Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.6 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: савутсем

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Красноармейски округӗнчи «Кетра» савутра завхоз ҫине пушӑ поддон ӳкнӗ. Ку кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра завхоз савут территорийӗнче юр тасатнӑ.

Чӑваш Енри патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, суранланнӑ хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ. Ведомство ку инкеке малалла тӗпчӗ.

 

Республикӑра
"На связи" форумри сӑн. МиГ-29 макечӗ
"На связи" форумри сӑн. МиГ-29 макечӗ

«Электроприбор» савут Улатӑр хулинче Мускав тата Октябрь урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнти сквера хӑтлӑлатасшӑн, унта МиГ-29 истребителе постамент ҫине лартасшӑн.

Кӑҫал кӗркунне унти йывӑҫсене, тӗмсене каснӑ, ҫӗре тикӗсленӗ.

Самолета Мускав облаҫӗнчи Жуковский хулинчен илсе килӗҫ. Кунсӑр пуҫне скверта саксем вырнаҫтарӗҫ.

Сӑмах май, 2013 ҫулта Улатӑрта савут умне МиГ-29 истребителӗн 7 хут пӗчӗклетнӗ макетне вырнаҫтарнӑ.

 

Культура
Ҫӗмӗрлери "Новая Реальность" телеканал ушкӑнӗнчи сӑнӳкерчӗк
Ҫӗмӗрлери "Новая Реальность" телеканал ушкӑнӗнчи сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен завочӗн вокалпа инструментсен ансамбльне Андрей Малаховӑн кӑларӑмӗнче кӑтартрӗҫ.

Андрей Малахов ертсе пыракан «Песни от всей души» шоуна шӑматкунсерен тата вырсарникунсерен «Россия1» телеканалпа кӑтартаҫҫӗ. Ӗнерхи кӑларӑмра Ҫӗмӗрлери заводӑн «Трудовые резервы» вокалпа инструментсен ансамблӗ пулчӗ. Ушкӑнра — заводра тӑрӑшакан арҫынсем. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, репетицие эрнере икӗ хутчен пухӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-40961435_7395
 

Экономика
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

«Промтракторӑн» пӗр корусне сутма лартнӑ. Кун пек пӗлтерӳ «Авито» сайтра пур.

Ҫурчӗ Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ. Пӗтӗмпе – 5 050,2 тӑваткал метр. Ҫӗр лаптӑкӗ те пур. Ҫурт 7 хутлӑ, хушма ҫурт пур, мачча 3 метр ҫӳллӗш.

Тахҫан унта «Промтрактор» савут корпусӗ пулнӑ. Кайран, 2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче, «Миконт» компани, «Канал 5 плюс» тата «МФМ» радио вырнаҫнӑ. Пӗр вӑхӑт сауна та пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫак адреспа «Светофор» лавкка кӑна вырнаҫнӑ.

 

Хулара

Шупашкарта Чонгар Михайлович Шлепнев ячӗллӗ сквер тӑвасшӑн. «Энергозапчасть» чарӑну патӗнче сквер пур. Шӑпах ӑна унӑн ятне парасшӑн.

Шлепнев «Энергозапчасть» савут пуҫлӑхӗ пулнӑ. Чонгар Михайлович 2019 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл чылай ҫул чирленӗ. Ҫӗре кӗнӗ чухне 86 ҫулта пулнӑ.

Палӑртмалла: Чонгар Михайлович Мускавра 1932 ҫулта суралнӑ. «Энергозапчасть» савута 1987 ҫулта ертсе пыма пуҫланӑ. 2014 ҫулта тӗп директор тивӗҫне ывӑлӗ Юрий йышӑннӑ. Чонгар Михайлович директор пулнӑ.

 

Экономика

Раҫҫейре «Марка» АУ «Тӑван ҫӗшывра утса кӑларнӑ строительство техники» маркӑсен серине кӑларнӑ. Унта Шупашкарти «Промтрактор» туса кӑларакан ЧЕТРА ПК12 погрузчике те сӑнланӑ.

Палӑртмалла: ЧЕТРА ПК12 погрузчик Раҫҫейре кустӑрмаллӑ погрузчиксен йышӗнче чи вӑйли шутланать.

Сӑмах май, «Промтрактор» продукцийӗ унччен те почта маркисем ҫине лекнӗ. 2021 ҫулхи кӗркунне ЧЕТРА Т40 бульдозера сӑнланӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
fotostrana.ru сайтри сӑн
fotostrana.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри чипс туса кӑларакан савут кӑҫал кӗркунне ӗҫлесе каймалла. Ӑна юпа уйӑхӗ валли, Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ тӗлне, уҫма пултарассине пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Сӑмах май, ку уява юпан иккӗмӗш вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Кӑҫал 8-мӗшне лекӗ.

Савут Патӑрьел районӗнчи Анат Туҫа ялӗнче вырнаҫӗ. Патшалӑх "Лук-Агро" хуҫалӑха хатӗр-хӗтӗр туянма 30 процент субсиди парать.

 

Персона
Михаил Резников. pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Михаил Резников. pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн генеральнӑй директорне Михаил Резникова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ изобретателӗ» ят панӑ. Хушӑва еспублка Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

2018 ҫулта Михаил Резников «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗччӗ. Йышӑнӑва ун чухнехи Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑччӗ.

Михаил Резников хӑй вӑхӑтӗнче республика Правительствинче те тӑрӑшнӑччӗ, унта вӑл вице-премьер пулчӗ, кайран транспорт министрӗнче тимлерӗ. Кайран каллех хӑйӗн унчченхи вырӑнне — Чапаев ячӗллӗ завода — куҫнӑччӗ.

 

Республикӑра
Хӑна ҫурчӗн эскизӗ
Хӑна ҫурчӗн эскизӗ

Улатӑрта икӗ хутлӑ хӑна ҫурчӗ хута ярӗҫ. «Электроприбор» савут пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 20 пӳлӗм пулӗ. Савут – строительствӑна саккас параканни.

Предприяти инвестици проектне пурнӑҫлама пуҫланӑ ӗнтӗ. Хӑна ҫуртне ҫулталӑк вӗҫлениччен туса пӗтересшӗн. Ҫак кунсенче техника ҫӗр ӗҫӗсене пурнӑҫлама пуҫланӑ.

Хӑна ҫуртне И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн филиалӗ пулнӑ вырӑнта хута ярӗҫ. Ҫав ҫурта 1939 ҫулта тунӑ, кивелнипе ишсе антарнӑ. Интерьера тунӑ чухне Улатӑрта ҫуралса ӳснӗ, унтах ӗҫлесе пурӑннӑ Степан Эрьзи скульптор пултарулӑхӗпе уса курӗҫ.

 

Экономика
vesti.ru сайтри сӑн
vesti.ru сайтри сӑн

Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ савут паллӑ тренер Ирина Винер ыйтнипе мечӗксем кӑларма тытӑнӗ. Хальлӗхе пӗрремӗш партие кӑларма хатӗрленеҫҫӗ.

Мечӗксем ӳнер гимнастики валли кирлӗ. Кун валли савут санитари требованийӗсемпе килӗшсе тӑракан полиуретанлӑ мечӗксем кӑларӗ. Резинӑран тунисемпе танлаштарсан, вӗсем экологи тӗлӗшӗнчен тасарах.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, Чапаев ячӗллӗ савут тӗнчере профессионал мечӗксем кӑларакан сахал предприятисенчен пӗри пулма пултарӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 19
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 22

1924
102
Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи