Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.5 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: студентсем

Вӗренӳ

Паян республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче студентсене пуйӑспа ҫур хакпа ҫӳреме ирӗк паракан йышӑнӑва ырланӑ.

Ҫӑмӑллӑх хулаҫум ҫыхӑнупа ҫӳрекенсене кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртмен 15-мӗшӗччен тата авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 31-мӗшӗччен пуйӑс хакӗн ҫуррине кӑна тӳлеттерме йышӑннӑ. Йышӑну шкулта, вӑтам, аслӑ професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухакансене пырса тивет. Чукун ҫул предприятине тӑкака республика хысни шучӗпе саплаштарӗҫ.

 

Хулара

Шупашкарӑн Ленин районӗнче ҫамрӑксен правительстви йӗркеленнӗ. Ҫӗнӗ ҫул ҫитнӗ май вӗсем вырӑнти хӑйтытӑмлӑх уйрӑмӗсемпе пӗрле «Хӗл Мучине чӗнсе-и?» проект пурнӑҫлама тытӑннӑ. Чи малтанхи хут ачасене савӑнӑҫ кӳме И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсем хутшӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗпе «Рябинка» (чӑв. Пилеш) микрорайон ачисемшӗн Хӗл Мучипе Юрпике пулма Кабардаев Дмитрий, Романова екатерина, Шогулин Александр, Школьникова Екатерина хаваспах килӗҫшрӗҫ.

Юмах тӗнчин тумтирне тӑхӑнса ҫамрӑксем ачасене кӑна мар, ваттисене те саламларӗҫ. Шӑпӑрлансем, паллах, парнесемсӗр юлмарӗҫ.

Сӑнсем (7)

 

Культура

Чӑваш наци музейӗнче ӗнер ют ҫӗршыв студенчӗн кунне ирттернӗ. Ӑна аякран килнӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа аваллӑх управҫин курав залӗсемпе тата куравӗсемпе паллаштарас тесе йӗркеленӗ. Вӗсем валли ятарлӑ программа та шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫав шутра чӑваш тумӗпе тата хулана пуҫарса янисен йӑли-йӗркипе паллаштарассине те кӗртнӗ. Театрализациленӗ экскурсие истори реконструкцийӗн «Вырӑс егерӗ» йӗркеленӗ.

Ют ҫӗршыв студенчӗсем валли мӗнпур мероприятие тӳлевсӗр ирттернӗ.

 

Вӗренӳ

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче аслӑ вӗрентекенӗмӗре Иван Яковлева асӑнса ӑс-тӑнпа ҫыннӑн хӑйне тытмалли йӗркесем ҫинчен каласа паракан эрне иртнӗ.

Студентсен конгресӗ йӗркеленӗ мероприятире студентсем Яковлевӑн халалӗнчи пилӗк темӑна сӳтсе явнӑ. Аса илтеретпӗр, унта вӑл Турра ӗненесси, ҫӗршыва юратасси, вӗренмелли, ҫемьепе туслӑх, ӗҫе юратмалли ҫинчен палӑртса хӑварнӑ. Яковлева халалланӑ эрнене чиркӳ ҫыннисем те хутшӑннӑ иккен.

 

«Чӑваш Ен аграрийӗсем ҫӗрле те ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ», — тесе хыпарланине курма тиврӗ тӗнче тетелӗнчи ресурссенчен пӗринче ҫак кунсенче. Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ, ҫанталӑкӗ ҫула пӳлсе пычӗ те, ҫак кунсенчи уяр ҫанталӑкпа хресчен ҫӗрле те усӑ курма ӑнтӑлнинчен тӗлӗнмелли ҫук ӗнтӗ. Ара, лартса ӳстерсе, ҫумласа-эмеллесе тӑкаклан-тӑкаклан та кайран хирте хӑвар-ха...

Ял хуҫалӑх предприятийӗсене аслӑ классенче вӗренекенсем, социаллӑ сферӑра тата ытти хӑш-пӗр отрасльте тӑрӑшакансем пулӑшма тухнӑ. Республикӑн аграри ведомстви те айккине пӑрӑнман. Унта ӗҫлекенсем иртнӗ шӑматкун Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Смак-Агро» тулли мар яваплӑ обществӑна тухса кайнӑ. Унта вӗсем 12 тонна кишӗр кӑларнӑ.

 

Халех мар. Саккуна улшӑну кӗртсен. Калаҫӑвӗ вара лицейсенче, бакалавриат, специалитет тата магистратурӑра вӗренекенсем пирки пырать.

Нумаях пулмасть ҫӗршывӑн Патшалӑх Думине «Культура ҫинчен Раҫҫей Федерацийӗнчи саккунсен никӗсӗсем» текен федераци саккунне улшӑну кӗртме сӗнӳпе тухакансем пулнӑ.

Музее тӳлевсӗр ҫӳремелли йӗрке унччен пулнӑ-ха. Аслӑ шкулсенче пӗлӳ туптакансене ун чух патшалӑх тата муниципалитет музейӗсене ирӗклӗн кӗрсе тухма чарман. Хӑй вӑхӑтӗнчи ырӑ йӑлана тавӑрас тени маларах пулкаланӑ та, анчах саккунне йышӑнман. Хальхинче ҫак пуҫару епле вӗҫленнине каярах курӑпӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.garant.ru/news/497984/
 

Музейра
Музейра

Шупашкарта мӗнле кӑна музей ҫук пулӗ? Тӗрлӗлӗхӗпе вӑл ытти чылай хулана ирттерет пулӗ. Вӗсен шутӗнче айӑплава пурнӑҫлакан федераллӑ служба тытӑмӗн музейӗ те пур. Нумай пулмасть унта хӑнара ЧППУ 5-мӗш курсӗнче пӗлӳ пухакан студентсем пулнӑ.

Музейре паянхи кун ҫакӑнта ӗҫлекенсем пухнӑ 300 ытла экспонат упранать. АПФСТ музейӗнчи 2 сехетлӗ экскурси «пуҫиле айӑплава пурнӑҫлакан ӗҫлекенсене ертсе пырасси» специализацие суйланӑ студентсемшӗн чӑн та усӑллӑ пулчӗ теме пулать — вӗсем служба ӗҫӗнчи чылай енӗсемпе паллашма пултарчӗҫ. Музейри экспонатсем те хӑнасемшӗн кӑсӑклӑ пулчӗҫ: тӗрмере ларакансемпе вӑрттӑн ҫыхӑну тытмалли мелсем (икӗ тӗплӗ пӗчӗк арча, ҫыру-пӗлтерӳ вӗҫтерсе яма пултаракан тапкӑч /арбалет/), тӗрмере ларакансем ӑсталанӑ тӗрлӗ ӳнер ӗҫӗсем тата ытти те.

 

Хаваслӑ самант
Хаваслӑ самант

Ӗнер, ҫӗртмен 25-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсене «Чи лайӑх вӗренекен 2013» сертификатпа чысланӑ пулнӑ. Уяв церемонине Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлавӗн тата социаллӑ аталану министерствин ертӳҫи Алла Самойлова та килсе ҫитнӗ.

Республика пуҫлӑхӗ асӑннӑ сертификатсене университетран вӗренсе тухнӑ чи маттур 100 ҫамрӑка алла тытарнӑ. Ҫав 100 студент хушшинче ҫирӗм пӗррӗшӗ медецина факультетне пӗтереҫҫӗ. Михаил Игнатьев ҫамрӑк ӑстасене вӗренӳ ҫулне лайӑх пӗтернӗ ятпе саламланӑ, ҫак пултаруллӑ студентсем пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче тивӗҫле вырӑн тупасса шанса каланӑ.

Сӑнсем (21)

 

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн виҫӗ факультечӗ пӗрлешесси пирки хыпарланӑччӗ. Ҫитес уйӑхран журналистика, филологи тата чӑваш филологийӗн факультечӗсем пӗр факультета пӗрлешӗҫ. Вӗсем ҫӗнӗрен йӗркеленекен «Вырӑс тата чӑваш филологийӗ тата журналистика» факультет йышне кӗрӗҫ.

Факультета «чӑваш чӗлхипе литератури; ют ҫӗршыв филологийӗ» профильсем валли кӑна бюджет вырӑнӗ лекмелле-мӗн. «Журналистика» специальноҫа алла илес текенсем тата «вырӑс чӗлхипе литератури, ӗҫлевлӗх филологи» профильсем бюджет вырӑнӗсемсӗр юлмалла теҫҫӗ. Кун пирки хальхи филологи факультечӗн деканӗн вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Андрей Обжогин Интернет-хаҫатсенчен пӗрне пӗлтернӗ имӗш.

Сӑмах май, укҫалла вӗрентмелли йыша та самай чакарнӑ-мӗн. Журналист пуласшӑн «кӗмӗл» тӳлесех куҫӑмлӑ майпа вӗренме килӗшекенсем валли пурӗ те 10 вырӑн кӑна палӑртнӑ иккен, курӑмсӑр меслет валли — 25. Вырӑс чӗлхипе литературине тата филологине укҫа тӳлесех ӑша хывас текенсем валли 10 (куҫӑмлӑ майпа вӗренекенсем валли) тата 12 (курӑмсӑр меслет). «Чӑваш чӗлхипе литератури; ют ҫӗршыв филологийӗ» профиле тӳлесе 3 ҫын куҫӑмлӑ майпа, 15-ӗн куҫӑнсӑр меслетпе вӗренейӗҫ.

Малалла...

 

Шупашкарти МГУТУ филиалӗн ҫурчӗ
Шупашкарти МГУТУ филиалӗн ҫурчӗ

Шупашкарта иртнӗ кунсенче Мускаври технологи тата управлени патшалӑх университечӗн (МГУТУ) уйрӑмре хупасси ҫинчен хыпар тухнӑ пулнӑ. Хупнин сӑлтавӗ вара — тӗп ВУЗ Шупашкарти филиал валли уйрӑм ҫурт-йӗр туянма килӗшменнинче иккен. Паянхи кун вӑл 3-мӗш каҫхи шкулӑн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ, ку вара паянхи саккунпа килешӳллӗ мар.

Асӑннӑ МГУТУ филталне хупасси ҫинчен хыпар пӗрремӗш хут ака уйӑхӗнче тухнӑ пулнӑ. Университетра вӗренекен студентсен вара Мускаври университета е Чӗмпӗрти МГУТУ уйрӑмне куҫма лекӗ. Шупашкарти филиала ҫӗртмен 30-мӗшӗнче хупма палӑртнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, [25], 26, 27
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 06

1905
121
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ.
1974
52
Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ.
2010
16
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи