Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: сывлӑх

Сывлӑх

Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун умӗн ҫу уйӑхӗн 29–30-мӗшӗсенче 300 ытла ҫын юн панӑ. Вӗсене пурне те унта пӗр тӗллев — ҫын пурнӑҫне ҫӑласси — илсе ҫитернӗ.

Вӗсенчен 190-шӗ пурнӑҫӗнче юн пӗрремӗш хут панӑ. Килнисен йышӗнче сайра тӗл пулакан юн ушкӑнӗллисем, юн резусӗ минуслисем те пулнӑ. Ку вара уйрӑмах паха. Шӑпах сайра тӗл пулаканнисем уйрӑмах кирлӗ.

Ҫу уйӑхӗн 26–28-мӗшӗсенче ача-пӑча медицина организацийӗсенче промо-акци иртнӗ. Унпа килӗшӳллӗн пӗчӗк пациентсем аслисене тав тунине кӑтартакан открыткӑсем ӳкернӗ. Медицина стационарӗсенче сипленекен ачасем алӑ вӗҫҫӗн ӳкернӗ ӳкрчӗксем кирек камшӑн та хаклӑ.

 

Хулара

Шупашкарта ачасене чӗрчунсемпе тата вӗсен сӑнарӗсемпе сиплеме тытӑннӑ. Ку психотерапевт пулӑшӑвӗ пама пулӑшать-мӗн.

Ку уйрӑмах сусӑр ҫуралнисемшӗн тата шкула ҫӳремен ачасемшӗн усӑллӑ иккен. Шупашкар хула админитсрацийӗн вӗренӳ управленийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, чӗрчунсемпе хутшӑнни, калаҫни ҫынна паха витӗм кӳрет. Вӗсем кӑмӑла лайӑхлатаҫҫӗ.

Иппотерапи ав ачан мышцисене массаж тӑвать. Лаша ӑшши вара физиотерапи тӗлӗшӗнчен пулӑшать. Кунсӑр пуҫне юн ҫаврӑнӑшӗ, япаласен ылмашӑнӑвӗ, пуҫ мимин ӗҫ-хӗлӗ лайӑхланать-мӗн.

Пӗтӗмпех ҫаксене Шупашкарти 201-мӗш ача пахчи шута илнӗ. Унти шӑпӑрлансем ачасемпе ҫамрӑксен лаша спорчӗ енӗпе спорт шкулне ҫӳреҫҫӗ. Чӗрчунсемпе хутшӑнса вӗсем хӑранине ирттерме хӑнӑхаҫҫӗ, тавракурӑмне анлӑлатаҫҫӗ, чӗлхине пуянлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/71059
 

Сывлӑх

Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче туртма пӑрахмалли тӗнчери куна палӑртаҫҫӗ. Ҫитменнине тата ҫитес уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен чӗлӗм туртма мӗнпур кафере, халӑх пухӑнакан ытти вырӑнта туртма чарӗҫ.

«Русвелос» текен Раҫҫейри юхӑм (ун пекки те пур иккен) ҫӗршывӑн хулисенче «Велосипед чӗлӗмрен лайӑхрах!» велочупусем ирттерӗ. Ун пек мероприятие палӑртнӑ хуласен шутӗнче Мускав, Барнаул, Орск, Петропавловск-Камчатски тата ыттисене асӑннӑ.

Шупашкара илсен, велочупӑва хутшӑнас кӑмӑллисене ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чапаев скверӗнче кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре пухӑнма ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=109165
 

Экономика

Шупашкар районӗнчи суту-илӳ предприятийӗсем тата уйрӑм усламҫӑсем хӑйсен суту-илӳ точкисенче «фанфурик» сутмасси пирки меморандум йышӑннӑ. Кун пирки республикӑн Экономика министерстви пӗлтернӗ.

Ун пек хута шӑрҫалас шухӑш патне нумаях пулмасть унта иртнӗ ларура пырса тухнӑ. Канашлӑва Шупашкар район пуҫлӑхӗ, вӑл Пенси фончӗн районти управленийӗн пуҫлӑхӗ, Алевтина Исаева ертсе пынӑ. Унта суту-илӳ предприятийӗсен тата аптекӑсен ертӳҫисене пухнӑ.

Ларура спиртлӑ шӗвек сутнин ыйтӑвне те сӳтсе явнӑ. «Фанфурик» текеннисем пирки сӑмах пырать-ха кунта. Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗн чӗнӗвне пурнӑҫласа Шупашкар районӗнчи хастарсем те асӑннӑ шӗвеке сутма чарӑнасси пирки меморандум хатӗрлеме сӗннӗ. Усламҫӑсем ку шухӑша ырланӑ пулать.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре наркотик хутӑшӗсемпе тата психотроплӑ япаласемпе туслисем валли реабилитаци центрӗ уҫӑлма пултарать. Ҫак ыйтӑва ӗнер наркотикпа кӗрешекен комисси ларӑвӗнче сӳтса явнӑ.

ЧР Элтеперӗн администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Атӑлҫи федераци округӗнчи 14 регионта кунашкал центр пур ӗнтӗ. 3 субъектра ҫеҫ уҫӑлман-мӗн. Ҫав шутра — Чӑваш Енре те. ЧР Сывлӑх министерстви наркотик хутӑшӗсемпе тата психотроплӑ япаласемпе айкашакансене сиплемелли реабилитаци центрне Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр ҫумӗнче уҫма палӑртать.

Общество организацийӗсем вара наркоманипе кӗрешмелли ҫӗнӗ методикӑсем шухӑшласа кӑларма, ӑна пурнӑҫа кӗртме пулӑшӗҫ. Хальлӗхе вара наркомансене республикӑри наркологи диспансерӗнче сиплеҫҫӗ.

 

Сывлӑх Республикӑри кардиологи диспансерӗ
Республикӑри кардиологи диспансерӗ

«Республикӑри кардиодиспансера консультацие лекес тесен мӗншӗн икӗ уйӑх ытла кӗттереҫҫӗ?» Ҫапла кӑсӑкланнӑ Красноармейски районӗнчи Чатукасси ялӗнче пурӑнакан Венера Иванова. Аплах пулсан ыйтӑвӗ, тӗрӗссипе, уншӑн кӑна ҫивӗч марри паллӑ ӗнтӗ. Ара, камӑн ҫавӑн чухлӗ кӗтес килтӗр!

Хӗрарӑмӑн ыйтӑвӗ пирки республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерстви ятарлӑ хутсемпе ҫыхӑнтарса специализациленӗ медицинӑпа санитари пулӑшӑвӗ кӳмелли вӑхӑт 10 кунтан иртмелле мар тесе пӗлтерет.

Республикӑри кардиологи центрне черет вӑрӑммине ведомство темиҫе сӑлтавпа ҫыхӑнтарать. Ҫав шутра ҫынсем унта хӑйсем тӗллӗн кайма шут тытни те пур. Иккӗмӗш йывӑрлӑх кардиолог тухтӑрсем ҫитменнипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Виҫҫӗмӗш сӑлтавӗ черете ҫырӑннӑ пациентсен 30 проценчӗ палӑртнӑ вӑхӑта йышӑнӑва пымасть имӗш.

Медицина пулӑшӑвӗ парас йӗрке пӑхӑнмасан асӑннӑ диспансерӑн тӗп врачӗн ҫумӗпе Ольга Геннадьевна Пульхеровскаяпа ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен 62-01-91 номерпе ҫыхӑнма сӗннӗ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Республики 2006 ҫултанпа ҫынсем вилеслӗх 11,5 процент чакнӑ. Юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсемпе вилесси 22,9 процент, туберкулезпа икӗ хут ытла, пӗчӗккисем ҫут тӗнчерен уйрӑласси икӗ хута яхӑн сахалланнӑ. Ҫемьере ачасем ҫураласси нумайланни пирки пӗлтернӗччӗ. Иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш ача ҫуратма килӗшекенсем йышлӑ-мӗн.

Кӑҫал тӗлне республикӑра ҫынсен вӑтам ӗмӗрӗ 70,8 ҫулпа танлашнӑ, пӗлтӗр 70,3 ҫул пулнӑ. 2020 ҫул тӗлне Чӑваш Енри ҫынсем вӑтамран 71,2 ҫул пурӑнма тытӑнасса шанаҫҫӗ.

 

Сывлӑх

ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта «Диабет — сипленме вӑхӑт!» акци иртет. Мероприяти ҫу уйӑхӗн 12–14-мӗшӗсенче, ирхи 9 сехетрен пуҫласа 15:00 сехетчен Республика тӳремӗнче пулӗ. Палӑртнӑ вӑхатра диабет-центр ӗҫлӗ.

Кашниех юнри сахӑр шайне тӗрӗслеме, эндокринолог тухтӑрпа канашлама пултарӗ. Чи малтанах тулли кӗлеткеллӗ, хускану нумай туман, стреспа аптӑракан, тӗрӗс мар апатланакан ҫынсене тӗрӗсленме сӗнеҫҫӗ.

Акцие «Профилактика — сывӑ наци тӗпӗ» проектпа килӗшӳллӗн ирттереҫҫӗ. Йӗркелӳҫи — сусӑрсен «ДиаС» общество организацийӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://vk.com/born_in_chuvashia
 

Сывлӑх

Шупашкарта ача-пӑча клиника больницинче «беби бокс» лартасшӑн. Хӑш-пӗр хӗрарӑм ача ҫуратсан унран тискер мелпе хӑтӑлать: урамра хӑварать, ҫӳп-ҫап витрине хурать… Ҫакнашкал амӑшӗсем валли ятарласа «беби бокс» лартасшӑн. Ҫапла майпа ачан сывлӑхӗ сиенленмӗ.

ЧР Сывлӑх министерстви «Шанчӑк сӑпки» ыркӑмӑллӑх фондне пулӑшма йышӑннӑ. «Беби бокса» (е ӑна «пурнӑҫ чӳречи» теҫҫӗ) проектпа килӗшӳллӗн лартӗҫ.

«Беби бокс» — кравать, унта ачине пӑрахма шухӑшланӑ амӑшӗсем пепкине ҫавӑнта хӑварма пултараҫҫӗ. Унта пӗчӗкскере сивӗ пулмӗ. Ачана «беби бокса» хурсан сасӑ сигналӗ пулӗ, ҫавӑнпа тухтӑрсем кун пирки ҫийӗнчех пӗлӗҫ. Пепке ҫинче суран йӗрӗсем ҫук-тӑк ача хӑварнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫармӗҫ. Пур-тӑк амӑшне шырама пуҫлӗҫ.

«Беби боксра» сигнал пулсанах тухтӑрсем ача патне пырӗҫ, ӑна специалистсем патне илсе кайӗҫ, вӗсем анализсем илӗҫ. Хӑварнӑ ача пирки полицие тата опека органне пӗлтерӗҫ.

«Беби бокссене» кӑҫал вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ку хӗрарӑм хӑйӗн тин ҫуралнӑ ачине вӗлересрен сыхласса шанаҫҫӗ. Ара, ҫулсерен кунашкал пӑтӑрмах 130 хут ытла пулать-ҫке.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем «Химпром» предприятин умалӑкӗ
«Химпром» предприятин умалӑкӗ

Паян ирхи 9 сехет те 15 минутра Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫипе Вениамин Петровпа тата сывлӑх сыхлав министрӗпе Алла Самойловӑпа тӗл пулнӑ. Унта паян ирхи 3 сехет те 30 минутра «Химпром» предприятире 3 литр хлор тухса кайнине сӳтсе явнӑ.

Вениамин Петров «Химпрома» оперативлӑ ушкӑн тухса кайнине пӗлтернӗ. Ӗҫе Роспотребнадзорӑн ӗҫченӗсене те явӑҫтарнӑ. Юлашкинчен асӑннисем сывлӑш еплине хаклас тӗллев лартнӑ.

Хлор тухса кайни хальхи вӑхӑтра ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑлаhса тӑратмасть-мӗн.

Ҫапах та инкекре 4 ҫын аманнӑ. Вӗсене вӑхӑтра медицина пулӑшӑвӗ панӑ тесе сывлӑх сыхлав министрӗ ӗнентернӗ. Шар курнисене Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницине вырттарнӑ. Каярах вӗсене ӑҫта куҫарасси пирки те ӑнлантарнӑ вӑл.

Михаил Игнатьев инкек пулнин сӑлтавне тӗплӗн тӗпчемеллине палӑртнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 231, 232, 233, 234, 235, 236, 237, 238, 239, 240, [241], 242, 243, 244, 245, 246, 247, 248, 249, 250
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын