
Ҫӗнӗ Шупашкарта шӑв-шав ҫӗкленнӗ. Пепке кӗтекен, икӗ ача амӑшне (вӗсенчен пӗри сусӑр) хваттертен урама кӑларса ярасшӑн. Людмила Соломонова пурӑнакан хваттере Шупашкарти ҫар чаҫӗ туртса илесшӗн-мӗн.
Руфина ҫул урлӑ каҫнӑ чухне машина айне лекнӗ. Амӑшӗ хӗрне виҫӗ ҫул ӗнтӗ зонд урлӑ ҫитерет. Ача ҫапса хӑварнӑ арҫын ирӗке амнистипе тухнӑ. Халӗ вӑл ҫемьене 500 пин тенке пӗчӗкшерӗн тӳлет.
Людмила сахал тупӑшлӑ ҫемьесен йышне кӗрсе пурӑнмалли кӗтесе тивӗҫнӗ. Суд урлӑ. Администраци уйӑрса панӑ хваттер лайӑх лару-тӑрура пулман. Амӑшӗ юсав ӗҫӗсем тума тытӑннӑ. Халӗ хваттер питӗ илемлӗ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче ӑна суда чӗннӗ. Хваттер унӑн мар, ҫар чаҫӗн иккен. Ҫемьене хваттертен кайма ыйтнӑ.
2007 ҫулта ҫар ҫыннин ҫемйине кӑларса янӑ. Лешӗ ӑна приватизацилеме тӑнӑ-мӗн. Приставсем ку ӗҫе 7 ҫул тӑснӑ. 2014 ҫулта тинех хваттер пушаннӑ. Анчах ҫар чаҫне ӑна тавӑрса паман. Чиновниксем унта Соломоновсене пурӑнма янӑ. Ку лару-тӑру пирки ҫар ҫыннисем халӗ тин пӗлнӗ, хваттере пушатма ыйтнӑ.
Хула администрацийӗ ҫар чаҫӗ кая юлнине ҫирӗплетет. Хваттер тахҫанах хула хыснине куҫнӑ. Суд ҫапла йышӑннӑ.

Чӑваш Ене 23,5 миллион тенкӗ килӗ. Ку укҫа халӑха эмелпе тивӗҫтермешкӗн кайӗ.
Укҫа-тенке сусӑрсене эмелпе, сиплӗ апат-ҫимӗҫпе тата ыттипе тивӗҫтермешкӗн уйӑраҫҫӗ. Раҫҫейре пӗтӗмпе ку тӗллевпе хыснаран 3,8 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Ку хушӑва Дмитрий Медведев премьер-министр алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Укҫа-тенке регионсен хушшинче пайлӗҫ.
Чӗмпӗр облаҫне — 28,4, Тутарстана — 114,2, Чулхула облаҫне 57,1, Мӑкшӑ Республикине — 14,3, Мари Республикине 11,3 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ.
Сӑмах май, Чӑваш Енре 85,4 пин сусӑр ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 26,5 пинӗшӗ эмел илмешкӗн ҫӑмӑллӑхсене тивӗҫӗ.

Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Михаил Игнатьев пилӗк ҫынпа куҫа куҫӑн калаҫнӑ.
Михаил Васильевич патне пилӗк ачана воспитани парать. Вӗсен 2008 ҫулта ҫурчӗ ҫунса кайнӑ. Ҫемьене вӑхӑтлӑх путвалта пурӑнма сӗннӗ. Унта — йӗкехӳресем. Юлашки пилӗк ҫулта Татьяна тӗрлӗ ведомствӑна ҫитнӗ, анчах ниепле те ҫурт илеймеҫҫӗ вӗсем. Вӑл республика Элтеперне шанса килнӗ. Ҫемье ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче кӗтес тивӗҫессине пӗлтернӗ Михаил Игнатьев. Анчах унӑн подрядчик патне ыйту пур: вӑл документаци тӗлӗшпе ыйтусене мӗнле татса парӗ? Унсӑрӑн хваттер уҫҫине памӗҫ.
Йышӑнура Михаил Игнатьев видео урлӑ та ыйтусене итленӗ. Малашне халӑх чиновниксемпе килтен тухмасӑр ҫыхӑнма пултарӗ.
Улатӑрта пурӑнакан Сергей Здюмаев Элтеперпе ҫыхӑнӑва тухнӑ. Сусӑрскер Шупашкара сипленме темиҫе ҫул ҫӳрет. Ҫул ҫине пӗр уйӑхра кӑна 13 пин тенкӗ тухса каять. Вӑл 11–12 пин тенкӗ пенси илет. Ҫав укҫа вара ҫул ҫине кӑна тӑкакланать. Ӑна никам та саплаштармасть. Михаил Игнатьев ӑна билетсене упрама ыйтнӑ. Малашне ку тӑкака саплаштарӗҫ.
Ҫынсем Михаил Игнатьевран ҫул, пульница пирки те ыйтнӑ.

Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнчи сусӑрсен ыйтӑвӗпе ӗҫлекен канаш ларӑва пухӑннӑ. Ӑна республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев ертсе пынӑ.
Ларура «Доступная среда» (чӑв. Меллӗ вырӑн) федераци программи епле пурнӑҫланса пынине тишкернӗ. Ку ыйтупа маларах асӑннӑ министрӑн ҫумӗ Елена Сапаркина тухса калаҫнӑ. Тӳре-шара ку программа тӗллевӗпе паллаштарнӑ май вӑл 5 енпе пурнӑҫа кӗрсе пынине палӑртнӑ.
Лару пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланинчен республикӑра сусӑрсене кӗрсе тухма пандуссем, лифтсем, алӑпа тытӑнмаллисем тата ытти ҫавӑн йышшисем вырнаҫтарнине ӑнланма пулать. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче чарӑнусене социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсен ҫывӑхнерех вырнаҫтарма ӑнтӑлнине те пӗлтернӗ.

Шупашкарти Алькеш поселокӗнче пурӑнакан Анастасия Иванова нумаях пулмасть кӳмесер тӑрса юлнӑ. Ӑна подъездра ҫамрӑксем асӑрханӑ та унпа ярӑннӑ. Юлашкинчен ҫӗмӗрсех пӑрахнӑ.
Тӗнче ырӑ ҫынсемсӗр мар. Настьӑна пулӑшакансем тупӑннӑ. Сусӑр валли 15 пин тенкӗ укҫа пухнӑ. Нимӗҫ технологийӗпе хатӗрленӗ кӳмене тӗнче тетелӗ урлӑ саккас панӑ.
Йӗксӗксем тӑкак саплаштарсан ҫемье укҫана 7 ҫулти чирлӗ ачана парӗ. Халӗ Настя кӳме килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Вӑл ырӑ чунлӑ ҫынсем пурришӗн савӑнать.
Аса илтерер: Настьӑн кӳмине виҫӗ ҫамрӑк ҫӗмӗрнӗ. Ярӑннӑ хыҫҫӑн вӗсем ӑна ҫӳлти хутран пенӗ. Ҫакӑншӑн Настя Ҫӗнтерӳ парадне тухайман. Вӑл ӑна питӗ курасшӑн пулнӑ. Анчах вӑл кӳмесӗр ҫӳреймест-ҫке-ха.
Куҫ курман ҫын, шел те, нумай. Пирӗн республикӑра та пур унашкаллисем. Шупашкарта пурӑнакан Артем та илемлӗ тавралӑха курса киленеймест.
Нумаях пулмасть Артем хӑйӗн валли ҫӗнӗ тус тупнӑ. Вӑл — йытӑ. Тӑватӑ ураллӑ тус Артема ертсе ҫӳреме пулӑшӗ.
Людвиг лабрадора сӑнав валли поводырьсем хатӗрлекен центрта воспитани панӑ. Артем кунашкал йытӑн пӗрремӗш хуҫи пулса тӑнӑ. Центрта ҫулсерен ҫынсене пулӑшакан 60 яхӑн чӗрчуна вӗрентеҫҫӗ. Анчах Людвиг ыттисенчен уйрӑлса тӑрать. Вӑл куҫ курманнисене, хӑлха илтменнисене пулӑшать.
Сӑнав ӑнӑҫлӑ пулсан куҫ курманнисемпе хӑлха илтменнисемшӗн ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланӗ. Кун хыҫҫӑн кунашкал ҫынсене пулӑшакан йытӑсене ытларах хатӗрлеме тытӑнӗҫ.
Сӑмах май, Раҫҫейре куҫ курман, хӑлха илтмен 15 пине яхӑн ҫын пурӑнать.
Шупашкарти Алькеш микрорайонӗнче ҫамрӑксем сусӑр кӳмине ватнӑ. Виҫӗ ҫамрӑк кӳмене илнӗ те ярӑннӑ, унтан этажран аялалла ывӑтнӑ.
Путсӗрсен хӑтланӑвне пула хӗр парад курма тухайман. Ара, вӑл кӳмепе ҫеҫ ҫӳрет-ҫке-ха. Пике полицие заявлени ҫырнӑ.
Ку ӗҫе 17 ҫулти икӗ хӗр тата каччӑ тунӑ. «Манӑн хуйха туяс тесен ҫынсен нивушлӗ сусӑр пулмалла?» — тенӗ Анастасия Иванова кулянса. Настя — 1-мӗш ушкӑн сусӑрӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, путсӗр ҫав ҫамрӑксем халӗ савӑнӑҫлӑн ҫӳреҫҫӗ. Пике вӗсене явап тыттарасшӑн.
Палӑртар: сусӑрсен кӳмисем лавккара 11–107 пин тенкӗ тӑраҫҫӗ. Ҫав ҫамрӑксем хӑйсене явап тыттарасран та хӑрамаҫҫӗ-ши?

Ҫав ҫамрӑк ҫынсем хӑйсене «Русфондӑн» волонтерӗсем теҫҫӗ, Чӑваш Енри чирлӗ ача валли Ставрополь хулин ҫул хӗрринче укҫа пухаҫҫӗ. Анчах вӗсем — суя волонтерсем-мӗн. Пухнӑ укҫа-тенкӗ чирлӗ хӗрача патне ҫитмест.
Ҫав нимеҫӗсем укҫана Руфина Соломонова валли пухнӑ. Хӗрача 2013 ҫулта урапа айне лекнӗ, халӗ утаймасть. Амӑшӗ ӑна пӗччен пӑхать, укҫи-тенки ҫитсе пымасть. Эмелӗсем вара хаклӑ. Ҫавӑнпа хӗрарӑм ыркӑмӑллӑх фондӗнчен пулӑшу ыйтнӑ.
Анчах хӑшӗ-пӗри ҫын куҫҫулӗ ҫинче пуять. Ултавҫӑсем тӗнче тетелӗнче чуна пырса тивекен историсене тупаҫҫӗ те ун валли тесе укҫа пухаҫҫӗ. Анчах нухрат кирлӗ ҫӗре ҫитмест.
Руфинӑн амӑшӗ патне ытти регионти полицейскисем шӑнкӑравласа вӑл е ку волонтера пӗлнипе пӗлменнипе кӑсӑкланать. Хӗрарӑм пӗлмест, укҫи те ун патне ҫитмест. Лешсем тӗнче тетелӗнче ҫемьен докуменчӗсене тупаҫҫӗ те ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсенчен укҫа сӑптӑраҫҫӗ.
«Русфонд» волонтерсен пулӑшӑвӗпе усӑ курма сӗнмест. Халӗ ултав мелӗпе пуяс текен нумай-ҫке…

Чернобыльти атомлӑ электростанцинчи аварин сиенне пӗтернӗ ҫӗре хутшӑннӑ ҫынсене сывлӑха радиаципе хавшатнӑшӑн компенсаци парӗҫ.
Шупашкарти Мускав районӗнче пурӑнакансене, ку категорие кӗрекенсене, пуш уйӑхӗнче компенсаци памашкӑн 1 миллион тенкӗ ытла тӑкаклӗҫ. Асӑннӑ районти социаллӑ хӳтӗлев уйрӑмӗнче Чернобыльти атомлӑ электростанцинчи аварие сирме хутшӑннӑ 62 сусӑр шутра тӑрать.
Сӑмах май, ҫак категорие кӗрекен, радиаци илнӗ ҫынсене уйӑхсерен укҫа-тенкӗ енчен пулӑшаҫҫӗ.
Шупашкарта нимеҫӗсене (волонтерсене) сусӑрсемпе хутшӑнма вӗрентеҫҫӗ. Ҫак кунсенче Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗн центрӗнче «Школа добровольцев» проект ӗҫлет.
Проекта Павел Никитин шухӑшласа кӑларнӑ. Вӑл хӑй те тахҫан утнӑ. Анчах инкеке пула вӑл сусӑр тӑрса юлнӑ. Халӗ кӳмепе ҫӳрет. Павел каланӑ тӑрӑх, сусӑрсене пулӑшас текенсем чылай чухне вӗсем патне мӗнле пымаллине пӗлмеҫҫӗ.
Павел хӑйех ӑсталӑх класӗсем ирттерме палӑртнӑ. Унта вӑл сусӑрсемпе мӗнле хутшӑнмаллине ӑнлантарӗ. Проекта шкул ачисем те, студентсем те хутшӑнаҫҫӗ.
Лекторсен йышӗнче режиссер, клиника психологӗ, прокурор, шкул ачи, илтмен ҫыннӑн ашшӗ-амӑшӗ пур.
