Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пӑтӑрмахсеМ

Пӑтӑрмахсем
max.ru/channel_chuvashia_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
max.ru/channel_chuvashia_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре тӗлӗнмелле пӑтӑрмах пулса иртнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: унта проката илсе ачасем ярӑнмалли машина тӗреклӗ арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Инкекре арҫын хытах аманнӑ, унӑн ури хуҫӑлнӑ. Инкек вырӑнне васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене тата патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсене чӗнсе илнӗ.

Хӗрлӗ тӳремре электросамокатпа ярӑнма юрамасть иккен, анчах ача машинисене вара проката илсе ярӑнса ҫӳреҫҫӗ. Ҫав машинӑсем тепӗр чухне ҫынсем ҫине те пырса кӗреҫҫӗ-мӗн.

МАХри «Первый чувашский» каналта паян пӗлтернӗ тӑрӑх, унти машинӑсем саккуна пӑсса ӗҫленӗ-мӗн. Ку хыпара илтсен ирӗксӗрех ҫапла ыйту ҫуралӗ: йӗркене пӑсса проката паракан ача-пӑча ярӑнмалли машинӑсем пирки тӳре-шара ҫу каҫипе те илтмен, пӗлмен, курман-ши вара?

 

Пӑтӑрмахсем
МАХри channel_chuvashia_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
МАХри channel_chuvashia_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар хулинчи шкулсенчен пӗрне Пӗлӳ кунӗнче пӗр яш линейкӑна питбайкпа пынӑ. Ун чухне вӑл тепӗр ачана чутах ҫапса кайман. Хӑшӗсем патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцине пӗлтерес тенӗ, теприсем вара яша хута кӗнӗ.

Пӑтӑрмах хулан Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ 45-мӗш шкулта пулса иртнӗ.

Апла пулин те ҫемьене йӗрке хуралҫисем чӗнсе илнӗ-илнех. Унта яшӑн амӑшӗ ывӑлне хӳтӗленӗ: «У всех во дворе есть, чем мое дите хуже!» (чӑв. Пурин те картишӗнче ларать, манӑн ачам ыттисенчен мӗнпе кая?).

Линейкӑна пынӑ питбайка амӑшӗ 220 пин тенкӗ кредит илсе туянса панӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫемьене 30 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, унсӑр пуҫне яшӑн ашшӗ-амӑшне хӑйсен тивӗҫне йӗркеллӗ пурнӑҫламаншӑн административлӑ май майпа явап тыттарӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Чӑваш Енри следовательсем Шупашкар хулинче пулса иртнӗ тискер преступление уҫӑмлатаҫҫӗ. Ӗнер каҫхине, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи пӗр ҫуртра 15 ҫулти хӗр виллине тупнӑ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, ӑна хӑйӗнпе тантӑш ҫамрӑк пӑвса вӗлернӗ. Вӗсем вӑрҫӑнса кайнӑ. Каччӑ хӗре зарядник пралукӗпе пӑвнӑ. Тискер преступление тусан вӑл тарнӑ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Республикинчи следстви органӗсем ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак ӗҫе тума пултарнӑ ҫамрӑка тытса чарнӑ. Ӑна Сӗнтӗрвӑрри хулинче шыраса тупнӑ. Вӑл айӑпне йышӑннӑ.

Следстви малалла пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/channel_chuvinform
 

Хулара

Ҫӗркаҫ Шупашкарта мотоциклист ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ. Вӑл вилмеллех сурналаннӑ.

Пӑтӑрмах каҫхи 9 сехет те 30 минутра «Контур» завод ҫывӑхӗнче пулса иртнӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, Етӗрне шоссипе Университет урамӗ хӗресленнӗ вырӑнта.

«Н003ОА21рус» патшалӑх номерӗллӗ «БМВ» машина автозаправка енне сулахаялла, хирӗҫ килекен ҫулпа пӑрӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра ҫулпа мотоциклист пынӑ. «Aprilia» мотоцикл ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ автомобильпе ҫапӑннӑ.

40 ҫулти байкер инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.

Ҫул-йӗр правилине пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, машинӑн мотоциклиста ирттерсе ямалла пулнӑ. Сӑмах май каласан, мотоциклист байкерсен колоннинчен юлас темен пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Апла-и, капла-и — инкек сӑлтавне патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем палӑртӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян, ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче Парк урамӗнчи икӗ хутлӑ ҫурт ҫуннӑ. Пушар тухни пирки ятарлӑ службӑна ирхи 3 сехетсенче пӗлтернӗ.

59 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑм тӗтӗм шӑршипе вӑранса кайнӑ. Вӑл ҫулӑма малтан хӑй тӗллӗн сӳнтерме хӑтланнӑ, анчах май килмен, пушарнӑйсене чӗнме тивнӗ.

Ҫӑлавҫӑсем ҫулӑма кӳршӗри икӗ ҫурт ҫине куҫма паман. Вӗсем пушара икӗ сехетрен тӗппипех сӳнтернӗ.

Кил хуҫи хӗрарӑмӗ пиҫсе кайнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Пӳртре пулнӑ 5 ҫулти мӑнукне тухтӑрсене пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман.

Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.zarulem.ws порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар хулинче пӗр хӗрарӑм-водитель хирӗҫ килмелли ҫулпа ним пулман пек пынӑ. Пӑтӑрмах хулари «Питомник» чарӑну ҫывӑхӗнче пулса иртнӗ.

«Ауди» машинӑпа ҫула тухнӑ хӗрарӑм Иван Яковлев проспекчӗпе ҫавӑн пек пынӑ. Унтан ӑна нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишне кӗме меллӗрех пулнӑ иккен.

Хӗрарӑм йӗркене пӑснине куракансем пулнӑ, вӗсем видеона халӑх тетелӗнче вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем машинӑна Канаш шосси ҫинче тытса чарнӑ. Кун пек тума «Хӑрушсӑр хула» камерисем пулӑшнӑ.

Руль умӗнче Улатӑрти 43 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, Шупашкарта сайра пулнипе ӑҫталла пӑрӑнмаллине арпаштарса ятӑм тесе ӗнентерме пӑхнӑ.

Хирӗҫ килекен ҫулпа пынӑшӑн хӗрарӑма 7,5 пин тенкӗлӗх штраф хурса парӗҫ тата ҫур ҫул таран водитель прависӗр хӑварӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Иртсе кайнӑ талӑкра пирӗн республикӑра виҫӗ пушар пулнӑ. Ун вӑхӑтӗнче гараж тата мунча ҫуннӑ. Ку вӑл йӑлтах пӗр килте пулса иртмен-ха.

Маларах эпир виҫӗ пушар терӗмӗр те, тепӗр пушар Шупашкарта пулнӑ. Унта, телее, пурлӑх шар курман. Щорс урамӗнчи уҫӑ территорире каяш ҫуннӑ.

Халӗ вара маларах асӑнса хӑварнӑ инкек пирки тӗплӗнрех пӗлтерер.

Муркаш районӗнчи Тереҫ ялӗнче мансардӑллӑ гараж ҫунӑ. Вут-ҫулӑм 30 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.

Шупашкар районӗнчи Ярӑска ялӗнче мунча хыпса илнӗ. Пушарпа кӗрешекенсем 20 тӑваткал метр ҫинчи пушара сӳнтернӗ. Инкекре, телее, ҫын пиҫсе кайман, нкама та сӗрӗм тивмен, вилмен. Шел те, кил хуҫисем самай шар курнӑ. Вӑрӑран юлать, вутран юлмасть тесе ваттисем ахальтен каламан вӗт.

 

Пӑтӑрмахсем
 Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Шупашкар хулинчи «Ярмӑрккӑ» пасарта павильонсенчен пӗри ҫунма тытӑннӑ. Ку ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пулнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем вырӑна хӑвӑртах ҫитнӗ. Унта 8-мӗш ретри 40-мӗш вырӑн ҫунма тытӑннӑ. Пушар 2 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ.

Ҫак кун Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем тӑватӑ пушар сӳнтернӗ. Уруков урамӗнчи 1-мӗш ҫуртри пӗр хваттерти кухня ҫунма тытӑннӑ. Вӑрмар районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑнтӑр ялӗнче стадионта пушар тухнӑ. Ҫавӑн пекех Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗнче мунча ҫуннӑ.

Сӑмах май, ку уйӑхра Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӳ центрӗнче пушар пулнӑччӗ. Унта маччаран ҫакӑнса тӑракан светильник ҫунма пуҫланӑ. Лавккари ӗҫченсем пушара ҫӑлавҫӑсем киличчен сӳнтерме ӗлкӗрнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян халӑх тетелӗнчи тӗрлӗ пабликра Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпромпа» ҫыхӑннӑ хӑрамалла хыпар сарӑлнӑ. Унччен ӑна суя аккаунтпа усӑ курса пӗлтернӗ, кайран Ҫӗнӗ Шупашкар хула админстрацийӗн пуҫлӑхӗн Александр Алексеевӑн суя аккаунтне те туса хунӑ.

Хула пуҫлӑхӗн администрацийӗ ячӗпе ҫырнинче паян ирхине предприятире инкек пулнӑ, лару-тӑрӑва хула администрациӗ тӗрӗслесе тӑрать тесе шӑрҫаланӑ, килти чӳречене хупса хума сӗннӗ.

Халӑха кун пек минретнипех лӑпланман, «Химпром» предприятин суя аккаунтне йӗркеленӗ. Унта та сиенлӗ япаласем сывлӑша лекни пирки хыпарланӑ.

Ҫав вӑхӑтрах МАХри «Первый чувашский» канал халӑх тетелӗнче чӑн хыпара ҫеҫ ӗненмелли пирки сӗнсе хыпарланӑ май Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн тата «Химпромӑн» официаллӑ аккаунчӗсене кӗрсе пӑхма сӗннӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрядчӗн сӑнӳкерчӗкӗ
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрядчӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗрпӳ районӗнче ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 93 ҫулти мучи ҫухалнӑ. Ватӑ ҫынна халӗ «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ.

93 Евстафий Христофоров Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӗҫӗн Тивӗш ялӗнче пурӑннӑ. Ӗнер вӑл килӗнчен тухса кайнӑ та каялла таврӑнман.

Мучи 163 сантиметр ҫуллӗш, начаркка пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, куҫӗ кӑвак тӗслӗ.

Килтен тухнӑ чухне мучи кӑвак курткӑпа, хура шӑлаварпа, хура кроссовкипе пулнӑ.

Куракан-пӗлекен пулсан «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрядне 8 800 700-54-52 хӗрӳ линипе (ку лини тӳлевсӗр, унпа шӑнкӑраваланӑшӑн укҫа тӳлемелле мар) ҫыхӑнма ыйтаҫҫӗ. Е отрядӑн хастарӗсемпе те ҫыхӑнма пулать: Искричӑн (Викторийӑн) телефон номерӗ 89876687081, Кирейчикӑн (Екатеринӑн) — 89777084704.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-134917368_20102
 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 477
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗр
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 20

1924
102
Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ