Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пулӑшусем

Ял хуҫалӑхӗ

Ӗнер, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра ял ҫыннисене 0,1 процентлӑ ипотека кредичӗ пама тытӑннӑ. Тӗрӗсрех, ҫӗнӗ йышӑну вӑя кӗнӗ.

Аса илтерер: ял ипотекине ҫӗршывра 3 процент тесе палӑртнӑччӗ. Пирӗн тӑрӑхра процент ставкине татах пӗчӗклетрӗҫ. Ҫапла тума республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев маларах сӗннӗччӗ. Ӗнер Министрсен Кабинечӗ ятарлӑ хушӑва алӑ пуснӑ.

Пӗчӗк ставкӑпа кредит илме тивӗҫ категорие ҫаксем кӗнӗ: 3 е ытларах ача ӳстерекен, ялта ӗҫлесе пурӑнакан ҫемьесене ипотекӑна 0,1% ставкӑпа парӗҫ; АПКра тата ветеринарта ӗҫлекенсене – 0,5%; социаллӑ сферӑра ӗҫ килӗшӗвӗпе е усламҫӑ пулса тӑрӑшакансене – 1% ; ялта потребкоопераци тата ял хуҫалӑх кооперацийӗнче тимлекенсене – 1%; ялта пурӑнса АПКра ӗҫлес шухӑш тытнисене – 1,5%; ялти социаллӑ сферӑра ӗҫе кӳлӗнес кӑмӑллисене – 2%.

 

Раҫҫейре
«Жэньминь Жибао» хаҫат сӑнӳкерчӗкӗ
«Жэньминь Жибао» хаҫат сӑнӳкерчӗкӗ

Хабаровск тӑрӑхӗнче Китай ҫыннисене пулӑшасшӑн. Унтисем 56 курупка гуманитари пулӑшӑвӗ пухнӑ. Хӗрлӗ Хӗресӗн регионти уйрӑмӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫтарнӑ япаласене Китайри Ухань хулине ӑсатӗҫ. Аса илтерер: пӗлтӗрхи раштав вӗҫӗнче шӑп ҫав хулара короновирус пуҫласа тупса палӑртнӑччӗ.

Гуманитари пулӑшӑвне Хабаровск тӑрӑхӗнче пӗр уйӑха яхӑн пухнӑ. Ырӑ ҫынсем те, организацисем те Ухань ҫыннисене хӗрхеннӗ. Вырӑнтисемсӗр пуҫне Мускаври тата ҫӗршывӑн ытти хӑш-пӗр регионӗнчисем пулӑшнӑ.

Китая медицина халачӗсем, калпаксем, перчеткесем, бахилӑсем, антисептиксем ӑсатӗҫ. Посылкӑна Китайӑн Хабаровскри тӗп консулӗ урлӑ парса ярӗҫ. Ухань хулинче, сӑмах май, короновируспа 8,8 пин ҫын чирленӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. 3 пин ытла ҫын вилнӗ имӗш, вӗсенчен чылайӑшӗ — унччен ааптӑратнӑ амак ҫивӗчленнӗрен. 60 пине яхӑн ҫын сывалнӑ.

 

Республикӑра

Хулара транспортпа ҫӳреме туса панӑ ПТК (чӑв. Пӗрлехи транспорт картти) унпа усӑ куракансемшӗн йывӑрлӑх кӑларса тӑратни пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче Аҫтахар Плотников кӑмӑлсӑрланнине вулакансем астӑваҫҫӗ те пулӗ. Унта вӑл ҫак тытӑмӑн кӑлтӑкӗсем пирки асӑнса хӑварнӑччӗ. Онлайн мелпе укҫа хума ҫукран та йывӑрлӑх пурччӗ.

Халӗ вара Перекет банкӗ онлайн мелпе куҫармалла йӗркене ӗҫлеттерсе янӑ. Сӑнавлӑ меслет тенӗ ун пирки. «Товары и услуги» (чӑв. Тавар тата пулӑшу) уйрӑмра «Транспорт» текенни пур.

Сӑмах май, карттӑ ҫине укҫа хурсан ҫав самантрах ҫитсе выртмасть. Тепӗр икӗ талӑкран куҫать. Ҫӗнӗ пулӑшупа, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, хальлӗхе пурте усӑ кураймаҫҫӗ.

Вӗткеленмесӗр укҫа хурас тесен «Автотӳлев» пулӑшупа та усӑ курма май пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://etk21.ru/news/26
 

Раҫҫейре

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе инваличӗсем ҫу уйӑхӗн 7–9-мӗшӗсенче тӗрлӗ хулапа ҫӗршывра пурӑнакан тӑван-пӗлӗшпе, юлташӗсемпе, ҫапӑҫу хирӗнче пӗрле пулнисемпе тата ытти ҫынпа телефонпа тӳлевсӗр калаҫайӗҫ. Ҫакна телефон ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекен операторсенчен пӗри, «Ростелеком», пӗлтернӗ. Ытти ҫул карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗсем те ветерансене ҫӑмӑллӑх кӳнине шута илсен кӑҫал та хайхисем валли майсем пӑхса хёвараҫҫех пуль тес килет.

«Ростелеком» патне таврӑнсан телефонист урлӑ саккас парсан регионта, хуласем хушшинче тата Украинӑпа, Беларуҫпе, Молдовӑпа, Казахстанпа, Узбекистанпа, Таджикистанпа, Кӑркӑстанпа, Турменистанпа, Азербайджанпа, Грузипе, Абхазипе, Латвипе, Литвапа, Эстонипе, Кӑнтӑр Осетипе 60 минут таран тӳлевсӗр калаҫтарӗҫ.

Госпитальсенче, ветерансен ҫурчӗсенче пурӑнакансене те телефонпа тӳлевсӗр юмахлама май туса парассине шантараҫҫӗ. Калаҫмалли пунктсенче те ветерансен ыйтӑвне тивӗҫтермелле. Унта каяс пулсан удостоверени чикме манмалла мар. Ку ӗнтӗ ҫӑмӑллӑх категорине тивӗҫҫине ӗнентерме кирлӗ.

Маларах асӑннӑ ҫӗршывсене тата хамӑр патри ял-хулана ҫу уйӑхӗн 7–9-мӗшӗсенче ветерансем телеграммӑсем те тӳлевсӗр ярайӗҫ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, [16]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2026 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 01

1846
180
Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ.
1901
125
Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1931
95
Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1941
85
Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ.
1941
85
Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
1946
80
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ.
1951
75
Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1951
75
Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ.
1961
65
Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1986
40
Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ