
Шупашкар – ачасемшӗн хӑтлӑ хула-и? Ҫакна www.domofond.ru портала тишкерсен пӗлме пулать. Экспертсем ача-пӑча инфратытӑмӗ аталаннӑ хуласен списокне хатӗрленӗ.
Танлаштарӑма хатӗрличчен Раҫҫейри пысӑк хуласенче пурӑнакансен хушшинче ыйтӑм ирттернӗ. «Манӑн районта ачасене кирли йӑлтах пур: вӑйӑ лапамӗ, ача пахчи, поликлиника, шкул тата ытти те» предложение 1-10 балпа хаклама сӗннӗ. Ыйтӑма пӗтӗмпе 258441 ҫын хутшӑннӑ.
Танлаштарӑмра малти йӗркене Мускав хули йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Питӗр. Виҫҫӗмӗш йӗркене Тӗмен йышӑннӑ. Шупашкар миҫемӗш вырӑна лекнӗ-ха? Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, лару-тӑру улшӑнман. Кӑҫал та Шупашкар ҫиччӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн хулара ыйтӑма 1214 ҫын хутшӑннӑ.
Танлаштарӑмӑн чи аялти йӗркисене Якутск, Шахты, Махачкала хулисем йышӑннӑ.

Ҫӗмӗрлери икӗ предприяти Раҫҫейӗпех чапа тухнӑ. РБК журнал 2013-2016 ҫулсенчи кӑтартусене шута илсе танлаштарӑм хатӗрленӗ. Ҫӗмӗрлери икӗ предприяти ҫӗршывра пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӳсекен ТОП-50 организацисен шутне кӗнӗ.
«Автомобиль фургонӗсен комбиначӗ» списокра 25-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл 2013-2016 ҫулсенче тупӑшне 2,2 миллиардран 6,6 миллиард тенке ҫитернӗ. Вӑл ҫар фургонӗсем, автозаксем, куҫса ҫӳрекен ҫӑлав пункчӗсем, кустӑрма ҫинчи лабораторисем тата ытти техника туса кӑларать. Продукцие ытларах РФ Хӳтӗлев министерстви, ШӖМ, МЧС, ФСИН, РЖД, «Газпром», «Транснефть» туянаҫҫӗ. Предприяти 1930 ҫултанпа ӗҫлет.
27-мӗш йӗркене вара «Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен савучӗ» йышӑннӑ. Вӑл тупӑшне 2,9 миллиард тенкӗрен 8,5 миллиард тенке ҫитернӗ. 1920-мӗш ҫулсенче йӗркеленнӗ савут ятарлӑ техника кӑларать. Унӑн продукцине те ытларах чухне РФ Хӳтӗлев министерстви туянать.

Кӑҫал Чӑваш Енри ҫемьесене ипотекӑпа усӑ курса хваттер илме ҫӑмӑлрах. 2015 ҫулта ку енӗпе лару-тӑру йывӑртарах пулнӑ.
Икӗ ҫул каялла республикӑри ҫемьесен 10,2 проценчӗ ҫеҫ ипотекӑпа усӑ курнӑ. Кӑҫал ку кӑтарту 19,5 процента ҫитнӗ. Ҫапах Чӑваш Ен Раҫҫей регионӗсен хушшинче ку енӗпе 67-мӗш вырӑн ҫеҫ йышӑннӑ. Атӑлҫи федераци округӗнче вара — юлашки вырӑнта.
Раҫҫейӗпе илес-тӗк, ҫемьесен 25,8 проценчӗ ипотекӑпа усӑ курса хваттер илме пултарать. Малти вырӑнсен Ямал-Ненец, Чукотка, Ханты-Манси автономи округӗсем, Магадан облаҫӗ йышӑннӑ. Унти регионсенче кашни иккӗмӗш ҫемьен ипотека илме май пур. Севастопольте, Крымра ку енӗпе лару-тӑру йывӑртарах.
Палӑртмалла: танлаштарӑма хатӗрленӗ чухне ҫемье 54 тӑваткал метрлӑ икӗ пӳлӗмлӗ хваттер илнине, хваттер хакӗн 20 процентне тӳленине тата ипотекӑшӑн тупӑшӑн 70 процентне тӳленине шута илнӗ.

Тутарсен тата мӑкшӑсемпе ҫармӑссен Хӗл Мучийӗсем чӑвашӑннипе танлаштарсан хисеплӗрех. Кун пирки ТурСтат тишкерӳ агентстви хатӗрленӗ танлаштарӑм (рейтинг) тӑрӑх пӗлме пулать.
Нумай пулмасть агентство тӗрлӗ халӑхсен Хӗл Мучийӗсене танлаштарса пӑхнӑ, вӗсен сумне тата хисепне тишкернӗ. Пирӗн Хӗл Мучи 8-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Кӳршӗлле халӑхсенне пӑхсан тутарсен Кыш Бабайӗ 2-мӗш вырӑнта; удмуртсен Тол Бабайӗ — 5-мӗш; ҫармӑссен Йӳштӑ Кукӑса (Йӱштӧ Кугыза) — 6-мӗш; мӑкшӑсен Якшама Атя — 7-мӗш. Пӗрремӗш вырӑна вара вырӑссен Дед Морозӗ йышӑннӑ. Пурӗ миҫе халӑх Хӗл Мучийӗ танлаштарӑма хутшӑннине тишкерӳ агентстви пӗлтермест. Мӗнле критерисене тӗпе хурса вырӑнсене пайлани те паллӑ мар.
Чӑвашсен Хӗл Мучи вырӑнӗ Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексра вырнаҫнӑ.

ТурСтат тишкерӳ агентстви кӑҫал кӗркунне Раҫҫейре иртнӗ чи лайӑх фестивальсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Ӑнкарма йывӑр мар ӗнтӗ: чи пӗрремӗш йӗркене халӗ Сочире иртекен Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксемпе студентсен фестивалӗ йышӑннӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: танлаштарӑмӑн 8-мӗш йӗркине Шупашкарта иртекен М.Д.Михайлов ячӗллӗ опера фестивалӗ лекнӗ. Вӑл кӑҫал Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 27-мӗш хут иртӗ. Куракансен умне П.Чайковскин «Евгений Онегин», Г.Доницеттин «Любовный напиток», Дж.Вердин «Риголетто» оперисене каларӗҫ, «Тенор XXI века» концерт тата гала-концерт иртӗ.
Танлаштарӑмӑн иккӗмӗш йӗркине Мускав облаҫӗнче иртекен «Подмосковные вечера искусств» фестиваль йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта – Екатеринбургра йӗркеленекен «Евразия» фестиваль.

Авӑн уйӑхӗнчи кӑтартусене шута илсе кӗпӗрнаттӑрсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Хальхинче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев миҫемӗш вырӑна лекнӗ-ха?
Хальхинче Михаил Васильевич ултӑ йӗрке аяларах аннӑ. Вӑл 85 йӗркерен 77-мӗшне йышӑннӑ. Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсен пуҫлӑхӗсен хушшинче Михаил Игнатьев ҫаплипех юлашки вырӑнта-ха. Элтепер пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче 3627 хутчен асӑннӑ.
Мускав мэрӗ Сергей Собянин унчченхи пекех малти вырӑна йышӑннӑ. Иккӗмӗш йӗркере – Чечня Республикин пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров. Виҫҫӗмӗш йӗркене Свердловск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Евгений Куйвашев йышӑннӑ.
Сӑмах май, кунашкал танлаштарӑма кашни уйӑхрах хатӗрлеҫҫӗ.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Наци танлаштарӑмӗнче пӗр йӗрке ҫӳлерех хӑпарнӑ.
«Республика пуҫлӑхӗ мэра тапӑннине пӑхмасӑрах вӑл пӗр йӗрке хӑпарнӑ, - тенӗ танлаштарӑм агентствин специалисчӗ. – Ӑна тапӑнни чылай экспертӑн шухӑшне япӑх енне улӑштарнӑ. Килнӗ информацие ӗненес тӗк, Михаил Игнатьев республикӑри тӗрӗслев органӗсенчен, прокуратурӑран, ШӖМрен Алексей Ладыкова хирӗҫ ӗҫ пуҫлама ыйтнӑ.
Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, Гладков урамӗнчи 1100 ача ҫӳремелли шкула хӑпартни, «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» программӑпа анлӑ ӗҫлени (ҫитес ҫул Шупашкарта 36 ҫула юсасси пирки сайтра пӗлтернӗччӗ) Ладыковӑн ӗҫӗ-хӗлне лайӑх витӗм кӳнӗ.

ТурСтат аналитика агентстви танлаштарӑм хатӗрленӗ. Унта кӗркунне ӑҫта йӳнӗрех канма май пур хуласене кӗртнӗ. ТОП-20 списока Шупашкар та лекнӗ.
Шупашкар танлаштарӑмра 18-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн тӗп хулара канмашкӑн 2,5-2,7 пин тенкӗ кирлӗ-мӗн. Сарӑту, Ставрополь, Калуга, Псков, Чӗмпӗр, Омск, Томск, Саранск, Ӗпхӳ хулисенче кансан та ҫав хаках тухса кайӗ. Ку – пӗр талӑк канмашкӑн кирлӗ укҫа-тенкӗ. Унта хӑна ҫуртӗнче иккӗн пӗр талӑк пурӑннин, кафере кӑнтӑрла апатланнин, хулари музейсене ҫитсе курнин хакӗ кӗнӗ.
ТОП-10 списока вара Барнаул, Воронеж, Краснодар, Смоленск, Кемӗр, Орел, Чӗлепи, Брянск, Ижевск кӗнӗ. Ҫав хуласенче 2-2,5 пин тенкӗпе канма пулать.

Социаллӑ экономика тата политика тӗпчевӗсен институчӗн фончӗ ҫӗршыври сумлӑ депутатсен списокне хатӗрленӗ. Чи пултаруллӑ 50 депутат шутне Чӑваш Енрен суйланнӑ виҫӗ «халӑх тарҫи» лекнӗ.
Ҫакна та палӑртар, Топ-50 танлаштарӑма ҫурхи сесси вӑхӑтӗнчи ӗҫе тишкерсе хатӗрленӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ Анатолий Аксаков ку списокра ҫӳлтен иккӗмӗш йӗркере тӑрать. Асӑннӑ партин тепӗр пайташӗ, Олег Николаев, — тӑххӑрмӗш йӗркере.
Олег Николаевӑн ят-сумӗ пысӑк пулнине сӑнавҫӑсем вӑл Анатолий Аксаковпа пӗрле финанс енӗпе ҫыхӑннӑ темиҫе саккун проектне хатӗрленипе сӑлтавлаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӑл интернет-хӑрушсӑрлӑхпа тата онлайн-мессенджерсенчи уйрӑм ҫын кӑтартӑвӗсене хӳтӗлессипе саккун проекчӗсем сӳтсе явнӑ чух та вӑл хастар пулнӑ, хӑйӗн шухӑшне витӗмлӗн палӑртнӑ.
Алена Аршинова депутат та танлаштарӑма лекнӗ. Леонид Черкесов, Валентин Шурчанов тата Николай Малов топ-50-на кӗреймен.

«Симӗс патруль» общество организацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен экологи танлаштарӑмӗнче малти вырӑна ҫухатман. Кӑҫалхи ҫуллана пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, пирӗн республика чи лайӑх регионсен йышӗнче, вӑл пӗр йӗрке ҫеҫ аяла аннӑ.
Чи малти йӗркесене Тамбов облаҫӗ, Алтай Республики, Алтай крайӗ, Питӗр хули, Чӑваш Республики, Чӗмпӗр облаҫӗ, Мускав хули, Белгород облаҫӗ, Мурманск облаҫӗ, Курск облаҫӗ йышӑннӑ.
Чи юлашки йӗркере – Свердловск облаҫӗ. Чӗлепи, Мускав, Иркутск, Брянск облаҫӗсем, Севастополь, Ленинград облаҫӗ, Бурят Республики, Ӗренпур облаҫӗ, Еврей автономи округӗ те экологи тӗлӗшӗнчен тасах мар.
Аса илтерер: «Симӗс патруль» танлаштарӑма хатӗрленӗ чухне регионсенчи ҫутҫанталӑка сыхлас, промышленноҫпе экологи тата социаллӑ экологи индексӗсене шута илет.
