
Чӑваш Енре пурӑнакансем Таиландра чӑваш юррине янӑратнӑ. Тӗрӗссипе, сцена ҫинче янӑраман-ха. Мототаксире. Ӑшӑ ҫав ҫӗршывра тук-туксем урам тӑрӑх хутлаҫҫӗ.
Таиланда канма кайнӑ чӑвашсем Пхукет хулипе мототаксипе вӗҫтерсе пынӑ чухне чӑваш юррине ярса пама ыйтнӑ. Ара, тук-тукра Bluetooth-колонка пулнӑ та, таксист каланине итленӗ.

Чӑваш Енре глэмпингсем тӑвассине япӑх мар йӗркеленӗ. Вӗсенчи йӗркелӗхпе сыхлӑх пирки те манмаҫҫӗ.
«Аван» ятлине, сӑмахран, йӗри-тавра карта тытса ҫӑвӑрнӑ, унта видеосӑнӑв вырнаҫтарнӑ. Росгвардипе васкавлӑ ҫыхӑнмалли кнопка пур.
Глэмпингсене тискер чӗрчунсем, сӑмахран, кашкӑрсем, пырса кӗресрен йытӑсем хураллаҫҫӗ. Алабайсемпе хаскискем вӗсене вӗрсе хӑратаҫҫӗ.

Пӗлтӗр пирен республикӑри хӑна ҫурчӗсем, хотселсем, халӑха вырнаҫтармалли ытти организаци 3 миллиард тенкӗ ытла ӗслесе илнӗ. Кун пек цифрӑна республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов Чӑваш Енре глэмпингсем тӑвассине халалланӑ пресс-конференцире асӑнса хӑварнӑ.
Министр шухӑшланӑ тӑрӑх, укҫа нумайрах ӗслесе илни республикӑна туристсем ытларах килнипе ҫыхӑннӑ. 2024 ҫулта гостиницӑсем, хостелсем тата санаторисем 475 пин ытла хӑнана йышӑннӑ.

Красноармейски округӗнче туризма аталантарс енӗпе рсах ӗҫлеҫҫӗ. Унти Яманак ялӗнче паллӑ вырӑн пур. Вӑл – шыв арманӗ.
Армана XIX ӗмӗр вӗҫӗнче хута янӑ. Халӗ ӑна ҫӗнетесшӗн, унта туристсем валли хитре вырӑн тӑвасшӑн. Шыв арманӗпе юнашар глэмпинг ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӑна «Туризм тата тарватлӑх индустрийӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тунӑ. Пӗлтӗр унта A-фрейм тата барнхаус стилӗпе пӗчӗк 10 хӑна ҫурчӗ тунӑ.

Етӗрне округӗнче Сӑр юханшывӗнче глэмпинг-отель тӑвасшӑн. Мини-отель шыв тӑрӑх ишнӗ вӑхӑтра экскурсоводсем ку тӑрӑхри илӗмлӗ, паллӑ вырӑнсем пирки каласа кӑтартӗҫ.
Кунта килсе чарӑнакан туристсен автобусӗсем валли парковка, Ильин тӑвӗ ҫинче таврана сӑнамалли лапам тӑвасшӑн.
Сӑмах май, ишекен ҫуртсене – хаусботсене – Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен савутӗнче туса кӑлараҫҫӗ.

Шупашкарти юханшыв портне, тӗрӗсрех, пассажирсене турттарас, ыйтӑва Раҫҫейӗн транспорт министрӗпе Роман Старовойтпа сӳтсе явнӑ. Ку хыпара республика Элтеперӗ Олег Николаев Телеграмри хӑйӗн страницинче сӳтсе явнӑ.
Ларӑва видеоконференци мелӗпе «Флот РТ» тата «Водолет» организацисен представителӗсем, Тутарстанпа Чулхула облаҫӗн Правительствин юханшыв флочӗ енӗпе ӗслекен эксперт канашӗн пайташӗсем хутшӑннӑ.
2023 ҫулхи юпа уйӑхӗнче «Юханшыв магистралӗсем» проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Вӑл пассажирсене Атӑл тӑрӑх хӑвӑрт турттарассине аталантарассипе ҫыхӑннӑ. Ятарласа йӗркеленӗ комисси Чулухла облаҫӗнчи, Тутарстанри тата Чӑваш Енри субсидилекен 12 маршрута палартса хӑварнӑ. Чӑваш Ене илсе Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче прчиалсем тӑвасшӑн.

Шупашкар хули «Волжский вояж» (чӑв. Атӑл вояжӗ) чукун ҫул туризм маршрутне лекнӗ. Ӑна «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществи йӗркеленӗ.
Туристсем валли хатӗрленӗ ҫӗнӗ маршрут ҫапларах: «Мускав — Шупашкар — Йошкар-Ола —Чулхула».
«Атӑл вояжӗ»
круиз поезӗ ҫула ҫитес ҫулхи ака, ҫурла тата юпа уйӑхӗсенче тухӗ.
Билета Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен официаллӑ сайтӗнче ҫитес вӑхӑтра сутма тытӑнӗҫ.

Кӗҫех республикӑра теплоход сезонӗ вӗҫленӗ. Юлашки теплоход чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче килсе чарӑнӗ. Кӑҫалхи кӑтарту, вара халех паллӑ: республикӑна туристсем килес енӗпе рекорд пулнӑ.
Кӑҫалхи сезонра 720 круиз теплохочӗ 102 пин ытла турист килнӗ. Ӗнер икӗ теплоход чарӑннӑ. Чӳк уйӑхӗнче тепӗр 3-шӗ килмелле.
Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑна теплоходсемпе 89 пин турист килсе курнӑ.

Чӑваш Енри ӑста хӑйӗн ӗҫӗсемпе Дагестанра тӗлӗнтерет.
Шупашкарти Александр Яковлев хӑваран хитре тӗрлӗ япала ӑсталать. Вӗсемпе ҫынсем хӑйсен интерьерне капӑрлатаҫҫӗ. Ӑсталӑха арҫын ачасене те вӗрентет. Кун пек пултарулӑха вӑл аслашшӗнчен (тен, кукашшӗнчен-тӗр. Вырӑсла хыпарта «дедушка» тенӗ) алла илнӗ.
Нумаях пулмасть ентешӗмӗр тӗрлӗ чӗрчунпа кайӑк кӳлепине ӑсталама пуҫланӑ. Вӗсене вӑл туристсен комплексӗсем валли тӑвать. Унӑн хальтерех ӑсталанӑ ӗҫӗсем — ӑмӑрткайӑк, ту-сӑрт турӗпе ягуар. Вӗсене Дагестанри ту хысакӗсем ҫине вырнаҫтарнӑ.
Арҫын Шупашкарта хулӑран авса тунӑ чӗрчунсен зоопаркне тӑвас ӗмӗтпе ҫунатланса пурӑнать-мӗн.

Чулхулари «Валдайсем» Сӗнтӗрвӑррине ҫӳреме тытӑнасшӑн. Асӑннӑ хулари «Водолет» компани 2025 ҫулта виҫӗ ҫӗнӗ маршрут уҫасшӑн, ҫав шутра — Сӗнтӗрвӑррине те.
Хальхи вӑхӑтра компани Чулхуларан Хусана тата Чӗмпӗре ҫӳрет, ҫула май Шупашкарта чарӑнать.
«Ҫыхӑнура» форум пирӗн республика ертӳҫисем кӑҫал Шупашкартан Сӗнтӗрвӑррине, Куславккана тата Чикмене шыв транспортне ҫӳретме тытӑнассине пӗлтернине аса илтерет.
