
Паян ирхине Сӗнтӗрвӑрри районӗн пульницинче рентген аппарат ҫунма тытӑннӑ. Юрать-ха, никам та шар курман, ҫурт та сиенленмен.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра пульница расписанипе килӗшӳллӗнех ӗҫлет. Рентген аппарат мӗншӗн ҫунма тытӑннине тӗпчеҫҫӗ. Ведомство лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрать.
Аппарат ҫунма тытӑнсан пациентсене тата медӗҫченсене пурне те урама кӑларнӑ. Ҫулӑма вара Инкеклӗ лару-тӑру министерствин специалисчӗсем хӑвӑртах сӳнтернӗ.

Вӑрнар округӗнчи Ишлей ялӗнче 64 ҫулти арҫыннӑн килӗ-ҫурчӗ, хуралтӑ таврашӗ ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм 140 яхӑн тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ.
Юрать-ха, ҫӑлавҫӑсем пушара часах сӳнтерме пултарнӑ, кӳршӗ ҫурт ҫине куҫма паман. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Сӑмах май, юлашки талӑкра Чӑваш Енре тӑватӑ пушар пулнӑ. Шупашкар округӗнчи Ҫӑкалӑхьялӗ патӗнче типӗ курӑк ҫуннӑ. Ҫулӑм пӗтӗмпе 300 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ.

Республикӑра пӗр талӑкра типӗ курӑк ҫуннине пула икӗ пушар тухнӑ.
Вӗсенчен пӗри Шупашкарти «Травянка» сад юлташлӑхӗнче пулнӑ. Юрать-ха, пушарнӑйсем ҫулӑма ҫуртсем ҫине куҫма паман, вӑхӑтра сӳнтернӗ.
Тепӗр тӗслӗхӗ Улатӑр округӗнчи Стемас ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Унта типӗ курӑк пӗр гектар лаптӑк ҫинче ҫуннӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнмаллине аса илтереҫҫӗ. Республикӑра халӗ пушара хирӗҫ режим вӑйра. Ҫавна май вӑрман ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртме, типӗ курӑк ҫунтарма юрамасть. Уйрӑмах ҫиллӗ ҫанталӑкра асӑрхануллӑ пулмалла.

Патӑрьел округӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пулнӑ пушарта кил хуҫи хӗрарӑмӗ шар курнӑ.
Пушар паян ҫӗрле пулнӑ. Ҫулӑм пӳлӗмри йывӑҫ стенасене ярса илнӗ. Пӗтӗмпе 9 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче ҫуннӑ.
51 ҫулти хӗрарӑм, телее, вӑранса ӗлкӗрнӗ, картише чупса тухнӑ. Анчах унӑн ӳчӗ пиҫсе кайнӑ. Ӑна пӗрремӗш медпулӑшу парса пульницӑна ӑсатнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем пушарпа ҫур сехет кӗрешнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 403 пушар пулнӑ.

79 ҫулти хӗрарӑм ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чухне чутах дачӑсӑр юлман.
Ку инкек паян Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи «Гидростроитель» сад юлташлӑхӗнче пулнӑ.
79 ҫулти хӗрарӑм ҫурт ҫывӑхӗнче ҫӳп-ҫапа пуҫтарса ҫунтарма тӑнӑ. Анчах ҫулӑм типӗ курӑка ярса илнӗ те чутах ҫурт ҫине куҫман. Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм ҫулӑма хӑйех сӳнтернӗ, анчах унӑн ӳчӗ пиҫсе кайнӑ. Ӑна тухтӑрсем больницӑна илсе ҫитернӗ.
Аса илтеретпӗр: хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре пушара хирӗҫ режим вӑйра. Ҫавна май ҫӳп-ҫап, типӗ курӑк ҫунтарма, кӑвайт чӗртме юрамасть. Йӗркене пӑсакансене штраф тӳлеттереҫҫӗ.

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, кӑнтӑрла Сӗнтӗрвӑрри хулинче харӑсах 8 дача ҫунса кайнӑ.
Ку йӑлтах – типӗ курӑк ҫуннине пула. «Дружба» сад юлташлӑхӗнче типӗ курӑк ҫунма тытӑннӑ. Пӗтӗмпе 1 гектара яхӑн лаптӑк ҫинче ҫулӑм алхаснӑ. Шел те, ӑна пула дачӑри 8 ҫурт ҫунса кайнӑ.
Аса илтерер: кӑҫал пӗрремӗш хут типӗ курӑк ҫуннӑ тӗслӗх Куславкка округӗнче ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулнӑ. Унта Елчӗк ялӗ хӗрринче 2000 тӑваткал метр ҫинче типӗ курӑк ҫуннӑ.

Улатӑр хулинче пысӑк пушар пулнӑ: унта Мускав урамӗнчи 3 хутлӑ ҫурт тӑрри ҫуннӑ.
Ҫулӑм тухни пирки эрнекун 22 сехет ҫурӑра шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем ҫитиччен 20 ҫын хӑйсем тӗллӗнех ҫуртран урама тухнӑ. 500 тӑваткал метр лаптӑка, ҫурт тӑррине, 15 специалист тата 8 техника сӳнтернӗ.
Пушар мӗне пула тухнӑ-ха? Сӑнав пушар лабораторийӗн эксперчӗсем хальхи вӑхӑтра сӑлтавне палӑртас тӗллевпа ӗҫлеҫҫӗ, ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Паян ирхи 6 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти Парк урамӗнчи 37-мӗш ҫуртра, общежитире, пӳлӗм ҫунма тытӑннӑ. Тӗтӗм сарӑлнине пула 9-мӗш хутри ҫынсем урама хӑйсем тӗллӗн тухайман.
Икӗ ҫынна пулӑшу кирлӗ пулнӑ. Ятарлӑ службӑсем вӗсене ҫуртран тухма пулӑшнӑ. Тепӗр 5 ҫын вара хӑйсемех урама тухма пултарнӑ.
Пушар 5 тӑваткал метр лаптӑка сиен кӳнӗ. Ӑна 7 ҫӑлавҫӑ тата 3 техника сӳнтернӗ.

Чӑваш Енре пушара хирӗҫле режим пуҫланнӑ. Вӑл ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ.
Ку эрнере Правительство ҫуртӗнче инкеклӗ лару-тӑрӑва сирес тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ. Унта та хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне сӳтсе явнӑ.
Ларура пушар сезонне епле хатӗрленни ҫинчен тӗплӗн каласа панӑ. Ларура тимле итлесе ларнӑ «Хыпар» журналисчӗ Роза Власова пӗлтернӗ тӑрӑх, «вӑрмансене сыхлама 156 маршрут йӗркеленӗ. Диспетчер пункчӗсенче дежурствӑсем йӗркеленӗ».
Апла пулин те Куславкка тӑрӑхӗнче 2000 тӑваткал метр ҫинче типӗ курӑк ҫуннӑ.
Ларӑва ертсе пынӑ республика Элтеперӗ Олег Николаев питех те асӑрхануллӑ пулмаллине палӑртса хӑварнӑ. Кунта ӗнтӗ кашни ҫын тимлӗ пулни паха.

Ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ирхине И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчен 335 ҫынна эвакуациленӗ. Сӑлтавӗ – гардеробра тумтир ҫунма тытӑнни.
Пӗр студент пӗрремӗш хутри гардеробра сумка хӑварнӑ, унта вара юсавсӑр телефон пулнӑ. Вӑл вара ҫунма тытӑннӑ, ҫулӑм ытти тумтир ҫине куҫнӑ.
Пушар пирки пӗлтерсен ҫуртран 335 ҫынна эвакуациленӗ. Никам та шар курман. Факультетра ӗҫлекенсем пушара хӑйсемех ятарлӑ хатӗрпе усӑ курса сӳнтернӗ.
