Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пушарсеМ

Пӑтӑрмахсем
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче «Мега Молл» суту-илӳ центрӗнче пушар пулнӑ. Юрать, пысӑках мар.

Пушар 13 сехет тӗлӗнче пулнӑ. Суту-илӳ центрӗнче виҫҫӗмӗш хутра мачча ҫинчи светильник ҫунма тытӑннӑ. Телее, ҫулӑма сарӑлма паман, унта ӗҫлекен ҫын ӑна хӑй тӗллӗнех сӳнтерме пултарнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки талӑкра республикӑра тӑватӑ пушар пулнӑ.

 

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Мишеркасси ялӗнче лавкка ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм морозильнике сиенлетнӗ.

Ҫак кунах Шупашкар округӗнчи Мешерпуҫ ялӗнче трансформатор электроподстанцийӗнче пушар пулнӑ. Лаптӑкӗ пысӑках мар – 1 тӑваткал метр кӑна. Ӑна хӑвӑртах сӳнтернӗ.

Иртнӗ талӑкра Шупашкар хулинче те пушар пулнӑ. Хула хӗрринчи «Волга» (чӑв. «Атӑл») сад юлташлӑхӗнче мунча тивсе илнӗ, кунсӑр пуҫне Граждан урамӗнчи 86-мӗш ҫуртри подъездра ҫулӑм тухнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру минстерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки талӑкра республикӑра пилӗк пушар пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.zarulem.ws порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар районӗнче ҫулпа пыракан «КамАЗ» машина хыпса илнӗ. Вӑл «М-7» автоҫулпа пынӑ. Инкек утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Йывӑҫ кӑмрӑкӗ тиенӗ машина ҫунма пуҫласан инкек вырӑнне Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ. Ҫулӑма вӗсем пилӗк минутра сӳнтерме пултарнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель шар курман, вӑл таса сывах.

Пушар мӗнле сӑлтавпа тухнине специалистсем палӑртӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Канаш муниципалитет округӗнче паян ҫӗрле пушар пулнӑ. Унта 200 ытла рулон утӑ ҫунса кайнӑ. Пушар Пукӑртан ялӗнче пулнӑ. Ҫулӑм 240 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Республикинчи Тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кунах Улатӑр округӗнчи Стемас ялӗнче пӳрт ҫуннӑ. Канаш хулинче тата Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Ҫатракасси ялӗнче мунчасене ҫулӑм ярса илнӗ.

Шупашкар хулинчи Уруков урамӗнче вара трактор хыпса илнӗ. Пушара ҫийӗнчех сӳнтернӗ. Анчах ҫулӑм мотор отсекне тата кабинӑна сиенлетме ӗлкӗрнӗ.

 

Хӗсмет
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер, каҫ кӳлӗм, Шупашкар хулинчи «Промтрактор» савут патӗнче тӗтӗм тухнине ҫынсем хулан чылай кӗтесӗнчен курнӑ. Мӗн ҫуннӑ унта?

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, савутӑн пӗр цехӗнче пушар тухнӑ. Ҫулӑма пӗр сехет ҫурӑра сӳнтерсе пӗтернӗ.

Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар тухни пирки 17 сехет те 21 минутра пӗлтернӗ. Вырӑна ҫӑлавҫӑсем, полици ӗҫченӗсем тата тухтӑрсем ҫитнӗ. Пушара 4 техника тата 10 ҫын сӳнтернӗ. Телее, инкекре никам та шар курман.

 

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, каҫхине Атӑл леш енче вӑрман ҫунма тытӑннӑ. Юрать-ха, ӑна часах сӳнтернӗ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер 18 сехет те 55 минутра ҫулӑм Сосновка участок лесничествинче, «Прометей» кану базинчен инҫех мар, тухнӑ. Ҫулӑм 200 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ.

Пушара икӗ сехетрен сӳнтернӗ. Унта 7 ҫӑлавҫӑ, 3 техника хутшӑннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар ҫулӑмпа асӑрханмасӑр усӑ курнӑран тухнӑ.

Палӑртса хӑвармалла: кӑҫал вӑрманта пушар тухнӑ пӗрремӗш тӗслӗх ку.

 

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Йӗпреҫ поселокӗнче ГАЗель ҫунса кайнӑ. Вӑл вырӑнти ҫӑкӑр савучӗн машини пулнӑ.

Ҫав вӑхӑтра «ГАЗель Некст» машина ҫӑкӑр савучӗн территорийӗнче пулнӑ. Вӑл – 2024 ҫулта туса кӑларнӑскер. Ҫулӑм машинӑн кабинине тӗп тунӑ. Юрать-ха, ҫынсенчен никам та шар курман.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм капот айӗнчи электроборудовани авариллӗ режимра ӗҫленине пула тухнӑ.

Палӑртса хӑварар: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Республикинче транспортра ҫулӑм тухнӑ 38 тӗслӗхе шута илнӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Тӑвай округӗнче кӗҫӗн суд приставӗ Сергей Тимофеев парӑмҫӑ патне килне пынӑ. Унӑна ӑна суд приставӗсен уйрӑмне илсе ҫитермелле пулнӑ.

Анчах кил умне ҫитнӗ те тӗтӗм шӑршине туйнӑ. Вӑл пӳртрен тухнӑ. Алӑкӗ те уҫах пулнӑ. Шалта ҫын пулма пултарать тесе пристав унта кӗнӗ. Вӑл тӗпелте плита ҫинче кастрюль ларнине асӑрханӑ, унран тӗтӗм йӑсӑрланса тухнӑ.

Темиҫе минутран ҫулӑм тухма пултарнӑ. Пристав плитана сӳнтернӗ, кастрюле унтан илнӗ те пӳрте уҫӑлтарнӑ.

Кайран ҫакӑ палӑрнӑ: кил хуҫи апат пӗҫерме лартнӑ та кӳрши патне каҫнӑ. Мӗн пулса иртнине пӗлсен вӑл пристава чун-чӗререн тав тунӑ.

Ҫапах пристав хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫланӑ: парӑмҫа суд приставӗсен уйрӑмне илсе ҫитернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян, утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ирхи 6 сехет те 35 минутра Муркаш округӗнчи Ярӑслав ялӗнче пушар алхасма тытӑннӑ.

Тӗп урамри 1-мӗш ҫуртра тӑваттӑмӗш хутри хваттер ҫунма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Ытти хваттерсенче пурӑнакансем ҫӑлавҫӑсем ҫитиччен урама хӑйсем тӗллӗнех тухнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем пушара сӳнтернӗ вӑхӑтра хваттер хуҫин виллине тупнӑ. Вӑл – 1975 ҫулта ҫуралнӑ арҫын. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ҫулӑмпа асӑрханмасӑр усӑ курнӑран пушар тухнӑ.

Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Арҫын мӗншӗн вилнине палӑртма судпа медицина экспертизи тӑвӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/id2128056868_gos
 

Пӑтӑрмахсем
srgazeta.ru сайтри сӑн
srgazeta.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинчи хваттере аҫа ҫапнӑ. Ку инкек ӗнер Чернышевский урамӗнчи 3-мӗш ҫуртри 3 пӳлӗмлӗ хваттерте пулнӑ

Аҫа ҫапсан хветтерте пушар тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра килте 1951 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, ӑна Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки талӑкра республикӑра ҫичӗ пушар пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/id2128056868_gos
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 96
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗр
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 20

1924
102
Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ