Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: транспорт

Ҫул-йӗр

Шупашкарти юханшыв портӗнчен Атӑлӑн леш енне ҫӳрекен пӑрахучӗсем кӑҫалхи сезонта ыран юлашки хутчен ҫула тухмаллаччӗ. Ку йышӑнӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫу уйӑхӗнчи йышӑнусенчен пӗринче палӑртса хӑварнӑччӗ. Кӑҫалхи навигаци тапхӑрӗ ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑччӗ.

Шупашкарти юханшыв портӗнче теплоходсене Атӑл леш енне ҫурлан 28-мӗшӗнчех каҫарма пӑрахнӑ. Ҫакна Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче порт пӗлтерни тӑрӑх ҫанталӑк сулхӑнлатнипе тата пассажирсен шучӗ чакнипе сӑлтавланӑ.

Шупашкарти юханшыв порчӗ кӑҫал «Шупашкар — Сосновка — Шупашкар» тата «Шупашкар — Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнчи пляж — Шупашкар» маршрутпа теплоходсем ҫӳретнӗччӗ.

 

Хулара
«Про Город» тунӑ сӑн
«Про Город» тунӑ сӑн

Кӗҫех Ҫӗнӗ Шупашкар ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвӗ. Хула ҫыннисемпе хӑнисене парне кӗтет: ҫав кун пӗр троллейбус тӳлевсӗрех илсе ҫӳрӗ.

Вӑл 54-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус пулӗ. Ӑна ятарласа хӑмпӑсемпе илемлетӗҫ, ҫавна май вӑл инҫетренех курӑнӗ, ӑна палласа илме ҫӑмӑл пулӗ.

Троллейбус тӳлевсӗр кӑна илсе ҫӳремӗ, унта конкурссем те ирттерӗҫ, юрлӗҫ, парнесемпе хавхалантарӗҫ. Вӑл ирхи 10 сехетрен пуҫласа каҫхи 10 сехетчен ҫӳрӗ.

Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкар уявне анлӑн паллӑ тӑвӗ. Ҫав кун «Челси» ушкӑн концерчӗ пулӗ, фейерверк тӳпене ялкӑштарӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44066
 

Республикӑра

Чӑваш Енре мобильлӗ радарсем пулӗҫ. «Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗ «Скат-С» куҫса ҫӳрекен комплекссемпе ӗҫлеме вӗрентет. Радарсене 2016 ҫул вӗҫӗнчех туяннӑ, анчах вӗсене малтанласа стационарти евӗр уса курнӑ. Радарсем ҫул-йӗр правилине пӑсакансене сӑн ӳкерсе илеҫҫӗ тата видео ӳкереҫҫӗ.

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, учреждени ӗҫченӗсене хатӗре туса кӑларакан савут специалисчӗсем вырӑна тухса вӗрентнӗ. Комплекса кӑларакансем оборудованипе мӗнле ӗҫлемеллине инструктаж ирттернӗ.

Паянтанпа, ҫурлан 18-мӗшӗнченпе, «Чӑвашупрдор» предприяти комплекса республикӑри икӗ вырӑна вырнаҫтарма пуҫланӑ.

Прибор машинӑсем хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайнине, ҫул айккипе кайнине, хӑвӑртлӑха ӳстернине паллӑ туса пырӗ.

 

Хулара

Шупашкара «мӑйракасӑр» троллейбус илсе килсе тӗрӗслессине унччен пӗлтернӗччӗ. Паян ӑна ҫула кӑларнӑ. Унпа хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков та ярӑннӑ.

Троллейбуса Сарӑтуран Шупашкара темиҫе кунлӑха ҫеҫ илсе килнӗ. Унашкал транспорт 16 миллион тенкӗ тӑрать, электричествӑсӑр 30 ҫухрӑма яхӑн каяйма пултарать. Анчах темиҫе ҫултан унӑн аккумуляторне улӑштармалла. Ку вара 6 миллион тенке кайса ларать.

Ҫӗнӗ транспортпа Владимир Иванов министр та ярӑнса курнӑ. Троллейбус «Ҫӗнӗ хула» микрорайона кайнӑ. Анчах Хӗвеланӑҫ поселокне ҫитсен Алексей Ладыков Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитме тӗллевленнӗ. Ку кӑна мар – вӗсем «мӑйракасӑр» транспортпа Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн алӑкӗ умнех ҫитсе чарӑннӑ.

Унашкал транспорта пирӗн те туянӗҫ-и? Федераци хысни 16 миллион тенкинчен 6-шне саплаштарма шантарсан та – ҫук. Ыран троллейбус Сарӑту хулине кайӗ.

 

Ҫул-йӗр

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Мускавра тӗрлӗ ҫӗре ҫӳрекен 265 автобуса тытса чарнӑ. Вӗсем тормоз тата руль тытӑмӗ юсавсӑррине пула кӑлтӑклӑ пулнӑ. Тытса чарнӑ автобуссем хушшинче Мускавран Шупашкара ҫӳрекеннисем те пулнӑ.

Тормоз тата руль тытӑмӗ юсавсӑр транспорта ятарлӑ стоянкӑна кайса лартнӑ. Йӗркесӗр транспорт пассажирсене вӑрттӑн, саккунлӑ мар майпа турттаракансен пулни паллӑ.

Пассажирсене турттаракансем тенӗрен ҫакна аса илтерер. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ Чӑвашавтотранс ӗҫченӗсем ҫу уйӑхӗнчи ӗҫ укҫине илнине, анчах ҫӗртме уйӑхӗнчине унта тӳлеменнине пӗлтернӗччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче Чӑвашавтотранс предприятире шалӑвӑн пӗр пайне ҫеҫ панӑ: 20 миллион тенкӗрен 12-шне.

 

Хулара

Чӑваш Ене Ӗренпуртан делегаци килнӗ. Вӗсене ҫынсене троллейбуспа илсе ҫӳрес ӗҫ кӑсӑклантарнӑ.

Шупашкарта Ӗренпур хула администрацийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ. Чи малтанах вӗсем троллейбус управленийӗ мӗнле ӗҫленипе паллашнӑ. Хӑнасене диспетчерсен ӗҫӗпе паллаштарнӑ, карточкӑпа тӳлесе билет илес тытӑм пирки те каласа кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех хӑнасене пассажир транспорчӗн ӗҫӗ-хӗлӗн онлайн-мониторингӗпе паллаштарнӑ.

Ӗренпуртан килнӗ делегацие Шупашкарти троллейбус управленийӗн ӗҫӗ-хӗлӗ чӑннипех те тӗлӗнтернӗ: 50 ҫул ӗҫлесе те предприяти каялла чакман имӗш, троллейбуссем чиперех ҫӳреҫҫӗ. Хӑнасем кунти опытпа хӑйсем патӗнче усӑ курассине пӗлтернӗ.

Сӑмах май, Ӗренпурта 6 маршрут ӗҫлет. Пирӗн патра вара — 18.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43690
 

Культура

Иртнӗ эрнекун Сӗнтӗрвӑрри районӗнче кӑҫалхи ҫур ҫула пӗтӗмлетмелли пуху иртнӗ. Унта республикӑран Михаил Игнатьев Элтепер, Светлана Енилина финанс министрӗ тата ыттисем хутшӑннӑ.

Районӑн ҫур ҫулхи аталанӑвӗпе паллаштарнӑ май туризма аталантарассине те хускатнӑ. Пухура пулнӑ Андрей Иванов журналист пӗлтернӗ тарӑх, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников ҫапларах пӗлтерни паллӑ: Сӗнтӗрвӑрринче туризм аталанать, мӗншӗн тесен Куславккара дебаркадер ҫук, ҫавна май пӑрахутсем Сӗнтӗрвӑрринче чарӑнаҫҫӗ.

Кӑҫал «Куславкка–Волжск–Куславкка» маршрутпа Атӑл ҫийӗн теплоход ҫӳреттермессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Навигацие чарса лартни теплоход тӑмалли вырӑна вырнаҫтарма укҫа хӗсӗк пулни темелле. Куславккасем Шупашкарти юханшыв порчӗ дебаркадершӑн хаклӑ ыйтать тесе шухӑшлаҫҫӗ.

 

Сывлӑх

Шупашкарти Гладков урамӗнче вырнаҫнӑ Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрне пациента паян вертолетпа илсе килнӗ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пекки халиччен Чӑвашра пулман.

Вертолетпа килнӗ ҫын Хусанти клиники пульницинче сипленнӗ. Ҫул ҫинче 40 минут иртнӗ. Пулӑшу кирлӗ арҫыннӑн ҫурӑм шӑммин мӑй патӗнчи пайӗ аманнӑ.

Пациента санитари вертолечӗпе илсе килнине Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачӗ ырланӑ, хӑш-пӗр сурансене вӑхӑтра пулӑшу кӳни питӗ паха пулнине каланӑ.

Хусанти пациента кӗтсе илме Чӑваш енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов та ҫитнӗ.

Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче санитари авиацине аталантарас ыйтӑва сӳтсе явнине ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

 

Ҫул-йӗр

Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра тӳлевсӗр ҫул ҫӳреме хакла ларӗ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви нумаях пулмасть саккун проекчӗ хатӗрленӗ. Унта республикӑн Административлӑ йӗрке пӑсни ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртесшӗн. Сӑмах май, юлашки икӗ ҫул ҫурӑра транспортра билетсӑр ҫӳренине республикӑра пачах та тӗрӗслемен, никама та штрафламан. Ку хыпара транспорт министрӗ Владимир Иванов саккун проектне ӑнлантарса ҫырнинче пӗлтернӗ.

Административлӑ йӗркене пӑсни ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртсен штраф виҫи хальхи 100 тенкӗ вырӑнне 1000 тенкӗпе танлашӗ. Багажшӑн укҫа тӳлеменнисен штрафӗ 500 тенке ҫитсе ларӗ. Штраф виҫи хӑпарнине кура тӗрӗслев ирттерме пуҫласса шанма пулать.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан Наталья Устакишева тӑванӗсемпе пӗр эрне ҫыхӑнӑва тухманран, 39 ҫулти хӗрарӑм машини-качки ҫухалнӑран йӗрке хуралҫисене пӗлтернине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тӗпчевҫӗсем ҫын вӗлернӗ тесе шухӑшланӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑм утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ача уйлӑхӗнче канакан ывӑлӗ патне кайса килнӗ. Унта вӑл тӗнче тетелӗ урлӑ паллашнӑ арҫынпа кайнӑ.

Темиҫе кунтан право хуралӗ ӗҫченӗсем виҫӗ арҫынпа пӗр хӗрарӑма тытса чарнӑ. Арҫынсенчен пӗри — Тутарстанра пурӑнаканскер, теприсем — Пермь тӑрӑхӗнчен, хӗрарӑм — Шупашкартан. Арҫынсенчен пӗрин ҫумӗнче икӗ тӗрлӗ ҫын пулнине ҫирӗплетекен суя документсем пулнӑ. Ӑна ҫынсене улталанӑшӑн Чӑваш Енри тата Пермь тӑрӑхӗнчи йӗрке хуралҫисем шыранӑ.

Ҫухалнӑ хӗрарӑм машинине Киров облаҫӗнчи Советск хулинчи пасарта тупнӑ. Ӑна виҫӗ хутчен сутма ӗлкӗрнӗ.

Хӗрарӑм виллине Гладков урамӗнче пытарнӑ. Ӑна пӑвса вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчев малалла пырать.

 

Страницӑсем: 1 ... 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, [31], 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, ... 69
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2026 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 01

1846
180
Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ.
1901
125
Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1931
95
Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1941
85
Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ.
1941
85
Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
1946
80
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ.
1951
75
Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1951
75
Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ.
1961
65
Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1986
40
Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын