
Паян хурлӑхлӑ хыпар ҫитрӗ. Нумай ҫул йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн пирӗнтен ӗмӗрлӗхех Морозов Николай Васильевич уйрӑлса кайнӑ. Сывпуллашу ӑҫта тата хӑш вӑхӑтра иртнине тӗплӗн пӗлменрен пӗлтерейместпӗр.
Морозов Николай Васильевич — чӑваш журналисчӗ, 1953 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Пуянкассинче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳре культпросветучилище, ЧПУн историпе филологи факультечӗн чӑваш уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ. РНМЦ-ра пай пуҫлӑхӗнче (1974–1988), Республикӑри ҫамрӑк туристсен станцийӗн методистӗнче (1988–2000), Чӑвашрадион политика программисен аслӑ редакторӗнче 2000–2002), «Республика» хаҫатӑн политика пайӗн редакторӗнче (2002–2006), вырӑнти «Аргументы и факты» хаҫатӑн коммерци директорӗн ҫумӗнче (2006–2007) ӗҫленӗ. Чылай вӑхӑт хушши «Халӑх шкулӗ» журналӑн тӗп редакторӗ пулнӑ.
Чӑвашрадиора ӗҫленӗ чухне Николай Васильевич «Хурал пӳрчӗ», «Ахрӑм», «ИНМ» студи», «Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас», «Самана», «Радуга», «Парламентский вестник», «Площадь Республики» ятлӑ автор радиопрограммисем хатӗрлесе ертсе пынӑ.
Чӑваш халӑх сайчӗ Николай Васильевич пирӗнтен уйрӑлса кайнишӗн хурланнине пӗлтерет.

«Чӑваш Ен НТРК» АУ тата «МТРК Мир» акционерлӑ хупӑ общество радиовещани тумашкӑн конкурс выляса илнӗ. Наци телерадиокомпнаийӗ 95,9 МГц хума, «Мир» 96,5 МГц хума выляса илнӗ. Икӗ тӗслӗхӗнче те Шупашкарта 0,25 кВт хӑватлӑ передатчиксем лартӗҫ.
Вещани концепцийӗ – «ирӗклӗ». 95,9 МГц хум ҫинче Наци радиовӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. 96,5 МГц хум ҫинче вара «Мир» радиостанци пулӗ. Хальлӗхе вӗсем хӑҫан ӗҫлеме пуҫласси паллӑ мар-ха. Ӗҫӗ нумай: техника тӗлӗшӗнчен тӗрӗслемелле, лицензи илмелле, ытти вак-тӗвеке пурнӑҫламалла.
Аса илтерер: халӗ Наци радиовӗ икӗ хум ҫинче ӗҫлет: 72,41 МГц (Йӗпреҫ) тата 105,0 МГц (Ҫӗрпӳ).

Эстонири Радио 4 каналпа паллӑ ентешӗмӗрпе, Шупашкар районӗнчи Типнер ялӗнче ҫуралнӑ китай чӗлхин тӗпчевҫипе Иакинф Бичуринпа паллаштарӗҫ.
Никита Бичурин ӑсчах ҫуралнӑранпа кӑҫал 240 ҫул ҫитрӗ. Ӑна халалланӑ кӑларӑм ыран, 17 сехет те 35 минутра радиоэфира тухӗ. Ӑна итлес тесен r4.err.ee/l/araskal каҫӑпа иртмелле.
Кӑларӑма Ираида Захарова чӑваш тӑван чӗлхепе ертсе пырать. Тӑван ҫӗртен ҫичӗ ютра пурӑнсан та чӗлхене тата йӑх-тымара юратакан хӗрарӑм кунти культурӑпа паллаштарма тӑрӑшать.
Радио 4 Эстонин наци телерадиовещанийӗн корпорацине кӗрет. Вырӑс чӗлхиллӗ медиаканалсем хушшинче чи анлӑ сарӑлни-мӗн. Радиокӑларӑмсене Эстонире ҫеҫ мар, Финляндире, Раҫҫейре, Латвинче тата Швецинче итлеме пулать.

Чӑвашрадио хушӑран хушӑ, уйрӑмах телевиденипе радио юбилейӗсем умӗн, янкӑс саслӑ пӗр хӗрарӑма сӑмах парать. Эх, ҫаптарать ҫакскер, хӑлхуна тӑратса тӗлӗнсе кӑна лар! Вӑл хӑйӗн ӗҫченлӗхӗпе тата тӑкӑнса тӑракан таланчӗпе тӗлӗнтерет: спектакльсемпе концертсем нумай ӳкерсе кӑтартнӑ иккен, тележурналистикӑра ҫӗнӗ жанрсем никӗсленӗ, радиофестивальсемпе ялтан яла ҫӳренӗ, ҫамрӑксен юратнӑ передачине, «Ӑраскала», пуҫарса янӑ тата ытти те.
Эпир мӗн ачаран ҫакна ӗненсе ӳснӗ: пирӗн телевиденипе радио тӗнчере чи лайӑххи, вӑл тӗрӗссине кӑна калать тата кӑтартать. Апла пулсан, чыс та мухтав телерадио ӗҫченне!
Анчах Чӑваш АССРӗн телевиденипе радио комитечӗн председателӗ пулнӑ П.А. Крысин кӑларнӑ «Буквы складываю в слово» (Шупашкар, 2007) кӗнекине уҫса пӑхатӑн та ҫӳлерех асӑннӑ «никӗслевҫе» тав туса пуҫ таяс шухӑш таҫта кайса ҫухалать.
Кӗнеке титулӗ ҫине Раҫҫей вӗрентӳ министерствин тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ячӗсене вырнаҫтарнӑ, унта паянхи журналистика аталанӑвӗн нумай ыйтӑвне ҫӗкленӗ. П.А.

Шупашкар FM радио паян икӗ ҫул тултарнӑ. Ӑна Дмитрий Митяев йӗркеленӗ. Радио итлекенсем ӑна Чӑваш наци радиовӗ урлӑ та, тен, пӗлеҫҫӗ пулӗ. Асӑннӑ МИХа уҫсан Ксения Алексинапа «Каҫхи микс» кӑларӑма йӗркелесе ертсе пынӑ. Дима Наци телевиденийӗнче ҫӗнӗ хыпарсен кӑларӑмӗн ертӳҫи те пулнӑ.
«Кун евӗрлӗ проекта пуҫарма тахҫанах шухӑш пулнӑ. 2014 ҫулта Мускава куҫса килтӗм. Чӑваш юррисӗр питӗ тунсӑхланипе, радио ӗҫне питӗ юратнипе хамӑн Интернет радиона пуҫарас терӗм», — каласа кӑтартнӑччӗ маларах хастар каччӑ ҫак йӗркесен авторне.
Радио формачӗ — чӑвашла юрӑсем. Эфир талӑкра 24 сехете пырать.
Радио йӗркелеме укҫасӑр май ҫуккине тавҫӑрма йывӑр мар. «Шупашкар ФМ — ман хобби, «чун апачӗ», проекта хамӑн вӑйпа тытса пыратӑп. Радиоэфира илемлетме юлташсем пулӑшаҫҫӗ. Тупӑш ҫинчен шутламан-ха», — тет юратнӑ ӗҫне парӑннӑ ҫамрӑк. Унтан ҫакна хушса хурать: «Хальлӗхе пӗр тӗллев — чӑваш халӑхне (Чӑваш Республикинче пурӑнать-и вӑл е республика тулашӗнче-и) тӑван чӗлхепе янӑракан юрӑсене итлеттересси, ҫӗннисемпе паллаштарасси».
Сӑмах май, эфирта ҫӗнӗ аранжировкӑсемпе илемлетнӗ чӑваш халӑх юррисене тӑтӑшах илтме пулать.

Ҫак кунсенче Чӑваш радио корреспонденчӗ Иван Перов пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ. Кун пирки хӑйӗн страницинче Марина Карягина тележурналист пӗлтерет.
«Радиоитлекен 36 ҫул хушши унӑн сассине куллен илтсе тӑнӑран ӑна тӑван пек туйнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва вунӑ ҫул каяллах тухнӑ пулин те, канӑҫсӑр журналист илӗм-тилӗм, ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман пуринчен малтан ӗҫе ҫитетчӗ. Кунӗн-ҫӗрӗн хыпар кӑларӑмӗсем хатӗрлесе эфира кӑларнисӗр пуҫне «Здоровье», «Юхма енӗм — Патӑрьел», «Права потребителя», «Хамӑр ял» радиоярӑмсем ертсе пыратчӗ. Кашни самантра шӳтлемелли тупатчӗ, шӳчӗсене ҫийӗнчех сӑвӑлла кӗвӗлесе калама ӑстаччӗ...» — аса илет журналист пурнӑҫне Марина Карягина.
Журналистпа ыран, утӑн 22-мӗшӗнче, 11 сехетре «Ритуальные услуги» МУП ҫуртӗнче (Граждан урамӗ, 19 ҫурт) сывпуллашӗҫ.
Перов Иван Николаевич 1945 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Кунер ялӗнче ҫуралнӑ. 1961 ҫулта Карачри вӑтам шкула пӗлӳ илнӗ. 1973 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ун хыҫҫӑн Вӑрмар районӗнчи шкулсенче ачасене вӗрентнӗ.
Чӑваш халӑх поэчӗн Валерий Туркайӑн ятне Чӑвашнацителерадиокомпани эфирӗнче тата Чӑваш радиора асӑнма хушман. Кун пирки пире Валерий Владимирович хӑй шӑнкӑравласа пӗлтерчӗ.
Нумай пулмасть халӑх поэчӗн «Шулай яшим» сӑвӑсен пуххи тутарла тухнӑччӗ. Ҫакӑн пирки республикӑри радио эфирӗсенче Валерий Туркайпа интервьюсем тухмалла пулнӑ. Пӗри — «Атӑлпа Урал хушшинче» ярӑмра (ӑна Николай Мулянов илнӗ), тепри — Иван Перовпа хатӗрлени. Валерий Владимирович каласа панӑ тӑрӑх унӑн ятне эфирта асӑнассине Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министрӗ Иванов Александр Степанович чарнӑ. Ҫапла май ҫак интервьюсем эфира тухман. «Хура списока» поэт Михаил Игнатьева критикленӗшӗн лекнӗ тесе сӑлтавлаҫҫӗ.
Валерий Туркай 1961 ҫулта Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ыр кӑмӑллӑх фончӗн директорӗ. Валери Туркай Владимир Путинӑн шаннӑ ҫынни шутланать.
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Говорит Москва» (чӑв. Мускав калаҫать) радиокӑларӑмра чӑвашсемпе паллаштарнӑ. Радиокӑларӑма РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин тулли праваллӑ элчи Леонид Волков тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки Елена Соловьева хутшӑннӑ.
Тӳрӗ эфирта чӑваш чӗлхине, культурине упрасси пирки калаҫнӑ. Кӑларӑма ертсе пыракан 13–15-сенчи ҫамрӑксем чӑвашла калаҫаҫҫӗ-и тесе кӑсӑкланнӑ. Тӳрӗ эфирта пупленӗ май Мускав хӗрарӑмӗ унӑн ывӑлӗ Чӑвашри хӗре качча илнипе мӑнаҫланнине шӑнкӑравласа пӗлтерчӗ.
Радиоэфирта «Подмосковные вечера» юрӑна Елена Соловьева чӑвашла юрласа пачӗ, унтан «Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юхать» юрӑпа вӗҫлерӗ.
Сӑмах май каласан, маларах Леонид Волков Раҫҫейри общество телекуравне ҫитнине, унта вӑл телекомпанин тӗп директорӗн пӗрремӗш ҫумӗпе Александр Пономаревпа тӗл пулни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Кӗҫех Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗнӗ радиохумсем эфира тухма пуҫлӗҫ. Мӗнлисем?
Кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче телерадиовещани енӗпе федераци конкурс комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унпа килӗшӳллӗн эфира тухмашкӑн ҫаксем выляса илнӗ:
1. «Радио-Дача». Ӑна 96,5МГц хумсем ҫинче Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта итлеме май пулӗ.
2. «Звезда». Ӑна та Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта 107.9 МГц хумсем ҫинче итлеме пулать.

Канаш ҫыннисем тепӗр радио итлесе киленме пултараҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче «Хула радиовӗ» радиостанци ӗҫлеме тытӑннӑ.
Ӑна Канашра 101,8 МГц хумсем ҫинче итлеме пулать. 100 Вт хӑватлӑ передатчик сигнала Канашри радиотелекурав станцийӗнчен 18-25 ҫухрӑм аякка сигнал ярать.
«Хула радиовне» 108 пине яхӑн ҫын итлеме пултарать.
