
«Ҫанталӑк 21» сайт прогноз тунӑ.
Пуш уйӑхӗн пӗрремӗш декади вӗҫӗнче ҫанталӑк сивӗтӗ. Апла пулин те сывлӑшӑн вӑтам температури ытти ҫулхинчен пысӑкрах пулӗ. Уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче вара пире типӗ те хӗвеллӗ ҫанталӑк савӑнтарӗ.
Ака уйӑхӗ ытти чухнехинчен сивӗрех килӗ, нӳрӗк нумайрах пулӗ. Юлашки 3 ҫулта эпир ку уйӑх ҫуллахи пек ӑшӑ тӑнине хӑнӑхнӑ. Хальхинче вара ун пек пулмӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ейӳ тапхӑрӗ уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче кӑна пулӗ, мӗншӗн тесен пӗрремӗш ҫурринче ҫанталӑк сивӗ тӑрӗ-ха.
Ҫу уйӑхӗнчи ҫанталӑк климат нормипе килӗшсе тӑрӗ. Ку сывлӑш температурине те, нӳрӗке те пырса тивет. Ҫапах ку уйӑхра ҫанталӑк мӗнле пулассин тепӗр сценарийӗ пур: вӑл ҫуллахи пек ӑшӑ ҫанталӑкпа савӑнтарма пултарать.

Ку эрнере каллех юр ҫӑвӗ. Ҫапла пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт. Паян республикӑн анӑҫ енчи округсенче юр ирех ҫума тытӑннӑ. Шупашкара кӑнтӑрла хыҫҫӑн кӑна ҫитӗ. Юр пӗр талӑк ытла ҫӑвӗ, унӑн хулӑнӑшӗ тепӗр 10-15 сантиметр таран ӳсӗ.
Ыран, ытларикун, кӑнтӑрла хыҫҫӑн сивӗтме тытӑнӗ, ҫил вӑйланӗ, ҫил-тӑман тухӗ. Каҫхине юр питех ҫумӗ, юнкун ирхине кӑна тӗппипех ҫума чарӑнӗ. Юнкун кӑштах уяртӗ, уйрӑмах республикӑн ҫурҫӗр-тухӑҫ енче уяр пулӗ.
Эрнен иккӗмӗш ҫурринче кӑнтӑрласерен – 5-10, ҫӗрлесерен 15 градус сивӗ пулӗ. Кӗҫнерникун ирхине кӑнтӑр-анӑҫ округӗсенче юр ҫума тытӑнӗ, Шупашкара кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫитӗ те эрнекун кӑнтӑрлаччен ҫӑвӗ. Хальхинче юр вӑйлах ҫумӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче ҫанталӑк кӑштах ӑшӑтӗ, анчах пуш уйӑхӗн 8-11-мӗшӗнче каллех сивӗтӗ.

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре юр хулӑнӑшӗ 1 метра ҫывхарса пырать. Сахал мар ку, анчах юр татах ҫӑвӗ-ха.
Кӗҫӗрех юр ҫума тытӑнӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, вырсарникун кӑна чарӑнӗ. Тунтикун кӑнтӑрла хыҫҫӑн вара каллех юр ҫума тытӑнӗ, анчах хальхинче йӗпе юр ӳкме пуҫлӗ. Вӑл ытларикун та ҫӑвӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн вара ҫумӑр ӳкӗ.
Ырантан термометр «плюс» таран хӑпарма пуҫлӗ. Юнкун вара пире уяр ҫанталӑк савӑнтарӗ. Анчах сивӗтет: ҫӗрле термометр -10 – -15 градус таран кӑтартӗ.
Эрнен иккӗмӗш ҫурринче юр кӑштах кӑна ҫӑвӗ, сивӗрех пулӗ: термометр -5 – -10 градус кӑтартӗ.

Пуш уйӑхӗ сивӗ е ӑшӑ пулӗ? «Ҫанталӑк 21» сайт вӑл мӗнле пулассине пӗлтернӗ.
Уйӑхӑн пӗрремӗш ҫурринче ҫанталӑк хӗллехи пекех сивӗ пулӗ. Пӗрремӗш декада вӗҫӗнче-иккӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче самай сивӗтӗ: ҫӗрлесерен термометр 17-22 градус кӑтартӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте — тата сивӗрех. Ҫав вӑхӑтрах юр та ҫӑвӗ, ҫавна май юр хулӑнӑшӗ ӳсӗ.
Пушӑн 19-мӗшӗ хыҫҫӑн кӑна ӑшӑтӗ. Кӑнтӑрласерен 5-10 градус таран ӑшӑтӗ, каҫсерен 6-11 градус сивӗ пулӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, пуш уйӑхӗнче сывлӑш температури климат нормипе килӗшӳллӗн пулӗ, нӳрӗк вара – нормӑран ытларах. Юр майӗпен ирӗлсе пырӗ, уйӑх вӗҫнелле юр хулӑнӑшӗ 70 сантиметра ҫитӗ.

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӑварнин юлашки кунӗнче ҫанталӑк сивӗ пулӗ.
Шӑматкун ҫӗрлех сивӗтме тытӑнӗ: термометр 10-15 градус кӑтартӗ, хӑш-пӗр тӑрӑхра – 20 градус таранах. Вырсарникун уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Тунтикун республикӑн ҫурҫӗр-анӑҫ енче, ҫав шутра Шупашкарта та, кӑштах юр ҫукалӗ, ҫил-тӑман вӗҫтеркелӗ. Ытти тӑрӑхра юр пулмӗ. Термометр 1-6 градус сивӗ кӑтартӗ, анчах ҫил вӑйланнине пула сивӗрех пек туйӑнӗ. Ытларикун юр ҫумӗ. Кайран вара каллех ҫума тытӑнӗ, нарӑс вӗҫлениччех чарӑнмӗ. Анчах унчченхи пек вӑйлах ҫумӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе ҫуркуннехи ӑшӑ туйӑнмӗ. Ҫитес икӗ эрнере хӗллехи пек ҫанталӑк пулӗ-ха, термометр 2-7 градус сивӗ кӑтартӗ. Пуш уйӑхӗн варринче кӑна ӑшӑтас шанчӑк пур.

Паян каллех юр ҫума пуҫлӗ. Ҫапла пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт.
Шупашкарта 15 сехетре юр ҫума пуҫлӗ те каҫхи 10 сехетчен вӑйлах ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Ҫак вӑхӑтра, 6 сехет хушшинче, 10 см хулӑнӑш юр ҫуса лартӗ. Пӗр талӑкра юр хулӑнӑшӗ тепӗр 15-20 см таран ӳсӗ.
Ҫӗрле ҫил лӑпланӗ, республикӑн кӑнтӑр-анӑҫ енче палӑрмаллах ӑшӑтӗ. Анчах ыран ирхине сивӗ сывлӑш ҫывхарӗ те ҫил каллех вӑйланӗ. Ытларикун кӑнтӑрла хыҫҫӑн юр ҫума чарӑнӗ, уяртма пуҫлӗ. Юнкун уяр ҫанталӑк пулӗ, анчах 20-25 градус таран сивӗтӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫнерникун Мускавра юр вӑйлах ҫӑвӗ, анчах вӑл Чӑваш Ене ҫитмӗ.

Прогноз кӑштах улшӑннӑ. Ҫитес вӑхӑтра пӑрлӑ ҫумӑр мар, юр ҫӑвӗ. Ҫапла пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт. Ыранччен юр ҫӑвӗ, кӑнтӑрла ӑшӑтӗ, каҫхине 0-5 градус сивӗтӗ, ҫил-тӑман тухӗ. Шӑматкун каҫхине ҫумӑр ҫӑвӗ, анчах темиҫе сехетренех йӗпе тата типӗ юр ӳкме пуҫлӗ. Вырсарникун ирхине кӑна ҫума чарӑнӗ – кӑнтӑрла кӑштах уяртӗ, 2-4 градус ӑшӑ пулӗ.
Тунтикун каллех юр ҫума пуҫлӗ, 4-9 градус сивӗтӗ. Ҫитес эрне варринче вара ҫӗрлесерен 20-25 градус таран сивӗтӗ. Кӑнтӑрласерен уяртӗ. Юнкун ҫил лӑпланӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, эрне вӗҫӗнче каллех юр ҫума пуҫлӗ.

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, республикра кӗҫех йӗпе юр, пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвӗ.
Эрнекун кӑнтӑрлаччен йӗпе юр ҫӑвӗ, унтан – ҫумӑр. Шӑматкун ҫӗрле тата вырсарникун кӑнтӑрлаччен вӑйлӑрах ҫума пуҫлӗ: республикӑн анӑҫ енче – ҫумӑр, тухӑҫ енче – пӑрлӑ ҫумӑр. Ҫулсем кӑна мар, йывӑҫсемпе пралуксем те пӑрлакланӗҫ.
Вырсарникун термометр 1-3 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Тунтикун тата ытларикун йӗпе юр ҫӑвӗ. Паян каҫ енне ҫил вӑйланӗ, темиҫе кун лӑпланмӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере каллех сивӗтӗ.

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере юр нумай ҫумӗ, ҫанталак сивӗтӗ.
Каҫсерен 15-20 градус сивӗ пулӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте вара — 25 градус таранах. Ҫил лӑпланнӑ май паян каҫхине тӗтре карса илӗ.
Юнкунранпа вара каллех ҫил вӑйланӗ. Эрнекун кӑштах юр ҫӑвӗ, ӑшӑтӗ: 0 градус пулӗ. Канмалли кунсенче вара термометр «плюс» кӑтартӗ, ҫавӑнпа йӗпе юр тата ҫумӑр ҫӑвӗ. Юр кӑштах ирӗлӗ, ҫурт тӑррисенчен юр анма пултарӗ – асӑрханӑр.
Ҫанталӑк ӑшӑтать пулсан та хальлӗхе ҫуркунне ҫывхарать теме ҫук-ха. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес эрнере каллех сивӗтӗ.

Канмалли кунсенче республикӑра каллех юр ҫӑвассине пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт.
Икӗ кунра юр хулӑнӑшӗ республикӑн ҫурҫӗр енче 5-10 см таран ӳсӗ, кӑнтӑр енче вара 10-15 см таран. Анчах ку – метеостанцин малтанлӑха палӑртнӑ официаллӑ даннӑйӗсем кӑна. Чӑннипе вара иртнинче пек юр ытларах ҫума пултарӗ – ҫил-тӑман вӗҫтернине пула вырӑнӑн-вырӑнӑн кӗрт хӳсе лартӗ.
Юр кӗҫӗр, ҫур ҫӗр иртсен, ҫума тытӑнӗ. Ыран кӑнтӑрла тата вӑйлӑрах ҫӑвӗ, каҫхине тата ҫӗрле пушшех те вӑйланӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илме пултарать, ҫавӑнпа водительсене асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ.
Юр вырсарникун ҫӗрле ҫума чарӑнӗ, вара ҫанталӑк каллех сивӗтме пуҫлӗ: хӑш-пӗр ҫӗрте термометр 20 градус сивӗ кӑтартӗ. Тунтикун кӑнтӑрла уяртӗ, ҫил ҫурҫӗр-анӑҫ енчен вӗрнӗ май 21-26 градус сивӗ пек туйӑнӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес эрне вӗҫнелле каллех юр ҫӑвӗ, унтан ӑшӑтӗ.
