пӗлтермест. Цифрӑсем пысӑкланни тӗрӗсленисен йышӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ.
Коронавирус тестне халӗ ӳйрӑм ҫын лабораторийӗсемпе клиникисенсе те пурнӑҫлаҫҫӗ.
Коронавирус тахҫантанпах аталанакан чир-чӗрпе нушаланакансемшӗн тата иммунитет чакнӑ ватӑсемшӗн ҫеҫ хӑрушшине аса илтернӗ. Ҫӗршывӑн тӗп эпидемиологӗ каланӑ тӑрӑх, чирлисен 80 проценчӗ чире ҫӑмӑллӑн тӳссе ирттерет.
